Хыпар 11-12 (28039-28040) №№ 03.02.2023
«Кашни ыйтăва хăйне пырса тивнĕн йышăнать»
Олег Николаев йывăр лава кÿлĕннĕренпе виçĕ çул çитрĕ
2020 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Олег Николаева ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă — унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Çывăх вăхăтра вара Олег Николаев «вăхăтлăх» пулма пăрахнăранпа та — Чăваш Ен Пуçлăхне суйланнăранпа — икĕ çул çурă çитет. Пилĕк çуллăха суйланă та — полномочисен вăхăчĕн экваторĕ урлă каçать. Эппин, тилхепе тытнăранпа мĕн тунине пĕтĕмлетме хăтланса пăхмашкăн курăмлă сăлтавсем пур.
Олег Николаевран хăйĕнчен те пĕрре кăна мар илтнĕ: «Укçа яланах çитмест...» Анчах çак çулсемшĕн чи малтан шăпах регион финанс тăнăçлăхне тивĕçтерни, бюджетăн тĕп параметрĕсене ÿстерме пултарни кăтартуллă. Юлашки виçĕ çулта республикăн пĕрлехи бюджечĕн тăкакĕсем 46% пысăкланнă — 62 миллиарда яхăн тенкĕрен 90,5 миллиард таран хăпарнă. Тупăш — 66,7 миллиардран 94,2 миллиард тенкĕ таран. Çак виçере хамăрăн тупăш курăмлă пулни пушшех кăмăллă. Ăна, республикăн хăйĕн тупăшне, питĕ йывăр 2020 çулта та, пандеми çулталăкĕнче, чакарман. 2021, 2022 çулсенче вара 17% тата 20% яхăн ÿстерме пултарнă. Çавна май пĕлтĕр Чăваш Ен хамăрăн тупăш ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăна çĕкленнĕ.
Вырăнсенчи бюджетсене укçапа тивĕçтересси виçĕ çулта 1,5 хут пысăкланнă, муниципалитетсене республика бюджетĕнчен пулăшасси — 1,7 хут. Çийĕнчен нумай функциллĕ центрсене тытса тăмалли, социаллă об±ектсен, инфратытăм об±екчĕсен строительствипе, вĕсене проектлассипе, шкулсен капиталлă юсавĕпе çыхăннă тăкаксене, ытти чылай расхута вырăнти шайран республика шайне куçарни те, паллах, муниципалитетсемшĕн пысăк çăмăллăх. Çавăн пекех налук илмелли ансатлатнă системăпа тÿлекен укçа та халĕ вĕсен кассине кĕрет.
Экономика кирек хăш регионшăн та аталану никĕсĕ пулни паллă — промышленноçран пуçлар. Тÿрех каламалла: уншăн юлашки çулсем ансат пулмарĕç. Чăваш Ен çак лару-тăрура экономика процесĕсене хăй еккипе яман тенине влаçăн хаяр критикĕсем те хирĕçлеймĕç. Чи малтанах — патшалăх промышленноçа пулăшни. 2020 çулта унăн виçи 325 миллион тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕр 7 миллиард тенкĕ урлă каçнă — 21 хут /!/ пысăкланнă. Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони туса хуни пĕтĕм республика экономикин ÿсĕм никĕсĕ пулса тăрас шанăç пур. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Чĕлхесем пĕлни тĕнче курма, пуйма пулăшать
Чĕлхесем пĕлни ăна 17-рех хăйĕн пĕрремĕш миллион тенкине ĕçлесе илме пулăшнă. Вăл 15-рех икĕ ют чĕлхепе — акăлчанла тата испанла — ирĕклĕн калаçнă. Ют çĕршывсене çул çÿреме ĕмĕтленнĕ.
Юратсан…
Шупашкарта пурăнакан Валерия Толстова çамрăклах ăнăçлă предприниматель пулса тăнин сăлтавĕ — юрату. «14-ра чухне эпĕ интернет урлă Испани каччи Давид патне çыру ятăм. Вăл манран пĕр çул аслăрах. Испанла вĕреннĕ май практика кирлĕччĕ мана. Давид хуравларĕ. Çапла эпир икĕ çул пĕр-пĕрин патне çыру вĕçтертĕмĕр. Тата тепĕр çулталăк юлташсем пек хутшăнтăмăр. Кайран пирĕн мăшăр пулмалла тесе калаçса татăлтăмăр. Эпир пĕрре те тĕл пулманччĕ-ха», — аса илчĕ Валерия.
Унăн савнийĕ пурăнакан çĕршыва питĕ каяс килнĕ, анчах укçа çукки чăрмантарнă. Бизнесра вăй хуракан амăшĕ ăна хăйне ĕçлесе илме сĕннĕ. Хĕрне çак çул çине тăма хавхалантарса, пулăшса пынă. 15-ри Лера репетиторта ĕçлеме пуçланă, ачасене чĕлхесем вĕрентнĕ. Чылайăшĕ ăна шанман. Ара, унăн педагог пĕлĕвĕ те, опыт та çук-çке. Анчах унăн чи кирли — ĕçлес кăмăлĕ — пулнă. Валерия кирек мĕнле ачапа та пĕр чĕлхе тупайнă. Каникулсенче вăл лагерьсенче тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан ачасемпе каннă, пĕрре мар вожатăйра ĕçленĕ. Малтанхи вăхăтра йывăр пулнă ăна, мĕншĕн тесен вĕрентмелли меслетсене пĕлмен. Информацие интернетра шыранă, сĕнÿ-канаш ыйтмалли çын та тупăнман. Кунсăр пуçне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ çамрăк педагог урока епле ирттернине алăк хыçĕнче итлесе тăнă. Кайран вăл акăлчан чĕлхи вĕрентессипе тренинга кайнă. Унтан хавхаланса, хăйне кирлине ăса хывса таврăннă. Ĕç кал-кал кайма тытăннă. Репетитор пулма Лерăна питĕ килĕшнĕ. Çулталăк ĕçлесен вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртмешкĕн укçа пухса çитернĕ. Тинех Испание кайнă. Кун хыççăн вăл хăйне тата çирĕпрех туйнă: вĕренекенсен йышне ÿстернĕ, меслетсене лайăхлатнă.
Амăшĕ ăна чĕлхесен шкулĕ уçмалли пирки калама тытăннă. «Манăн çул та çитмен, мĕн бизнесĕ?» — тавлашнă хĕрĕ. 2017 çулта вăл предприниматель ĕçне тин кăна пуçăннисен форумне хутшăннă. Спикерсене итлесе хавхаланнă хыççăн иккĕленÿ юлман: вăл хăйĕн шкулне уçĕ. 17-ри Валерия Толстова предприниматель пек регистрациленсе цокольти хутра пĕчĕк кăна пÿлĕм уçнă. Унта хăех юсав ирттернĕ. Пур пек укçана, 17 пин тенке, вăл реклама çине янă, пĕлтерÿсем çыпăçтарнă. Тăкак çав кунах саплашăннă. Ун патне 30 ытла вĕренекен килнĕ. Халĕ унăн Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта ют чĕлхе шкулĕсем 7 çĕрте ĕçлеççĕ. Вĕренекенсен хисепĕ 1 пин çын урлă тахçанах каçнă. Вĕсен 90% акăлчан чĕлхи вĕренет. <...>
Алина ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
Алина АХВАНДЕРОВА: Туркмен студенч.сем те чăвашла вĕренеççĕ
Чăваш чĕлхин аталанăвне, унăн уйрăмлăхĕсене тĕпчемесĕр халăхăн пуплев культурипе чĕлхе ăслăлăхĕ йĕркеленеймест, çитĕнекен ăрăвăн тавра курăмĕпе пĕлÿ шайĕ вăй илеймест. Тăван чĕлхене тишкерсе наука статйисем çырас, вĕренÿ кĕнекисем кăларас енĕпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшакансен те тÿпи пысăк. Кăткăс çак ĕçре Алина Ахвандерова доцент 25 çул ытла вăй хурать. Хăйĕн шăпине наукăпа вĕрентĕве халалланă педагога «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
— Алина Давыдовна, эсир чăваш чĕлхин калаçу уйрăмлăхĕсене тĕпчес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хальхи ăсчахсенчен пĕри. Юлашки çулсенче чăваш диалектологийĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсем палăрчĕç?
— Шел те, диалектологсен йышĕ нумаях мар. Ку ыйтупа пирĕн мухтавлă ăсчах Леонид Сергеев пек тухăçлă ĕçленĕ ученăй çук тесен те юрать. Хăй вăхăтĕнче вăл чăваш диалектологийĕн атласне те хатĕрленĕччĕ. Кунашкал пысăк ĕçе нихăш халăхăн та çук. Леонид Павлович ăна пичетлесе кăларайманнишĕн пăшăрханатчĕ. Çавăн пекех хисеплĕ профессор тăрăшнипе университетра чăваш диалектологийĕн лабораторийĕ уçăлчĕ. Унта пин-пин материал упранать. Лабораторире алфавит йĕркипе вырнаçтарнă пуян картотека пур. Паллах, эпир унăн ĕçне малалла тăсатпăр. Леонид Павлович ертсе пынипе эпĕ те калаçу уйрăмлăхĕсене тĕпчесе кандидат диссертацийĕ хÿтĕлерĕм. Вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене тĕпчес ĕçе пĕр çын кăна туса пыраймасть паллах. Вĕрентекенсем ертсе пынипе студентсем хăйсем пурăнакан вырăнсене тишкерсе чылай материал пухаççĕ, вĕсене ăслăлăх статйи евĕр йĕркелесе пыраççĕ. Диалектологи словарĕсем пичетлесе кăлартăмăр. Вĕсем 2006, 2014, 2020 çулсенче кун çути курчĕç. Словарьсенче Леонид Сергеевăн 1968 çулта пичетленсе тухнă кĕнекинче тĕл пулман сăмахсем кĕнĕ. Ку ыйтăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ученăйĕсем те хускатаççĕ. Паллах, çак словарьсене пĕрлештерсе пысăк кĕнеке кăларас шухăш пур. Чĕлхе улшăнса пырать. Малтанхи вăхăтра эпир чăваш чĕлхине виçĕ диалекта уйăрнă тăк хальхи ученăйсем ку шухăшпа килĕшесшĕнех мар. Эпĕ те вĕсен йышне кĕретĕп. Тĕслĕхрен, Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕн калаçăвĕ хăйне евĕрлĕ. Унти калаçăва ыттисем ăнланмаççĕ. Вĕсен пуплевĕнче тĕл пулакан сăмахсене /хöел — хĕвел, пöе — пĕве/ Сĕнтĕр, Ильинка тăрăхĕнчи чăвашсем калаççĕ-ха. 2009 çулта Пушкăрт ялĕнче экспедицире пулнă ученăйсем унти калаçăва уйрăм диалект тесе палăртнăччĕ. Тури чăвашсен пуплевĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Василий ПАВЛОВ: Шăлавар туянма кайса артист пулса тăтăм
«10-мĕш класра вĕреннĕ чухне юпа уйăхĕнче хулана шăлавар туянма килтĕм. Аппа Фая — музыкăпа драма, пичче Коля пукане театрĕсенче ĕçлетчĕç. Аппапа ача-пăча лавккине кайрăмăр. Çавăнта Фая пĕлĕшне тĕл пулчĕ. Калаçма пуçларĕç. Тăванăм кайран ăнлантарчĕ: пукане тата çамрăксен театрĕсем вăл вăхăтра пĕрле ĕçлетчĕç, хайхи çак арçын унăн директорĕ Иван Ксенофонтов иккен. Аппаран эпĕ театрта выляма килĕшместĕп-ши тесе кăсăкланнă, пыма йыхравланă. Тепĕр кунхине кайрăмăр. Ыйтусем пачĕç. Эпĕ, ялтан килнĕскер, питĕ вăтантăм пулин те юптару, сăвă каларăм. «Эсĕ пире килĕшрĕн. Кăмăлу пулсан ыранах ĕçлеме кил», — терĕç. Шкула пăрахрăм та ĕçлеме пуçларăм. Тĕлĕнмелле тĕнчене килсе лекрĕм. Артистсене, режиссерсене çăтса ярас пек киленсе пăхаттăм, итлеттĕм», — каласа тĕлĕнтерчĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актерĕ, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов.
ПĔРТĂВАНСЕМ. Çемьере улттăн ÿсрĕмĕр. Атте Иван Павлович, анне Лидия Степановна ялтах ĕçлетчĕç. Пирĕнпе пĕрле аттен качча тухман тăванĕ Анук аппа пурăнатчĕ. Атте вăрçă ветеранĕ пулнă. Эпир килте кашни хăйĕн ĕçне пĕлнĕ. Коля чи ĕçченниччĕ. Мана вăл ирхине тăваттăра тăратса хăмла татма илсе каятчĕ. Çынсем тухиччен пирĕн пĕр витре тулатчĕ те. Арçын ача пулнине пăхмасăрах чÿрече, Турă кĕтесĕн каррисене илсе çăваттăмăр. Анне çак ĕçе тума нихăçан та хушман. Анук аппа пире чиркĕве илсе çÿретчĕ. Сăн ÿкерчĕкре эпĕ Кольăпа тата Файăпа пĕрле сăнланнă. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Конкуренци лайăхрах ĕçлеме хистет
Тулли мар яваплă «Агромашснаб» пĕрлешÿ 16 çул ытла Чăваш Енри тата Мари Элти ял хуçалăх таварне туса илекенсене техникăпа, оборудованипе тивĕçтерет. Раççейри тата Беларуçри 20 заводăн официаллă дилерĕ шутланать. Ассортимент пуян, хăватлă трактортан пуçласа электрокĕтÿç таранах туянма пулать кунта. Тĕплĕнрех Владимир Жирнов директор каласа кăтартрĕ.
«Кировец» трактор дилерĕ
— Владимир Николаевич, пĕрлешĕвĕн аталану çул-йĕрĕпе паллаштараймăр-и?
— «Агромашснаб» пĕрлешĕве 2007 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Алексей Ивановпа пĕрле йĕркелерĕмĕр. Унччен эпĕ аграрисене техникăпа тата оборудованипе тивĕçтерекен предприятире вăй хутăм. Ял хуçалăх техники туса кăларакан заводсемпе ĕçлĕ çыхăну тытаттăм. Çак тапхăрта рынока та лайăх пĕлсе çитрĕм. Вăхăт иртнĕ май бизнесра хамăн вăйхала тĕрĕслесе пăхас килчĕ: пултараятăп-ши? «Куç хăрать те алă тăвать», — тенĕ. Майĕпен ĕçлесе кайрăмăр. Пирĕн офис, ял хуçалăх техникин курав лапамĕ М-7 автоçул хĕрринче, Çатракассипе юнашар, вырнаçни туянакансемшĕн те меллĕ. Çуркунне çулсене хупсан та тавара илсе кайма чăрмав пулмĕ. Акă 16 çул ытла ĕнтĕ республикăри тата тулашĕнчи хуçалăхсене машина-тракторпа, ытти оборудованипе тивĕçтеретпĕр. Предприяти ура çине çирĕп тăчĕ темелле. Ĕçлекенсен йышĕ те икĕ хут ÿсрĕ. Пурĕ 35-ĕн тăрăшаççĕ: менеджерсем, сервис службин инженерĕсем, водительсем, бухгалтерсем, маркетологсем, юрист.
— Хальхи вăхăтра мĕнле заводсемпе ĕçлĕ çыхăну тытатăр?
— Пирĕн тĕп партнерсем — СанктПетербургри, Минскри трактор завочĕсем, «Ярославич», «Навигатор-Новое машиностроение», «Алмаз», «БДМ-Агро», «Казаньсельмаш», «Унисибмаш», «КОМЗ-Экспорт», «Колнаг», «МордовАгромаш» пĕрлешÿсем. Вĕсем «Кировец», «Беларуç» тракторсем, культиваторсем, утă пухмалли прессем, çĕр улми туса илмелли техника, пĕрĕхтеркĕчсем, косилкăсем, кĕреплесем, прицепсем, погрузчиксем тата ытти техника туса кăлараççĕ. Ял, вăрман, коммуналлă, сад хуçалăхĕсен таварĕпе тивĕçтереççĕ. Вĕсен техникине пирĕн патра та туянма пулать. Çакна палăртма кăмăллă: «Агромашснаб» пĕрлешÿ çÿлерех асăннă компанисен Чăваш Енри официаллă дилерĕ шутланать. «Кировец» — хăватлă трактор, ют çĕршывринчен пĕртте юлмасть. Хакĕ вара чылай йÿнĕрех. Чăхăмласан юсама, саппас пайсене тупса илме çăмăл. Вăл йывăр условисенче те ĕçе лайăх пурнăçлать. Çавăнпа ăна аграрисем кăмăллаççĕ. Туянакансен йышĕ çултан-çул ÿсет. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Ирсерен ÿсен-тăрана сывлăх сунать
«Юратса çитĕнтернĕ пахча çимĕç туяннинчен хаклăрах та, тутлăрах та», — тет Ольга Белова. Хăй ĕмĕрĕнче темĕн те акса-лартса çитĕнтернĕ вăл.
«Çăтмаха лекнĕн туятăп»
«Ачалăхăм Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕре иртрĕ. Пахчара вăрман пек кашласа ларакан хĕвел çаврăнăшĕ халĕ те куç умĕнчех. Вĕсене çăвĕпех шăварнă, çум курăкран тасатнă. Лайăх пăхнăран пуçĕ ытама кĕместчĕ. Тасатса типĕтнĕ хĕвел çаврăнăшне анне хĕлĕпе сутатчĕ. Çу кунĕсем колхозра, пахчара ĕçлесех иртнĕ, урамра выляса чупса çÿреме вăхăт пулман пирĕн. Çĕр ĕçне юратнипех Чăваш ял хуçалăх институтне агронома вĕренме кĕтĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ Ольга Петровна.
Тăрăшса вĕреннипе пĕрлех хĕр ăмăртусене хутшăннă. Пысăк дистанцисене чупса институт чысне хÿтĕленĕ. «Эпĕ вĕреннĕ Шупуç, Мăн Шетмĕ шкулĕсем пирĕн ялтан аякра вырнаçнă. Ирĕн-каçăн васкаса утни е чупни спортпа туслашма пулăшрĕ. Çĕньял Шетмĕрен паллă спортсменсем тухни çакăнпа та çыхăннă-тăр», — палăртрĕ вăл.
«Большевик» колхозăн стипендиачĕ пулнă май практикăна тăван тăрăхĕнче ирттернĕ вăл, ĕçтешĕсен опытне ăса хывма тăрăшнă. Хуçалăхра çамрăк специалист таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
«Пурнăç хÿри пăрăнăç», — тенĕ халăхра. Ольгăн шăпи урăх сукмакпа чуптарнă. Виççĕмĕш курсра пике çемье çавăрнă. Çу кунĕсенче, практикăра колхоз умĕнчи парăма ĕçлесе татнă. «1980 çулсенче çамрăк специалистсене направленипе Тверь, Калинин, Пермь, Ярославль облаçĕсене янă. Кăкăр ачи пулнăран хуларах юлтăм. Каярахпа ăна садике вырнаçтарсан ĕç шырама пикентĕм. Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă май «Химпром» пĕрлешĕве вăхăтлăха вырнаçрăм. Çулталăка яхăн лабораторире тăрăшрăм. Килĕшрĕ те яланлăх юлма шухăшларăм. Анчах мана Ял хуçалăх министерствинче çухатнă иккен. АПКра виçĕ çул ĕçлемесен стипенди шыраттарса илессине пĕлтерчĕç. Ирĕксĕрех хăнăхса çитнĕ çĕртен кайма тиврĕ. 1983 çулта «Ольдеевский» теплица хуçалăхне вырнаçрăм. Шăпа каллех ял хуçалăхне, çĕр ĕçĕ патне çавăрса çитерчĕ. Вăхăт иртнĕ май суйласа илнĕ çул-йĕр тата ытларах килĕшме тытăнчĕ. Вăл çут çанталăка ăнланма, унпа туслашма пулăшрĕ. Çавăн чухне мана шыраттарман, отрасле тавăрман пулсан ял хуçалăхĕнчен уйрăлсах каяттăм», — пĕлтерчĕ Ольга Белова. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Вĕлле хуртне мĕнле пулăшмалла?
«Çĕр питĕнчен хуртсем çухалсан тепĕр тăватă çултан çын та пĕтет. Пыл хурчĕсем вилсен ÿсен-тăрана шăркалантаракан та пулмĕ. Апла чечек-курăк та, чĕр чунсем те, çынсем те пĕтĕç», — тенĕ Альберт Эйнштейн. Пĕчĕкçĕ, çунатлă çак тус çумне «ылтăн» сăмах ахальтен «çыпăçман». Вĕлле хурчĕ çын ĕмĕрне вăрăмлатма пулăшакан сиплĕ çимĕçсем — пыл, прополис, чечек тусанĕ [пыльца], хурт çăкăрĕ [перга] тата ыттине — парать. Ăста утарçăсем вилнĕ хуртсене те сая ямаççĕ. Вĕсенчен паха эмел хатĕрлеççĕ. Пыл хуртне çавăн пекех «Турă кайăкĕ» те теççĕ. Вĕллене çĕмĕрекен ырă курманни, унăн алли хăрасси пирки калаççĕ ватăсем.
Хурт-хăмăрçă йышĕнче хĕрарăм сахал. Ку чăнах çапла. Асăннă профессие этемлĕхĕн черчен çурри сайра суйлать. Çакна Патăрьелте иртнĕ утарçăсен Пĕтĕм тĕнчери «Вĕлле хуртне пулăш» 8-мĕш форумĕ те çирĕплетет. Залра ларакансенчен ытларахăшĕ — арçынччĕ. Журналистикăра та çур ĕмĕр каялла арçынсем чылаййăн ĕçленĕ. Халĕ вара пичет анинче хĕрарăм нумайрах… Этемлĕхĕн черчен çурри хуртсемпе мĕншĕн ĕçлесшĕнех мар? Пĕрремĕшĕнчен, ку ĕç çăмăлах теме çук. Вăй /вĕллесене йăтма, куçарма тивет/, вăхăт, чăтăмлăх самай кирлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, хуртсем пыл параççĕ кăна мар, сăхаççĕ те! Ыратнине вара пурте тÿсеймеççĕ. Пыл хурчĕ сăхни хăшĕсене аллерги парать. Виççĕмĕшĕнчен, хурт-хăмăр ĕçĕ пурин те ăнмасть. Вĕсемпе ĕçлеме ырă тата ăшă кăмăллă, хитре чун-чĕреллĕ пулмалла. Тата… Ватăсем, аслисем пил парсан кăна хурт хунать. Пехиллĕ çын патне пыл хурчĕсем хăйсемех килсе ереççĕ. Çакна та каламалла: çунатлисем çав тери сисĕмлĕ. Хуçи пурнăçран уйрăлассине те сисеççĕ. Ун пек чухне вĕсем ĕрчеме пăрахаççĕ, вĕллерен вĕçсе тухса каяççĕ… «Пулăç пулăçа аякран курать», — теççĕ халăхра. Хурт-хăмăрçăсем те çавах. Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан вĕсен калаçăвĕ вĕçленмест. Пыл хурчĕ пĕрлештернĕ çынсем тăванран та тăван, юлташран та юлташ… Форума Мари Элтан, Тутарстанран, Мордваран, Чулхула, Чĕмпĕр, Оренбург, Самар облаçĕсенчен килнисем палăртнă тăрăх, Чăваш Енре хурт-хăмăрçăсен команди вăйлă! Çакна Патăрьелти культура керменне халăх лăк тулли пуçтарăнни те çирĕплетет. ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, паллă хурт-хăмăрçăн Николай Пирожковăн пуçарăвĕпе «Чăваш Ен хурт-хăмăрçисем» сайт йĕркеленĕ. Унта вĕсем хăйсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА