Комментари хушас

29 Авăн, 2014

Авăн: «Самантăн» 9-мĕш номерĕ!

«Самантăн» черетлĕ кăларăмĕ халăх паттăрĕсене чысланă-сумланă материалсемпе пуян: «Турă чăпăркки» Аттила, тĕнчипе паллă синолог Никита Бичурин, уçлăх улăпĕ Андриян Николаев, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи: аса илер те вĕсене - асăнар.

Юрататпăр-и эпир çут çанталăка? «Çулçă» тĕрленчĕке вулăр та шухăшласа пăхăр. «Хĕвел çутипе сывлакансем» ятлă фотокуравпа паллашăр.

Пурнăç юхăмне кашни хăйĕн утăмĕпе виçет - çăмăл кун пек. Анчах чăнлăха туллин те тĕплĕн йышăнма пулăшать-и çакă? «Пурнăç - чĕрĕ театр» статья авторĕ иккĕленет.

«Пĕрремĕш юрату» ярăмри «Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ» аса илÿ ачалăхпа çамрăклăх хушшинчи туйăмсене уçса парать.

Чăваш культурин анлăшĕнче вокалпа инструментсен ансамблĕ çуралчĕ: Владимир Рыбкин малкай продюсер «Юрлакан чĕресем» ушкăна ВИА шайне çĕклерĕ.

«Самант» тусĕсем! Ас тăвăр, яланхи пекех - вуламалли-шухăшламаллипе, савăнмалли-тĕлĕнмеллипе тулăх пирĕн журнал.

Тепĕр саманта та асра тытăр. «Хыпар» Издательство çурчĕ 2014 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпан 4-мĕшĕччен килес çулхи пĕрремĕш çур çуллăхăн çăмăллăх çырăнтарăвĕпе ятарлă декада ирттерет. Çакă вунă кунлăхра «Саманта» эсир çак хаксемпе çырăнса илме пулатаратăр:

- почта уйрăмĕсенче: 157 тенкĕ те 2 пус;

- «Чăваш пичет» киоскĕсенче: 162 тенкĕ;

- «Советская Чувашия» киоскĕсенче: 156 тенкĕ;

- редакцире: 120 тенкĕ.

Комплект - 6 кăларăм, индекс - 73208.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.