Комментари хушас

28 Пуш, 2023

Хыпар 33 (28061) № 28.03.2023

Журналистика пурнăçри ытти сферăра та çул уçать

Чăваш журналистикин пуласлăхĕ пур-и? Пур. Çакна «Хыпар» Издательство çуртĕнче иртнĕ Çамрăк корреспондентсен слечĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Хальхинче çивĕч калем ăстисен тĕлпулăвне республикăри 100 ытла хастар автор пухăнчĕ. Вĕсем — «Тантăш» хаçата чăвашла тата вырăсла сăвă-калав, заметка çыракансем, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем.

Слет уява çаврăнчĕ. Илемлĕ кĕвĕ янăранă май тĕрлĕ юмахри сăнарсем ачасен кăмăлне çĕклерĕç. Юнкорсем Упапа тата Машăпа, Яга карчăкпа хаваспах сăн ÿкерĕнчĕç. Маларахри слетсенчи сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ куравпа кăсăкланакан та нумай пулчĕ. Хăшĕ-пĕри унта хăйне асăрхарĕ, теприсем вара — юлташĕсене. Килес çул çак фотокурав тата пуянрах пулĕ, мĕншĕн тесен унта кăçалхи слета хутшăннисене те кĕртĕç. Дина Трякова ал ĕç ăстин куравĕ те кашнинех илĕртрĕ. Мĕн чухлĕ илем унăн ĕçĕсенче! Вĕсене курсан унччен чăвашлăхпа кăсăкланман çын та халăхăн пуян культурипе тарăнрах паллашас тейĕ.

Слета хутшăннă ачасенчен хăшне-пĕрне тахçанах палласа çитрĕмĕр ĕнтĕ. Вĕсене республикăри ытти конкурс-ăмăртура та тăтăшах асăрхатпăр. Акă, сăмахран, Улатăр хулинчи Дарья Ведяшева илем конкурсĕнче çĕнтерни пирки малтанах хамăрăн вулакансене пĕлтернĕччĕ. Унтан вăл ытти конкурсра та палăрчĕ. Тата çак хастар хĕрача «Тантăш» хаçата сăвăсем çырма тытăнчĕ. Акă вăл слета килме те тивĕç пулчĕ. «Эпир сирĕн социаллă сетьсенчи ушкăнсене те, кăларăмсене те питĕ юрататпăр. Паян çакăнта килме май пулнăшăн çав тери савăнтăмăр», — терĕ Дарьйăпа пĕрле килнĕ амăшĕ. Шупашкарта пурăнакан Ульяна Малова чăвашла таса та илемлĕ калаçать. «Тантăшпа» вăл пĕлтĕр çеç туслашнă иккен — хаçатра ун çинчен çырса кăларсан кăларăма кăсăкланса вулама тытăннă. Халĕ хăй те тăван чĕлхепе сăвă-калав шăрçалать.

Пирĕн çамрăк корреспондентсем хастар пулнишĕн чун хĕпĕртет. Çак шухăшах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертÿçи Анатолий Данилов та пĕлтерчĕ. Ачасен умĕнче сăмах каланă май вăл пулас журналистăн ачаранпах «Тантăш» хаçатпа туслă пулмаллине палăртрĕ.

— Эпĕ хам та 4-5-мĕш классенче хаçата заметка çырма тытăннăччĕ. Çакнашкал мероприятисем ирттерни ачасене пурнăçри çулне тупма пулăшать. Журналистика вăл медиасфера çеç мар. Паян çавăн пек хастар пулни сире малашне ытти профессире те пулăшĕ. Эсир çынпа калаçма хăнăхатăр, сăн тата видео ÿкеретĕр. Халĕ информаци технологийĕсем питĕ лайăх аталаннă, çак самантпа ăнăçлă усă курма пултаратăр, — терĕ Анатолий Порфирьевич юнкорсене. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Хăрушлăхсăр, хăтлă тата йÿнĕ – пассажира çакă кирлĕ

Ака уйăхĕнче патшалăхăн пĕрлехи перевозчикĕ ĕçлеме пуçлать, çулталăк вĕçĕнче вара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче троллейбуссем çÿреме тытăнĕç. Çакăн çинчен Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнекун Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн коллегийĕн анлă ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Çакă, регион ертÿçин шучĕпе, халăха общество транспорчĕпе тивĕçтермелли çĕнĕ моделе йĕркелеме май панине кура граждансене нумай çул пăшăрхантарнăтарăхтарнă çивĕч ыйтăва сирме пулăшĕ. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ патшалăх перевозчикĕ ĕçлесе кайнă май ăна çĕнĕ техникăпа тивĕçтерме палăртнă. Граждансем пĕр троллейбусран теприне тÿлевсĕр куçса лармалли йĕрке, пĕрлехи тарифа тĕпе хуракан меню вăя кĕнĕ май ĕç-пуç лайăхланнине çынсем часах хăйсен куçĕпе курса ĕненмелле.

Олег Николаев çавăн пекех пассажирсене илсе çÿрессине экологи стандарчĕсене тĕпе хурса йĕркелемеллине те палăртрĕ. Ку енĕпе отрасльсен стандарчĕсене çывăх вăхăтрах çирĕплетмелле. Сăмах чи малтан транспорт ĕçне экологипе килĕшÿллĕ тăвасси пирки пырать. Асăрхаттарчĕ: хайхи стандартсене çирĕп пăхăнасси перевозчиксен харпăрлăх формисене пăхмасăр пурне те пырса тивет. «Услам тăвассишĕн кăна çунаççĕ, çав вăхăтрах, сăмахран, çул-йĕр правилисене пăхăнасси çине алă сулаççĕ тĕк — кунашкаллисем тĕлĕшпе хаклав çирĕп пулĕ. Правилăсене уçăмлă регламентламалла, пурне те паллаштарса вĕсене кашниех пăхăнассине тивĕçтермелле», — терĕ Олег Алексеевич.

Пĕлтĕр республикăн Çул-йĕр фончĕ тата 2,2 миллиард тенкĕ хушăнса 8,3 миллиард тенкĕпе танлашнă. 2020 çултанпа вара фонд калăпăшĕ икĕ хут пысăкланнă. Отрасль валли хальччен çакăн чухлĕ укçа уйăрни пулманнине çирĕплетнĕ май Олег Николаев «эпир çак укçапа усă курма вĕренсе çитнине» палăртрĕ — «Çул-йĕр фондне касса енĕпе пурнăçласси те рекорд шайĕнче — 99,3%». <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа — сквер

«Иван Яковлев Хусанти университетра вĕреннĕ. Анчах паянхи кун унта ăна халалланă палăк та, урам та çук. Унăн 175 çулхи юбилейĕ тĕлне ку ыйту татăласса шаннăччĕ. Мана тĕрлĕ урам сĕнчĕç. Эпĕ килĕшмесĕр хирĕçлерĕм. Иван Яковлев урамĕн хула айккинче пулмалла мар. Халĕ сквер тума палăртрăмăр, унта палăк лартăпăр», — пĕлтерчĕ Тутарстанри халăхсен ассамблейин канашĕн ĕçтăвком ертÿçи Константин Яковлев «Иван Яковлев — çамрăксен чĕринче» форумра.

Вăл иртнĕ шăматкун Шупашкарти халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртрĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ форума РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Ольга Петрова, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕн Алексей Лукшин, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, Чăваш Республикинчи тата тĕрлĕ регионти çамрăксем пухăнчĕç, чăвашсен Çутта кăларуçин пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене аса илчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Аслă Патриархăмăр çуралнăранпа кăçал 175 çул çитнине халалланă мероприятисене ирттерме хушу алă пуссан Анатолий Аксаков йĕркелÿ комитетне ертсе пырассине хăйĕн çине илнĕ. «Акан 17-мĕшĕнче Мускавра, РФ Патшалăх Думинче, Иван Яковлева халалланă курав уçăлĕ. Акан 21-мĕшĕнче парламент итлевĕ пулĕ. Унта РФ Президенчĕн пулăшуçи, Никита Михалков режиссер, ытти паллă çын хутшăнĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Мускавра гастрольпе пулĕ, Пушкин театрĕн сцени çинче постановкăсем кăтартĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах — Иван Яковлевпа çыхăнни», — палăртрĕ Анатолий Геннадьевич. Алексей Лукшинпа Ольга Петрова мероприятисем тĕрлĕ регионта — Мускавра кăна мар, Тутарстанра, Чĕмпĕрте, Санкт-Петербургра — тата чикĕ леш енче иртессине асăнчĕç. Кăçал Чăваш Республикинче йĕркелеме палăртнă чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен форумне те, «Пĕтĕм чăваш диктантне» те Иван Яковлевичăн сумлă юбилейĕпе çыхăнтарĕç. <...>

Ирина КОШКИНА 

♦   ♦   


Савни-и е бойфренд-и?

Патшалăх чĕлхи çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн калаçура ют сăмахсем сахалланĕç-и?

Тинейджер, харассмент, юзабилити, имиджборд, дедлайн… Юлашки çулсенче çакăн йышши вун-вун сăмах пирĕн калаçăва кĕрсе пырать. Тĕрĕссипе, тăван чĕлхере ют сасăсемпе палăртакан кашни ăнлава уçăмлатакан сăмах пур пулин те çак йăла çирĕпленсех пырать.

Вырăс чĕлхин аталанăвĕ пирки пĕр ĕмĕр кăна тавлашмаççĕ. Раççей империйĕнче, сăмахран, хирĕçÿллĕ икĕ юхăм чăмăртаннă. Пĕрремĕшсем — славянофилсем — тулаш витĕмĕсĕр Раççей туса хурассишĕн тăрăшнă е француз чĕлхинчен кĕрекен сăмахсемпе кĕрешнĕ. Иккĕмĕшсем — «западниксем». Пирĕн вăхăтра вара акăлчан чĕлхи вăй илсе пырать. Раççей çыннисенчен нумайăшĕ унпа ĕçре, çул çÿревре анлă усă курать. Акăлчанла сериалсемпе фильмсем пăхать, кĕнеке вулать. Чĕлхене ют сăмахсем кĕртмесĕр те пĕр-пĕрне ăнланмалла калаçма пулать-çке. Тĕслĕхрен, акăлчан чĕлхинчи «experience» сăмахпа мĕншĕн усă курмалла-ха? Хамăрăн «опыт» та — кĕске тата пурне те ăнланмалла сăмах. «Воркшоп» мĕне те пулин вĕрентекен мероприяти тенине пĕлтерет. Вырăс чĕлхинче унăн синоним питĕ нумай: курс, семинар, мастерской.

«Юзабилити» — эргономика тытăмĕнчи термин. Вăл ку продуктпа е таварпа тухăçлă усă курнине пĕлтерет. Анчах та çак сăмахпа кулленхи калаçура усă куракансем те пур. «Çак велосипедăн юзабилити маншăн пачах та ăнланмалла мар», — илтнĕччĕ пĕррехинче. Çак калаçу хыççăн кăшт аптăранăччĕ те. Акăлчан чĕлхине пĕлнине кăтартасшăн-ши е эпĕ самана таппинчен юлса пынине палăртасшăн-ши? Çакăн пек шухăш вĕçсе иртнĕччĕ ун чухне.

«Дедлайн» сăмах та калаçура час-часах илтĕнет. Ĕçе пурнăçлама уйăрнă вăхăтăн юлашки кунĕ — çапларах ăнлантарма пулать ăна. Тен, çак ăнлава акăлчан чĕлхинчи пĕр сăмахпа кĕскен калама май килнĕрен унпа усă курасси анлăланса пырать? Бойфренд тата… Савни, каччă мар-и вăл? Паллах, ку сăмахăн та синоним сахал мар. Апла пулин те унпа çамрăксен форумĕсенче, журналĕсенче часчасах усă кураççĕ. Çапла майпа яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа çывăхрах пуласшăн-ши? Çакă чылай чухне, шел те, кулăшларах курăнать. Фейк, тренд… Тата ытти вун-вун сăмах вырăс чĕлхинче, çавăн пекех чăваш çыннин калаçăвĕнче те юлашки çулсенче тарăн тымар ярса пырать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


«Пирĕн ял сÿнмен-ха, пирĕн ял пурăнать»

Вăл ачасене те, çитĕннисене те хăйĕн тавралла пухма пĕлет. Ял пурăнтăр, аталантăр тесе ырми-канми тăрăшать. Ырăлăх, ăшăлăх тапса тăрать унра. Сăмахăм Красноармейски округĕнчи Яманакри библиотекăра ĕçлекен Галина Ефимова çинчен.

Галина Георгиевна асăннă вулавăшра 2022 çулхи çурла уйăхĕнчен вăй хурать. Маларах 8 çул Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Сăмах май, вырăнти хăй тытăмлăхра 30 çула яхăн тăрăшнă вăл. «Пирĕн фондра 4815 кĕнеке упранать. Виçĕ ял çыннисем – Яманаксем, Çирĕклĕсем тата Ешкилтсем — çÿреççĕ кунта. Тепĕр чухне уйрăм çынсем «чун çимĕçне» парнелеççĕ. Çавăнпа пирĕн фонд майĕпен пулсан та пуянлансах пырать. Ялти библиотека темиçе çул хупăнса тăнă. Вăл алăкĕсене яриех уçнишĕн ял халăхĕ питĕ хĕпĕртерĕ. Хаваспах килеççĕ кунта, мероприятисене хастар хутшăнаççĕ», – паллаштарчĕ вулавăш хуçи.

Галина Ефимова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи çамрăксем фантастикăна, çар темипе çыхăннă кĕнекесене ытларах кăмăллаççĕ. Ачасем юмахсене, фантастикăлла «япаласене» килĕштереççĕ. Аслă ăрурисем чăваш литературине юратаççĕ, çĕнĕ кĕнекесене пĕрин хыççăн тепри шĕкĕлчеççĕ. Радиотехникăпа интересленекенсем те пур иккен. «Тĕрĕ ăстисем журналсемпе паллашма килеççĕ. Ал ăстисен, пахча ăстисен журналĕсене çырăнса илме тăрăшатпăр. Чăваш чĕлхи аталантăр, ачасем чăвашла вуласа ÿсчĕр тесе «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан мĕн пур хаçат-журнала çырăнатпăр. Ял çыннисем хаçатсене киле илсе кайса та вулаççĕ. Библиотекăра кичемленме вăхăт çук. Кашни кĕçнерникун ал ĕç ăстисен кружокĕн членĕсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем ал ĕçĕ тунă май пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе паллашаççĕ. Ачасем валли чечек кружокĕ йĕркелерĕм. Вĕсемпе темĕн тĕрлĕ чечек те акрăмăр. Пÿлĕмре ÿсекеннисене те лартрăмăр. Кĕçех тюльпансем, крокуссем çурăлмалла. Библиотекăра чечек нумайланса пырать. Эпĕ чечексене питĕ юрататăп. Çавăнпа ачасене те çĕр ĕçне, чечек тĕнчине юратма вĕрентес килет. Илеме курма пĕлекенĕн чунĕ пурпĕрех илемлĕрех», — шухăшне палăртрĕ Галина Георгиевна. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.