Ыйтăва уçăмлатма ансат
Çара контракт мелĕпе каяс текенсем валли тĕп хулари «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ çумĕнче куçса çÿрекен пункт уçăлнă. Эрне вĕçĕнче ăна урăх вырăна вырнаçтарĕç.
«Агитаци автомобилĕ республикăн округĕсене те тухса çÿрет. Улатăр, Патăрьел тăрăхĕсенче пултăмăр. Инструкторсем çар тивĕçне контракт мелĕпе пурнăçлас тĕллевлисемпе калаçаççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Куçса çÿрекен пунктра çара каякансене тивĕçекен социаллă çăмăллăхсем çинчен ыйтса пĕлме май пур. Кунтах пулас хÿтĕлевçĕсенчен ыйту йышăнаççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли йĕрке çинчен каласа кăтартатпăр. Çара контракт мелĕпе кайма мĕнле документсем кирлине ăнлантаратпăр. Граждансем куçса çÿрекен пункта ятарласах килеççĕ», — палăртрĕ пункт пуçлăхĕ Оксана Базуева.
Шупашкар каччи Дмитрий çара каймашкăн контракт çырма хатĕр. Халĕ унăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. «Çамрăксене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме чĕнсе калатăп. Эпир çĕнтерме тивĕç», — тет вăл. Хĕсмете контракт мелĕпе кайма тĕллев тытнисен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та ыйту çырма пулать.
Марина ТУМАЛАНОВА