Хыпар 24 (28052) № 7.03.2023
Чăваш çĕр улмийĕ кĕрпеклĕ, тутлă
Пушăн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ çуртĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2023» курав иртрĕ.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Енре кăçал 15-мĕш хут йĕркелерĕç. Унта Раççейри 22 регионти, Беларуçри 93 компани хутшăнма кăмăл турĕç. Куравра çĕр улми, вăрлăх туса илекенсем, удобренипе, ÿсен-тăрана сăтăрçăсемпе чир-чĕртен хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тата техникăпа, технологипе, оборудованипе тивĕçтерекенсем хăйсен таварне тăратрĕç.
Курава савăнăçлă лару-тăрура уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республика хăйне çĕр улмипе кирлинчен 1,8 хут ытларах тивĕçтернине палăртрĕ. Малашне производствăна ÿстерни çĕршывра пурăнакансене те «иккĕмĕш çăкăрпа» тивĕçтерме май парĕ. «Çĕр улмине тарăн тирпейлессипе тата çĕнĕ продукци хатĕрлесе кăларассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртни пĕлтерĕшлĕ. Кăçал республикăра чипс кăларма пуçăнасшăн», — терĕ республика ертÿçи. Отрасль куравĕ технологи, пĕрлехи ĕç, хатĕр продукцие вырнаçтарасси пирки килĕшсе татăлмалли лапам пулнине пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Проекта Патăрьел округĕнчи «ЛУК-АГРО» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ пурнăçа кĕртмелле. Кăçал кооперативра çĕр улмине тирпейлекен цех хута каймалла. Инвестицин пĕтĕмĕшле хакĕ — 60 млн тенкĕ. Çулталăкра 400 тонна чипс хатĕрлесе кăлармалла.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Çĕр улми» курав çĕршыври пĕртен-пĕр тата хăй евĕрлĕ отрасль куравĕ пулнине каларĕ. Мероприяти 15 çул чĕр тавар туса илекенсене, техникăпа, удобренипе тивĕçтерекенсене, туянакансене пĕрлехи лапама пуçтарма, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме май парать, отрасле инвестицисем явăçтарма пулăшать. Хальхи кăткăс лару-тăрура, чикĕ леш енчен вăрлăх, техника, ытти тавар илсе килме çулсем хупăннă май, вырăнта хатĕрлесе кăларнипе улăштарасси çивĕч тăрать. Чăваш Енре 250 хуçалăх «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерет: «Слава картофелю» /Комсомольски округĕ/, «Агрохмель» /Вăрнар округĕ/, «Çĕр улми» /Етĕрне округĕ/ пĕрлешÿсем, В.И.Степанов /Етĕрне округĕ/, В.А.Федоров /Муркаш округĕ/ фермерсем тата ыт.те. Чĕр тавар туса илессипе республика федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 2-мĕш вырăнта. Пахча çимĕç ытти региона та саланать. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Республика Иван Яковлев юбилейне хатĕрленет
Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет те — юбилей кашни чăвашшăн пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ ăна уявлас ыйтусене тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе яврĕç.
Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров аса илтернĕ тăрăх, Иван Яковлевичăн çуралнă кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 1992 çултанпах Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Ку, паллах, Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăван чĕлхепе, унăн аталанăвĕпе тÿррĕнех çыхăннипе сăлтавланнă.
Кăрлачра республика Пуçлăхĕ Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă тăвасси çинчен калакан указ кăларнă. Юбилей программи хатĕр, уяв мероприятийĕсем, тĕрĕссипе, пуçланнă та ĕнтĕ. Вĕсем Чăваш Ен территорийĕпе кăна чикĕленмĕç. Патшалăх Думинче, сăмахран, «Вăхăтран малта пынă çын» ятпа сумлă курав иртмелле. Çавăн пекех Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Санкт-Петербургра та тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕç. Чăваш Енре йĕркелекеннисен шутĕнче министр чăваш чĕлхин вĕрентекенĕсен форумне, Пĕтĕм чăваш диктантне, шкулсенче ачасемпе ирттерекен «пĕлтерĕшлĕ калаçусен» урокĕсенче Яковлев ĕçне тишкерессине, ыттине асăнчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускаври Пушкин театрĕнче «Константин Иванов» спектакль пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Иван Яковлев — тĕп сăнарсен шутĕнче, çавна май ку спектакль унăн сумлă та пысăк ĕçне тивĕçлипе кăтартать. Пирĕн артистсем юбилей программипе килĕшÿллĕн ку спектакльпе çавăн пекех Тутарстанра тата Ульяновск облаçĕнче те гастрольсенче пулĕç — унта та Иван Яковлевича чысласси çак спектакль тавра йĕркеленĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
«Пирĕн тĕллев – ĕçченсен интересĕсене хÿтĕлесси»
Медицина ĕçченĕсен экономика прависене хÿтĕлесси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси… Çак тата ытти ыйтăва Атăлçи округĕнчи сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи профсоюз организацийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче пăхса тухрĕç.
Шупашкарта иртнĕ канашлăва профсоюзăн пуçламăш тата регион организацийĕсен профлидерĕсем, Атăлçи округĕнчи профсоюз аппарачĕн управленийĕн ертÿçисем, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин кадр политикин департаменчĕн директорĕн заместителĕ Нина Ковязина, Чăваш Енри медицина организацийĕсен тĕп тухтăрĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва РФ Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Анатолий Домников уçрĕ, канашлу регионсенчи организацисен ĕç опычĕпе паллашма, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи саккунсене лайăхлатмалли сĕнÿсене хатĕрлеме май панине палăртрĕ. Канашлăва хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, Чăваш Енри профсоюз пĕрлешĕвĕсен председателĕ Анатолий Коршунов тухăçлă ĕçлеме ырă сунчĕç. Экспертсем икĕ куна тăсăлнă канашлура профсоюз ĕç-хĕлĕнчи тĕрлĕ енлĕ ыйтусене, çак шутра социаллă ĕçтешлĕх те, пăхса тухрĕç. Анатолий Домников канашлу хыççăн «Хыпар» хаçатăн ыйтăвĕсене хуравларĕ.
— Анатолий Иванович, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие Чăваш Енре ирттерме йышăнни мĕнпе çыхăннă?
— Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕнчи профсоюз членĕсен шучĕ юлашки çулсенче 20 ытла процент ÿснĕ. Ку енĕпе организаци ертÿçине Татьяна Константиновăна чăннипех те мухтас килет. Вăрттăнлăх мар, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче СССР арканнă хыççăн кăмăллах мар нумай япала пулса иртрĕ. Профсоюз тытăмĕ те çав тапхăрта палăрмаллах улшăнчĕ, йыш чакрĕ. Çавна май пурин те çĕнĕлле ĕçлеме вĕренме тиврĕ. Малтан пирĕн социализм опычĕ пулнă. Халĕ вара рынок хутшăнăвĕсене тĕпе хурса ĕç-хĕле йĕркелемелле. Капитализм саманинче пĕри ĕç вăйне сутать, тепри туянать. Сутаканни, паллах, хаклăрах сутасшăн. Илекенни йÿнĕрехпе туянасшăн. Пирĕн тĕллев — ĕçченсен интересĕсене хÿтĕлесси. Хальхи вăхăтра коллектив килĕшĕвĕ тĕп вăй пулса тăрать. Шăпах вăл сиплев учрежденийĕсенче вăй хуракансен саккунлă прависене хÿтĕлет. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Юрăхсăр продукци çулне пÿлеççĕ
«Хыпар» хаçат ыйтăвĕсене Федерацин потребительсен прависене хÿтĕлессине тата çынсен ырлăхне тивĕçтерессине сăнаса тăракан службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская хуравлать.
Профилактика та пĕлтерĕшлĕ
— Надежда Феофановна, апат-çимĕçĕн, таварăн, ĕçсен тата пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ Раççей саккунĕсемпе епле килĕшсе тăнине тĕрĕслес енĕпе пĕлтĕр мĕнле тăрăшрăр?
— Патшалăхăн санитарипе эпидемиологи тĕрĕслевне йĕркелесе, потребительсен правине хÿтĕлесе 5259 профилактика мероприятийĕ ирттертĕмĕр. Ку шута консультаци — 2780, информаци 467 хут пани, вырăнсене 951 хут çитсе профилактика йĕркелени, саккуна пăснисене 1061 хут асăрхаттарни те кĕреççĕ. Управлени 2022 çулта санитарипе эпидемиологин ăнăçлă лару-тăрăвне тивĕçтермелли, потребительсен правине хÿтĕлемелли меслете çĕнĕ практика — вырăнсене кайса çÿрессине — ĕçе кĕртрĕ. Профилактика ыйтăвĕсене республикăра пурăнакансен пĕр пайĕпе юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсен производствинче тĕл пулсан, тепринпе дистанци мелĕпе сÿтсе яврăмăр. Вырăнсене кайса çÿренин хăйне евĕрлĕхĕ çавнашкал: пирĕн специалистсем организаци, уйрăм предприяти ертÿçисене апат-çимĕçĕн, таварăн, ĕçсен тата пулăшу ĕçĕсен пахалăхне саккунсем ыйтнипе, санитари йĕркисемпе тата нормативĕсемпе епле килĕштермеллине ăнлантараççĕ, анлă сарăлнă çитменлĕхсемпе паллаштараççĕ, йывăрлăхран тухмалли майсене кăтартаççĕ.
— Саккунсене, потребительсен правине пăсма пăрахтарас, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерттерес тĕллевпе мĕнле мерăсем йышăнтăр, юридицин миçе сăпатне явап тыттартăр?
— Управлени специалисчĕсем потребительсен правине хÿтĕлес, санитарипе эпидемиологин ăнăçлă ларутăрăвне йĕркелес енĕпе 2022 çулта Роспотребнадзор тĕрĕслесе тăракан тытăмсенче профилактика тĕллевĕпе 950 хут пулчĕç. Административлă право йĕркине пăснăшăн 1997 протокол çырчĕç, административлă кодекспа килĕшÿллĕн явап тыттарма 1785 йышăну кăлартăмăр. Потребительсен правине пăснăшăн — 1927,6 пин, санитарипе эпидемиологи тĕрĕслевĕсăнавĕ енĕпе 7598,8 пин тенкĕлĕх штраф хутăмăр. Юридици сăпачĕсене административлă йĕркепе явап тыттарма ªасăрхаттармаº — 41, административлă майпа штраф пама 80 йышăну тунă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Чăваш салтакĕсене асрах тытаççĕ
Астăвăма пĕр улăштармасăр упраса хăварасси, истори пулăмне çĕнĕ ăру патне çитересси — нумаях пулмасть куракан умне кăларнă документлă фильм çак тĕллеве питĕ лайăх пурнăçлать. «Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ: çар çулĕн историйĕ — Атăлтан Эльба таран» фильм премьерине курма зал тулли халăх пуçтарăнчĕ. Чылайăшĕ — шкул ачисем, кадетсем, студентсем.
Калининградра, Ригăра, Минскра тата Могилевра, Рославльте, Ржевра тата ытти хулара пурăнакансем фильма тÿрĕ эфирта курчĕç.
Премьера пуçланиччен картинăн сценарисчĕ тата режиссерĕ Артем Чубуков ÿкерÿ ĕçĕсене мĕнле йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Ку тема уншăн уйрăмах çывăх, мĕншĕн тесен унăн мăн аслашшĕ те вăрçа хутшăннă. Фильма хатĕрлеме ÿкерÿ ушкăнĕ чăваш дивизийĕ çар мухтавĕ кăтартнă вырăнсене çитнĕ: Ржев, Рославль, СпасДеменск, Могилев, Минск, Скидель тата Гродно. «Рославльте ÿкернĕ вăхăтра пирĕн пата 50 çулсенчи арçын пычĕ, эпир мĕн тунипе кăсăкланчĕ. Фильм ÿкерни çинчен пĕлсенех хайхискер сăнран çуталчĕ, унăн амăшĕ 139-мĕш дивизи салтакĕсене тĕл пулнине пĕлтерчĕ. Акă 80 çул ĕнтĕ вĕсен çемйи чăваш салтакĕсене ырăпа аса илсе пурăнать. Çакă хуласене, çĕршывсене, халăхсене пуринчен те ытларах çыхăнтарать», — терĕ Артем Чубуков.
139-мĕш дивизи 1941-1942 çулсенче Шупашкарта йĕркеленнĕ. Çĕнтерÿ кунне вăл Германире Эльба юхан шывĕн хĕрринче кĕтсе илнĕ. Çак фильм чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тунă ĕç-хĕлне уçса паракан кинотрилогие вĕçлет. Пĕрремĕш картинăна Сăр чиккине халалланă, иккĕмĕшĕ — «Шупашкар — ĕç паттăрлăхĕн хули». Вĕсене 80-шар, 50-шар пин çын курнă та ĕнтĕ. Виççĕмĕш фильмăн премьери вара, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, Ржев хулине ирĕке кăларнăранпа 80 çул çитнĕ кунпа пĕр килет. <...>
Лариса ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
«Ятлама юраман, тÿрех каялла ăсатнă»
Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Галошев – Орхонтуул сомонĕн хисеплĕ гражданинĕ
Вăл Монголире тăватă çул ĕçленĕ, унти специалистсене ял хуçалăх техникипе усă курма вĕрентнĕ.
Камбоджа мар тăк, Монголи
Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн Валерий Галошев Елчĕк районĕнчи «Победа» хуçалăхра ĕçленĕ. Унтан ăна Çĕрпÿ районĕнчи «Динамо» совхоза куçарнă. Сакăр çул тĕп инженерта вăй хунă вăл.
«Пĕррехинче Шупашкара ĕçпе кайнăскер Ял хуçалăх министерствине кĕтĕм. Коридорпа утса пыратăп. Мана хирĕç килекен ятарлă пай пуçлăхĕ тытса чарчĕ: «Галошев, эс нумайранпа ĕçлетĕн. Сан пирки пурте лайăххине кăна калаççĕ. Эпир сана чикĕ леш енне консультант туса ярасшăн». Маншăн ку сăмах кĕтменлĕх пулчĕ», — аса илчĕ Валерий Николаевич.
Килĕшмелле-и е çук-и? Тÿрех татса калама аптăранă-ха вăл. Мăшăрпа канашламалла теме кăна пултарнă.
«Хуçалăха таврăнтăм, — калаçăва сыпăнтарчĕ пĕлĕшĕм. — Директор чĕнсе илчĕ. «Мĕн турăн? Санпа КГБ интересленет», — терĕ. Ăнлантăм вара: ĕç пуçланнă. Малтан ĕненменччĕ-ха эпĕ».
Икĕ эрнерен мăшăрĕпе иккĕшне ял хуçалăх министрĕ Валериан Дубинин чĕнсе илнĕ. Унтан райкома йыхравланă. Хыççăнах Мускава тухса кайма тивнĕ. «Чи малтан Орликов тăкăрлăкĕнче вырнаçнă Ял хуçалăх министерствине кĕтĕмĕр. Унтан пире Экономика ĕçтешлĕхĕн патшалăх комитетне пăхăнса тăнă «Союззагранпоставки» организацие ăсатрĕç. Унта Камбоджăна командировкăна ярассине пĕлтерчĕç. Çавăн чухнех коммунистсен партин тĕп комитетĕнче те пулса куртăм. Питĕ тĕплĕ тĕрĕслерĕç. Йăлт пĕлчĕç. Асанне эрех юхтарнăшăн милицие лекнине те тупрĕç», — каласа кăтартрĕ Валерий Галошев.
Анчах та Камбоджăна каясси пулман. Унта вăрçă пынăран ĕçлĕ çул çÿреве пăрахăçланă. Çапах та чикĕ леш енне кайма хатĕрленнине шута илсе Монголие яма йышăннă. Çапла вара Валерий Галошев мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле 1985 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче инçе çула тапранса тухнă. «Экономика ĕçтешлĕхĕн патшалăх комитечĕ Монголире ял хуçалăх предприятийĕ туса панă. Унта Совет Союзĕнче туса кăларнă техника ĕçленĕ. Манăн, тĕп инженер консультанчĕн, монголсене çав техникăпа ĕçлеме вĕрентмеллеччĕ», — терĕ Валерий Николаевич.
Валерий Галошев Дархан консул округĕнчи Сэлэнгэн аймакĕнчи /облаçĕнчи/ Орхонтуул сомонĕнчи /районĕнчи/ хуçалăхра малтан аслă инженерта, унтан тĕп инженерта, каярахпа совет специалисчĕсен ушкăнĕн ертÿçинче ĕçленĕ. «Пирĕн колхоз питĕ пысăк лаптăк йышăнатчĕ. Пĕр вĕçĕнчен теприне çитме 45 çухрăм каймаллаччĕ. Мана УАЗ панă, унпа хамах çÿренĕ. Тулă, урпа, хĕвел çаврăнăш, сĕлĕ, ытти культура ÿстернĕ. Элеватор, комбикорм цехĕ пурччĕ. Выльăх-чĕрлĕх самăртнă. Союза кашни çул вуншар эшелон выльăх ăсатнă, — аса илчĕ Валерий Николаевич. — Монголсемпе ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Алли-ури çаврăнăçусăрччĕ. Вĕсем гайка ключне тытни те кулăшларах курăнатчĕ. Акă, сăмахран, трактор çинче мĕн те пулин ванать. Унăн болт лартас килмест — тытать та пралукпа е шпагатпа çыхса хурать. Комбайн çинче çĕр тĕрлĕ япала çаврăнать-çке. Монголсем алса тăхăнасшăн мар. Кĕпе çаннине туртса тăсаççĕ те… Пĕррехинче пĕрне апат вĕтетекен агрегат туртса кĕрсе кайнă. Йăлт вакласа тăкнă, йĕри-тавра сапаланă. Самантра çынран нимĕн те тăрса юлман. Кунашкал синкер тĕслĕх, шел те, сахал мар пулнă. Монголсен феодализмран социализма тÿрех сиксе ÿкмелле пулнă-çке. Ун чухне нумайăшĕ юртăсенче пурăнатчĕç-ха. Пирĕн вĕсене вăрçма юраман. Монгол шалăп çырса пачĕ тĕк — совет специалисчĕсене 24 сехетре Союза хăваласа янă». <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...