Комментари хушас

27 Авăн, 2014

Хăнасене йышăнма хатĕр-и?

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕн министрĕпе Владимир Аврелькинпа тата тĕп хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Шупашкарти общество апатланăвĕпе суту-илÿ предприятийĕсен ĕçĕпе паллашнă, вĕсем «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.

Гагарин урамĕнчи «Парус» кафере, «Смак» лавккара, К.Иванов урамĕнчи «Евразия» кафере республика Пуçлăхĕ апат-çимĕç пахалăхĕ лайăххине, ассортимент пуяннине палăртнă. «Раççей» хăна çурчĕпе ресторанта пулнă май территорие тирпейлес енĕпе тимлĕрех пулма сĕннĕ. «Мега Гелакси» суту-илÿпе кану комплексĕнче спорт форумĕн кунĕсенче официант тивĕçне пурнăçлакан волонтерсен хатĕрленĕвĕпе кăсăкланнă.

Çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ конкуренцие аталантармалли условисем йĕркелемелли çинчен каланă, çакă социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсем сăлтавсăр ÿсесрен сыхланма пулăшĕ. «Чăваш Енре ял хуçалăх продукцийĕ яланах ытти регионтинчен йÿнĕрех пулнă. Паян сутлăхра паха апат-çимĕç пуррине курса ĕнентĕм», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хальлĕхе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, чикĕ леш енчен 4 пине яхăн хăна килессе çирĕплетнине пĕлтернĕ.

 

Н.ЯКОВЛЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.