Комментари хушас

27 Раштав, 2013

Анлă пултарулăхлă ăста

Чăваш наци музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Николай Балтаевăн ĕçĕсен «Тенкĕ çумне тенкĕ» куравĕ иртрĕ. Ăна ăстан 50 çулхи юбилейне халалланă.

Н.Балтаев - Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институчĕн доценчĕ, ЧР Художниксен союзĕн членĕ, «Чăваш Ен» санатори çывăхĕнчи йывăç скульптурăсен этнографи паркĕн авторĕсенчен пĕри. Мăшăрĕпе Людмилăпа, халăх ÿнер промыслисен ăстипе, наци эрешĕсемпе тумĕсене хатĕрлеççĕ. Тĕслĕхрен: хĕрарăмсен кăкăрне илемлетекен шÿлкеме, хĕвелĕн тимĕр эмблеми... Ывăлĕсем Азаматпа Аттила та ашшĕ-амăшĕн çулне суйланă. Вĕсем хальхи вăхăтра чикĕ леш енче вĕренеççĕ, чăваш тата ытти чĕлхене аван пĕлеççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ дизайн кафедрин студенчĕсем Николай Михайлович ертсе пынипе авалхи наци тумĕсене /гуннсен патшин Аттилăн, çар çыннисен т.ыт.те/ хатĕрлессипе тухăçлă ĕçлеççĕ.

«Балтаевсен ĕçĕсем наци культурине аталантарма пысăк тÿпе хываççĕ», - терĕ курава уçнă май ЧНК хастарĕсенчен пĕри Н.Лукианов юрист. Сăмах май, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем Балтаевсенчен наци эрешĕсене хатĕрлесе пама ыйтаççĕ. Вĕсен пултарулăхĕ пирки Тутарстанра, Пушкăртстанра аван пĕлеççĕ.

«Николай Михайловичăн курăмлă ĕçĕсенчен пĕри - Митта Ваçлейĕн упранса юлнă сăн ÿкерчĕкĕ тăрăх тунă медаль, - сăмах илчĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина. - Василий Егоровича эпĕ 1954 çулта лагерьтен таврăнсан ÿкерсе илнĕччĕ. Халĕ çав медальпе наци культурин тивĕçлĕ деятелĕсене чыслаççĕ. Николай Михайлович мана илемлĕ эреш парнеленĕччĕ. Ăна ăнăçу кÿрекен япала вырăнне яланах хампа пĕрле илсе çÿретĕп. Пирĕн халăхăн йăли-йĕрки пуян, хитре тум, эреш чылай. Вĕсене ытларах халăх çине кăлармалла».

«Сăвар» фонд хастарĕ С.Семенов тата ÿнер критикĕ М.Воробьев культуролог Вера Кузьминична сĕнĕвне ырласа йышăнчĕç. «Наци ÿнерĕн тĕслĕхĕсене тĕнчене кăтартмаллах», - терĕç вĕсем. Николай Михайловича çавăн пекех РФ тава тивĕçлĕ художникĕсем Праски Витти тата В.Николаев медальер, М.Карягина поэт саламларĕç. Чăваш наци музейĕн директорĕ И.Меньшикова юбиляра ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Тимĕр АКТАШ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.