Комментари хушас

20 Ака, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 15 (6465) № 20.04.2023

Узбек хĕрне Шупашкар илемĕпе илĕртнĕ

Йулдошева пуринпе те юлташланнă

— Сабина, калаçăва санăн хушамату тавра пуçлама ирĕк парсам. Чăваш чĕлхинчи «юлташ» сăмаха аса илтерекенскер мĕне пĕлтерет-ши?

— Йулдош — асатте ячĕ. Узбек чĕлхинчен «тус», «пĕлĕш» тесе куçать. Çапла манăн хушамат асатте ятĕнчен йĕркеленнĕ. Чăвашла та пĕр пекех илтĕнни пирки эпĕ ку таранччен пĕлмен. Кун пирки каланăшăн тавах. Çакна палăртам: манăн аттен те, аннен те урăхла хушамат.

— Çемйÿ, тăван кĕтесÿ, унти пурнăç çинчен каласа парсам.

— Аттепе аннен пĕртен-пĕр ачи эпĕ. Анне Замира Ильхомовна чукун çул çинче инженертехнологра тăрăшать. Унăн хăйне евĕр хобби пур: хушăран судра хÿтĕлевçĕ пулса ĕçлет. Сăмах май, манăн вĕренÿре ыйтусем сиксе тухсан унран ыйткалатăп, анне йăлтах уçăмлатма пулăшать. Атте Бахриддин Йулдошевич чукун çул предприятийĕнчех бухгалтерта тăрăшать. Анне енчи тăвансен йышĕнче пурнăçне чукун çулпа çыхăнтарнисем чылай. Атте енчен вара юрист нумай. Çемьере эпир ытларах вырăсла калаçатпăр. Атте — узбек, кукамай — тутар. Вырăс чĕлхи пирĕншĕн пуриншĕн те чи çывăххи. Пирĕн Карши хули пысăк мар, унта 270 ытла пин çын пурăнать. Совет Союзĕн тапхăрĕнченех вăл «Насаф» футбол командипе палăрнă. Çак ушкăн халĕ те пур. Хула пĕчĕкрех пайсенчен — вĕсем те хула шутланаççĕ — тăрать. Карши XIV ĕмĕрте пурăннă Амир Темур полк ертÿçин тăван кĕтесĕ пулнипе те паллă. Туристсем ăна «аш-какайлă хула» тесе те калаççĕ. Ыттисемпе танлаштарсан кунта кашни апатлану вырăнĕнче ашпа хатĕрленĕ çимĕç сĕнеççĕ. Чи анлă сарăлни — тандыр гушт.

— Ача чухне кам пулма ĕмĕтленеттĕн? Епле килсе лекрĕн Чăваш Ене?

— Эпĕ ачаранах математикăна тарăнрах вĕрентекен шкулта пĕлÿ илтĕм. Анчах унта 10-11-мĕш классем çукчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула куçрăм та литература профилĕпе вĕрентĕм. Эпир эрнере 2 кун колледжа çÿреттĕмĕр. Çапла шкул çулĕсенчех професси пĕлĕвĕ илме май килчĕ. Аттестатпа пĕрлех «компьютер инженерĕ» специальноçпа дипломлă пултăм. Мана ют çĕршывра вĕренесси яланах илĕртетчĕ. Унта вĕрентÿ тытăмĕ урăхларах йĕркеленни кăсăклăччĕ. Хамăр çĕршыврине пĕлетĕп, ытти çĕрти йĕркепе вĕренсе пăхас килетчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппа Дельдора Абдушукурова, тухтăр пулма ĕмĕтленекенскер, Чăваш Енри аслă шкула вĕренме кĕчĕ. Шкултан вĕренсе тухсан эпир аннепе Мускава кайнăччĕ. Çавăн чухне Дельдора пире Шупашкара йыхравларĕ. «Килĕр, сире Атăл юхан шывне кăтартатăп», — терĕ вăл. Çапла пирвайхи хут Чăваш Республикин тĕп хулине килсе куртăмăр. Куçа тÿрех кунти ешĕллĕх илĕртрĕ. Паллах, залив тĕлĕнмелле хитре! Карши хулинче те пысăках мар юхан шыв пур, анчах унăн илемĕпе кĕпер çинчен кăна киленме пулать. Хăнана кăна килнĕччĕ пек, пачах шухăшламан çĕртен манăн ЧПУна вĕренме кĕмешкĕн ыйту çырас кăмăл çуралчĕ. Юридици факультетне заявлени патăм. Паллах, экзаменсене тытма манăн çине тăрсах вĕренме тивессе ăнлантăм. Вырăс литературипе, историпе тата обществознанипе тĕрĕслев витĕр аванах тухас тесен çак предметсене Раççейре вĕрентнĕ пек пĕлмелле-çке. Апла пулин те мана ăнчĕ — çурла уйăхĕнче эпĕ вĕренме кĕнине пĕлтерчĕç. <...>

Ирина ИВАНОВА

♦   ♦   


Ют чĕрепе 9 çул пурăнать

«Урампа утатăп-и е канма ларатăп-и – маншăн кашни самант илĕртÿллĕ, кашни самант хаклă. Тĕрĕссипе, эпĕ нихăçан та пурнăçа ÿпкелесе курман. Унпа киленме, хаклама пĕлнĕ. Халĕ пушшех те», — тет 9 çул çĕнĕ чĕрепе çÿрекен Валерий Рубцов.

Пиччĕшĕнни пек диагноз

Трансплантаци пулăшнипе пирĕн çĕршывра чылай чирлĕ çынна çĕнĕ пурнăç парнелеççĕ. Çак йышра Валерий Рубцов та пур. Ытти ача пекех ÿснĕ вăл. 1975 çулта Патăрьел районĕнчи Йăлăм ялĕнче çуралнăскер Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Ачаранпах спортпа питĕ туслă пулнă. Ытларах ирĕклĕ кĕрешессипе кăсăкланнă. Шкул пĕтерсен Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне çул тытнă. Студент пулса тăрсан та спорта пăрахман. 2 курс пĕтерсен ăна çара илнĕ. Мускава лекнĕ вăл. Спортпа туслăскере тÿрех тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнтарнă. Валерий пушарниксен ăмăртăвĕнче малти вырăна тухнă. Çак медале паянхи кун та упрать вăл. Ун чухне йывăр чир Валерие нихăш енчен те аса илтермен-ха. Çартан таврăнсан та каччă ирĕклĕ кĕрешессипе ăмăртусене хутшăннă. Ялан тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнă.

— Пĕррехинче, пĕр ăмăрту хыççăн, тусăн çуралнă кунне паллă тума каймалла пулчĕ. Унта унăн савнийĕ хăйĕн юлташ хĕрĕпе пынăччĕ. Çавăнта паллашрăм та пулас мăшăрăмпа Иннăпа. Çулталăкран туй турăмăр та тăван ялта пурăнма тытăнтăмăр. Эпĕ — кĕçĕнни, манăн икĕ тете пурччĕ. Çавăнпа тĕпкĕч тесе яла килмелле пулчĕ. Мăшăрăм хулара çуралса ÿснĕ. Яла килме хăрамарĕ, кунта 24 çул пурăнатпăр, — каласа кăтартрĕ Валерий Рубцов.

Патăрьел тăрăхне таврăнсан тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ вĕсем. Çав вăхăтрах килти ватă ашшĕне те пăхма тивнĕ. Валерин амăшĕ 54 çултах чĕре чирĕпе çĕре кĕнĕ. Ашшĕ 82 çулччен пурăннă. Ытларах строительство енĕпе вăй хунă Валерий Рубцов. ЭТУСра ĕçлесе пăхнă, 2005 çулччен ДРСУра çул-йĕр мастерĕ пулнă. 2005-2010 çулсенче Валерий Петровича Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. Питĕ пултаруллă, çамрăк ертÿçĕ шутланнă вăл. 2008 çулта ăна «Чăваш Республикинчи чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ» ята та панă. Ун хыççăн каллех ДРСУна ĕçлеме куçнă, ăна ертсе пынă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   


«Ку стоматолог патне кайсан анестези те кирлĕ мар»

Пирĕн республикăна çамрăксем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен аслă пĕлÿ илме килеççĕ. Чăваш юррикĕввине чунран кăмăллакан Сухаиб ШЕХЕДАХ Палестинăран çитнĕ. Ют çĕршыв каччине хамăрăн тĕпеле йыхравларăм.

Шупашкар илĕртнĕ

— Сухаиб, эсĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче 4-мĕш курсра стоматолога вĕренетĕн. Мĕншĕн шăпах Чăваш Ене суйларăн?

— Манăн Раççейре аслă пĕлÿ илес килчĕ. Мĕншĕн тесен кунти университетсенче лайăх пĕлÿ панине пĕрре мар илтнĕччĕ. Малтан Волгоградри вĕрентÿ заведенийĕнче çулталăк вырăсла калаçма хăнăхрăм. Унта мана аслă пĕлÿ илмелли виçĕ вырăн сĕнчĕç: Чăваш Ен, Удмурт Республики тата Пенза облаçĕ. Эпĕ Шупашкара килес терĕм. Сăлтавĕ ансат. Кунта манăн туссем вĕренеççĕ. Вĕсем ЧПУна питĕ ырларĕç. Шупашкарта ют çĕршывран килнĕ студент сахал мар, вĕсемпе хутшăнса хама ют çĕрти пек туймарăм. Тата кунти халăх питĕ тарават.

— Шупашкар тÿрех килĕшрĕ-и?

— Кунта киличчен интернетра сăн ÿкерчĕксемпе видеосем пăхрăм. Чăваш Ен хитре тăрăхра вырнаçни, Шупашкар йывăçсемлĕ пулни, Атăл сарăлса юхни илĕртрĕç. Кунта çитсен çаксене хамăн куçпа курса ĕнентĕм. Çынсем те мăн кăмăллă мар, мĕн те пулин ыйтсан хаваспах ăнлантараççĕ. Килсенех общежитие вырнаçтарчĕç. Унта Египетран вĕренме килнĕ Исмаилпа туслашрăм. Çĕнĕ туспа хутшăнма тытăнсан хам ют хулара пурăннине те мантăм. Анчах эпĕ мĕн ачаран килте пурăнма хăнăхнăран 2 уйăхран хваттер тара илтĕм.

— Эсĕ Шупашкара юпа уйăхĕн вĕçĕнче çеç вĕренме килейнĕ…

— Тĕрлĕ сăлтава пула кая юлса çитрĕм. Вĕренÿре ĕлкĕреймесрен питĕ кулянтăм. Ирĕн-каçăн манăн алăра учебниксемччĕ. Тепĕр чухне лекцире ларни тĕлĕкре те тĕлленетчĕ. Вĕренесси — питĕ пысăк яваплăх. Аттепе анне мана ют çĕршыва вĕренме шанса кăларса янă тăк ку пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Волгоградри пĕр педагог студентсен уявĕ хыççăн мана вырăс юррисене юрлама сĕнчĕ. «Катюша», «Я вас любил», «Старый клен» хайлавсене вĕрентĕм. Эпĕ ачаранах юрлатăп. Чăваш Енре те университет ирттерекен уявсенче арабла юрлама пуçларăм. Кайран чăваш юррисене вĕренес кăмăл çуралчĕ.

— Стоматолог тата юрăç… Пĕр-пĕринчен самаях уйрăлса тăраççĕ.

— Бассам докторăн пĕр пĕлĕшĕ, хĕр, манăн юрăсене илтнĕ хыççăн ун патне çапла çыру янă: «Ку стоматолог патне шăл сиплеме кайсан анестези те кирлĕ мар. Юрласа кăна сиплетĕр».

Альбина ЮРАТУ

91-ре 150 сăвă пăхмасăр калать

Кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пуласса пĕлсен Комсомольски салинче пурăнакан Рева Чемешева çав тери савăннă. Учитель сумне çĕклени хавхалантарнă та — 91 çулти педагогика ветеранĕ хăй ĕçленĕ шкулсене çитсе уçă уроксем ирттерме шухăш тытнă.

Пĕлÿ кунĕнче çуралнă

Рева Игнатьевна хăйне евĕр «утса çÿрекен энциклопеди» пулнипе тĕлĕнтерет. Паянхи кун та çан- çурăмне çамрăк чухнехиллех тÿрĕ тытсах утать. Вăл куçлăхсăрах вулани, калаçăвĕ çыхăнуллă та тарăн шухăшлă пулни, калас кашни шухăша вырăс поэзийĕнчи йĕркесемпе çирĕплетсе пама, литературăна пурнăç тăршшĕпех юратса паян та самай вăрăм 150 сăвă пăхмасăр калама пултарни Рева Игнатьевнăпа тĕл пулнă хыççăн темиçе кунран та асран тухмарĕ. Çавăн пек пуян чунлă çынсем юнашарах пурăннишĕн чунран хĕпĕртерĕм.

Рева Русакова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Комсомольски тăрăхĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче кун çути курнă. Ытти чухне пулсан асра та юлмĕччĕ-и тен, анчах вĕренекенĕсем хисеплĕ педагогăн çуралнă кунне нихăçан та манмаççĕ: вăл Пĕлÿ кунĕнче, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, çут тĕнчене килнĕ. Çакă та шăпа паллиех тесе шухăшлать: çÿлти хăват ăна вĕрентекен пулмах пилленĕ-тĕр. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратаканскер шкулта пĕр класра вĕреннисен тĕлпулăвĕсене халĕ те çÿреме кăмăллать. Пĕрле ĕçленĕ вĕрентекенсем çуралнă кунне паллă тунă çĕре йыхравласан та май тупса каять.

«Çемьери 6 ачаран эпĕ — иккĕмĕшĕ. Аппа Люция манран 3 çул аслăччĕ. Вăл шкула кайнă чухне манăн унран юлас килместчĕ. Чăнах пĕрле кайрăм. Анчах вĕрентекен мана хальлĕхе пĕчĕкрех тесе киле кайма каларĕ. Çул тăршшĕпе кăмăлсăр, йĕрмĕшсе пытăм. Аппа пĕлÿ енĕпе çав тери вăйлă марччĕ. Хам шкула çÿреме пуçласан ăна хăваласа çитрĕм, хăш-пĕр предмета унран лайăхрах пĕлеттĕм.

Ирина ПУШКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.