Комментари хушас

22 Ака, 2023

Фестиваль пӗр чӑмӑра пухрӗ

«Эткер» ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «МедиаВзлет» фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Уява ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫитрӗ. 

Уява 100 ытла ача пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пурте журналистикӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ, медиа, аудиопроектсем хатӗрлеҫҫӗ, шкул хаҫачӗсем кӑлараҫҫӗ, Интернет уҫлӑхӗнче блогсем ертсе пыраҫҫӗ. Уявра куравсем те ӗҫлерӗҫ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗ Сергей Журавлев тӗрлӗ ҫулхи фотоаппаратсемпе паллаштарчӗ, сӑн ӳкерессипе вӑрттӑнлӑхсене уҫрӗ.

Мероприятин официаллӑ пайӗ хыҫҫӑн ачасем ӑсталӑх класӗсене саланчӗҫ, вӗсенче журналистика енӗпе пӗлӗве  тарӑнлатрӗҫ. Пурӗ пилӗк ӑсталӑх класӗ ӗҫлерӗ. Медиапроект хатӗрлесси - кӑткӑс ӗҫ. Анчах ӑна мӗнрен пуҫламалла-ха? Мӗн шута илмелле? Ун пирки тӗплӗнрех Мускавран килнӗ спикер Антон Михалев каласа пачӗ. "МедиаВзлет" фестиваль ҫӗнтерӳҫисене уявӑн иккӗмӗш пайӗнче чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа, статуэткӑпа, асӑнмалӑх парнепе хавхалантарчӗҫ. Уява килнисем тепӗр ҫул та ҫак фестивале хутшӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru