Комментари хушас

20 Ака, 2023

Депутатсем çулсем арканни пирки чан çапаççĕ

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 17-мĕш сессине Леонид Черкесов Виктор Горбунов вице-спикера, ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăя Алевтина Федоровăна — çуралнă кунĕсен, вырăнти влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене — Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ, ĕçтешĕсене — çывхаракан Раççей парламентаризмĕн кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Çавна май сесси малалла та çапла лăпкă лару-тăрура тăсăлас туйăм та çуралнăччĕ, анчах калаçăва çивĕчлетекен самантсем тупăнчĕç.

Кун йĕркинчи 15 ыйтуран 9-шĕ — саккун проекчĕсем. Вĕсенчен иккĕшĕ право йĕркелĕвĕн çĕнĕ нормисене ĕçе кĕртеççĕ, 9-шĕ вара вăйра тăракан саккунсене тÿрлетессипе çыхăннă. Республика бюджетне федераци бюджетĕнчен кредит памалли килĕшÿсене çирĕплетесси çинчен калакан саккун проекчĕ тавлаштармарĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева регион проекчĕсене пурнăçлама кредит шучĕпе илнĕ 405 миллион тенке тавăрса парассине 2022 çултан 2029 çула куçарнине çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр 1,4 миллиард тенкĕ тĕлĕшпе çакнашкал йышăнусем пулнă, пĕтĕмпе 5,7 миллиард тенкĕ шăпине çапла майпа татса панă, ку республика бюджечĕ çине парăмсене татас тĕлĕшпе лекекен пысăк тиеве палăрмаллах çăмăллатма май парать. Вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси вырăнсенчи депутатсен полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлессипе çыхăннă самант çинче такăнчĕ. Сăмах депутатсен пухăвĕсен ларăвĕсене ултă уйăх пĕрре те пыманнисене мандатсăр хăвармалли тÿрлетÿ пирки пырать. Константин Степанов депутат шучĕпе, çак нормăпа хăш-пĕр çĕрте депутатсене тавăрма усă курасси те часах. Калăпăр, ятарлă çар операцине хутшăнакан депутатсене полномочисĕр хăварма пултараççĕ. Вăл Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта унашкал пуçарусем пулма пултарасси пирки иккĕленмест. Çĕнĕлĕхе, ун шучĕпе, ларусене пырайманнин шута илмелли сăлтавĕсене палăртса кăна йышăнма юрать.

Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов хайхи ултă уйăхпа çыхăннă çĕнĕлĕх нарăс уйăхĕнчех вăя кĕнине пĕлтерчĕ — ăна федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ. Халĕ сăмах республика саккунне федераци саккунĕпе çураçтарасси пирки кăна пырать. Шута илмелли сăлтавсем, ун шучĕпе, пулмалла, анчах вĕсене, шел, федераци саккунĕнче те палăртман. Çавăнпа хальлĕхе вăл е ку депутат ларусене çÿременнипе çыхăннă тĕслĕхсене кашни муниципалитетра уйрăммăн тишкерсе тĕрĕс йышăнусем тăвасса шанмалли çеç юлать. Парламент саккун проектне ырларĕ.

ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов граждан оборони çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарнипе усă курса депутатсем граждан оборонин объекчĕсене йĕркене кĕртессипе кăсăкланчĕç. Паллă ĕнтĕ: çак объектсен хатĕрлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел, хăшĕсене хăй вăхăтĕнче уйрăм çынсем «приватизациленĕ» тĕслĕхсем те пур — вĕсене республика харпăрлăхне тавăрас енĕпе ĕçлеме сĕнчĕç.

Çул çитменнисене вăй кĕртекен алкогольсĕр шĕвексем сутма чарасси çинчен калакан саккун проекчĕ кĕтмен çĕртен тавлашу çуратрĕ. Хăш-пĕр депутат шучĕпе, çав шĕвексенче нимĕн сиенли те çук — кофеин кăна. Врач, Дмитрий Арсютов депутат, сăмах илни кăна тавлашу вĕçне пăнчă лартрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çак шĕвексем çамрăк çынна самантрах кăмăла çĕклеме пулăшаççĕ, çав шутра çывăрмасăрах хавхалануллă пулма май параççĕ. Паллах, ку организмшăн сиенлĕ. Çийĕнчен нумайăшĕ энергетиксене алкогольпе хутăштарать, кун пек чухне миокард инфаркчĕ пуласси те, пĕвер сиенленесси те часах. Ку аргументсем витĕмлĕ пулчĕç ахăр — сасăлав саккун проектне симĕс çутă пачĕ.

Федераци Канашне Патшалăх Канашĕнчен суйланнă Николай Владимиров сенатор хăйĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчетра сенсацисем янăрамарĕç. Тен, хăш-пĕр депутата хивре калаçма çакă та хистерĕ пуль. Çак хиврелĕх чи малтан Чăваш Ен урлă иртекен М-12 автомагистраль строительствипе сăлтавланчĕ. Подрядчиксене вырăнти ПАИ те чараймасть. Вĕсен йывăр транспорчĕ республикăри çулсене тĕп тунă тени те вырăнлă. Пушар, васкавлă медпулăшу машинисем, ытти транспорт аран çÿреççĕ. Патшалăх Канашĕнче шавланине Мускав илтмест, çавăнпа, депутат шучĕпе, федераци тата республика интересĕсен шайлашăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе сенаторсен тăрăшмалла.

Константин Степанов депутат темăна малалла тăсрĕ. Подрядчиксем республикăна, кунта пурăнакансене калама çук пысăк сиен кÿни куçкĕрет — çак сиене саплаштарас тĕлĕшпе мерăсем йышăнмаллах. Вĕсем аркатнă çулсен çиелти сийне кăна çĕнĕрен сарма палăртнипе çырлахма юрамасть. Çав сий самантрах тĕпренĕ, кайран вара Чăваш Ен вĕсем тĕп тунă çулсемпе пĕчченех тăрса юлĕ. Николай Владимиров çак сăмахсене тимлĕ итлерĕ, анчах трибуна умне тепĕр хут тухмарĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов 2022 çулта патшалăх пурлăхне приватизацилемелли плана пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Приватизацирен бюджета кĕнĕ укçа пысăк тееймĕн... Владислав Солдатов шучĕпе, отчетра куçакан пурлăхран 11 миллион тенкĕ тупăш илни çинчен калани — ытла та пĕчĕк кăтарту. Хăй те нумаях пулмасть медицина тытăмĕнче ĕçленĕскер, депутат онкологи диспансерĕпе çыхăннă тĕслĕх çинчен каларĕ. 168 миллион тенкĕ тÿлесе линейлă ускоритель туяннă. Çак оборудовани 15 çул ĕçлемелле пулнă. Анчах çĕнĕ оборудовани туяннă май ăна вунă çултанах шутран кăларнă. Юлнă хакĕ — 0 тенкĕ. «Тимĕр-тăмăра парсан та нуль кăна пулмасть вĕт!» — тĕлĕннине пытармарĕ Владислав Дмитриевич.

Сесси «Правительство сехечĕпе» вĕçленчĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов депутатсене патшалăхăн агропромышленноç комплексне пулăшмалли программисене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Парламентарисенчен чылай ыйту пулчĕ. Çав шутра — халăхран сутăн илекен сĕт хакĕ пирки. Министр ыйтăва тĕплĕ сÿтсе явассине çирĕплетрĕ. Сĕнÿсен шутĕнче — ĕне усракансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатасси. «Чăваш бройлерĕ» фабрика шăпипе кăсăкланнă депутата хуравланă май Сергей Геннадьевич уçăмлăн каларĕ: «Асамлăх пулма пултараймасть — пĕр самантрах пĕтĕмпех ĕçлесе каяймĕ. Чи кирли — фабрикăна упраса хăварма пултарни. Кирпĕчĕн-кирпĕчĕн сутса пĕтерме шантарнă çын сăмахĕсене тÿрре кăларма памарăмăр. Ăна Чăваш Енри предприяти туяннă. Кăçал çичĕ цех хута каймалла. Юсамалли, реконструкцилемелли нумай — утăм хыççăн утăм туса фабрика малалла аталанĕ».