Комментари хушас

6 Нарăс, 2023

Икĕ доцент – «Çулталăк инженерĕ»

Алексей Григорьевăн тата Ирина Кручинкинăн тĕпчев материалĕсемпе купăста пуçтармалли пĕчĕк калăпăшлă МКК-1 комбайн хатĕрленĕ чухне усă курнă.

Çакнашкал комбайнсене Чăваш Енре те, Беларуçре те кăлараççĕ. Ахальтен мар Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ĕçлекен çак маттур доцентсем Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк инженерĕ» конкурсăн лауреачĕсем пулса тăнă. Алексей Олегович — инженери факультечĕн техника сервисĕн кафедрин доценчĕ, техника наукисен кандидачĕ, вăл шухăшласа кăларнă 6 япалана патентланă. Ирина Сергеевна — ăслăлăхпа тĕпчев пайĕн ертӳçи; математика, инженерии факультечĕн физика тата информаци технологийĕсен кафедрин доценчĕ, техника наукисен кандидачĕ, вăл шухăшласа кăларнă 12 япалана патентланă. Лауреатсене нарăсăн 16-мĕшĕнче Мускавра чыслĕç.

www.hypar.ru