Комментари хушас

30 Пуш, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 12 (6462) № 30.03.2023

«Атте Хусантан ман валли ятарласа купăс илсе килчĕ»

«Манăн пурнăçăн 80 проценчĕ — музыка», — çапла калать çамрăк купăсçă тата юрăç Дмитрий Моисеев. Ире юрă-кĕвĕ итленинчен пуçласа юрă итлесех çывăрма выртакан каччă паян «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелĕнче.

Салтакра параппан çапнă

— Дима, хаçат вулаканĕсене хăвăнпа çывăхрах паллаштарсам.

— Эпĕ Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче пысăк çемьере çуралса ӳсрĕм. Шăллăмсем — Русланпа Моисей — пур. Атте Мускава ĕçлеме çӳрет, строительство фирминче тăрăшать. Анне пĕр вăхăт шкулти столовăйра ĕçлерĕ. Халĕ — кил хуçи хĕрарăмĕ. Пирĕн хуçалăх пысăк, ĕçĕ çителĕклĕ: аттепе анне 3 ĕне усраççĕ, аппаратсăрах ĕне сăваççĕ. Паллах, çĕр çинче те ĕçлетпĕр. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усранипе кăна çырлахмасть вĕт. Атте пĕр вăхăт Хусана пахча çимĕç сутма çӳренине астăватăп. Пирĕн патран кӳршĕ республикăн тĕп хулине çитме питĕ çывăх — пуйăс хăвăртах илсе çитерет.

— Ача чухне хăв та аçуна пулăшма çӳренĕ пуль-ха?

— Ун пекки пулкаланă. Хусана ытларах шкула каяс умĕн тумтир туянма çӳреттĕм. Пĕррехинче пуйăсра кăсăклă япала пулса иртрĕ. Малтанах каласа хăварам: эпĕ музыкăна юратакан çемьерен. Манăн асатте районти паллă купăсçă пулнă. Вăл купăс калама хăй тĕллĕн вĕреннĕ, ялти хора ертсе пынă. Унăн ашшĕ те купăс каланă. Ку ăсталăх манăн аттене те куçнă. Шăллĕсем те çак музыка инструментне алла илнĕ. Ача чухне ку мана кăсăклантарман. Çапла пĕрре пуйăсра купăс каласа «Виновата ли я?» юрра юрлакан чикансене итлесе пытăм. Эпĕ ун чухне 3-мĕш класра вĕренеттĕм. Çавăн хыççăн купăс калама вĕренес туртăм çуралчĕ. Атте пулăшнипе шăллăмпа иксĕмĕр кĕвĕ кăларма вĕрентĕмĕр.

— Эппин, сирĕн çемьере купăс çук мар.

— Паллах. Пĕрре кăна та мар. Асаттерен хаклă тупра юлнă. Атте Хусана кайса ман валли ятарласа купăс илсе килнĕччĕ. Халĕ вăл тăван килте упранать. Ӳсерехпе хам валли тепĕр купăс туянтăм. Вăл çĕнĕ мар, анчах унччен ăсталанă купăссем, хальхисемпе танлаштарсан, самай чăтăмлăрах, çирĕпрех, кĕвви те лайăхрах тухать. Паянхи кун тĕрлĕ мероприятие, концерта шăпах унпа çӳретĕп, халăха савăнтаратăп. Шел те, манăн музыка шкулне çӳреме май пулман. Çапах музыка учителĕ пулăшнипе шăллăмпа Русланпа тĕрлĕ конкурса хутшăнаттăмăр. Астăватăп-ха: пĕр конкурсра патриотизм юррине купăссăр юрларăмăр. Залра ларакан халăх пире питĕ лайăх йышăнчĕ, анчах жюри членĕсем вăйлă хак памарĕç. Тепĕр конкурсра вара сцена çине купăс йăтса тухрăмăр. Ун хыççăн эпир районта текех 2-мĕш вырăн йышăнса курман. Тепĕр чухне музыка шкулĕнче вĕренекенсемпе те тупăшнă, вĕсене хыçа хăварса 1-мĕш вырăна тухнă. Республика шайĕнчи конкурссене те, мероприятисене те çӳренĕ. Сăмахран, «Гармошечный переполох» пултарулăх ăмăртăвĕнче купăс каланă, Республика кунне халалланă уява час-часах хутшăннă. Пире районта çĕнĕ шкулсем уçнă çĕре те купăс калама чĕнкеленĕ.

— Эсĕ купăса кăна мар, ытти музыка инструментне те алла илнĕ пуль-ха.

— Баяна профессионал шайĕнче калатăп. Мĕншĕн тесен университетра вĕреннĕ чухне ку манăн специальноç пулнă. Унсăр пуçне фортепиано, гитара, аккордеон калама, параппан çапма пĕлетĕп.

— Пĕчĕк чухне, купăс калас туртăм çуралсан, пурнăçна сценăпа çыхăнтарма тĕв турăн-и?

— Тĕрĕссипе, кун пирки шутламан. Ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Вăрмара вĕренме çӳрерĕм. Аслă пĕлӳ те кирлĕ пулĕ тесе шухăшлаттăм. Экзаменсене лайăх тытрăм, анчах пухнă балсем бюджет мелĕпе вĕренме кĕме çитмерĕç. Шупашкара аслă шкула заявлени пама килтĕм, анчах ăçта каймаллине пĕлмерĕм. Çулталăкра 70-80 пин тенкĕ тӳлесе экономиста вĕренме кĕме пулатчĕ-ха. «Ку мана мĕн тума кирлĕ?» — ыйту патăм хама. «Галочкăшăн» аслă пĕлӳ илес килмерĕ. Тăвансемпе ăнсăртран И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультетне пырса тухрăмăр. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Çĕпĕр мурĕ ăçтан тупăнни ял халăхне те тĕлĕнтерет

Çĕрпӳ округĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнчи пĕр хуçалăхра пуснă вăкăр инфекциллĕ пулни, выльăх юнĕ лекнипе çынсем чирлени çинчен хыпар республикăра та, унăн тулашĕнче те сарăлчĕ. Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ палăртнă тăрăх, çав выльăха Çĕпĕр мурĕнчен вакцинацилемен. Халĕ республикăра лару-тăру мĕнлерех? Инфекциллĕ какая тупнă-и? Ку амакран мĕнле сыхланмалла? Çак ыйтусен хуравĕсене шырарăмăр.

Карантина хупнă

Чи малтанах инфекци икĕ çынна ернине тупса çирĕплетнĕ. Вăкăра пуссан какайне вакласа тирпейленĕ чухне кил хуçи арăмĕ тата пулăшма каçнă кӳршĕ арçынни чир ертнĕ. Çав икĕ çыннăн Çĕпĕр мурĕ пулнине Çĕрпӳ округĕн тĕп больницинче илнĕ анализсем çирĕплетнĕ. Чирлекенсене тӳрех кирлĕ пек сиплеме пуçланă. Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Кивĕ Тутайкассине карантина хупнă, ялта дезинфекци тунă. Паянхи кун тĕлне вара унтан инçех мар вырнаçнă Çĕнĕ Тутайкасси те карантинра. Карантин вăхăтĕнче /вăл ака уйăхĕн 6-мĕшĕччен тăсăлĕ/ эпизооти вырăнне урăх çĕрте пурăнакансен пырса çӳреме, ялтан чĕр чунсене илсе тухма е илсе килме, аш-какай тата сĕт-çу туянма, выльăх пусма юрамасть. Пĕр хушă Çĕпĕр мурĕпе виççĕмĕш çын та аптăранă тесе сас-хура сарăлчĕ. Выльăх пусма пулăшнă тепĕр арçын, Çĕнĕ Тутайкасси ялĕнче пурăнаканскер, аякка ĕçлеме тухса кайсан хăйне инфекци ермен-ши тесе пăшăрханнă. Арçын хăлхи çинче тĕттĕм кĕрен тата хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ пăнчăсем пулнине асăрханă. Чăваш арçынни Мускав облаçĕнчи Сергиев Посадри больницăна пулăшу ыйтма пынă. Анализсенче, телее, Çĕпĕр мурĕн бактерийĕсем тупăнман. Хăрушă чирпе аптăранă çынсене больницăна вырттарсанах Россельхознадзорăн управленийĕ ЧР ШĔМне выльăх ăçта-ăçта пулнине, унăн какайне ăçта илсе кайнине тĕпчеме ыйтнă. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ Уголовлă кодексĕн ветеринари йĕркине пăсни çинчен калакан статйипе килĕшӳллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Малтанах следстви материалĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çав хуçалăхра усранă вăкăра Çĕпĕр мурĕнчен вăхăтра прививка туман. ШĔМ ĕçченĕсем килти ытти выльăх-чĕрлĕхе те вакцинацилеменнине палăртнă. Вăкăр хавшанине курсан кил хуçисем ăна пусма шутланă. Вăл чирленине курсан та какая сутма шикленмен. Выльăх хавшасан ветеринара чĕнмелле, кил хуçисем вара çак йĕркене пăхăнман. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Çамрăксем Аслă Патриархăмăра манмаççĕ

Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитнине халалланă мероприятисене Чăваш Енре, Тутарстанра, Чĕмпĕрте, Санкт-Петербургра тата ытти тăрăхра ирттерме палăртнă. Иртнĕ шăматкун Чăваш наци конгресĕ, ун çумĕнчи çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе Шупашкарти халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Иван Яковлев — çамрăксен чĕринче» форум иртрĕ.

Мероприяти умĕн ЧНК пайташĕсем Иван Яковлевăн ЧР Наци библиотеки умĕнчи палăкĕ тата 9-мĕш Пилĕкçуллăх проспектĕнче вырнаçнă бюсчĕ умне чечек хучĕç. Туслăх çуртĕнче юрă-кĕвĕ янăрарĕ, ЧР патшалăх истори архивĕн ĕçченĕсем «Иван Яковлев — чăвашсен Çутта кăларуçи тата педагогĕ» курав йĕркеленĕ. Унта Иван Яковлевичăн тата унăн вĕренекенĕсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне çутатакан хаклă документсемпе çывăхрах паллашма май килчĕ. Сăмахран, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ ачан ĕç тетрачĕ, асăннă учреждение уçни пирки калакан документсем упранса юлнă. Наци библиотекин ĕçченĕсем «Чăваш культурин Патриархĕ» кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕç. ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев асăннă форума шăпах «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕсем йĕркеленĕшĕн, унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ çамрăксем хутшăннăшăн хĕпĕртенине палăртрĕ. Конгресс юлашки çулсенче уйрăмах анлă тавра курăмлă, хастар каччăсемпе тата хĕрсемпе тачă çыхăнса ĕçленине асăнчĕ. Регионсене тухса çӳресен те çамрăксемпе тĕл пулнине, пĕрлехи ĕçсене сӳтсе явнине каларĕ. Сăмахран, Крым Раççей йышне кĕрсен Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Крым çĕрĕ çинче Акатуй ирттернĕ. «Мурманскран Байкала çити» акципе килĕшӳллĕн Иркутск тăрăхĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăвашсене пухса Акатуйра савăннă. Ку мероприятие йĕркеленĕ çĕре ытларах «Хастар» пĕрлешӳри çамрăксене явăçтарнă. Унăн ертӳçи Алексей Енейкин çĕнелнĕ пысăк йышпа кашни уйăхрах пĕлтерĕшлĕ ĕç йĕркелени çинчен тĕплĕ каласа пачĕ. Нумаях пулмасть, тĕслĕхрен, хастарсен пуçарăвĕпе чăвашсен паллă киноактриси Тани Юн çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа унăн тăван ялĕнче вăл çуралнă вырăнта ларакан çурт çине асăну хăми çакнă. Мероприятие хутшăнакансем чăвашсен Çутта кăларуçин пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене аса илчĕç, юбилей тĕлне ирттерме палăртнă ĕç-пуç тавра калаçрĕç, чăвашлăх тата тăван чĕлхене упраса хăварса аталантарас ыйтусене сӳтсе яврĕç. «Иван Яковлев пирĕншĕн хĕвел пек. Вăл тунă ĕçсене харама ярас марччĕ», — паллă педагог, общество деятелĕ Виталий Станьял чăвашсен Çутта кăларуçине кашнинех сума сумаллине палăртрĕ. Иван Яковлевăн шăпи тертлĕ пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ: «Вăл, сирĕн пекех çамрăкскер, чăвашсен шкулне уçма пултарнă. Çав шкул кайран чăваш академийĕн ятне илме пултарнă. Яковлева ялсенче: «Пирĕн патша килчĕ», — тесе кĕтсе илнĕ». Çамрăк чухне Виталий Станьял Иван Яковлевăн мăнукĕсем патĕнче Мускавра пĕр эрне пурăннине те аса илчĕ. Тепĕр уйăхра РФ Патшалăх Думинче Иван Яковлева халалланă курав уçăлĕ. Акан 24-мĕшĕнче Иван Яковлевич çуралнă ялта, Кăнна Кушкинче, митинг иртĕ. Сăмах май, унти шкулта паянхи кун 13 ача вĕренет. Тутарстанри халăхсен ассамблейин канашĕн ĕçтăвком ертӳçи Константин Яковлев Хусанти пĕр сквера Иван Яковлевăн ячĕпе хисеплеме, унта палăк лартма палăртнине каласа кăтартрĕ. Пенза хулинчен çитнĕ Татьяна Штурмина Иван Яковлевичăн сумлă юбилейĕ тĕлне мĕнле мероприяти ирттерме палăртнине каласа кăтартрĕ: «Кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ музейра чăваш чĕлхи кунне уявлама палăртнă. Иртнĕ çул эпир Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вуланăччĕ. Кăçал Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине вуласшăн». Татьяна хăй Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчен. Чăвашсем ку тăрăхра шăпах çак районта тĕпленнĕ. Кунти ялсенчи шкулсенче тăван чĕлхене ятарласа вĕрентмеççĕ, факультатив шайĕнче çеç. Чи кăсăкли çакă: чăвашла вĕренме тутар, мордва ачисем те çӳреççĕ. Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнче çуралса ӳснĕ Дмитрий Мясников чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне ӳстермеллине, ачасем валли тăван чĕлхепе ӳкернĕ мультфильмсен ытларах пулмаллине палăртрĕ. Вăл çуралнă район нумай нациллĕ шутланать, ытларахăшĕ — чăваш. Авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакансем те пур. Анчах тăван чĕлхе ыйтăвĕ çивĕч. «Шкулта тĕрлĕ предмета чылайччен чăвашла вĕрентнĕ. Эпĕ ăс пухнă чухне вара чăваш чĕлхи урокĕсем пулман, факультатив кăна», — пĕлтерчĕ йĕкĕт. Хусанти чăваш çамрăкĕсен «Аталан» юхăмĕн ертӳçи Юлия Еремеева вара Тутарстанра чăваш культурине, чĕлхине, историне юратакан каччăсемпе хĕрсене пĕрлештерме тăрăшнине каласа кăтартрĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Шупашкарти сцена çинче Елена Ваенгăпа юрланă

Паян рубрика тĕпелĕн хăни — «Кам эсĕ?» юрра шăрантаракан NaDALI. «Кам эсĕ, Наталья ПЕТРОВА?» — тесе ыйтас килет манăн çак чиперукран. Мĕнех, ун патне чуна уçса калаçма çул тытрăм.

Кастингра — тем вăрăмăш черет

— Пурнăç кĕтменлĕхсемпе пуян. Çавăнпа пĕр-пĕр кун чылай вăхăт çунатлантарнă ĕмĕт тăрук пурнăçланнинчен тĕлĕнмелли те çук. Эсĕ ав паллă юрăçпа Елена Ваенгăпа пĕр сцена çинче юрлама ĕмĕтленнĕ.

— Эпĕ малтан шансонпа кăсăклансах кайман. Анчах чуна пырса тивекен юрăсем хăйĕн ĕçне тăваççех. Елена Ваенгăн «Косы» юрри чĕрене выртрĕ. Ăна вĕренсе аннен юбилейĕнче чĕрĕ сасăпа шăрантартăм. Çавăн чухне çак юрра Елена Ваенгăпа пĕрле юрлас шухăш пуçа пырса кĕчĕ. Шăп та лăп пĕр уйăхран вăл Шупашкара гастроле килчĕ. Пĕрремĕш ретре лармалли билет, тем пысăкăш чечек çыххи туянтăм. Елена Ваенга концерт вăхăтĕнче куракансене хăйне евĕрлĕ парне тума шут тытрĕ. Залра ларакансем хăйсем килĕштерекен юрра шăрантарма ыйтса ăна хут татăкĕсем тыттарчĕç. Чĕрере темĕн чĕпĕтсе илчĕ. Чăтаймарăм. Унпа пĕрле юрлас килнине пĕлтерсе çыртăм. Елена Ваенга манăн çырăва вуласа: «Кăна кам çырнă?» — тесе ыйтрĕ. Мана сцена çине чĕнчĕ. Ун патне чупса мар, вĕçсе хăпартăм. Ун чухне чунра мĕнле туйăмсем пулнине сăмахпа ăнлантарма халĕ те йывăр мана. Концерт хыççăн урама тухнă чухне чылайăшĕ ман пата пырса: «Мĕн тери хăюллă эсир. Маттур», — терĕ.

— Кун хыççăн хăвна çăлтăр пекех туйрăн ахăртнех?

— Сценăран хăраманнине ăнлантăм.

— Мĕнпе илĕртет-ха сана сцена?

— Пĕрре хĕр тусăм Нина ман пата хаçат йăтса килчĕ. Ун чухне 9-мĕш класра вĕренеттĕм. Унта çапларах пĕлтерӳ пурччĕ: «Чăваш çăлтăрĕ пулма чĕнетпĕр». Хĕр тусăмпа кастинга кайрăмăр. Пырса кĕтĕмĕр те шалтах хытса тăтăмăр: черет вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. «Амазонки» ушкăн валли çĕнĕ юрăçсем шыраççĕ иккен. Пире йышăнчĕç. Малтанхи ушкăнран пĕр хĕр юлнăччĕ, тата эпир иккĕн хутшăнтăмăр. Пирĕн продюсер Игорь Аркадьев композиторччĕ. Кĕске вăхăтра магнитофон кассети валли 10 юрă çыртартăмăр та республикăри тĕрлĕ клуба тухса çӳресе юрлама пуçларăмăр. Шупашкара «Хай-фай» ушкăн килсен пире те сцена çине чĕнчĕç. Пирĕн юрăсем «Миксаденс» интернет-радиона та лекрĕç. Ун чухне «сцена-юрă» çыхăну манăн иккенне тата лайăхрах ăнлантăм.

— Унччен ниçта та, нихăçан та юрламасăр кастинга епле кайма хăрамарăн? Аллунта асамлă патак пулман пулĕ те? Пĕрре суллатăн та — ĕмĕтӳ пурнăçланать!

— Пĕр вăрттăнлăх пурах. Манра пултаруллă йăх-несĕлĕн генĕсем тарăн тымар янă. Аттепе аннен çывăх тăванĕсем Чăваш Енре палăрнă. Петĕр Çăлкуç сăвăç — аттен виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Ача чухне эпĕ вĕсен килĕнче нумай хăналаннă. Унпа пĕрле кĕнеке вулани асра юлнă. Александр Осипов тележурналист тата композитор — аннен виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Çывăх çыннăмсем — Канаш округĕнчен, кӳршĕ ялсенчен. Анне — Сиккасинчен, атте — Юмансартан. Алексей Мурзуков юрăç — пирĕн çывăх тăван. Аннен хĕр чухнехи хушамачĕ — Мурзукова. Ача чухне Лешăпа клуба пĕрле çӳреттĕмĕр. Вăл хăй вăхăтĕнче халăхра «Куçусем» юрăпа палăрчĕ. «Амазонки» ушкăнра ĕçлеме пуçласан хĕр туссемпе Вероника Арисова композитор студине çӳреме пуçларăмăр. Вырăс юррисене юрлаттăмăр. Вăл мана яланах мухтатчĕ, сасса тата лайăхрах аталантарма сĕнетчĕ. «Амазонки» ушкăнра çулталăк çурă юрларăм.

Виçĕ професси

— 11 класс хыçа юлсан умра — анлă та сарлака пурнăç çулĕ…

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетне вĕренме кĕтĕм. Унта мана культйĕркелӳçи пулма шанчĕç. «Студентсен çуркунни» фестивале хастар хутшăнма пуçларăм. Студентсем çĕр улми пуçтарнă вăхăтра эпĕ сцена çинче юрлаттăм. Декан мана тĕрлĕ мероприятие хутшăнтарма тăрăшатчĕ. Чăвашла такмаксем шăрантарма кăмăллаттăм. Анатолий Смолин сăвăçăн ывăлĕ Женя купăс калатчĕ, эпĕ попуррисем, такмаксем юрлаттăм.

— Эсĕ — хулара çуралнă чăваш пики. Чăвашла калаçма ялта вĕрентĕн пулĕ-ха?

— Тĕрĕсех. Кашни каникулах ялта ирттереттĕм. Асаннепе кукамай пирĕнпе чăвашла çеç калаçатчĕç.

— Тăвансем эсĕ юрланине еплерех йышăнатчĕç?

— Хаваспах. «Пирĕн Наташа çăлтăр пулать», — тетчĕ кукаçи. Куракансем манăн юрăсене лайăх йышăнни хавхалантарать. Анне мана яланах ăнланать, кăмăла хирĕç каймасть. Атте ытлашши сăмах ваклама юратакан çын мар, май пур таран пулăшать. Килте кирек мĕнле уяв пулсан та юрăçсене чĕнместчĕç, «Наташа юрласа парать», — тетчĕç. Эпир çемьере иккĕн ӳсрĕмĕр. Тете Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /халĕ аграри университечĕ/ ăс пухрĕ, ăна пултарулăх çулĕ илĕртмерĕ. Анне тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçлет. Вăл медицина çулĕпе кайнă. Асанне те медик. Эпĕ халĕ медицина колледжĕнче 2-мĕш курсра ăс пухатăп. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.


«Упăшка пĕрре мар тăван киле пырса хăратрĕ»

Турă çынна йывăрлăхсене вăл мĕн чухлĕ чăтма пултарнине кура ярса парать теççĕ. Татьянăна шăпа вăйлах тĕрĕсленĕ. Çапах çак çирĕп чунлă хĕрарăм пурнăçĕнчи пĕтĕм чăрмава парăнтарса малаллах талпăнать. Унпа 2018 çулта паломниксемпе Валаам утравĕ çине кайсан паллашрăм. Кун хыççăн эпир Татьянăпа час-час курнăçнă пулсан та ăна питĕ çывăх пĕлмен эпĕ.

Атеистсен çемйинче ӳснĕ Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ вăл. Татьяна ӳснĕ чухне те, унăн ашшĕ-амăшĕ çамрăк пулнă вăхăтра та Турра ĕненекенсене питех юратман. Ашшĕ чăн-чăн коммунист, атеист пулнă. Шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Татьяна Шупашкара, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне, çул тытнă, анчах балсем çитейменнипе вĕренме кĕреймен. Çапла вăл тăван шкулĕнче пионервожатăйра ĕçлеме пуçланă. Çапах парăнман, çитес çул вĕренме кĕмех палăртнă. Чăнах та, тепĕр çулхине вăл институт алăкне уçса пĕлӳ тĕнчине кĕнĕ. Шăпах института вĕренме кайнă кун шăпа ăна сарă, кăтра çӳçлĕ йĕкĕтпе паллаштарнă. Ун чухне 17-ри хĕрĕн каччăпа çӳрес шухăш пулман та. Анчах кашни кун чечек çыххи йăтса килекен йĕкĕт унăн чĕрине парăнтарнă. Вăл та студент пулнă, Мускаври институтра куçăн мар майпа вĕреннĕ. Таня 18 çул тултарсанах çамрăксем пĕрлешнĕ. Кĕçех ача амăшĕ пулассине пĕлсен çамрăк арăм куçăн мар майпа вĕренме тытăннă. Паллах, çемье пурнăçĕ йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Çамрăксем вĕсене çĕнтерес тесе упăшкин ашшĕ-амăшĕ патне куçса кайнă. Татьяна ача садне ĕçе вырнаçнă, упăшки вара вĕренмелле тесе ниçта та вăй хума килĕшмен. Пĕр япала çеç килĕшмен Таньăна: унти халăх уявсене питĕ кăмăлланă, вĕсем вара яланах ĕçкĕ-çикĕпе вĕçленнĕ. Çамрăк упăшки те уявсенче савăнма юратни Татьянăна пушшех те пăшăрхантарнă. Çав килте ăна ăнланаканни пĕртенпĕр çын — хуняшшĕ — пулнă. Вăл хăй те мĕн ачаран тăлăх, нушаллă ӳснĕрен ывăлĕпе кинĕн çемйине упраса хăварассишĕн тăрăшнă. Хуняшшĕ вĕлле хурчĕсем усранă, пулла çӳренĕ. Хĕл валли пичкипичкипе пулă тăварланă. Таня ача кĕтнĕ чухне хуняшшĕ ăна ыттисенчен вăрттăн пыл çитерни те пулнă. Анчах кĕтмен çĕртен арçын чирлесе ӳкнĕ. Йывăр чир канăç паман ăна. Тухтăрсем операци туса чирлĕ органа касма шутланă, анчах хуняшшĕ килĕшмен. Кайран ыратнине чăтаймасăр хăйĕн çине алă хунă вăл. Ăна кĕлĕ вуламасăрах пытарнă. Вăл вилсен çемьери килĕшӳ йăлтах пĕтнĕ. Таньăн упăшки вăйлах эрех ĕçме пуçланă, хăй мĕн тунине ăнланми пулнă. Хунямăшĕ çемьери ăнланманлăха мăшăрне кĕлĕ тумасăр пытарнипе çыхăнтарнă. Çавăнпа вăл ывăлне вăйпах архиерей патне янă. Хăй çине алă хунă çыншăн кĕлĕ тума юрамасть, унăн çылăхĕсене кĕлĕ тутаракан çын хăйĕн çине илет тесен те амăшĕпе ывăлĕ ӳкĕте кĕмен. Çапла ывăлĕ ашшĕшĕн кĕлĕ тутарса килнĕ. Анчах унăн пурнăçĕ çавăн хыççăн та ырă пулман. Вăл та хăйĕн çине алă хума тăнă. Юрать, арăмĕ хăтарса хăварнă. Çемьери кĕвĕçӳ, харкашу ырри патне илсе çитермен. Татьяна чирлесе ӳкнĕ. Тухтăрсем унăн усал шыçă аталаннине палăртнă. Ашшĕ-амăшĕ — аякра, ют çĕрте ăна ăнланакан çын пулман. Çумра пĕчĕк ывăлĕ çитĕннĕ. Ытла та йывăр пулнă Таньăна. Çав урамрах пурăнакан тепĕр çамрăк хĕрарăмăн та çак диагнозах çирĕпленнĕ. Пĕр пек нушаллă икĕ хĕрарăм пĕр-пĕринпе калаçса чунне йăпатнă. Операци тăвиччен Таньăн хими терапийĕ витĕр тухма тивнĕ. Анализсем пĕрре япăх, тепре лайăх килнĕ. Кашни анализ икĕ эрнерен çеç паллă пулнă. Çав икĕ эрне Таньăшăн хăйĕн ĕмĕрĕнчи чи вăрăм вăхăт пек асра юлнă. Тухтăрсем ăна тепĕр ача çуратма сĕннĕ. Чылай чухне ун хыççăн чир лăпланнине палăртнă вĕсем. Çапла тепĕр ывăл çут тĕнчене килнĕ. Таньăна вара çемье пурнăçĕ кунран-кун ытларах та ытларах хăратнă. Юлашкинчен упăшки аташма тытăннă: пăшалпа хăратма, кашни каç вырăн айне тимĕр хурса çывăрма пуçланă. Таня пĕрмай больницăна çӳренĕ. «Вилес тĕк Патăрьеле кайса вил», — упăшки ăна пĕрре мар çапла каланă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Тупăнчĕ! Чĕрĕ!» тенине илтсен чун лăпланать»

Чăваш Енре «Лиза Алерт» шыравпа çăлав отрячĕ 7 çул каялла йĕркеленнĕ. Çав ушкăнри Евгений Кузнецов — хастаррисен йышĕнче. Виçĕ çулта вăл 75 шырава ертсе пынă. Хăй çакнашкал 100 ĕçе хутшăннă.

«Пушă вăхăт пурччĕ те…»

— Евгений Владимирович, эсир Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче хуçалăх службин пуçлăхĕнче ĕçлетĕр. Çав вăхăтрах эсир волонтер ĕçне хастар хутшăнатăр. Çак çул çине мĕнле тăтăр?

— Ыр кăмăллăх ĕçĕ маншăн тахçанах çывăх. «Лиза Алерта» киличченех нушана лекнĕ çынсене пулăшма васкаттăм. Тĕслĕхрен, çул çинче машинăпа пыратăп — такамăн «тимĕр урхамахĕ» чăхăмланă тăк чарăнса мĕнпе пулăшма пултарни çинчен ыйтатăпах. Волонтер пуласси çыннăн — чунра. Унашкаллисем çын нушине хăйĕн ĕçĕсенчен мала хураççĕ. Çухалнă çынсене шырама пуçличченех волонтер ĕç-хĕлне пуçăнтăм. Пандеми вăхăтĕнче дистанци мелĕпе ĕçлеме пуçларăмăр. Мана питĕ кичемччĕ, пушă вăхăт нумайччĕ. Çавăн чухне «Эпир пĕрле» проекта хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Килтен тухса çӳреме шикленекен çынсене апат-çимĕç, эмел леçсе параттăм. 2020 çулхи çуркунне «Лиза Алерт» хастарĕ пулса тăтăм. Пирвайхи хут Çĕнĕ Шупашкара шырава кайрăмăр. Ку ĕç\валли пĕлӳ, опыт кирлĕ. Манăн, ракета çарĕнче 6 çул хĕсметре тăнă отставкăри аслă прапорщикăн, вăл çителĕклех тесе шухăшлатăп. Шкулта ОБЖ предметне чылай вăхăт вĕрентни те хăйне евĕр пĕлӳ шутланать ĕнтĕ.

— Анчах пурин те сирĕнни пек опыт çук. Унашкаллисем вара шырав ĕçне хутшăнаймаççĕ-и?

— Шырав ĕçĕн — хăйĕн йĕрки. Ыркăмăллăхçăсем тĕрлĕ енпе пулăшма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, информаци пухса çырса пыракан та кирлĕ. Отряд ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Кашни енĕн координаторĕ пур. Вĕсене ятарлă курсра вĕрентеççĕ. Эпĕ 2021 çулхи çĕртме уйăхĕнче Мускавра вĕрентĕм. Координатор ĕç тĕллевне палăртать, пухнă информацие тишкерет, ушкăн ĕçне йĕркелесе пырать. Шырава кирек кам та хутшăнма пултарать. Чи кирли — кăмăл пурри.

— «Лиза Алерт» мĕнле çынсене тупма пулăшать? Заявка нумай-и?

— Усал ĕç тунă, йĕркене пăснă çынсене шырамастпăр. Эпир тинтерех çухалнă çынсене тупма пулăшатпăр. Пĕрремĕш талăкрах шырама пуçласан çынна чĕрĕ-сывă тупас шанчăк пысăк — 95 процент. Икĕ-виçĕ кунран кăна пулăшу ыйтсан вара шанчăк 50 процентпа кăна танлашма пултарать. Çын çухални çинчен тăванĕсен малтан полицие пĕлтермелле, унтан «Лиза Алерт» отрядăн «хĕрӳ линийĕпе» шăнкăравламалла. Эпир çын çухалнăранпа 3 кун иртес йĕркене /ку йĕрке хуралĕн шалти регламенчĕ/ пăхăнмастпăр, тӳрех шырама пуçлатпăр. Ачасене тата çул çитмен çамрăксене пушшех те çийĕнчех, полицие пĕлтеричченех, шырама тытăнатпăр. Анчах услови пур: тăванĕсен кун пирки йĕрке хуралне пĕлтермеллех. Ун пек чухне кашни минут хаклă. Хăш чухне пирĕнтен пулăшу ыйтакансем çын çухални пирки полицие пĕлтересшĕн марри те пулать. Кун пек чухне пирĕн шырава пуçăнма ирĕк çук. Пулăшу ыйтакана информаципе кăна тивĕçтерме пултаратпăр. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.