Çĕрпе тивĕçтересси калаçтарать
Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аграри ыйтăвĕсен, çут çанталăкпа усă курассин тата экологи комитечĕ «çавра сĕтел» ирттерчĕ.
Унта хутшăннисем 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» саккун мĕнле пурнăçланнине тишкерчĕç.
Республикăра нумай ачаллă 20 пин ытла çемьене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ кĕтекенсен черетне илнĕ. Вунă пин ытла çемьен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Пысăк йыш çĕр лаптăкĕсене хушма хуçалăх тытма илнĕ. Сад ĕрчетес, çурт лартас тĕллевлисем те пур.
Чăваш Енре çĕрпе тивĕçтересси вăраххăн пулса пырать. Çакăн сăлтавĕ, «çавра сĕтел» вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, çемьесен çурт лартма укçа çитменни, лаптăксен таврашĕнче транспорт тата инженери инфратытăмĕ аталанманни пулса тăрать.