Комментари хушас

9 Пуш, 2023

Хресчен сасси 9 (2948) № 09.03.2023

«Чăваш çĕр улмине Мускавсем те кăмăллаççĕ»

Раççей шайĕнчи «Çĕр улми куравĕ - 2023» Шупашкарта кăçалхипе 15-мĕш хут иртрĕ. Вăл тĕп хулари «Каскад» суту-илÿ центрĕнче мартăн 2-3-мĕшĕсенче ĕçлерĕ. Унта çĕршыври 22 регионтан тата Беларуç Республикинчен 93 предприяти хутшăнчĕ.

Пурте вĕсем çĕр улми çитĕнтерессипе тухăçлă ĕçлекенсем. Пысăк тупăшлă, паха тымар çимĕç туса илес тесен хальхи йышши çĕнĕ технологисене пăхăнса ĕçлемеллине палăртрĕç курава хутшăннисем. Çак темăсене вĕсем тĕлпулусенче, «çавра сĕтелсенче», ятарлă конференцире хускатрĕç.

Çĕр улми çитĕнтерессипе чăвашсен опыт пысăк. Çак культурăна республикăра 250 хуçалăхра ÿстереççĕ. Вăрлăхпа вара 6 хуçалăх ĕçлет. Федерацин Атăлçи округĕнче çĕр улми ÿстерессипе Чăваш Ен 2-мĕш вырăн йышăнать. Вăрлăх тĕлĕшпе хамăра çеç мар, ытти региона та тивĕçтерме пултаратпăр. Сăмахран, «Слава картофелю» агрофирмăра тахçанах паха вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Пробиркăра калчалантарнă, чир-чĕре парăнман çимĕç пуриншĕн те кăсăклă. Ахальтен мар Чăваш Енре ÿстерекен çĕр улмине ытти тăрăхра та хапăлласах туянаççĕ.

2022 çулта çак культурăн лаптăкне 10% пысăклатнă. Унăн тухăçĕ те ÿснĕ. Анчах та кĕркуннехи çумăрлă çанталăк ăна пĕтĕмпех пухса илме памарĕ. Хăш-пĕр хуçалăхăн çĕр улмийĕ хирте юлчĕ. Çавăнпа та тымар çимĕçе вăхăтра пуçтарса илме хăватлă техника та кирлĕ. Ку тĕлĕшпе вăй хуракансене патшалăх та пулăшать: çĕр улми, хăмла çитĕнтерекенсене техника туяннă чухне тăкаксене субсидипе саплаштараççĕ.

«Çĕр улмине çитĕнтернисĕр пуçне ăна тарăнрах тирпейлес енĕпе ĕçлемелле пирĕн, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев курава уçнă май. - Çавна май ĕç вырăнĕсем те пулĕç, ял та лайăх енне улшăнĕ. РФ Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе Чăваш Ен хăйне «иккĕмĕш çăкăрпа» маларах палăртнă норматив тăрăх 1,8 хут ытла тивĕçтерет. Çĕршывра пурăнакансене те çак çимĕçпе тăрантарма пултарать». Çавăн пекех Олег Алексеевич кăçал республикăра пирвайхи хут чипс кăларма тытăнассине палăртрĕ. Проекта пурнăçлаканĕ - Патăрьел округĕнчи «ЛУК-АГРО» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ. Çак тĕллевпе кăçал çĕр улмирен чипс тăвакан цех хута каймалла. Инвестици калăпăшĕ 60 млн тенкĕпе танлашать. Çулталăкра 400 тонна продукци кăларма палăртнă. <...>
Валентина МАКСИМОВА

♦   ♦   


Фермерсене пĕрлештерекен шкул

«Фермер шкулĕ» проект кăçал хăçан ĕçлеме пуçлать? Унта мĕнле çул-йĕр палăртаççĕ-ши? Миçе çынна вĕренме илеççĕ? Çак ыйтусен хуравĕсене ентешсем ЧР Ял хуçалăх министерстви «Контактра» соцсетьри Чăваш Республикин ушкăнĕнче ирттернĕ тÿрĕ эфирта тупрĕç. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская хутшăнчĕç.

Икĕ çул хушшинче «Фермер шкулĕн» виçĕ тапхăрне йĕркеленĕ. Хальччен çак шкултан 87 çын вĕренсе тухнă. Унта пайтаçăсем, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçисем, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренеççĕ. Занятисене онлайн мелпе те ирттереççĕ. Шкула çÿрекенсем практика занятийĕсенче те пулаççĕ, чи лайăх хуçалăхсене çитсе килеççĕ. Çак тĕллевпе республика тулашне те каяççĕ.

Документсене мартăн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Вĕренме кĕрекенĕн хăй çинчен информаци ярса памалла: видеоролик е презентаци. Унăн аслă е вăтам пĕлÿллĕ пулмалла. Хăш çул-йĕре суйласа илнине палăртса заявка çырмалла. Апрелĕн 6-мĕшĕччен вĕсене пăхса тухаççĕ, пĕр эрне иртнĕ хыççăн вара вĕренÿ пуçланать. Фермер шкулĕнче 3 уйăх вĕренмелле. Документсене ăçта ярса памаллине ЧР Ял хуçалăх министерствин тата Раççей ял хуçалăх банкĕн сайчĕсенче ăнлантарса панă. Вĕренĕве Раççей ял хуçалăх банкĕ тÿлет. Енчен те вĕренекенсене палăртнă чухлĕ суйласа илнĕ тĕк, анчах пĕлÿ илес кăмăллисем татах пулсан - вĕсем тÿлевлĕ вĕренеççĕ. Кăçал виçĕ çул-йĕр №направлени№ палăртаççĕ: «Çырла туса илесси», «Ял тата агротуризм», «Сурăх ĕрчетесси». Юлашки иккĕшĕ - çĕннисем. Çавна май вĕсем валли аталаннă ытти регионта лапам йĕркелеме тивет. Пĕр ушкăнра виçĕ çул-йĕртен ытла пулмалла мар. <...>
Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


«Çăкăр çитерекен хисепре пулмалла»

Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн хастарĕсем республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç. Канашлăва пĕрлĕхĕн ертÿçи Александр Самылкин ертсе пычĕ.

Асăннă общество организацийĕ йĕркеленнĕренпе иртнĕ çул 10 çул çитрĕ. Халĕ вăл 500 яхăн ветерана пĕрлештерет. Маларах ушкăна ертÿçĕсем е специалистсем çеç кĕнĕ пулсан халĕ, устава çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн, хуçалăхра вăй хунă пенсионерсене те йышăнаççĕ. Союз патшалăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, ытларах ял хуçалăх министерствипе. Тĕрлĕ программа хатĕрленĕ çĕре ветерансене те чĕнеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем çулсеренех, виççĕмĕш çул ĕнтĕ, ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулса ял хуçалăх аталанăвне тишкереççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Пурнăçран уйрăлса кайнă юлташĕсене асра тытса ветерансем Асăну хăмисем вырнаçтарассине йăлана кĕртрĕç. Ырă çак ĕçе малалла та тăсасшăн вĕсем. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе те хутшăнаççĕ. Паянхи кун патриотизм теми çивĕч тăрать. Çавна май шкулсене, ача сачĕсене çитсе тĕлпулусем ирттерме шухăшлаççĕ. Тĕрĕссипе, Çĕнтерÿ, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи кунĕсенче те çамрăк ăрупа яланах тĕл пулаççĕ вĕсем. Çавăн пекех ветерансене яшсемпе хĕрсем яла юлманни те канăç памасть. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çул агроклассенче вĕренекенсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. Çавна май Хĕрлĕ Чутай, Тăвай округĕсене çитсе килчĕç. Кăçал вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен çакнашкал тĕлпулăва республика шайĕнче йĕркелесшĕн. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене те чи малтан пулăшу кÿнĕ вĕсем - укçа пухса панă. Хальхи вăхăтра та пулăшаççĕ: районсенчи АПК ветеранĕсен союзĕсем ытти çынпа пĕрле салтаксем валли апат-çимĕç, тăхăнмалли япаласем пухаççĕ. Вĕсен йышĕнче 380 кг пыл паракан та пулнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.