Комментари хушас

22 Нарăс, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 7 (1286) № 22.02.2023

Пултаруллăскер, хăюллăскер, хитрескер, черченкĕскер…

Çирĕп кăмăллă, ĕçчен, йывăрлăхран хăраман, хăюллă çын вăл — Лариса Пасхина. Шăпах çакăн пек пĕтĕмлетрĕм унпа çывăхрах паллашнă хыççăн. Тепĕр тесен, Елчĕк хĕрĕ хăюллă пулнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар-тăр-ха: ку тăрăхра харсăр çынсем пурăннине хăнăхнă эпир. Лариса Викторовна вара шăпах республикăн кăнтăр енче, Аслă Шăхаль ялĕнче, çуралса ӳснĕ. Хăюлăхĕ вара çынпа калаçма именменнинче те, тĕрлĕ ыйтăва çăмăллăнах татса пама пултарнинче те курăнать.

Ку ял Иван тата Вячеслав Христофоровсем тухнипе паллă. Чаплă ентешсен ăнăçăвĕ ыттисене те хавхалантарать паллах. Мĕн ачаран юрлама юратнă Ларисăн, шел те, музыка шкулне çӳреме, ятарлă пĕлӳ илме май килмен. Ял район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Автобуссем йĕркеллĕ çӳремен. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕ хĕрачине инçе çула кăларса яма шикленнĕ. Çакă хĕрачана чарса тăнă тетĕр-и? Юрлас ĕмĕте вăл ӳссе çитсен те пăрахман. Çапла, ятарлă пĕлӳ çук, анчах та ун вырăнне Турă панă пултарулăх пур. Лариса пĕр шикленсе-иккĕленсе тăмасăрах Вячеслав Христофоров патне шăнкăравланă, хăйĕн ĕмĕчĕ пирки каласа кăтартнă. Çав вăхăтра чапа тухма ĕлкĕрнĕ юрăç хĕре хăйĕн патне чĕнсе илнĕ, итлесе пăхнă. «Ку хĕрте темĕн пурах», — текен шухăш вердикта çаврăннă — Ларисăна «Янра, юрă» ушкăна юрлама йышăннă.

Тĕнчене улăштараймăн Çак тапхăр пултарулăх çулĕ çине тин кăна ярса пуснă çамрăк асĕнче чи çутă сăрăсемпе çырăнса юлнă. Сцена, гастрольсем, куракан юратăвĕ… Шел те, лайăххин те чикки пур. Лариса Турă çырнине тĕл пулнă. Çамрăк çемье телей шырама Мускава тухса кайнă. Шăпаран иртме çук теççĕ те... Çамрăк хĕрарăм халĕ иртнине çаврăнса пăхса хăй йăнăш туса хунине ăнланать. Çемье юрату çинче никĕсленменмĕн... Пике чунран килĕштернĕ каччă çут тĕнчерен сарăмсăр уйрăлнă. Чун асапне пусарма хĕре юлташĕ пулăшнă, хуйха çурмалла пайланă. Шăпах çакна — туслăха — юрату вырăнне хурса йышăннă та хĕр. Туслă çыхăнусем хĕрсе çитнĕ пек туйăннă чух туй вылятнă. Анчах çемье карапĕ питĕ хăвăрт шăтнă, путма пуçланă. Епле пулсан та, хăнăхнă йĕркерен тухма çăмăл мар. Ачана ашшĕсĕр хăварма та ансат мар. Нумай шухăшланă, асапланнă хыççăн нимрен те хăраман хĕрарăм пĕчĕк хĕр пĕрчипе çуралнă кĕтесе таврăннă. Ĕç те, пурăнмалли кĕтес çукки те — нимĕн те шиклентермен ăна. Пуласлăха шанчăкпа пăхаканскер ăнланнă — тăрăшсан йăлтах пулать. Каланă-тунă. Паян амăшĕпе хĕрĕ хăйсене питĕ хăтлă туяççĕ. Пурăнмалли ăшă йăва та пур, хĕрарăм ĕçе те вырнаçнă. Чăн та, ĕçе — цифра тĕнчине — хăнăхма каллех ансат пулман. Калама кăна çăмăл: ăçта цифра, ăçта — юрă-кĕвĕ… Чун çапах та юрăшăн, сценăшăн тунсăхланă- çке. «Нивушлĕ йăлтах иртнĕлĕхре юлчĕ?» — канăçсăрланнă хĕрарăм. Ытти енчен йăлтах йĕркене кĕнĕ пек. Телее, уйрăлнă пулсассăн та ашшĕ тивĕçне пурнăçлама пăрахман арçын — ачине Пасхинсем çапах та пĕрлех ӳстереççĕ. Пĕрле пурăнмасассăн та кил пуçĕ пулнă арçын пепки пирки манмасть. Тен, пурăна киле çемьери хутшăнусем те йĕркене кĕрĕç? Паян вăл пурнăçа пачах çĕнĕлле хаклама хăнăхса çитнĕ. Тĕнче килĕшмест-и? Мĕнех, ăна улăштараймăн. Хăв вара улшăнма пултаратăн. Çапла психолог пек шухăшлани ăна малтанах килĕшмен ĕçе юратма пулăшнă. Пурнăçри кăмăлсăр самантсене те пач урăхла йышăнма вĕрентнĕ. Çемье хутшăнăвĕсене çĕнĕрен чĕртме кăна хатĕр мар хĕрарăм. «Хам хыççăн алăка çăтă хупрăм», — çирĕппĕн хуравлать вăл. Тепĕр çын шăпине пăхатăн та — тĕлĕнетĕн. Мĕн ĕмĕтленни, кĕтни йăлт пурнăçланса пырать. Лариса Викторовна пирки те çаплах калама пулать. Нумай çул чунне çунтарнă шухăш хăй тĕллĕн тенĕ пек, систермесĕр пурнăçа кĕнĕ. …Хресна ашшĕн çуралнă кунне уявламашкăн пĕр шухăшсăр, хаваспах кайнă Лариса. Хисеплет, юратать ăна вăл. Çапах та лешĕ юрă саламĕ ыйтсан малтан иккĕленнĕ пек пулнă-ха. Ара, хăçантанпа юрламан… Хăйĕн шăпа çулне çапла улăштарма пултарасса шухăшлама хăйнă-и-ха ун чухне? Шухăшланă пулсан, паллах, пĕр иккĕленмесĕр шăрантарса ярĕччĕ. Телее, кĕреке пуçĕ хресна хĕрне ӳкĕте кĕртме пултарнă. Лариса юрласа пĕтерсен ун патне паллă юрăç Александр Арсентьев, çав кĕрекере вăл та пулнă иккен, пынă: «Кун пек сасса мĕншĕн пытарса пурăнатăр вара?» Хăйĕн АРС ушкăнне пĕрле юрлама чĕннĕ. Кун пек сĕнĕве кам йышăнмĕ? Паян Лариса Пасхинăна куракан АРС ушкăн солистки пек пĕлет. Александр Арсентьевпа пĕрле вĕсем нумай юрă шăрантараççĕ. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


Тăнăç пурнăç хÿтĕлевçисем

«Шавах «салам» тесе çыраççĕ çынсем çыру çырма ларсан, а эп «мухтав» тесе пуçлатăп, — никам çĕнми Хĕрлĕ Çара!» — Владимир Бараев çырнă сăвă йĕркисем шкул ӳсĕмĕнчен чылайăшĕн асĕнче çырăнса юлнă пулĕ. Унăн «Тăван çĕршыв — тăван аннемĕр пире вăрçа кĕме чĕнет. — Пĕр хĕрхенмесĕр, ачасемĕр, тĕп тăвăр, — тет, — фашистсене», — çапларах çырнă йĕркисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр салтак çыравçăсемпе сăвăçсен пултарулăхĕпе паллашнă чухне тишкернĕ-çке.

Паллах, кирек епле сăвă-калава та çын ӳсĕме кура хаклать. Пĕчĕк чухне — ачалла, çитĕнсен — мăн çынла. Пурнăçăн кирек епле пулăмне те вăхăт иртнĕ май урăхларах йышăнма вĕренсе çитет. Акă Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин куннех илер. Ача чухне арçын ачасене саламламалли уяв пек кăна йышăннă-тăр ăна. Шăпах вĕсем Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисем-çке. Ахальтен-и салтака кайма юрăхлă пулмашкăн пилленĕ ваттисем йĕкĕтсене. Шăпах хастар та хăюллă каччăсем пирĕн тĕрев пулнине ăнланнă ватăсем. Пĕрле вĕренекен арçын ачасене çирĕп çитĕнсе Тăван çĕршыва чыслăн хӳтĕлеме суннипе пĕрлех хĕсметре пулнă аттесене те уявпа саламласа хамăр алăпа тунă открыткăсемпе савăнтарма тăрăшаттăмăр. Çитĕннĕçемĕн вĕсем çемье тĕрекĕ кăна мар, çĕршыв тĕревĕ пулнине ытларах ăнланма пуçланă паллах. Ӳссе çитсе яш пулсан, хĕр шутне кĕрсен Тăван çĕршыв чиккинче лăпкăлăх хуçаланнин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăккине ытларах ăнкарма тытăннă. Вăрçă ахрăмĕ пирĕнтен тăрса юлса пынă май унăн терт-нушине курнă асатте-асанне, кукаçи-кукамай сăмахĕсене тепĕр чухне кирлĕ пек йышăнма та пĕлмен пулĕ. Паян мирлĕ пурнăç мĕн тери хаклине хамăр та туйса тăратпăр… Пурнăç тăнăçлăхĕнче кашни çын тӳпи пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен умне тухса тăракан тивĕç вара уйрăмах пысăк. Шел те, этемлĕх историйĕнче вăрçă-харçăпа палăрса юлнă тапхăр та сахал мар. Пирĕн çĕршыва та пĕрре мар пырса тивнĕ кунашкал çулсем. Тĕнче Пĕрремĕш вăрçине акă 38 патшалăх хутшăннă. 70 млн яхăн çынна мобилизациленĕ. Чăваш Енрен унта 90 пин ытла арçынна /çакă ĕçлекен вăй питтисен 42,8 проценчĕ пулнă/ илсе кайнă. Чылайăшĕ аманнă. Пысăк пайĕ вуçех те таврăнайман. Раççейри Граждан вăрçи 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк «драмăсен» йышĕнче çырăнса юлнă. Историксем те чи вăраха тăсăлнă, чи юнлă вăрçă тесе палăртаççĕ ăна. Шăпах Граждан вăрçи лăпланнă хыççăн кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар çуралнă кунне паллă тумашкăн тытăннă. Ăна йĕркеленĕренпе тăватă çул иртсен нарăс уйăхĕн 23-мĕшне Хĕрлĕ Çар кунĕ пек палăртма тытăннă. Хĕрлĕ Çартан Совет Çарĕ туса хунă май 1946 çултанпа уяв Совет Çарĕпе Тинĕс-Çар флочĕн кунĕ пулса тăнă. Професси уявĕ пек палăрса тăнине пăхмасăр пĕтĕм халăх уявланă ăна. 1993 çултанпа вара Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне паллă тăватпăр. Граждан вăрçи лăпланнă хыççăн та ун çинчен калаçмашкăн тӳрех чарăнман. Унăн паттăрĕсем совет çамрăкĕсене патриотла воспитани парса ӳстерме пулăшнă. Чăваш Енре пурăнакансем Граждан вăрçи çинчен сăмах пуçарсан чи малтан Василий Чапаева аса илеççĕ паллах. <....

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Эпир — пĕрле, пĕрле вара — вăйлă

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ.

Çĕршыври лару-тăрăва, тулаш тата шалти политикăна çутатакан Çыру стратеги тĕллевĕсене, экономика аталанăвне, Раççей хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли никĕс пулса тăрать. Юлашки хут Владимир Путин çакăн пек Çырупа 2021 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухнăччĕ. Икĕ мероприяти хушшинчи тăхтав тăсăлса кайнине Владимир Владимирович 2022 çулта пулăмсем ытла хăвăрт аталанса пынипе ăнлантарнă. Ун вырăнне Президент халăх патне темиçе хутчен те видеоçыхăну мелĕпе тухнă. Черетлĕ Çырупа ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа çулталăк çитес умĕн тухрĕ Президент. Шăпах çак операци Анăçпа Раççей хутшăнăвне пысăк витĕм кӳчĕ. Шел те, начар еннелле. Евроканаш нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççее хирĕçле санкцисен 10- мĕш пакетне йышăнма хатĕрленет. АПШ та çак мероприятисене ку эрнере пĕлтересшĕн. Çав вăхăтрах Анăç Украинăна хĕç-пăшалпа тивĕçтерме чарăнмасть. Джо Байден вара шăпах Раççей Президенчĕ Çырупа тухас умĕн Владимир Зеленскипе тĕл пулнă, тата 500 млн долларлăх пулăшу сĕннĕ. Çакă çĕршывсен хутшăнăвне пушшех те çивĕчлетме пултарĕ.

Эпир пуçламан

Экспертсем палăртнă пекех, Президент хăйĕн сăмахне Çырупа кăткăс лару-тăрура тухнине каланинчен пуçларĕ. Вулакана Çырупа кĕскен паллаштаратпăр. — 2014 çултанпа Донбасс çыннисем хăйсен çĕрĕ çинче пурăнассишĕн, тăван чĕлхепе калаçассишĕн çапăçнă. Блокадăра та, вĕçĕмсĕр персе тăнă лару-тăрура та парăнман. Çав вăхăтрах — кĕтнĕ. Раççей хута кĕрессе шаннă. Эпир, чăн та, лару-тăрăва мирлĕ майпа йĕркене кĕртме тăрăшрăмăр. Анчах та пирĕн çурăм хыçĕнче пачах урăх сценари хатĕрленĕ. Анăç Америкăпа пĕрле Украинăна пĕтĕм вăйран хĕç-пăшаллантарнă. Киев ядерлă хĕç-пăшалшăн çунчĕ — уççăнах. Паян вĕсем «Минск килĕшĕвĕсене» пĕр вăтанмасăр «политика спектаклĕ» тесе хаклаççĕ. Донбасс çуннă, юн юхнă вăхăтра вĕсем çынсен пурнăçĕпе вылянă. Çакă Югославие, Ирака, Ливие, Сирие аркатнине аса илтерет. Çакна палăртас килет, тĕнчере кун пек çĕршыв урăх çук — Америкăн çар базисем пур çĕрте те вырнаçнă. Хăрушлăх ӳссех пычĕ. Нарăс уйăхĕнче Донбаса каллех тапăнасси пирки информаци çитрĕ. Çакă тата ытти хулана капла та персех тăратчĕç. ПНО Хăрушсăрлăх Канашĕ асăрхаманçи турĕ. Тепĕр хут калатăп — вăрçа вĕсем пуçларĕç. Эпир пур вăйран ăна чарма тăрăшатпăр. Донецка, Донбаса, Луганска тепĕр хут тапăннисен малашлăхри тĕллевĕ Крым тата Севастополь пулнине паян никам та пытармасть. Ăна эпир те пĕлнĕ. Эпир хамăрăн çынсене, хамăрăн киле хӳтĕлетпĕр. Вĕсене вара чикĕсĕр влаç кирлĕ. Вĕсем капла та Киев режимне пулăшма 150 млрд доллар хыврĕç. Çав вăхăтрах 2020- 2021 çулсенче чухăн çĕршывсене пулăшмашкăн 60 млрд кăна уйăрнă. Хăйсем çав вăхăтрах чухăнлăхпа кĕрешесси, экологи çинчен калаçаççĕ… Америка эксперчĕсем хăйсем каланă тăрăх, 2021 çул хыççăнхи АПШ пуçарнă вăрçăсенче 900 пине яхăн çын вилнĕ, 38 млн çын беженеца çаврăннă. Вĕсем хăйсене çаплипех нимĕн те пулман пек тыткалаççĕ. Анчах тĕнче çакна манăçа кăлармĕ. Çын пурнăçĕ вĕсемшĕн ниме те пĕлтермест, мĕншĕн тесессĕн тĕп вырăнта — триллион та триллион доллар. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Пулăшупа пур енлĕн тивĕçтермелле

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулнă. Олег Алексеевич малтанах çар çыннисене хăюлăхпа паттăрлăхшăн тав тунă. Тĕл пулăва çамрăксемпе пĕрле аслăраххисем те, çапăçу хирĕнче опыт пухнисем, тĕрлĕ наградăна тивĕçнисем хутшăннă. Паян çапăçу пыракан вырăнсенче пирĕн ентешсем те чылаййăн. Вĕсен хушшинче хăйсен ирĕкĕпе е мобилизаципе кайнисем, çавăн пекех хĕсметре контракта алă пусса тăракансем пур. Регион ертӳлĕхĕ вĕсемпе çыхăну тытать. Çакă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен тăванĕсене кӳрекен пулăшу калăпăшне палăртма май парать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене республикăра пур енчен те тĕревлеççĕ. Çакна тĕл пулăва хутшăннисем те палăртнă: «Пĕрлехи пулăшу пулмалла. Кашни уйрăмшарăн йĕркелени малти линирисем патне çитеймессе те пултарать. Пĕтĕмĕшле вара — пурте йĕркеллех. Сивĕрен те, выçăран та аптăрамастпăр». Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех çапăçу хирĕнчен таврăннисем Шупашкарти медицина учрежденийĕсенче реабилитаци тухма пултарнине палăртнă. «Ятарлă программăсем пур. Ку енĕпе ĕç малалла пырĕ. Пайăррăн илсен, çар ĕç комиссариачĕпе калаçса татăлнă — операци пыракан вырăнтан кашни таврăнакана сипленме тата реабилитаци тухма ăçта май пурри пирки информаципе тивĕçтермелле». Çавăн пекех çапăçусене хутшăнакансен çемйисене пулăшас ĕç те аван пурнăçланса пырать. Вĕренекенсене вĕри апатпа тӳлевсĕр тивĕçтереççĕ, шкул умĕнхи учрежденисенче тӳлемелле мар, кружоксене те тӳлевсĕр çӳреме пулать. Федераци тата республика шайĕнче ытти çăмăллăхсем те пур. <...>

М.МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Салтак пурнăçĕ — чунра

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ çитнĕ май республикăри паллă арçынсене хĕсметре пулнă вăхăта аса илме ыйтрăмăр. Паян тепĕр хутчен çара кайма хатĕр-и вĕсем?

Сергей ИВАНОВ, Чăваш халăх артисчĕ:

— Эпир çитĕннĕ вăхăтра салтакра пулман каччăсене чăн-чăн арçын тесе шухăшламан. Пирĕн çемьере те çаплахчĕ, яшсене салтака ăсатасси йăлараччĕ. Театр институчĕ хыççăн ĕçе вырнаçсан манăн та салтак пăтти çиме черет çитрĕ. Арçыншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă вăхăт ку. 1994 çул. СССР саланнă тапхăр. Çак çулсенче хĕсметре çăмăл марччĕ. Апат- çимĕç тĕлĕшĕнчен япăхрахчĕ сăмахран. Апла пулин те офицерсем салтак тумĕ тăхăннă каччăсене хăйсем мĕн пĕлнине вĕрентме тăрăшрĕç. Архангельск облаçĕнче 6 уйăх вĕреннĕ хыççăн чаçе çитрĕм. Те аслă пĕлӳллĕ пулнăран — санчаçе лартрĕç, медбрат, санинструктор пулса тăтăм. Санитари чаçĕн старшини турĕç кайран. Икĕ ывăл манăн. Иккĕшĕ те çара тивĕçлĕ пулчĕç. Асли тăван çĕршыв умĕнчи парăмне пурнăçласа икĕ çул каялла таврăнчĕ. Калининград облаçĕнче тип çĕр çинчи моряк пулса хĕсметре тăчĕ. Çур çул каялла кĕçĕннине ăсатрăмăр. Иркутск облаçĕнче вăл халĕ. Тĕнчери лару-тăру лăпкă маррине кура чунра та канăçсăр паллах. Анчах та пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса, ывăлсем чĕрĕ-сывă таврăнасса шанса тăратпăр. Паян çара тепĕр хут чĕнес пулсан иккĕленсе тăмасăрах кайăттăм. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе пархатарлă ĕçе эпир те, театр ĕçченĕсем, хутшăнатпăр. Çакă, паллах, çителĕксĕр. Çапах та кашни кăштах пулăшсан та курăмлă пулăшу пуçтарăнать. Тăвай районĕнчи Тăрмăшра çуралса ӳснĕ эпĕ. Ентешĕмсем те салтаксене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.