Хыпар 42 (28070) № 18.04.2023
Вăрманкасра кĕтÿ çÿретме вырăн çук
Шупашкар округĕнчи Вăрманкас Шупашкар çумĕнчех вырнаçнă. Унта çитме çур çухрăм та утмалла мар. 800 яхăн çын пурăнакан ялта шкул та, садик те çук. 20 çул каялла урамсенче йĕпе-сапара пылчăк çăрăлнă, ялта шыв та пулман. Мĕншĕн? Пĕтĕмпех каласа кăтартăпăр.
Клуб управçи
Надежда Дьячкова клуб управçи шутланать. Вăл — «Бисеринка» кружок ертÿçи. Ял ачисене вĕт шăрçаран, алмаз мозаикинчен, çăмран илемлĕ япаласем тума вĕрентет. Кашни уяв тĕлне открыткăсем, сувенирсем, чечексем, картинăсем ăсталаççĕ. Кружока ытларах шкул ачисем килеççĕ, ÿснĕ май хĕрсем ку ĕçрен пăрăнаççĕ-мĕн. Ăста хĕрарăм республикăри, районти пултарулăх конкурсĕсенче темиçе хут та палăрнă. Тăрăшуллăскере район, ял тăрăхĕн ертÿçисем те асăрханă, ăна тĕрлĕ тав хучĕпе чысланă.
Надежда Васильевна Вăрманкасра çуралса ÿснĕ, кунтах çемйипе тĕпленсе пурăнать. Ялти шкул хыççăн Çатракассинчи, Кÿкеçри шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Суту-илÿ техникумĕ хыççăн 26 çул лавккара тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вĕтĕ шăрçапа хитре япаласем тума вĕреннĕ. 8 çул каялла клубра кружок йĕркеленĕ.
«Тусăм патне кайрăм та вĕт шăрçаран тунă йывăçа куртăм. Ах, епле кăмăла килчĕ вăл мана. Ăсталăх класне çÿреме тытăнтăм. Вĕтĕ шăрçапа аппаланма пуçласан куç çивĕчленчĕ. Пĕр япала тăватăн та теприне хăвăртрах пуçлас килет. Пушă вăхăт тупăнсанах алла тытатăп. Пĕр кун аппаланмасанах çĕрле ыйăх килмест. Çамрăк чухне тĕрлеттĕм. Турăш кĕтесĕн каррисене хамăр алăпа тĕрлесе çакас, тĕрĕпе капăрлатса тунă парнесем парас йăла пулнă ĕлĕк. Каярахпа манăçа тухрĕ çак ĕç. Халĕ чăваш тĕрри тума вĕренес килет. Алсиш-нуски çыхатăп», — каласа кăтартрĕ Надежда Дьячкова. Вăл Çатракасси ачисене те вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме хăнăхтарать.
«Парне» юрă-кĕвĕ парнелет
Вăрманкасри клуба фольклор çурчĕ теççĕ. Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чăмăртаннă «Парне» фольклор ансамблĕ пур. Ăна Шупашкарти «Кăнтăр» культура çуртĕнче ĕçлекен Геннадий Якимов ертсе пырать. Унта тĕрлĕ ял çыннисем /10 яхăн çын/ юрлама çÿреççĕ. Анчах Вăрманкассем çук-мĕн.
«Унччен пурте хамăр ялсемччĕ, ушкăнра — 15-17 çынччĕ, анчах пĕчĕккĕн тухса кайрĕç. Коллектив ертÿçисем те улшăнсах тăчĕç. Малтан Николай Андреевич ĕçлерĕ, унтан — Стас Саванин. Халĕ чăвашла, вырăсла юрлаççĕ. Унччен репертуарта фольклор ытларахчĕ, вырăнти юрăсемччĕ. Композиторсен хайлавĕсем те пурччĕ. Ялти уявсенче халăха пултарулăхĕпе савăнтараççĕ», — пĕлтерчĕ Мария Николаева. Вăл хăй те пĕр вăхăт ансамбльте юрланă. Хĕрарăм хĕресле тĕрлесе картинăсем тумалли ăсталăха алла илнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
«Калани йăлтах пурнăçланса пырать»
Вăл хăйĕн шăпине хăех çырнă. Унтан та ытла — вăйлă, янăравлă саслă чиперкке учитель пулмах çуралнă. Урокĕсенче ачасем яланах тĕк лараççĕ, тимлĕ итлеççĕ. Унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсемпе конкурссенче призерсемпе çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ. Пирĕн тĕпелте паян — Шупашкарти 61-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Нина Михеева.
«Хĕрĕм, санăн кунта ĕçлемелле мар»
Элĕк районĕнчи Мăн Вылă хĕрĕ Нина Петрова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ ача чухне хур чĕпписене нумай пăхнă. Вĕсемпе калаçнă вăл. Пĕчĕкскерсене вĕрентнĕ те, вăрçнă та… «Шкулта ăс пухнă чухне класс ертÿçи Раиса Федотовна: «Ÿссен кам пулатăр?» — тесе ыйтатчĕ ялан. Эпĕ тĕрĕссине каламастăм. «Садике каятăп. Воспитатель пулатăп», — теттĕм. Манăн вара музыка учителĕ пулас килетчĕ. Атте, пиччесем купăс каланă. Эпĕ те алла купăс тытнă. Килте баян та пулнă. Икĕ пичче баян калатчĕ. Эпир çемьере вуннăн ÿснĕ. Эпĕ — чи кĕçĕнни. 26-ра чухне атте вилчĕ. Анне пурнăçран уйрăлнă чухне эпĕ 33-реччĕ. Халĕ пĕртăвансенчен чи асли 80 çул тултарчĕ. Мана анне 47- ре çуратнă. Атте ун чухне 58-та пулнă. Атте аннерен 11 çул аслăрах пулнă», — çапла пуçларĕ калаçăва Нина Ивановна.
Шкултан вĕренсе тухсан музыка факультетне кĕрес тесе пединститута кайнă вăл. Хăюллă хĕр экзаменсене лайăхах тытнă. Юрласа, музыка инструменчĕсем каласа кăтартнă. Анчах унăн музыка шкулĕнче вĕреннине çирĕплетекен свидетельство пулман. «Эпир сана илетпĕр, анчах пĕр çул хушма пĕлÿ илме тивĕ», — тенĕ ăна аслă шкулта. Ял хĕрĕ çакна хăйне тиркенĕ пекрех йышăннă, документсене илнĕ те тухса кайнă.
Шăпа ăна Шупашкарти 23-мĕш училищĕне илсе çитернĕ. Вăл крановщицăна вĕреннĕ. Хĕре ултă уйăхран Трактор тăвакансен заводне янă. «Унта лайăх çĕре лекнĕ пулсан, тен, ĕçлеме те юлаттăм пулĕ. Шăратакан цехра аслă çулсенчи çынсем ĕçлетчĕç. Мана курсан вĕсен чунĕ ыратнă, ахăртнех. «Хĕрĕм, санăн кунта ĕçлемелле мар. Çав крановщица миçере тесе шухăшлатăн?» — тесе ыйтнăччĕ манран пĕр арçын çамрăк хĕр çине кăтартса. «Çирĕм саккăрта пуль», — тенĕччĕ эпĕ. «Вăл 20-ре кăна», — ассăн сывланăччĕ ĕçтешĕм. Ирхине цеха кĕнĕ чухне тап-тасаччĕ эпир, каçхине хуп-хура тухаттăмăр. Çав арçын çине тăнипех трактор заводĕнчен каяс терĕм. Садике воспитателе вырнаçрăм. Хам маларах, ача чухне калани, чăна килчĕ. Садикре ĕçленĕ вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленÿ курсĕнче пĕлĕве ÿстертĕм. 1990 çулта студент пулса тăтăм», — калаçăва тăсрĕ Нина Михеева. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплет
Суйласа илнĕ профессие чунтан юратсан ĕçе те хавхаланупа каятăн. Комсомольски округĕнчи Çĕнĕ Кипеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакан Галина Кольцова хăйне шăпах çавнашкаллисен йышне кĕртет. Çапах фельдшер ĕçĕ çăмăл тееймĕн, яваплăхĕ те пысăк унăн. Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенеш ялĕсем пысăках мар пулин те ун патне куллен вун-вун çын тĕрлĕ ыйтупа кĕрет.
ФАПа ытларах аслă ÿсĕмри çынсем пыраççĕ. Ватлăх ватлăхах çав, вĕсен шăмшакĕ çанталăк улшăннине те хăвăрт туять, организмĕ те хавшасах пырать. Галина Николаевна вĕсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илет, мĕн хумхантарни пирки ыйтса пĕлет. «Ытла та ăшă кăмăллă-çке вăл, унăн çепĕç сассине илтсен ыратни те иртсе каять», — теççĕ мучисемпе кинемейсем.
Янкасси хĕрĕн ачалăхĕ хăй çулĕсенчи ытти шăпăрланран нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вĕсем пекех Нĕркеçри сакăр çул вĕренмелли шкула чупнă, çу кунĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçленĕ, пушă вăхăт тупăнсан выляса савăннă... Чир-чĕрпе асапланакансене курсан Гальăн чунĕ ыратнă, вĕсене пулăшас килнĕ. Çакна тума пĕлÿ кирлине ăнланнă вăл, шăпах çав вăхăтра медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕт çуралнă. Çавăнпа шкулта тăрăшса вĕреннĕ, пулас профессие алла илме кирлĕ предметсене — химипе биологие — уйрăмах юратнă. 1988 çулта Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине çул тытнă. Ăна ăнăçлă пĕтерсен тăван тăрăхнех таврăннă. 1991 çулта Нĕркеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтанхи çулсенче çăмăлах пулман паллах. Тăрăшнине кура çамрăк медсестран ăсталăхĕ ÿссе пынă.
Пултаруллă пикене Хирти Ĕнел каччи Вячеслав Кольцов куç хывнă. Пĕр-пĕрне юратакансем кĕçех мăшăрланнă. Галина Николаевнăн кулленхи ĕçĕ çумне çемье, килти хуçалăх ыйтăвĕсем хушăнаççĕ. Апла пулин те Гиппократ тупи пирки манман вăл. Ялтисем чирлесен, суранлансан, паллă ĕнтĕ, чи малтан медицина ĕçченĕ патне пыраççĕ. Декрет отпускĕнче чухне те, çĕр варринче те йывăрлăхсене лекнĕ çынсене пулăшу пама çула тухнă вăл.
2013 çулта Галина Кольцова Çĕнĕ Кипеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă. Икĕ ял халăхĕпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă вăл, вĕсемшĕн çывăх çын пулса тăнă. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта Çĕнĕ Кипеçри ФАП çуртне тĕпрен юсанă, çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. «Кунта çутă та хăтлă, ĕçлемелли май çителĕклĕ», — кăмăллăн пĕлтерчĕ шурă халатлăскер. <...>
Юрий ГАВРИЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...