Комментари хушас

21 Ака, 2023

Контрактпа – çар службине

Республикăра çар службине контракт мелĕпе каяс текенсене валли мобильлĕ пунктсем ĕçлеме тытăннă.

Çак кунсенче пункт Шупашкар хулинчи «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕ çывăхĕнче те уçăлнă. Салтак аттине тăхăнас текенсем унта заявлени çырма, психологпа калаçма, тест ыйтăвĕсене хуравлама пултараççĕ, вĕсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма направлени параççĕ. Службăна 18-тан иртнĕ çирĕп сывлăхлă çынсене илеççĕ. Мобильлĕ пунктрах çар чаçĕсемпе тата контракт условийĕсемпе паллашма май пур. Çар должноçне те професси ăсталăхне кура сĕнĕç.

— Çарта контрактмелĕпе тăрас текен кашни çын мобильлĕ пункта килсе салтаксене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллашма, çавăн пекех заявлени çырма пултарать. Мобильлĕ пунктсем хулара та, округсенче те ĕçлĕç, — палăртнă Шупашкарти çар службине контрактмелĕпе каякансене суйласа илекен пунктăн ертÿçи Оксана Базуева.