Комментари хушас

4 Ака, 2023

Хыпар 36 (28064)№ 04.04.2023

Нимĕн те туманни тепĕр чухне тунинчен лайăхрах

Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки нихăçанхинчен анлă пулчĕ — преступлени тăвассипе кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнинчен пуçласа тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе саккуна уяманшăн чиновниксем пирки уголовлă ĕçсем пуçарни таран.

Пуррипе те усă курмастпăр

Шалти ĕçсен министерствин полици пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митрофанов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăра шута илнĕ преступленисен шучĕ виçĕм çулхинчен кăшт пысăкланнă, çапах — Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Йывăр та хăрушă преступленисем — çынна вĕлернĕ, хĕрарăмсене мăшкăлланă йышшисем — сахалланнă. Преступленисене уçса парасси 63% танлашнă. Ĕç-пуç йĕркеллĕ пек. Çав вăхăтрах Юрий Николаевич протест сĕмĕллĕ 27 мероприятие «лăплантарма» тивнине палăртрĕ. Экстремизм сĕмĕллĕ 10 преступление шута илнĕ. Тата — пĕр теракта. Ку енĕпе сыхлăх кирли куçкĕрет. Çапах преступленисемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăру Чăваш Енре Раççейри вăтам шайран самай лăпкăрах.

Полици йĕркелĕхе сыхлас, преступленисене уçса парас тĕлĕшпе видеосăнав мелĕпе анлăрах усă курас тĕллевлĕ. Çав вăхăтрах ШĔМ кадрсен çителĕксĕрлĕхне те туять. Участковăйсен тата ППС службисенче паян кашни пиллĕкмĕш должноç вакантлă. Полици пуçлăхĕн çумĕ пытармарĕ: çак должноçсенчи шалу ăмсанмалăх çук — вакансисене çывăх вăхăтра йышăнассине кĕтни вырăнсăр. Çавна май вăл асăннă службăсен ĕçченĕсене хавхалантармашкăн республика бюджетĕнчен те укçа уйăрас ыйтăва тишкерме сĕнчĕ — чылай регионта çак майпа усă кураççĕ-мĕн.

Асăннă ыйтупах доклад тунă Илья Жилинăн, ЧР прокурорĕн çумĕн, сăмахĕ вара чылай тиркевлĕрех пулчĕ. Общество вырăнĕсенчи преступленисен шучĕ палăрмаллах ÿсни, ют пурлăха вăрлани нумайланни, граждансене контактсăр майпа улталаса вĕсен укçине вăрласси ниепле те чакманни тата ултавçăсене тупса палăртас енĕпе кăтартусем пĕчĕкки — вăл çак тата ытти саманта уççăн палăртрĕ. Илья Александрович видеосăнав теминчен те пăрăнса иртмерĕ: унпа анлăрах усă курассине ырламалла кăна, анчах çав вăхăтрах нумай мухтанă «Хăрушлăхсăр хула» АПК тухăçлă ĕçлеменни те вăрттăнлăх мар. Биометри кăтартăвĕсем тăрăх çынсене паллакан камера сахал — 29 кăна, пуррисемпе те сăнсене паллама усă курмаççĕ, çĕршыв шайĕнчи пĕрлехи реестра кĕртмен...

Кăçал криминал пуç çĕклени те сисĕнет. Кăрлачра çынна вĕлернĕ тата çын сывлăхне вилмеллех сиенленĕ тĕслĕх тăруках нумайланнă — 10-ран 17 таранах ÿснĕ. 2022 çулта çынна вĕлернипе çыхăннă преступленисенчен пурне те е унччен судпа айăпланнă, е ниçта та ĕçлемен, е ĕçкĕпе иртĕхекен çынсем тунă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


«Нарспи историйĕ» куракана тыткăнларĕ

Куçа илĕртекен чăваш тумĕ, илемлĕ хусканусем, чĕрене тивекен кĕвĕ… «Нарспи историйĕ» балетăн премьерине пухăннисем сценăран куç илмерĕç тесен те йăнăшмăпăр — спектакль пĕтĕм зала тыткăнланăн туйăнчĕ. Шăпах çак премьерăпа эрнекун Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ уçăлчĕ. Кăçал вăл 27-мĕш хут иртет.

Ку таранччен «Нарспи» пирĕн пата мĕнле кăна мелпе çитмерĕ пулĕ! Константин Иванов çырнă вилĕмсĕр поэмăн сыпăкĕсене шкулта та вĕрентеççĕ, ăна тĕпе хурса спектакльсем лартаççĕ, мюзикл та, опера та пур. Акă Анисим Асламас композиторăн кĕввипе лартнă «Нарспи историйĕ» балет спектаклĕпе те паллашма тÿр килчĕ. Çак ĕçе сцена çине кăларма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнă. Тĕрĕссипе, Анисим Асламасăн партитури нумай вăхăт Наци библиотекин архивĕнче упраннă. Музыка хайлавне вăл паллă ентешĕмĕре, СССР халăх артисткине Надежда Павловăна халалланă. Каярахпа театр ушкăнĕ Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх балет спектаклĕ лартас тенĕ. Нарспи сăнарне ЧР тава тивĕçлĕ артистки Анна Серегина калăпларĕ, Сетнере — Дмитрий Ведерников, Тăхтамана — тĕнче шайĕнчи конкурссен лауреачĕ Алексей Рюмин. Симфони оркестрне Никита Удочкин дирижер ертсе пычĕ.

— «Нарспие» Чăваш патшалăх академи драма театрĕ темиçе хутчен те лартнă. Нина Григорьева тĕп сăнара калăплани театр историне кĕрсе юлнă. Паянхи артистсен те çавăн пек выляма тăрăшмалла. Эпĕ хăй вăхăтĕнче Анисим Асламаспа тачă çыхăну тытаттăм. Патшалăх концерчĕсене хатĕрленеттĕмĕр, 300-400-шер çынлă уяв каçĕсем ирттереттĕмĕр. Темĕнле майпа Асламасăн «Нарспи» кĕвви айккинче юлнă. Паян итлерĕм те питĕ кăмăллă пулчĕ, хăй вăхăтĕнче ăна пĕлменшĕн хама ятларăм. Халĕ çак кĕвве халăх умне кăларни, балет лартни, манăн шухăшпа, — питĕ тĕрĕс. Çакă чăваш театрĕн искусствине аталантарни пулать. Чăваш балетмейстерĕсем, дирижерĕсем, балет артисчĕсем татах пулĕç. Шанас килет! — терĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.

Илья Ядуркин «Нарспи историйĕ» балет спектаклĕ чăваш историйĕшĕн паллă пулăм пулнине палăртрĕ. Çавăнпа вăл премьерăна çемйипех килнĕ.

— Çăкăр çинипе çеç мар, çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх лартнă балетсене курса та хамăра савăнтармалла, — терĕ Илья Николаевич. Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, культура министрĕ Светлана Каликова, Раççейри ят-сум çĕнсе илнĕ театр критикĕсем хутшăнчĕç. Екатерина Беляева музыка критикĕ, балетовед Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр юратăвне Ромеопа Джульеттăн трагедийĕпе танлаштарчĕ. Вĕсем тĕрлĕ тапхăрăн тата тĕрлĕ халăхăн геройĕсем пулнăран çак историсене сăнама тата кăсăклăрах пулнине çирĕплетрĕ. Светлана Каликова ку пирĕн наци темиллĕ тăваттăмĕш балет пулнине палăртрĕ. Спектаклĕн театр конкурсĕсенче те çĕнтерессине шаннине пĕлтерчĕ. Балет спектаклĕ вĕçленсен никам та киле часрах саланма васкамарĕ — зал тăвăллăн алă çупса артистсене чылайччен тав турĕ, сцена çине Олег Алексеевич ячĕпе пĕр карçинкка чечек илсе тухрĕç. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


70 çулта çĕнĕрен пуçланнă пурнăç

Димитрий Пикулевпа Роза Набиуллина 16 çул каялла пĕр-пĕрне тупнă. 70 çула çитсен те пурнăçа çĕнĕрен пуçламашкăн май пуррине ĕнентереççĕ вĕсем. Кил хуçи калеме кĕпе кĕсйинчех чиксе çÿрет. Чÿрече патĕнчи сĕтел хушшине ларса аса илÿ, калав çырать. Роза Каримулловна вара кĕске çав вăхăтра, хăйне тимлĕх уйăрман чухне, тунсăх авăрне путнине пытармасть.

Пиччĕшĕн килĕнче паллашнă

Шупашкар арçынĕпе Хусан хĕрарăмĕ пĕр-пĕринпе чылай маларах паллашнă. Заводра вăй хуракан Роза Набиуллина ĕçтешĕпе Маргаритăпа туслашнă. Пĕрпĕрин патне хăнана çÿренĕ, канмалли кунсене пĕрле ирттернĕ вĕсем. Николайпа Маргарита Пикулевсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Шăллĕ Димитрий Александрович çемйипе пиччĕшĕ патне хăнана килнĕ. Авă кивĕ сăн ÿкерчĕкре вăй питти икĕ арçын сăнланнă. Иккĕшĕ те çÿллĕ, сарлака хул-çурăмлă. Роза Набиуллина Шупашкар хăнисемпе ун чухнех туслашнă, çапах мăшăрлă арçынна юратма пултарни çинчен шухăшламан. Кайран Димитрий Пикулевăн арăмĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çавăн чухне тин Димитрий Александровичпа Роза Каримулловна çывăх хутшăнма пуçланă.

«Вăтăр пилĕк çулта упăшкаран уйрăлнă хыççăн урăх арçынна çывăха та яман. Хăçан та пулсан хамăн телее тупасса ĕмĕтленмен те», — чунне уçать хĕрарăм. Пĕрле пурăнма пуçласан вĕсем Атăла кимĕпе ярăнма кайнă. Роза Набиуллина çара уран ларнине, шывпа вылянине аса илет. Иккĕшĕ Атăл леш енне кăмпа татма çÿренĕ. Кавказа çитнĕ. Пĕррехинче Димитрий Пикулевăн хĕрĕ Анна патне Египета тухса кайнă. Ун чухне Шупашкар хăнисене çав тери ăшшăн кĕтсе илнĕ.

«Розăна çынлăхĕшĕн килĕштертĕм. Çавăнпах урăх хĕрарăм еннелле пăхман», — ăнлантарать 83-ри кил хуçи.

Сакăр вун ултă çулти Роза Каримулловна Шупашкара куçнишĕн, хăйĕн юратăвĕпе хут уйăрттармасăр пурăннишĕн пĕр чĕптĕм те ÿкĕнмест. Ачисем те арçынпа хĕрарăм ватлăхра пĕр-пĕрне тĕрев панишĕн савăнаççĕ çеç. Кил хуçи 78 çула çитичченех йĕлтĕрпе ярăннине каласа кăтартать. Чун киленĕçĕ нумай юлташ тупма пулăшнă. Çÿллĕшрен ярăнмашкăн республика тулашне те тухса çÿренĕ вĕсем.

«Апат пĕçерсе нумай вăхăт иртет», — кулленхи пурнăç тавра сăмах хускатсан палăртать хĕрарăм. Сăмах май, халĕ вĕсем патне социаллă ĕçчен килсе çÿрет. Апат-çимĕçпе тивĕçтерет, хваттере тирпейлеме пулăшать.

Пĕр çăвартан пурăнаканскерсем пушă вăхăтра телевизор кураççĕ. Тĕнчери лару-тăрăва сÿтсе яваççĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе телефонпа çыхăнаççĕ. Пĕр-пĕрне хыпар пĕлтерсех тăраççĕ. «Видеоçыхăну урлă мăнукăмсене Шупашкарти юрпа хупланнă тавралăха кăтартатăп. Вĕсемшĕн йăлтах кăсăклă, мĕншĕн тесен çывăх тăвансем кунта пĕрре те килсе курман. Çула тухма хатĕрленеççĕ-ха», — калаçăва тăсать Димитрий Александрович. Роза Каримулловнăн мăнукĕ Яна кукамăшĕ патне тинтерех килсе кайнă. Кучченеçсем парса хăварнă. Эх, мĕнешкел савăннă уншăн хĕрарăм. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Утар çывăхĕнче темиçе тĕрлĕ çăка лартмалла

Хурт-хăмăрçăсем 4-5 çулта пĕрре кăна çăкаран пыл нумай илеççĕ. Çав вăхăтрах питĕ ăста утарçăсен чĕресĕсемпе каткисем çăка пылĕпе çулсеренех йăтăнаççĕ. Ун пек ăста пирĕн тăрăхра сахал мар. Тĕрлĕ йышши çăкана çур ĕмĕре яхăн тишкернĕ, наука тĕпчевĕсем тунă хыççăн акă мĕн калама пулать.

Айлăм вырăнта 70-100 çула яхăн ÿсекен çăкасем кăларакан пылак сĕткенри сахăр шайĕ 25-35 процентпа танлашать. Кун пек чухне вĕсем валли тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ. 21-25 градус ăшă тăнă, хĕвел пăхнă чухне, çĕр макро тата микроэлементсемпе, уйрăмах магнипе, фосфорпа тата калипе пуян тăк хуртсем вĕтĕ çулçăллă çăка çине 14 кун вĕçеççĕ. Ун пек чухне йывăçсен айĕнче пыл хурчĕсем илĕртÿллĕн сĕрлени илтĕнсе тăрать. Анчах хальхи вăхăтра климат тата атмосфера улшăннă пирки çăка чечеке ларнă вăхăтра çанталăк лайăх тăни сайра пулать. 3-5 кун лайăх çанталăк пулсан ватă çăкасем 300-500 кг пылак сĕткен кăлараççĕ. Хурт-хăмăрçă утарĕ тавралла, айлăм вырăнта тăватă тĕрлĕ çăка — пĕчĕк çулçăллине, пысăк çулçăллине, кавказ тата амур çăкисене — лартса ÿстерет тĕк /500 йывăçран кая мар/ çанталăк условийĕсене пăхмасăр çулсерен пысăк пахалăхлă пыл илме пултарать. Ку ыйтăва вунă çул тĕпченĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать. Çÿлерех асăннă çăкасем пĕрин хыççăн тепри 27 кун чечекре лараççĕ. Хушăран 24 кунран пуçласа 34 талăк таранччен пулаять.

Пирĕн зонăра çăка пылĕ сахал илнин сăлтавĕ — ватă çăкасен шучĕ чакса пыни тата тăпрара нÿрĕк сахал пулни. Уйрăмах вырăс вăтам ăрачĕллĕ хуртсем çăкаран пыл лайăх илеççĕ. Астăватăп-ха: 1976, 2000, 2003 тата 2006 çулсенче çăкаран пыл уйрăмах нумай /пĕр çемьере 68-85 кг/ илнĕччĕ. Ун чухне çăка чечеке лариччен 3-12 кун çумăр çуса тăнă. Çапла вара, çăка чечеке лариччен çумăрсем пулсан пылак сĕткен ытларах пулать, пыл та нумайрах тухать. <...>

Иван МАДЕБЕЙКИН

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.