Çамрăксен хаçачĕ 5 (6455) № 09.02.2023
«Чун илем патнех туртăнать»
«Пурăннăçемĕн этем хăйĕн тавралăхне ытларах хаклама пуçлать. Экологи енчен таса япала тăхăнасшăн, усăллă çимĕçсемпе апатланасшăн вăл. Ачи-пăчине те сиенлĕ япаласенчен пистересшĕн», — çапла шухăшлать Шупашкарта пурăнакан Людмила Степанова.
Кам пулассине пĕлмен
Патăрьелте çуралса ӳснĕ Людмила Степанова ача чухне хăйне мĕнле-тĕр алă ĕçĕ илĕртнине астумасть. Çапах вăл кукамăшĕпе амăшĕнчен темĕн те тума вĕреннĕ.
— Анне Наталья Петровна Патăрьелте çар комиссариатĕнче ĕçлетчĕ, атте Владимир Анатольевич — сварщикра. Вĕсем ĕçе кайсан эпĕ, пĕчĕкскер, тата манран 9 çул кĕçĕнрех шăллăм Сергей килте кукаçи-кукамайпа юлаттăмăр. Пире панă воспитанире вĕсен витĕмĕ пысăк. Шкулта вĕреннĕ чухне канмалли кунсенче нумайччен çывăрса выртма çукчĕ. Ирех тăраттăмăр та мĕнле те пулин ĕçе пуçăнаттăмăр. Кил-çуртра аппаланмалли тупăннах ĕнтĕ. Кукамай пире çирĕп тытатчĕ. Чылай ĕçе — кукăль пĕçерме, çĕлеме, çыхма — унран вĕрентĕм. Килте кивĕ çĕвĕ машини пурччĕ, çавăнпа çĕлеме хăнăхаттăм. Сурăхсем усраттăмăр. Кукамай çăм çиппинчен тĕрлĕ япала çыхатчĕ, çиппине хăй арлатчĕ. Кĕнчеле умне мана та лартатчĕ, çапла 3-4-мĕш классенче арлама вĕрентĕм, — каласа кăтартрĕ Людмила. Люда шкулта лайăх вĕреннĕ, анчах хăш профессие суйлассине тӳрех палăртайман. Вăл халăхсен ташшипе кăсăкланнă, унпа иртекен занятисене çӳренĕ. Аслă класра пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пыраканскер юриспруденцие кăмăллама пуçланă. Анчах ку енĕпе тӳлевсĕр вырăна кĕмешкĕн кăткăс пулнине ăнланнă. Амăшĕ хĕрне бюджет мелĕпе пĕлӳ илме май пур çĕре заявлени çырма каланă. Çапла Люда И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелти филиалне историк-архивиста куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Çакăнпа кăна çырлахман шкул сакки çинчен тăрсанах ĕçлеме ĕмĕтленнĕскер. Часах налук службинче ИНН паракан специалистра вăй хума тытăннă. 11-мĕш класран тин вĕренсе тухнă пике çакнашкал должноç шанса панинчен хăй те тĕлĕннĕ. Людмилăна компьютерпа ĕçлемешкĕн хăнăхма икĕ эрне панă. Йăлтах ăнланма пуçласан ĕçе илме шантарнă. Тĕллеве пурнăçлама хăнăхнă хĕр çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ. — Атте-аннене питĕ пулăшас килетчĕ. Вĕсене маншăн тăкаклантарас килместчĕ. Пус çумне пус мĕнле хушăннине пĕлеттĕм те кирлĕ-кирлĕ мар япала туянса пама йăлăнас йăла çукчĕ. Диплом илсен шалу ытларах пуласса шанаттăм. Тăрăшса вĕренеттĕм. Экзаменсене яланах тĕплĕн хатĕрленсе каяттăм. Аслă курссенче Шупашкара экзамен тытма çӳреттĕм. Каярахпа тĕп хулара ĕç сĕнчĕç. Коммуналлă технологисен пĕрлешĕвне вырнаçсан Шупашкара куçса килтĕм, — историк специальноçне алла илсен те документсемпе ĕçлеме пăрахманнине каласа кăтартрĕ Людмила. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Кашни ыйтăва хăйне пырса тивнĕн йышăнать
2020 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Олег Николаева ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснăранпа виçĕ çул çитрĕ. Кĕçех Олег Николаев «вăхăтлăх» пулма пăрахнăранпа та 2 çул çурă çитет. Пилĕк çуллăха суйланă та — полномочисен вăхăчĕн экваторĕ урлă каçать. Эппин, тилхепе тытнăранпа мĕн тунине пĕтĕмлетме хăтланса пăхмашкăн сăлтавсем пур.
Олег Николаевран хăйĕнчен те пĕрре кăна мар илтнĕ: «Укçа яланах çитмест...» Анчах çак çулсемшĕн чи малтан шăпах регион финанс тăнăçлăхне тивĕçтерни, бюджетăн тĕп параметрĕсене ӳстерме пултарни кăтартуллă. Юлашки виçĕ çулта республикăн пĕрлехи бюджечĕн тăкакĕсем 46% пысăкланнă — 62 миллиарда яхăн тенкĕрен 90,5 миллиард таран хăпарнă. Тупăш — 66,7 миллиардран 94,2 миллиард тенкĕ таран. Çак виçере хамăрăн тупăш курăмлă пулни пушшех кăмăллă. Ăна, республикăн хăйĕн тупăшне, питĕ йывăр 2020 çулта та, пандеми çулталăкĕнче, чакарман. 2021, 2022 çулсенче вара 17% тата 20% яхăн ӳстерме пултарнă. Çавна май пĕлтĕр Чăваш Ен хамăрăн тупăш ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăна çĕкленнĕ. Экономика кирек хăш регионшăн та аталану никĕсĕ пулни паллă — промышленноçран пуçлар. Тӳрех каламалла: экономикăшăн юлашки çулсем ансат пулмарĕç. Чăваш Ен çак лару-тăрура экономика процесĕсене хăй еккипе яман тенине влаçăн хаяр критикĕсем те хирĕçлеймĕç. Чи малтанах — патшалăх промышленноçа пулăшни. 2020 çулта унăн виçи 325 миллион тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕр 7 миллиард тенкĕ урлă каçнă — 21 хут /!/ пысăкланнă. Икĕ СПИК 2.0 çĕнĕ производствăсем уçнипе пĕрлех çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ йĕркелеме май памалла. Ятарлă инвестконтрактсенчен пĕри Чăваш Енре антрахинон мелĕпе водород перекиçĕ хатĕрлемелли производство йĕркелессине тĕпе хурать, тепри — пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем туса кăларма пуçлассине. Сăмах май, шăпах çак кунсенче Шупашкарти трактор завочĕ çак техникăн пирвайхи тĕслĕхĕсене пухнă. Хальлĕхе — Инди компанийĕн комплектламалли пайĕсенчен, вăхăт иртнĕ май вара çав пайсем йăлтах тенĕ пек хамăрăн пулмалла — чăннипех Раççейĕн, Чăваш Енĕн, тракторĕ пулĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси çуллен пысăкланса пырать. Пĕлтĕр ку кăтарту 19% яхăн ӳснĕ — 850,6 пин тăваткал метр хута янă. Виçĕ çулта нумай ачаллă 125 тата 1,5 пин ытла çамрăк çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă, 841 тăлăха хваттерпе тивĕçтернĕ. 7, 8 ачаллă мĕн пур çемьене хваттерлĕ тунă. 2021 çултанпа çамрăк çемьесене ипотека кредичĕпе пуçламăш взнос хывмашкăн хваттер хакĕн 20% чухлĕ тӳлев параççĕ. Пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн 3 çулта ялсенчи 106 çемьене социаллă тӳлев панă. 178 çыннăн ипотека кредичĕн проценчĕсен пĕр пайне саплаштарнă. Пуçаруллă бюджет шучĕпе 2,7 пине яхăн проекта пурнăçланă. 2020-2022 çулсенче республикăра 48 километр çул тунă, çулсен 1,4 пин ытла километрне юсанă. Тĕп хулари Граждан урамĕн реконструкцийĕпе çыхăннă тĕп ĕçсене вĕçленĕ — çул анлăланнă май малашне çак микрорайонта пурăнакансем «пăкăсенче» нушаланмĕç. 2021 çулта 68 троллейбус туяннă, вĕсенчен 16-шĕ — автономлă майпа вăрах çӳреме пултараканнисем. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Йăпăлтатса калаçакансене шанмастăп»
Кашни çыравçăн хайлавĕсем хăйне евĕр. Нихăшĕн те пĕр пек сăнарсем çук. Паянхи хăнана «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем лайăх пĕлеççĕ. Вăл — çамрăк çыравçă, «Шăрăх кунсем», «Ĕмĕт хыççăн» кĕнекесен авторĕ Николай АНДРЕЕВ.
— Темиçе çул каялла хаçат ĕçченĕсем санран интервью илнĕччĕ. Аса илтерни пăсмĕ: ăçта çуралнă эсĕ?
— Эпĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕтĕм. Унта юлташпа иксĕмĕре усал ачасем тапăнса манăн урана хуçрĕç. Текех техникума каймарăм. Тепĕр çулхине И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелти филиалĕн юридици факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Чиперех вĕренсе тухрăм пулин те хамăн профессипе ĕç тупаймарăм. Çавăнпа тăван ялти хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре темиçе çул вăй хутăм. Халĕ хам тĕллĕн ĕçлетĕп /самозанятый/.
— Пĕчĕк Николай мĕнлерех ача пулнă?
— Эпĕ никама та пăхăнмастăм, хамăннех тума тăрăшаттăм. Ирĕклĕхе юрататтăм. Астăватăп-ха: пĕрре касри хĕрарăмсем мана çанăллă кĕпе тăхăнтартма тытăнчĕç. Эпĕ вара паянхи кун та кĕпепе çӳреме юратмастăп. Мана футболка ытларах килĕшет. Çавăн чухне мана хĕрарăмсем йăлăнса, хăратса тенĕ пек çав кĕпене тăхăнтартрĕçех. Пурпĕрех çаннине тавăрса хутăм. Çынсем хама хăравçă теесрен питĕ шикленеттĕм. Пĕррехинче кӳршĕре пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри аппапа тупăшрăмăр. Вăл ман еннелле велосипедпа пынă чухне манăн пăрăнмалла марччĕ. Вăл та, эпĕ те парăнмарăмăр. Иксĕмĕр те ӳксе шăм-шака ыраттарса пĕтертĕмĕр. Çапах эпĕ питĕ савăнтăм. Хама нимĕç фашисчĕсем çине самолетпа ятарласа ӳкнĕ Николай Гастелло паттăр пек туйрăм.
— Ача чухне мĕн тума юрататтăн?
— Кĕнеке вулама тата ӳкерме.
— Пĕрремĕш хайлаву мĕн çинчен пулнине астăватăн-и?
— 6-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне Çĕнĕ çул умĕн, пӳрте лартнă чăрăш çинчи гирлянда çутисем çине пăхса вырăсла сăвă çыртăм. Вăл Çĕнĕ çул çинченччĕ. Мĕнле «пиçсе» тухнине калаймастăп. Сăвва каланккăна пăрахса çунтартăм.
— Çырас туртăм кĕнеке нумай вуланăран пуçланчĕ-и?
— Хама питĕ нумай кĕнеке вуланă çын теместĕп. Чăн пурнăç кĕнекерисенчен уйрăлса тăнипе çырас кăмăл çуралчĕ.
— Пĕрремĕш кĕнекӳ, «Шăрăх кунсем», кун çути курсан улшăнтăн-и?
— Хам улшăннине сисмерĕм. Тен, çынсем асăрханă?
— 2019 çулта «Шăрăх кунсем» кĕнеке ЧР Наци библиотеки ирттерекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. Çакна мĕнле йышăнтăн? Хавхалану тата нумайланчĕ-и?
— Вăл чи вуланакан кĕнеке пулса тăрасса шутламан та. Вулакансене тав куншăн. Хавхалану вара... Мана çырма Василий Кервен, «Çамрăксен хаçатĕнче» вăй хуракан хĕрсем хавхалантараççĕ.
— Юлашки вăхăтра хăш авторăн кĕнекине вуланă эсĕ?
— Харăсах темиçе кĕнеке вулама тытăнатăп. Вуланăçемĕн вĕсен шучĕ чакса пырать. Юлашкинчен пĕри анчах, маншăн чи кăсăкли, юлать. Хальхи вăхăтра Вячеслав Шишковăн «Емельян Пугачев» романне шĕкĕлчетĕп.
— Калавсенчи сăнарсем пурнăçран илнисем-и?
— Тĕрлĕрен. Чăн пурнăçран илнисем те пур.
— Хайлавусене ырлакансем те, хурлакансем те пур пуль-ха.
— Паллах. Хурлаканнисем, ахăртнех, хăйсене палласа илеççĕ.
— Иртнĕ çул иккĕмĕш кĕнекӳ, «Ĕмĕт хыççăн», пичетленсе тухрĕ. Малалла мĕнле плансемпе пурăнатăн?
— Татах кĕнеке кăларма тĕллев çук. Калавсем хаçатра пичетленнĕшĕн те питĕ хытă савăнатăп.
— Пултарулăх анинче тарăн йĕр хăварнă саманта аса ил-ха.
— 2015 çулта Шупашкара «Тăван Атăл» журнал редакцине пĕрремĕш хут кайрăм. Ун чухне редакторта Василий Кервен ĕçлетчĕ. Манăн ал çырусене илсе юлчĕ. Тиркесе пăрахăçламарĕ. Йăнăшсене тӳрлетсех пичете яма шантарчĕ. Тавах ăна çакăншăн.
— Критикăна мĕнле йышăнатăн?
— Эпĕ профессионал çыравçă мар. Тен, тĕрĕсех критиклеççĕ. Анчах лайăх критик пулас тесен, манăн шутпа, чăн пурнăçа лайăх пĕлмелле.
— Эсĕ ытти авторпа туслă-и? Тен, вĕсем сана ăсталăхна туптама пулăшаççĕ?
— Василий Кервене, Арсений Тарасова, Алина Измана палăртас килет. Вĕсем ырă канашсемпе пулăшма яланах хатĕр. <...>
Юрий АДЪЮТАНТОВ. Тутарстан, Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи ялĕ.
♦ ♦ ♦
Француз Чăваш Енре мăшăр тупса ялта тĕпленнĕ
Николя Жерар Дворецки Францире çуралса ӳснĕ, Елена Аникина — Чăваш Республикинчи Улатăр хулинче. Икĕ çын 3 пин çухрăма парăнтарса епле майпа тĕл пулнă-ха? Николяпа Елена Улатăр округĕнчи Çĕнĕ Алтышево ялĕнче тĕпленнĕ.
Хăйсем ӳстернĕ çимĕçсене кăмăллаççĕ Вĕсем патне ирех çитрĕм пулин те Еленăпа Николя мана кăмăллăн кĕтсе илчĕç, хăйсемпе пĕрле чей ĕçме сĕтел хушшине чĕнчĕç. Апат-çимĕçне кил хуçи хĕрарăмĕ мар, Николя хăй хатĕрленĕ иккен. Чейне те питĕ тутлă вĕретнĕ. Елена тĕрлĕ печени, икерчĕ пĕçернĕ. Хăна кĕтнĕ тейĕн. «Эпир хамăр ӳстернĕ çимĕçсемпе апатланма тăрăшатпăр. Хулара вара кун пек йĕркепе пурăнма йывăртарах. Качакасем усратпăр та, сĕт юр-варĕ пур: чăкăтне те, сырне те хамăрах тăватпăр. Пылак çимĕçсене те хамăрах пĕçеретпĕр. Çавăнпа сĕтеле эсир килнĕ çĕре ятарласа хатĕрленĕ тесе ан шутлăр. Пирĕн çемьере кулленех çапла», — калаçу пуçарчĕ кил хуçи арăмĕ Елена. Хам мĕн тĕллевпе çӳрени çинчен пĕлтерсен вĕсем манпа хаваспах калаçма кăмăл турĕç. Николя хальлĕхе вырăсла йывăртарах калаçать. Вырăсла сăмахсене ăнланать пулин те вĕсене çыхăнтараймасть. Çавăнпа калаçăва мăшăрĕпе Еленăпа сыпăнтарса пытăм. Николя Францири пĕчĕк хулара çуралса ӳснĕ. Чăннипе, унта пысăк хуласем çук. Чи пысăкки те Париж кăна. Унта 2 млн ытла çын пурăнать. Французсемшĕн 25-30 пин çын тĕпленнĕ хуласем пысăк шутланаççĕ. Николя ытти ача пекех пĕлӳ илнĕ. Унта шăпăрлансем пуçламăш, вăтам пĕлӳ илеççĕ, юлашкинчен — аслă пĕлӳ. «Пуçламăш тата вăтам пĕлӳсене тӳлевсĕрех вĕрентеççĕ. Аслă шкулта ăс пухнăшăн вара укçа тӳлемелле. Питĕ лайăх вĕренекен студентсем тӳлемесен те пултараççĕ. Кашнине пĕр пӳлĕм уйăрса параççĕ. Пирĕн çĕршывра ачасем вĕренсе тухсанах, 17 çул тултарсанах, ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнма тытăнаççĕ. Эпĕ колледж пĕтерсен аслă шкула каймарăм, тӳрех ĕçе вырнаçрăм, хваттер тара тытса пурăнтăм. Малалла вĕренме укçа ĕçлесе илес терĕм. Çав вăхăтрах водитель правине илтĕм. Унтан мана салтака илсе кайрĕç. Çар тивĕçне пурнăçлакансем Франци легионне лекме пултараççĕ. Эпĕ шăпах çавăнта лекрĕм. Хĕсметрен 4 çултан таврăнтăм, кун хыççăн полицие ĕçе вырнаçрăм. Унтан çемье çавăртăм. Полицире 20 çул ĕçлерĕм», – мăшăрне французла каласа кăтартрĕ Николя. Елена вара вырăсла куçарса пычĕ. Хусанта паллашнă Николяран вăл Раççее епле майпа лекни пирки ыйтрăм. «О-о-о, кунта хĕрсем хитре!» — терĕ тӳрех Елена çине ăшшăн пăхса. Николян мăн аслашшĕ 1906 çулта Раççейрен куçса кайнă-мĕн. Америкăна кайма тухнăскер Францие лекнĕ те унтах юлнă. Дворецкисен йăхĕнче вырăссем, французсем, бретонецсем пулнă. «Шкулта вĕреннĕ чухне Раççей çинчен лайăххинех илтмен эпĕ. 1985 çулта Франци легионĕнчи салтаксене Германие концлагерь пулнă вырăнсенче иртекен суд процесĕсене сыхлама илсе кайрĕç. Пире унта вăрçă вăхăтĕнче концлагерьте ларнă ачасем пирки фильмсем кăтартрĕç. Шăпăрлансем выçăпа аптăраççĕ, ура çинче аран-аран тăраççĕ… Совет Союзĕнче килсĕр-çуртсăр çын нумай, вĕсем выçăпа нушаланаççĕ, çавăнпа ачисене те çиеççĕ тесе каласа пачĕç. Ачасене çиеççĕ тенине ниепле те ĕненес килместчĕ. Çавăнпа вырăс халăхĕ пирки информаци шырама тытăнтăм. Ку мана хамăн йăх историне те тĕпчеме май пачĕ. Вырăс юррисем чуна çывăх пулса тăчĕç. Вĕсене илтсен çан-çурăм тăрăх сивĕ чупатчĕ, сăмахĕсене ăнланмастăм пулсан та кĕввине итлесе киленеттĕм», — аса илчĕ Николя. Вăл пĕрремĕш арăмĕпе виçĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Виççĕшне те вырăс ятне панă: Татьяна, Анастасия тата Светлана. Николян йăмăкĕ те Наташа ятлă. Интернет анлă сарăлсан Николя Жерар Дворецки Раççей çинчен тата ытларах пĕлме тытăннă. 2008 çулта вăл пирĕн çĕршыва икĕ эрнелĕхе килнĕ. Тепрехинче — виçĕ уйăхлăха. 2013 çулта Николя полицире ĕçлеме пăрахса Раççее куçса килнĕ, Хусан хулинче хăйĕн пĕчĕк бизнесне уçнă. Французла тата акăлчанла пĕлекенскер вырăс чĕлхине вĕренмешкĕн интернетра хăйĕн валли репетитор шыранă. Шăпах Елена Аникина унăн пĕлтерĕвне вуланă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ чĕрĕ, ан кулян», — телефонра илтĕннĕ упăшкин сасси
Унччен Надьăна мăшăрĕ вилни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ
Черченкĕ те çемçе чунлă хĕрарăмра çавăн чухлĕ çирĕплĕх тата чăтăмлăх пуррине пĕрре пăхсан никам та ĕненмĕ. Надя Ивановăпа [упăшки ятарлă çар операцине хутшăнать, çавăнпа ятне улăштарнă] хăйĕнпе паллашиччен вăл тунă ĕçсем пирки пĕлтĕм. Вăл хăй çине тăнипе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ пĕрре мар ăсатнă. Малтанах Надя ку ĕçе ушкăнпа пурнăçланă пуль тесе шутларăм. Халĕ волонтерсен ушкăнĕ сахал мар-çке-ха. Анчах каярахпа, хăйĕнпе паллашсан, унра чăннипех те хăватлă вăй тапса тăнине, кирлĕ пулсан вăл Çĕр чăмăрне те тепĕр май çавăрса хума пултарнине ĕнентĕм.
Офицер арăмĕ
Надя Шупашкарта пурăнать, кунтах çуралса ӳснĕ. Малтан вăл медицина колледжĕнче вĕреннĕ, унтан — мединститутра. Пĕр вăхăт ашшĕпе пĕрле уйрăм предприниматель пек ĕçлесе пăхнă. 2013 çулта Надя чăваш каччипе çемье çавăрнă. Диплом илсен медицина тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă, паянхи кун та çавăнтах вăй хурать. Мăшăрĕ — çар çынни, ОМОНовец. Вĕсене яланах йывăр çĕре илсе каяççĕ. Упăшки малтан — Чечняра, каярахпа Сирире командировкăра пулнă. Çемьере ăнлану, юрату хуçалансан салтака пур çĕрте те çăмăл. Çапла пулма тăрăшать те Надя юлашки çулсенче. Паллах, мăшăрне вăл ятарлă çар операцине пĕр пăшăрханмасăр кăларса яман. Турăран ăна тĕрĕс-тĕкел каялла çавăрса килме, хăйне çак йывăрлăхра çăмăллăх пама чунран ыйтнă. Малтан унăн мăшăрне çар вĕрентĕвне илсе кайнă. Ун чухне пăшăрханмалли сăлтавĕ пулман-ха. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вара ку Сирири, Чечняри командировкăсемпе танлашманнине Надя чĕрипе туйнă. Çав вăхăта аса илсе акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл: «2022 çул пуçламăшĕнче мăшăртан чылай вăхăт хыпар пулмарĕ. Кĕçех Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Эпĕ вара мăшăр çинчен çаплах нимĕн те пĕлместĕм. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче тин хăй чĕрĕсывă пулни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Унтан каллех хыпар пулмарĕ. Эпĕ çав вăхăтра мĕнле чунпа пурăннине хам кăна пĕлетĕп. Телефона алăран ямарăм. Тула тухсан та, çывăрнă чухне те, ĕçре те телефон çумрахчĕ. Лифта кĕме хăраттăм, мĕншĕн тесен унта телефон тытмасть. Çав вăхăтра упăшка шăнкăравларĕ тĕк? Пуш уйăхĕнче пĕр ирхине ют номертен шăнкăрав килчĕ. Ир-ирех мăшăр кăна манпа çыхăнма пултарать тесе шутларăм. Çын телефонĕнчен шăнкăравлама укçа кирлине ăнланаттăм. Хăвăрт кăна палламан номер çине 400 тенкĕ куçартăм та шăнкăравларăм. Чăнах та, упăшка. Мана хăй йĕркеллех пулнине, пăшăрханмалла маррине каларĕ те каллех нумай вăхăтлăха çухалчĕ. Кăшт вăхăт иртсен çар комиссариатĕнчен шăнкăравласа вăл вилни çинчен пĕлтерчĕç. Ура айĕнчен çĕр çухалчĕ. Ĕненме çук. Кăшкăрса йĕтĕм, çапах хама алла илмеллине питĕ лайăх чухларăм. Эпĕ офицер арăмĕ вĕт. Тен, тĕрĕс мар ку? «Хăвăн куçупа курмасăр ан ĕнен», — терĕ шалти сасă. Упăшкан чаçне шăнкăравларăм. «Вилнĕ хучĕ килмесĕр нимĕн те çирĕплетсе калаймастпăр», — терĕç. Хусанти, Йошкар-Олари çак ĕçпе çыхăннă организацисене шăнкăравларăм. Унта манăн упăшка ячĕ вилнисен списокĕнче çуккине пĕлтерчĕç. «Çыру кĕтĕр», — терĕç. Çав вăхăта эпĕ мĕнле чăтса ирттертĕм-ши? Пĕр каçхине палламан номертен шăнкăрав янăраса кайрĕ. «Эпĕ чĕрĕ, ан кулян», — илтĕнчĕ упăшкан сасси. «Чăнах та эсех-и?» — ыйтрăм чăвашла. Атту каласа панине илтнĕччĕ: Украинăри салтаксем пирĕннисене тыткăна илсен аудио çыртараççĕ те вĕлереççĕ, кайран Раççей арçыннин çемйине çав сасса итлеттерсе шантаж тăваççĕ. Эпĕ чăвашла ыйтсан линин тепĕр вĕçĕнчи сасă чăвашлах хуравларĕ. Манăн упăшка чĕрех! Анчах нумай калаçаймарăмăр. Çав каç чĕре тĕпĕнчи пĕчĕк шанчăк тӳрре тухрĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Ялта ӳснĕ каччă хăнасене Питĕрпе паллаштарнă
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Станислав Кошкин Вăрнар районĕнчи Вăрман Кипек ялĕнче çуралнă. Ленинградри театр, музыка тата кинематографи патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăскер тĕрлĕ хулари театрсем валли декорацисем хатĕрленĕ.
Пăтта хăй çини тарăхтарнă «Пирĕн атте Константин Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Кавказа хӳтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çĕнтерӳ хыççăн яла таврăннă та вырăнти пурнăç шайне çĕклессишĕн тăрăшма тытăннă. Аттене «Звезда» колхоз председательне суйланă. Каярахпа ăна районти потребсоюз канашĕн преседательне çирĕплетнĕ. Анне Ирина Даниловна — Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси хĕрĕ. Вăл Çĕрпӳри медицина училищинче фельдшера вĕреннĕ. Вăрçă çулĕсенче хĕрсене Канашран тĕрлĕ еннелле каякан чукун çул çине чул сарма илсе кайнă. «Наçилккасем çитместчĕç, чула саппун çине хурса йăтаттăмăр», — çапла каласа паратчĕ анне. Енĕшре больница пурччĕ. Унта 50 койка вырнаçтарнăччĕ. Анне çавăнта фельдшерта ĕçлетчĕ. Виçĕ çухрăмри яла ирхине тухса каятчĕ те каçхине кăна таврăнатчĕ. Çынсем киле те пулăшу ыйтма килетчĕç. Пĕррехинче кĕркунне, эпĕ ун чухне пĕчĕк-ха, лашапа çитсе тăчĕç. Çумăр чашлаттарса çăвать. Пысăк хырăмлă хĕрарăм çуратас патне çитнĕ. Анне вĕсене киле кĕме каларĕ. Пепке тĕрĕс-тĕкел çуралчĕ. Эпир ача чухне трахома чирĕ вăйлă сарăлнăччĕ. Çав амакран сиплеме вĕренмешкĕн анне Шупашкара кайрĕ. Стажировкăна пухăннисем паллă офтальмолог Святослав Федоров патĕнче пĕлӳ илнĕ. Çав вăхăталла тухтăр 16 çулти хĕрачана операци туни, куçне искусственнăй хрусталик лартни çинчен хыпар сарăлнăччĕ. Анне ĕçленĕ çулсенче ачасем туберкулезпа чирленĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çемьере чи асли пулнăран килти чылай ĕç ман çине тиенетчĕ. Кăмака хутаттăм, апат пĕçереттĕм, шăллăмсемпе йăмăка пăхаттăм. Юрать, ман хыççăн çуралнă Володя лăпкă ачаччĕ. Надя вара — вут та çиçĕм! Ăна асăрхаса кăна тăмаллаччĕ. Ялти Маруç аппа нянькăна килетчĕ. Йăмăка пăтă çитерме ларатчĕ те пĕр кашăкне ăна хыптаратчĕ, тепĕр иккĕшне хăйĕн çăварне ярăнтаратчĕ. Ку мана çав тери тарăхтаратчĕ. Ара, апат кĕçĕннисем валли юлтăр тесе эпир, аслăраххисем, çиместĕмĕр-ха та. Ĕне тытаттăмăр. Эпĕ пĕчĕк чухне пирĕн каскăн ĕне пурччĕ. Кĕтӳрен уйрăлса куккурус уйне таратчĕ. Атте, колхоз председателĕ, кĕтӳçсене тимлĕ пулманшăн ятлатчĕ. Хушăран çав ĕнене çитерме хамăр тухаттăмăр. Пĕррехинче вĕренпе кăкарнăскере улăхра çитерсе çӳрерĕм. Киле таврăнма вăхăт çитсен ĕне хӳрине тăратса тапса сикрĕ — вĕрене вĕçертсе те ĕлкĕреймерĕм. Мана темиçе метр сĕтĕрсе кайрĕ. Ӳт унтан-кунтан шăйрăлса пĕтрĕ. Ялта нумай пурăнман эпĕ. 4-мĕш класра чухне хытах чирлерĕм. Хулана сипленме ячĕç. Анне медицина тытăмĕнче ĕçленине пĕлнĕрен-ши /вăл малтан — районти, кайран республикăри Аслă канаш депутачĕ пулнă/ — тухтăрсем мана сыватассишĕн вăйлă тăрăшрĕç. Республика больницинче паллă балеринăн Надежда Павловăн ашшĕ Василий Павлов рентгенологра вăй хуратчĕ. Вăл манăн сывлăха тĕрĕсленине астăватăп. Сосновкăри интернат шкулта вĕренме тытăнтăм. Унта 8-мĕш класчен пĕлӳ илтĕм. Хĕлле Атăл урлă çуранах каçса Шупашкара килеттĕм. Çапла ӳнер училищинче хатĕрленӳ курсне çӳреттĕм. Пире Виктор Немцев художник вĕрентетчĕ. Ĕçĕмсем хăйне евĕр пулнине асăрханă ĕнтĕ вăл. Элли Юрьев манăн пултарулăха аталантармаллине калатчĕ. Вăл пире «Промышленноç графики» предмета вĕрентетчĕ. Элли Михайлович ун чухне кĕнеке издательствин илемлĕх редакторĕччĕ. Мана шкул ачисен учебникĕсем валли ӳкерчĕксем тума хушатчĕ. Çапла вĕреннĕ чухнех кĕсье тĕпне сарăлмалăх укçа ĕçлесе илеттĕм. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...