Астăвăм кĕнеки
Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр кăсăклă проект пуçарнă.
Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен паттăрлăхне кăтартас тĕллевпе «Альбом-астăвăм кĕнеки» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Хальлĕхе сумлă кĕнекен виçĕ томне хатĕрленĕ. Учреждени специалисчĕсем вара Аслă Çĕнтерĕве çывхартнисемпе тĕл пулаççĕ, вĕсен аса илĕвĕсене çырса илеççĕ. Çапла майпа республикăн тĕп хулинче пурăнакан 470 ветеран çинчен информаци пухнă та ĕнтĕ.