Хыпар 25-26 (28053-28054) № 10.03.2023
Сĕрме купăс калама нумай вĕренмелле
Шупашкарти Николаевсем çемйипех музыкăпа туслă. Çакна вĕсен хĕрĕпе Сашăпа калаçсан туйса илтĕм. Илемлĕ кĕвĕ тĕнчинче ÿсекенскер хăйĕн пурнăçне урăхла курма та пултараймасть. Чи пĕлтерĕшли - çакă ăна питĕ килĕшет. Александра Николаева Шупашкарти В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче 8 çул вĕреннĕ. Халĕ Хусанти Н.Г.Жиганов ячĕллĕ музыка шкулне çÿрет.
- Музыкăна мĕн пĕчĕкрен юрататăп. Анне сĕрме купăс класне ертсе кайрĕ те унта çак ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене вĕренме пуçларăм. Вĕреннĕ вăхăтра ку мана ытларах та ытларах килĕшсе пычĕ, - палăртрĕ Саша. Унăн амăшĕ Елена Васильевна В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче ачасене юрлама вĕрентет. Ашшĕ те Михаил Валентинович - педагог, çав вăхăтрах вăл Чăваш патшалăх филармонийĕнче ĕçлет. Шăллĕ Алексей вара В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче флейта класне çÿрет. Паллах, сĕрме купăс калама вĕренесси пачах ансат ĕç мар. Музыка шкулĕнче ытти çĕрте вĕрентмен ятарлă предметсем те пур. Анчах çак искусствăна чăн-чăннипех парăннă ачасем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ. - Малтанлăха пур предмет та кăткăс вĕт. Унтан тăрăшса вĕренетĕн-вĕренетĕн те хăнăхса çитетĕн. Атте-анне музыка вĕрентекенĕсем пулнипе вĕсем килте те мана çак енĕпе тĕрĕслесе тăраççĕ теме пултарĕ хăшĕ-пĕри. Анчах вĕсем мана нихăçан та нимĕн те хистемеççĕ, эпĕ çакă мана кирлине пĕлетĕп, хамах тăрăшатăп. Сĕрме купăс лайăх калас тесен питĕ нумай вăхăт кирлĕ, çак ăсталăха вĕренсе темиçе çул иртет. Сĕрме купăспа сĕркĕч - икĕ тĕрлĕ инструмент. Вĕсемпе тĕрĕс усă курсан çеç илемлĕ кĕвĕ тухать, - терĕ Саша. Юлашки вăхăтра пушă вăхăт питĕ сахаллине палăртрĕ çамрăк сĕрме купăсçă. Çапах вăл вăхăт-вăхăтăн ытти чун киленĕçĕпе аппаланма та май тупать. Сăмахран, кĕнеке вулама юратать: шкулта сĕнекеннине те, хăй суйласа илекеннине те. Сашăна ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсем ытларах килĕшеççĕ, вĕсенче вăл хăнăхнă япаланах урăх куçпа пăхнине, хăйне евĕрлĕрех сăнланине шырать. Александра Николаева хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслет. Пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăнма питĕ юратать вăл. Çичĕ çулта чухне пĕрремĕш хутчен конкурса хутшăннине халĕ те лайăх астăвать. - Ун чухне хумханма та пĕлмен пулĕ. Анчах мана сцена çине тухма питĕ килĕшнĕччĕ, ыттисемпе татах та татах ăмăртас килетчĕ, - аса илчĕ вăл. Çапла Сашăн пултарулăхĕ ÿссе пынă. Вăл республика шайĕнчи конкурссенче çеç мар, пĕтĕм çĕршыв, тĕнче тупăшăвĕсенче те палăрма тытăннă. Пĕлтĕр, сăмахран, Красноярск хулине çитнĕ, 21- мĕш Дельфи вăййисене хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕн 79 суб˜ектĕнчен 2783 ача пуçтарăннă. Дельфи вăййисем - искусствăн тĕрлĕ тĕсне пĕрлештерекен, çĕршывсен туслăхне çирĕплетме май паракан тупăшусем. 1-мĕш тапхăр витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн Сашăна 2-мĕшне йыхравланă. Çĕршыври сумлă музыка шкулĕсенчен пынă специалистсем хĕрачан пултарулăхне пысăка хурса хакланă. «Сĕрме купăс» номинацире Александрăна Дельфи вăййисен ятарлă дипломĕпе чысланă. Конкурссене хутшăннă май çамрăк сĕрме купăсçă тĕрлĕ хулана çитсе курать: вăл Мускавра, Чулхулара, Йошкар-Олара, Красноярскра тата ытти çĕрте пулнă. Халĕ Хусанта вĕреннине маларах палăртрăмăр ĕнтĕ. Тутарстанăн тĕп хули хĕрачана илемĕпе тыткăнланă. Çапах хальлĕхе унăн урамĕсемпе уçăлса çÿреме май килмен иккен - пушă вăхăт сахалрах. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Аллă çул тултартăмăр»
Шупашкарта пурăнакан Валентинăпа Геннадий Уткинсем çемье çавăрнăранпа кăçал 50 çул çитнĕ.
Валентина Васильевна Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра çуралса ÿснĕ. Геннадий Петрович - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чакки ялĕнчен. Кун-çул сукмакĕ вĕсене тĕп хулара тĕл пултарнă. Ун чухне хĕр В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра мастерта ĕçленĕ. Каччă - «Ятарлă автомобиль хуçалăхĕ» предприятире водительте. «Пĕррехинче вăл пирĕн пÿлĕмре пурăнакан тăванĕ патне килнĕ. Эпĕ ĕçре иккĕмĕш сменăра пулнă, - аса илчĕ Валентина Васильевна. - Ун чухне кравать çине минтер çумне сăн ÿкерчĕк лартасси модăраччĕ. Эпĕ те хунă ĕнтĕ…» Геннадий сăн ÿкерчĕкри хĕре тÿрех килĕштернĕ. Тепĕр кун паллашма пырса çитнĕ. Сăмах çумне сăмах… Çапла паллашса туслашнă та хĕрпе каччă. Тăватă çула яхăн çÿренĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрма шут тытнă. «1973 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче 9 сехетре Шупашкарти мăшăрлану керменĕнче çырăнтăмăр, - калаçăва тăснă май Валентина Васильевна страницисем сарăхнă хаçат кăтартрĕ. - Акă «Çамрăк коммунист» хаçатра эпир çырăнасси пирки пĕлтерÿ те панă. Çав çулсенче йăли çаплаччĕ: ЗАГСа заявлени панă хыççăн çырса кăларатчĕç». Хаçатри йĕркесене малалла тишкертĕм. Уткинсемпе пĕр кунра тата ултă мăшăра регистрациленĕ. Йыхрав та пур: «Каччăпа хĕрĕн тăванĕсене, общество организацийĕн представителĕсене чĕнетпĕр». Кашни саманан хăйĕн уйрăмлăхĕ пур çав… Йыхрава çынсем чăнласах йышăнни куçкĕрет. Валентина Васильевна каланă тăрăх, мăшăрлану керменĕ патне пыма çук çын хĕвĕшнĕ. «Пирĕн тăвансем те йышлăн килнĕччĕ, - терĕ вăл. - Мана общежитирен илсе тухрĕç. Хĕрсем темĕн тĕрлĕ вăйă-конкурс йĕркелерĕç. Мăшăрлану керменĕн иккĕмĕш хутĕнче вăрăм сĕтел лартнăччĕ. Çырăннă хыççăн унта хăналантăмăр. Ун чухне кăрлачăн 13-мĕшĕ ахаль кун шутланнă. Никам та Кивĕ Çĕнĕ çул, ытти уяв пирки калаçман». Çĕнĕ çемье чăмăртаннине пичет лартса çирĕплетнĕ хыççăн туй халăхĕ Сĕнтĕрвăррине çул тытнă. «Куç курми çил-тăман алхасрĕ. Яла çитрĕмĕр. Упăшкан аппăшĕн мăшăрĕ трактористра ĕçлетчĕ. Вăл пире кĕтсе урамри çула тасатнă. Кил умне çитрĕмĕр. Халăх! Куç хуралса килчĕ. «Ун чухлĕ çын умĕнче машинăран мĕнле тухмалла-ши?» - йăлт пăшăрханса ÿкрĕм. Аран вăй-хал тупкаласа çапах та утрăм», - каласа кăтартрĕ Валентина Васильевна. Сăмах май, урамра кăна мар, картишре те хăна-вĕрле туллиех пулнă. Çамрăк мăшăра ашшĕпе амăшĕ çавра çăкăрпа тата хăймапа кĕтсе илнĕ. «Хуняма аллинчи çăкăра çыртса илсе çирĕмĕр. Хуняçа хăйма сыптарчĕ. Ĕçейместĕп. Вăл вара хисте-хистех виçĕ-тăватă кашăк хыптарчĕ, - аса илчĕ кил хуçи арăмĕ. - Хыççăн çынсене тĕрткелесе пÿрте кĕтĕмĕр, сĕтел хушшине лартăмăр». Çамрăк кин авалхи йăла-йĕркене пăхăнса парне валеçме пуçланă. Чи малтан турăш кĕтесне ал шăлли çакнă. Сĕтел çитти сарнă. Чÿрече каррисене улăштарнă. Вĕсене хĕр хăй тĕрлесе капăрлатнă. Упăшкин ашшĕне кĕпе тăхăнтартнă, амăшне тутăр çыхтарнă, кĕпе, саппун парнеленĕ. Ытти тăванĕ те парнесĕр юлман. Туй икĕ куна тăсăлнă. «Пирĕн енчен килнĕ купăсçă туй халăхне çĕрĕпе ташлаттарчĕ. Питĕ ăстаскерччĕ вăл. Купăсне те калать, хăй çав вăхăтрах ташлать те. Никам та çав каç çывăрмарĕ. Вырсарникун каç енне кăна хăнасем саланчĕç», - аса илчĕ Валентина Васильевна. Тепĕр уйăхран Сĕнтĕрвăррисем Трак ене кайнă. Туя малалла тăсма. Валентинăн ашшĕ-амăшĕн килĕнче те хăна-вĕрле икĕ кун савăннă. Ун чухне те çанталăк асар-писер пулнă. Çил-тăман алхаснă, çулсене йăлт хупласа лартнă. «Урамри çула тăршшĕпех юртан тасатнăха. Анчах тракторист шÿтлесе пĕр вырăнта тĕмеске хăварнă. Машина кĕрсе ларасса кĕтнĕ ĕнтĕ. Эрех е укçа ыйтма. Ун чухне йăли-йĕрки çапларах пулнă вĕт. Манăн упăшка, хăй водитель те, çав тĕлтрен чиперех иртсе кайрĕ. Тракторист вара киле пычĕ. Анне парса ячĕ ĕнтĕ», - аса илчĕ Валентина Васильевна. Çамрăк мăшăр туй хыççăн Шупашкарта тĕпленнĕ. Малтан вĕсем «засыпушкăра» пурăннă. «Селектор» чарăнура анса юлмаллачĕ. «Керосин» лавкка патĕнчен тăкăрлăка пăрăнса çырманалла анмаллаччĕ. Эпĕ виçĕ сменăпа ĕçленĕ. Çĕрле 12 сехет çурăра ĕçрен тухаттăм. Киле таврăнма хăраттăм. Лавкка хыçĕнче шăпанасем пухăнатчĕç. Упăшка мана хирĕç тухатчĕ. Анчах хăй те хăратчĕ. Йывăçсен хыçне пытанса тăратчĕ. Эпĕ троллейбусран ансан хирĕç утатчĕ. Тепĕр чухне кĕтмен çĕртен пулнипе хăратса та пăрахатчĕ. Вăл кĕтме тухайман чухне вара… Чун юлмастчĕ. Вăй пур таран чупаттăм. Çырмана картлашкапа анмаллаччĕ. Унтан çыран хĕррипе чупаттăм. Пĕррехинче хăваларĕç вĕт. Карта урлă мĕнле сиксе каçнине хам та сиссе юлаймарăм. Упăшка мана хирĕç алăк уçса тухрĕ. Выртнă та çывăрса кайнă иккен вăл. Ăна курсан макăрсах ятăм», - аса илчĕ Валентина Васильевна. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Николай ИШЕНТЕЙ: Кашни сăмах тарпа пăсланса кĕнекене вырнаçтăр
Тарăн шухăшлă хайлавсем çырать вăл. Кашни произведенийĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Николай Ишентей поэт, публицист, прозаик паян - «Хыпар» тĕпелĕнче.
«Çитĕннисен пурнăçĕ кичем» - Николай Петрович, эсир нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Ачалăхра асра юлнă самант чылай пулĕ? Аттепе анне колхозра тăрăшнă, манăн - та ачалăх колхоз ĕçĕпе çыхăннă. Çынсем ĕç йĕркине çирĕп пăхăнни, вĕсен калаçăвĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнни – ача-пăчашăн йăлтах тĕслĕх вырăнĕнче. Йывăр самана пире те аванах пиçĕхтернĕ. Пĕррехинче атте мана ир-ирех улăхран лаша çавăтса килме хушрĕ. Унăн станцие тырă леçме каймаллаччĕ. Çула тухиччен тайăлнă хÿмене тÿрлетесшĕн. Вăрвар тумлантăм та хăнăхнă йăлапа çара уранах тухса чупрăм. Хĕвел тухнă вăхăтра çанталăк сулхăнччĕ, тусанлă çулпа чупнă чухне сивве-мĕнне сисмерĕм-ха. Улăха çитрĕм - курăк çинче юр çунă пек шап-шурă тăм ÿкнĕ. Лаша кĕтĕвĕ улăх варрине пуçтарăннă. Мĕн тумалла? Улăхалла ура пусатăп - урана сивĕ чикет. Мĕн пулать те мĕн килет - тăм ÿкнĕ курăк тăрăх çара уранах чупрăм. Ура сивĕпе хур ури пекех хĕрелчĕ. Тапăра çитсе лашана йĕвен тăхăнтартрăм. Ута утлансан урасем тинех лăш пулчĕç. Киле чăн-чăн çĕнтерÿçĕ пек юлан утпа таврăнтăм. Çакна аса илмессерен кĕвĕллĕ йĕркесем чĕлхе вĕçне килеççĕ: «Пурнăç çăмăл тесе калаймастăп сире. Кам ÿстернĕ мана, çав пĕлет ун хакне. Кам калайтăр хăйса - ĕмĕр вăрăм, хитре? Хăв ÿстернĕ ачу çеç курать илемне». - Хаваслă самантсем те пулнă-тăр. - Пĕр самант куç умне тухрĕ: уничере пĕр ушкăн ача хĕвĕшет. Тантăшсемпе вăйă хыççăн вăйă вылятпăр. Сасартăк пĕр лĕпĕш вĕлтĕртетсе вĕçнине асăрхарăмăр. Тĕмпĕлтĕмпĕл чăпарскер, куçа илĕртекенскер. «Ăçта лĕпĕш, унта финиш» вăйă тапранчĕ. Лĕпĕш хыççăн ăмăртмалла чупатпăр - ăçта çитсе тухасса нихăшĕ те пĕлмест. Епле хаваслă вăйă: кашни утăм - кĕтменлĕх. Çакна аса илетĕп те çитĕннисен пурнăçĕ калама çук кичемми сисĕнет. Юрать, алăри калем хаваслăх кÿрет. Хайлав çырма пуçлатăн та сăнарсем мĕнле кĕтменлĕх кăтартасса пĕлместĕн. Юлашки пăнчă лартма хатĕрленетĕн, анчах вăл, лĕпĕш пекех, вырăнтан вырăна куçать. - Ытларах мĕн çинчен çыратăр? - Мĕнле хайлав çырасси тĕлпулусенче палăрать. Темиçе çул каялла Çĕрпÿри ача-пăча библиотекинче пĕчĕк вулакансемпе тĕл пулнăччĕ. Тахăшĕ пачах кĕтмен ыйту пачĕ: «Эсир пĕр-пĕринпе çураçми пулăмсене мĕнле майпа шăнăçтаратăр? Асатте çулĕнче ача чунĕллĕ пулма, лайăх кĕнекесем çырма ĕлкĕретĕр. Çав вăхăтрах çыравçă терт-асапĕ пирки пĕр сăмах та шарламастăр. Мĕншĕн?» Пĕлетĕр-и: тарăн шухăшлă çак ыйту шалтах тĕлĕнтерчĕ. Ача чĕлхи-çăварĕнчен тухнă хаклав чи тĕрĕсси. Ача аслисем пек чееленме пĕлмест. Çакнашкал тав сăмахне илтессишĕн пултарулăх ĕçĕнчи терт-асапа кулленех тÿсме хатĕр. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Мана ăннă, эпĕ чăваш музыкине тĕпчетĕп»
«Ăнăçуллă пулни лайăх, чи кирли – ĕçрен киленÿ илни», - тет Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕ, искусствоведени кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей композиторĕсен союзĕн членĕ Любовь Бушуева.
Клавишăсем ÿкерсе пианино каланă - Любовь Ивановна, ачалăх çулĕсене таврăнар-и? - Манăн кукамай Анна Журавлева Шупашкарта революцичченех пурăннă. Вăл Чикмере №Козьмодемьянскра№ вырăс çемйинче çуралнă, Чăваш Енĕн тĕп хулинче хĕрарăмсен гимназийĕнче пĕлÿ илнĕ. Унта вĕреннĕ чухнехи сăн ÿкерчĕк упранса юлнă. Шел, манăн аттепе анне çĕре питĕ ир кĕнĕ. Аттен пурнăçĕ аварире татăлнă. Эпĕ вĕсене астумастăп. Анне вилнĕ чухне эпĕ тăваттăра çеç пулнă. Мана кукамай ÿстернĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкренех музыкăна вĕренесшĕн пулнă. Садикрен таврăнсан чÿрече çинче клавишăсем ÿкерсе пианино каланă пек выляттăм. Кукамай вара музыка шкулне ертсе кайнă. Малтанах мана илмерĕç. Каярахпа, тĕрĕслев тапхăрне тухсан, йышăнчĕç. Астăватăп-ха: ача чухне маркăсем пуçтараттăм. Вĕсем питĕ нумай, халĕ те упратăп. Художниксен картиниллисем уйрăмах кăмăла килетчĕç. Эпĕ мĕн ачаранах ÿкерме юрататăп. Анчах музыка шкулне çÿренипе ÿкерÿ енĕпе ятарлă пĕлÿ илме вăхăт çитереймен. - Ача чухне мĕнле инструментсем каланă? - Фортепьяно, сĕрме купăс. Пĕчĕк чухнех музыка çырма пуçларăм. Халĕ те хайлатăп. Вăхăт кăна çитмест. - Пултарулăх сире камран куçнă? - Пĕлместĕп. Кукамай музыка тĕнчипе çыхăнман. Вăл ача çуратмалли 1-мĕш çуртра акушеркăра ĕçленĕ. Хулара вăл вăхăтра нумай ача çуралнă. Пĕр самант куç умне пĕрмай тухать: эпир уçăлса çÿреттĕмĕр, хирĕç пулакан хĕрарăмсем ăна сывлăх сунатчĕç. Хулара специалист сахал пулнă. Анне ятне илтнисем ăна пурте тенĕ пекех паллатчĕç. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех хулара пурăннă. Пирĕн ялта тăвансем çукчĕ. Пурăна киле упăшкан хурăнташĕсем пулчĕç. Вĕсем патне кайса курнăччĕ. Бушуевсем çур ялччĕ. Мăшăрăн ашшĕпе амăшĕ Муркаш тăрăхĕнчен, питĕ лайăх çынсемччĕ. Вĕсен йăхне тĕпченĕччĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Хуларан аякри дачăсем юхăнаççĕ, çĕр лаптăкĕсем вĕтлĕхе çаврăнаççĕ
Республикăра 744 сад юлташлăхĕ, çав шутран çуррине регистрациленĕ. Ĕçĕ-хĕлне вăрттăн пурнăçлакан, ертÿçĕсĕр юлнă пĕрлĕхсенче хуçасăр дача уйрăмах нумай. Çу кунĕсенче вĕсенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет, çум курăк, чир-чĕр тавралăха сарăлать.
Хуçи кам-ши?
Дачăсем тăлăха юлни хуларан аякра вырнаçнипе, инфратытăм аталанманнипе çыхăннă. Шупашкар çывăхĕнче усă курман лаптăк сахал. Хуларан 10 километртан иртсен лару-тăру улшăнать. Канаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш округĕсенче йывăç-тĕм пусса илнĕ, çурчĕсем арканса ларакан дача пайтах. Аякка çÿреме укçа, вăхăт кирлĕ. Туса илнĕ продукци тăкака саплаштараймасть. Сад юлташлăхĕсене çитме йĕркеллĕ çул, вĕсенче таса шыв, çутă çитейменни аталанма чăрмав кÿрет. Юлташлăхсене ертсе пыракан çителĕксĕрри, дача хуçисем вилнĕ хыççăн еткерлĕхе йышăнманни те лару-тăрăва çивĕчлетет. Юхăннăскерсем никама та кирлĕ мар тейĕн. Вăхăт иртнĕ май вăрманлăха çаврăнма пуçланă пĕрлĕхсем те пур. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне мĕнле кĕртмелле? Лаптăка камăн аталантармалла? «2002-2003 çулсенче çĕршывра сад юлташлăхĕсене тепĕр хутчен регистрацилессине йĕркелерĕç. Анчах çуррине яхăнăшĕ çĕнĕлĕхрен пăрăнчĕ. Патшалăх реестрĕнче кăтарт-манран вĕсем хупăннă пек шутланаççĕ. Юхăннă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртессипе кăçал нотариат палатипе, Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕпе пĕрле «Çул картти» документ хатĕрлерĕмĕр. Юлташлăхсенче регистрациленмен дачăсен списокне тăвасшăн. Ертÿçĕ вĕсене вырăнтипе танлаштарса тĕрĕслĕ. Ун хыççăн куçман пурлăхăн хуçине е еткерçине палăртăпăр. Енчен хуçи тупăнсан дача участокĕ, яваплăх пирки аса илтерме тивĕ. Документсене йĕркене кĕртнĕ хыççăн хуçисем ăна сутма, усă курма, кирлĕ пулмасан патшалăха тавăрса пама пултараççĕ. Регистрациленмен, правине илмен пĕрлĕхсемпе лару-тăру кăткăс. Чылайăшĕ сад юлташлăхне çирĕмшер çул ертсе пырать. Вĕсем ĕлĕкхи мелпех ĕçлесшĕн. Взнос пуçтарсан та документра кăтартмаççĕ, расчет счечĕ те çук. Ку вара саккуна хирĕçлет. Территорие хăтлăлатма, çул тума, çутăпа, таса шывпа тивĕçтерме программăсене хутшăнаймаççĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă кураймаççĕ, хуçасăр лаптăксен шăпине татса параймаççĕ. Мĕншĕн тесен ертÿçĕн те, пахчаçăсен пухăвĕн те çакна тума ирĕк çук. 2017 çулта çĕршывра федерацин 217-мĕш саккунĕ вăя кĕнĕ хыççăн сад юлташлăхĕсен унчченхи уставĕ пăрахăçа тухрĕ. Апла пухăнса çĕнĕ устав йышăнмалла. Юхăннă лаптăксемпе ĕçлеме, территорие йĕркене кĕртме полномочи пултăр. Нумаях пулмасть ман пата пахчаçăсем килчĕç. Вĕсем территорие йĕркене кĕртесшĕн. Анчах юлташлăх докуменчĕсене архивра шыраттарса та тупайман. Ертÿçĕ ĕçрен кайнă чухне хутсене тавăрса паман е тĕп тунă. Шел, кун пек тĕслĕхсем те пур-ха. Çапах юлашки вăхăтра хуçасăр дачăсен йышĕ чакса пыни савăнтарать. Еткерçисем тупăнаççĕ, документсене йĕркелеççĕ. «Патак икĕ вĕçлĕ», - тенĕ. Муркаш округĕнчи пĕр усламçă юлташлăхри темиçе çĕр лаптăкне туяннă та çуртсем çĕкленĕ, кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Халĕ уявсенче, канмалли кунсенче шăв-шав кĕрлет кăна. Ку вара пахчаçăсене чăрмантарать, тарăхтарать», - ăнлантарчĕ Раççейри сад тытакансен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Екатерина Трушкова. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Окоп чавма кайсан ÿплерех çĕр каçнă
«Апат çиес - нимĕн те çукчĕ. Выçăпа аптăрарăмăр. Çуркуннеччĕ. Свердловскра пĕр пахчана парник тасатма ячĕç. Шăннă купăста тупрăмăр. Çавна пĕчĕккĕн хĕвел питтине хурса ирĕлтереттĕмĕр. Вара хăйпăтса çиеттĕмĕр», - амăшĕ каласа кăтартнине куççуль витĕр аса илчĕ Вăрмар округĕнчи Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Надежда Александрова. Амăшĕн Ирина Даниловăн пурнăçра темĕн те курма тивнĕ: окоп чавнă, вăрман каснă, сивĕ çăкăр кăшланă. Асаплă шăпа умĕнче чĕркуçленмен вăл, йывăрлăхсене парăнтарса çирĕппĕн малалла утнă - 98 çула çитиччен пурăннă.
Палламан салтак
«Кукаçин Константин Афанасьевăн Совет-финн вăрçинче пулма тивнĕ. Вăл тыткăна лексе асапланнă. Вăрçă чарăнсан та киле таврăнма майĕ пулман. Ирĕке тухма пулăшнă пĕр çын ăна питĕ килĕштернĕ, хăйĕн патне илсе кайнă. Кукаçи вĕсем патĕнче пĕр вăхăт пурăннă-ха, анчах тăван тăрăхах таврăнма ĕмĕтленнĕ. Вăрçа тухса кайиччен вăл çемье çавăрнă, икĕ ачи çуралнă. Пурăнма кĕтес панă кил хуçи вара ăна ярасшăн пулман, анчах хирĕçлеймен - кимĕ çине лартсах ăсатнă. Кукаçи яла таврăннă вăхăтра кукамай Анна Константиновна чиркÿре пулнă. Кукамая хĕрĕ Хветура /аннен аппăшĕ/ çав вăхăтра пырса чĕннĕ: «Атя-ха, пирĕн пата палламан салтак килчĕ», - тенĕ. Кукамай мăшăрне питĕ кĕтнĕ. «Вăл никам та мар, Çтенккиех», - тесе килне чупнă. Мăшăрĕ вăрçăра чухне кукамай пĕчченех пÿрт лартнă. Çавăнпа кукаçи тĕлĕннĕ, килне палласа илеймен. Вăл таврăнсан вĕсен тата икĕ ача Мишша куккапа манăн анне Ирина çуралнă», - амăшĕ каласа кăтартнине лайăх астăвать Надежда Александрова.
Повестка парсан
Михаил Афанасьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Курск пĕккинчи çапăçура пуç хунă. Яла вăл вилни çинчен хут килсен ăна амăшĕ патне тырă вырнă çĕре пырса панă. Амăшĕ выртса уласа макăрнă. Ыттисем лăплантарсан та чарăнман. Тепĕр ывăлĕ Петр Афанасьев та вăрçа хутшăннă. Унăн Сахалинта чикĕре пулма тивнĕ. «Анне Ирина Данилова 1924 çулта Мăнçырмара çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн юлташĕпе пĕрле вĕренме Тĕрлемесе кайнă, анчах укçа çитменрен унăн пăрахма тивнĕ. Юлташĕ вара малаллах вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă чухне анне Вăрмарта чăх-чĕп кăларакан инкубаторта ĕçленĕ, унта кашни кун çуран çÿренĕ. Хăрушă çак хыпара вĕсем малтанах ĕненмен. Анчах чăнах иккен: фашистла Германи пирĕн çĕре вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Аннене, 17 çулти хĕре, çар комиссариатĕнчен вăрçа кайма повестка панă. Вăрмарта медкомисси тухсан Канаша янă. Унта унран миçе çултине ыйтнă. «17 çулти каччăсем те каймаççĕ-ха хальлĕхе, сана кунта мĕнле янă?» - тĕлĕнсе ыйтнă унран. Аннене каялла çавăрса янă. Килтен ăсатнă чухне уласа макăрса юлнă кукамай хĕрĕ таврăннине курсан савăннă. Пĕве кĕнĕ хĕр-упраçа ялта ахаль лартман, окоп чавма илсе кайнă», - каласа кăтартрĕ тыл ĕçченĕн хĕрĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Чумкассисен уйĕнче çĕнĕ микрорайон çĕкленнĕ
Чумкассине Çĕнĕ Шупашкар хулинчен тарăн çырма уйăрать. Яла асфальт çулпа та çитме пулать, ял халăхĕ ĕлĕкхи пекех çырма урлă каçать. Çырмаран хăпарсанах ял пуçланать. Пĕрремĕш çуртсем çырма хĕрринчех лараççĕ. Шупашкар округне кĕрекен яла Çĕнĕ Шупашкарпа мĕн çыхăнтарать-ха? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпех Чумкассине çитсе килтĕм.
Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ Лидия Алексеева - ялти чи сумлă çынсенчен пĕри. Вăл - 91 çулта. Мошкассинче çуралса ÿснĕскер вăрçă çулĕсенче хурашурне сахал мар курнă. «Уйра суха тăваттăмăр, тырă миххисене йăтаттăмăр, лашапа кĕлтесем турттараттăмăр. Ĕç вĕçленмесĕр те шкула ямастчĕç», - аса илчĕ кинемей. Унăн ашшĕ Аслă вăрçăран таврăнайман, амăшĕ те çамрăклах çĕре кĕнĕ. Тăлăх хĕр тăван килĕнче пĕчченех пурăннă, шăллĕ те ача чухнех вилнĕ. «Ĕне усраттăм. Сĕте Çĕньяла кайса леçмеллеччĕ. Çу туса сутаттăм», - сăмах çăмхине сÿтрĕ Лидия Васильевна. 70 çул каялла вăл Чумкассинчи Николай Алексеева качча тухнă. Мăшăрĕпе 30 çул кăна пĕрле пурăнма Турă пÿрнĕ - арçын 1983 çулта пурнăçран уйрăлнă. Хĕрарăм ултă ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Вĕсем Электросталь, Шупашкар хулисенче, Шупашкар округĕнчи ялсенче пурăнаççĕ. Лидия Алексеева малтан колхозра тăрăшнă, унтан Шупашкарти «Симĕс строительство» предприятире вăй хунă. Хула урамĕсене чечексемпе илемлетнĕ, парксемпе скверсене йывăç-тĕм лартса хăтлăлатнă. Шупашкарти Советсен çурчĕ умĕнчи сквера хута яни, сăмахран, халĕ те асран тухман. Хĕрарăм пир-авăр комбинатĕнче 20 çул ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вырăнти хуçалăх сукмакне такăрлатнă. Пĕтĕмпе ĕç стажĕ 50 çул пухăннă. - Ялта ĕлĕк çын нумайччĕ! Килĕрен сак тулли ачаччĕ. Ял-йыш ушкăнăн-ушкăнăн ĕçе утатчĕ, каçсерен яшсемпе хĕрсем савăнатчĕç. Шуçăм тухнă-тухманах ял янăрама тытăнатчĕ. Çынсем хуланалла ĕçе васкатчĕç. Ĕне сумаллаччĕ. Сĕте хулана сутма илсе каяттăм. Пахча çимĕçне те лартса ÿстернĕ. Виçĕ пĕчĕк ачана килте хăйсем тĕллĕнех хăварма тиветчĕ. Ун чухне тăрăнса кайиччен ĕçлеттĕмĕр, чирлесе выртма вăхăт та пулман. Эмелне хыпнă та ĕçе тухса утнă. Халĕ ялта питĕ шăп, сăмах хушмашкăн çын та çук, - калаçрĕ кинемей. Вăл халĕ кинĕпе пĕрле пурăнать, ывăлĕ çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Алексеевсем паянхи кун та выльăх усраççĕ. Икĕ-виçĕ çул каялла ватă çын вутă та çурнă, курăк та çулнă. Халĕ çăм арласа, алсишнуски çыхса, телевизор пăхса кунне ирттерет. Унăн - 9 мăнукпа 12 кĕçĕн мăнук. Вĕсем асламăшĕ-кукамăшĕ патне хăнана час-час килеççĕ, телефонпа шăнкăравлаççĕ. Ялти чи ватă çын - Мария Павлова. 94-ри кинемей Чумкассинче çуралса ÿснĕ. Вăрçă çулĕсенче вăрман касма кайнă. Вăл та колхозра, Шупашкарти «Симĕс строительство» предприятире, пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Упăшкипе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе, 7 ача çитĕнтернĕ. Халĕ хĕрĕпе Валентина Волковăпа пĕрле пурăнать. Валентина Петровна мăшăрĕпе пĕрле çамрăк чухне Чулхула облаçĕнче тăватă çул пурăннă, унтан тăван ене таврăннă. Хĕрарăм Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тăрăшнă, упăшки тĕп энергетик пулнă. Лидия Алексеева каланă тăрăх, Чумкассисем Сретени уявне №нарăсăн 15-мĕшĕ - Иисус Христоса кĕтсе илнĕ кун№ анлăн паллă тунă. «Тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретчĕç, юрласа-ташласа савăнатчĕç. Кукăль, шÿрпе, ытти апат хатĕрлетчĕç. Шел те, халĕ ку уява питех уямаççĕ, пĕр-пĕринчен ютшăнаççĕ», - терĕ ватă çын. Çавăн пекех Чумкассисем Çветтуй Иван воин кунне №ăна çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче паллă тăваççĕ№ уявланă. Ун чухне те пĕрпĕрин патне хăнана çÿресси йăлара пулнă. Чумкассисем Алькеш, Шемшер ялĕсенчи тата Шупашкарти чиркÿсене çÿренĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче ял халăхĕ палăк умне пуçтарăнать. Ун чухне «Вилĕмсĕр полк» акци иртет. Çав кун ял халăхне пăтăпа хăналаççĕ, авланнисемпе хусахсен командисем футболла выляççĕ. Вĕсене курма ватти-вĕтти пуçтарăнать. Ял кунĕсене темиçе çулта пĕрре паллă тăваççĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...