Комментари хушас

2 Нарăс, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 4 (6454) № 02.02.2023

Чĕркуççине суранлатсан та малалла кĕрешнĕ

«ПĔЧĔК ЧУХНЕ МАНА ПĔРМАЙ АРÇЫН АЧАСЕМПЕ КĔРЕШТЕРЕТЧĔÇ. ЭПĔ ÇĔНТЕРЕТТĔМ ТЕ, ВĔСЕМ ЙĔРСЕ ЯРАТЧĔÇ. ПĔРРЕ ХАМ ВЫЛЯСА ЯТĂМ. «АРÇЫН АЧАСЕМПЕ ТЕКЕХ КĔРЕШМЕСТĔП», — ТЕРĔМ КУН ХЫÇÇĂН», — АСА ИЛЧĔ ИРĔКЛĔ КĔРЕШӲ ЕНĔПЕ СПОРТ МАСТЕРĔ АНАСТАСИЯ ЛАПШИНА.

Тренировкăна — ирхи 6 сехетре

Настя спортпа 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне туслашнă. Унăн тĕслĕх илмелли çын та пулнă: хĕресне ашшĕ Александр Лапшин — ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе спорт мастерĕ. Шăпах ăна кура хĕрача секцие çул тытнă. Елчĕк районĕнчи Кармал ялĕнче çуралса ӳснĕ Анастасия Çирĕклĕ Шăхальти шкулта вĕреннĕ, тренировкăсене те ку яла çӳренĕ. Унта Иван Егоров тренер патĕнче ăсталăха туптанă. Тренировкăсене çитес тесе тепĕр чухне велосипед педалĕсене çавăрттарма та тивнĕ унăн. Кĕрешӳ секцине çӳрекен Лапшинсем татах пулнă: Настьăн икĕ аппăшĕ, тетĕшĕ кавир çине тухнă. — Секцие хĕрача нумай çӳретчĕ. Анчах пурăна киле пурте пăрахса кайрĕç, эпĕ çеç тăрса юлтăм. Малтан хамăн та спортран каяс шухăш пурччĕ, кăсăклану пĕтсе пычĕ. Мĕншĕн тесен арçын ачасене пĕрмай ăмăртусене илсе çӳретчĕç, пире — çук. Çапла пĕррехинче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ ăмăртăва кайрăм та 3-мĕш вырăн йышăнса килтĕм. Медаль илме килĕшсе кайрĕ, спортрах юлтăм, — йăл кулса аса илчĕ пике. Кавир çинче арçын ачасене те ним мар çавăрса пăрахакан хĕрача 7-мĕш класс хыççăн Шупашкара çул тытнă. Çитĕнӳсем тăваканскер Олимп резервĕсен училищинче ăсталăхне туптама тытăннă. Ку енĕпе ăна Елена Жирновăпа Александр Ефимов тренерсем пулăшнă. Паллах, ял хĕрне, 13-ри ачана, çывăх çыннисене тата юлташĕсене пăрахса хулана куçма çăмăл килмен. Вĕсемсĕр тунсăхламасăр пĕр кун та иртмен. Пĕчĕк спортсменсене çирĕп йĕркене хăнăхтарнă: вĕсем ирхи 6 сехетре зарядкăна васканă. Çавăнпа Настьăн 5 сехетрех ура çине тăма тивнĕ. Тĕрлĕ хускану тунă хыççăн кросс чупнă, кайран тренировка ирттернĕ. Кун хыççăн хĕрача вĕренме васканă. Каçхине каллех — тренировкăна. Тепĕр чухне вăл общежитие каçхи 9 сехетре тин çитсе урок тума ларнă. — Çирĕп йĕркене хăнăхма çăмăл мар. Ирхи зарядкăна — пушшех те. Тĕрĕссипе, ăна халĕ те хăнăхаймастăп. Училищĕре вĕреннĕ чухне пĕрмай киле каяс килетчĕ. Юрать, аппа вăл вăхăтра хулара пурăнатчĕ. Унпа тĕл пулаттăм. Халĕ Шупашкарта çиччĕмĕш çул пурăнатăп ĕнтĕ. Хула пурнăçне хăнăхса çитрĕм. Çавах чун яла туртать, — терĕ Настя. 9-мĕш класа çитнĕ тĕле вăл 1-мĕш спорт разрядне илнĕ. Раççей шайĕнчи ăмăртура палăрнă хыççăн вăл пысăкрах турнирсене хутшăнма тытăннă. Ун чухне тупăшу Шупашкарта иртнĕ. — «Тăван килте стенасем те пулăшаççĕ», — тени тĕрĕсех пуль çав. Çав вăхăтрах хамăр тăрăхра кĕрешнĕ чухне яваплăха вăйлăрах туятăн. Ăмăртăва тăвансем пынăччĕ. Манăн ун чухне выляса яма юрамастчĕ. Çĕнтернĕ хыççăн Европа первенствине кайма тивĕç пултăм. Вăл Венгрире иртрĕ. Çав ăмăртуран илсе килнĕ медаль паянхи кун маншăн чи пĕлтерĕшли. Эпĕ ун чухне Украинăран пынă спортсменкăна выляса ярса 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Паллах, ку ăмăртăва яваплăха туйса хутшăнтăм, мĕншĕн тесен манăн Раççей чысне хӳтĕлемеллеччĕ. Эпĕ ун чухне 40 килограмм ытларах таяттăм. 39 килограмлисен виçе категорийĕнче тупăшас тесе ăмăрту умĕн кăшт тар тăкма тиврĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ çамрăкскер. Спортсменсен ăмăрту умĕн начарланмалли вăрттăнлăхсем пур. Настя, сăмахран, пĕр вăхăт пылак çимест: углеводлă апатпа сăйланмасть, ытларах белоклине суйлать. Чи кирли вара — шыв нумай ĕçет. Унсăр пуçне тренировкăра хулăн кофта тăхăнса тар тăкать. Ун хыççăн каçхине çимест. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Туй кĕпине тăхăнса пăхма кайсан машина айне пулнă

Вăрмар районĕнчи Шутнерпуç ялĕнче пурăнакан Эльзăпа Владимир Алексеевсем пилĕк ачана ура çине тăратнă. Мăшăр ĕçре сатурлăх кăтартнипе таврара ырă ят çĕнсе илнĕ. Алексеевсем патне пырса кĕрсенех стена çинчи ĕлĕкхи сăн ӳкерчĕксем куçа курăнчĕç. Уйрăмах шинель, хĕрлĕ çăлтăрлă çĕлĕк тăхăннă хĕр кăсăклантарчĕ.

Фронтри хĕр

«Ку манăн анне Прасковья Архиповна. Вăл вăрçăра пулнă. Пиччĕшĕн Николайăн сăн ӳкерчĕкĕ те пур кунта. Вăл 1938 çулта салтака кайнă та таврăнса ĕлкĕреймен — вăрçă пуçланнă. Кукка 1942 çулта Ленинградра вилнĕ. Аннене 1943 çул пуçламăшĕнче повестка панă. Вăл Пелагея Федоровăпа çар комиссариатне пырса кĕнĕ, унти çынсем анне çине пăхнă та: «Ай-уй, ытла пĕчĕк-çке ку», — тенĕ. Анне çухалса кайман, «Ленин та пĕчĕк, анчах мĕн тери ăслă çын пулнă», — хуравланă çийĕнчех. «Пуля çын çӳллĕшне пăхмасть», — тенĕ çар çыннисем. Хĕрсене малтан — Хусана, кайран Свердловск хулине илсе кайнă. Вĕсене пăшалтан пеме вĕрентнĕ, çарти йĕркене хăнăхтарнă. Анне револьвертан ыттисенчен лайăхрах пенĕ. Вăрçă хирне яма вăхăт çитсен хĕрсене Новогорловкăна ăсатнă. Вĕсем ылтăн кăларакан завода та сыхланă. Шпион питĕ нумай пулнă. Нимĕç салтакĕсем те килсерен çӳресе ухтарнă, тискер ĕçсемтунă. Анне Донбасра пурăннă пĕр нимĕç хĕрĕпе Эльзăпа туслашнă. Амăшĕ 17-ри хĕрне фашистсем çулăхасран тĕп сакайĕнче, тăпрас çинче, пытарса усранă. Эльзăна питĕ кăмăлланăран анне мана унăн ятне панă. Çывăх çыннăм нимĕçсем çамрăк гвардеецсене шахтăна ярса тĕп тунă ирсĕр тĕслĕх пирки каласа панăччĕ. «Вĕсен виллисене шахтăран кунĕпе кăларчĕç. Çын нумай пухăннăччĕ. Кашниех вилнисен хушшинче тăванĕ-пĕлĕшĕ çук-ши тесе пынă ĕнтĕ. Фашистсен мăшкăлне тӳснисен йышĕнче ачасем те, хĕрарăмсем те пайтах пулнă», — куççуль витĕр çапла каласа паратчĕ анне. Вĕсене çавăнта йĕрке тума янă. Телевизорпа «Çамрăк гварди» кинофильм кăтартнă чухне пăталаса хунă евĕр хускалмасăр ларатчĕ. Олег Кошевой, Ульяна Громова ячĕсем питĕ çывăхчĕ уншăн. Вĕсен виллине шахтăран кăларнине хăй курнă-ха та. Анне 1945 çулхи юпа уйăхĕнче тин киле таврăннă. Вăрçăра Пăлаки аппапа пĕрлех пулнă вĕсем», — амăшĕн шăпи пирки каласа кăтартрĕ Эльза Александровна. Прасковья Архиповна нумай наградăна тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче — «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсем, Георгий Жуков медалĕ, «1941-1945 çулсенчи фронтовик» паллă. Прасковья Архиповна ĕç ветеранĕ пулнă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Çĕнĕ халăх» шутласа кăларни — тĕрĕс мар»

Мĕнле пурăнать-ха паян Мускав чăвашĕ? Владимир ВАСИЛЬЕВ-БОЛГАРСКИЙ çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Çак ыйту тавра унпа чуна уçса калаçас терĕм.

«Мускаври чăвашсене автономи кирлĕ»

— Владимир Леонидович, Мускавра пин-пин чăваш тĕпленнĕ. Калăр-ха, тархасшăн, вĕсем мĕншĕн Мускава çул тытаççĕ? Унти кулач тутлăрах-им? — Чăвашсем тĕнчипех сарăлнă. Мускавра тата облаçĕнче пин-пин чăваш тĕпленнĕ. Тĕп хула Чăваш Енрен çывăхра пулни пĕлтерĕшлĕ-тĕр. Хальхи вăхăтра машинăпа 600 ытла çухрăм парăнтарасси ним те мар. Каласа хăвармаллах: Мускава Тутарстанри, Пушкăртстанри тата ытти тăрăхри чăвашсем те ĕç шыраса килеççĕ. Эпĕ тĕп хулара 2000 çулсен пуçламăшĕнче хваттер туянтăм, Мускавра адвокатсен палатинче вăй хума тытăнтăм. Ерипен пысăк хулари пурнăçа хăнăхрăм, кунти чăвашсемпе туслашрăм. Халĕ кунта пирĕн халăха пĕрлештерекенни Чăвашсен культура обществи кăна тăрса юлчĕ. — Мускавра уявсем йĕркеленĕ çĕре Чăваш Енри çынсене те хастар хутшăнтармалла пуль ĕнтĕ… — Автономие Анатолий Аксаков ертсе пынă чухне мероприятисем кал-кал иртетчĕç. Халь ав Шупашкарта Атăл хĕрринче авалхи паттăрсен палăкĕсене лартас ыйтăва çĕклени кăмăла выртрĕ. Хăть ăçта пурăнсан та, кирек хăш ĕçре вăй хурсан та чăвашлăх ыйтăвне тимлени аван. — Сăмахран, Мускавра «Чăваш çуртне» уçсан чăваш халăхĕн ятне тĕнче шайне çĕклес тесе ытти наци халăхĕпе вăйлăрах туслашса ӳнерçĕсен, юрăçсен, модельсен пĕрлĕхлĕ уявĕсене йĕркелеме пулать. — Килĕшмелле. Анчах, шел те, пирĕн Мускавра «Чăваш çурчĕ» мар, пĕр пĕчĕк пӳлĕм те çук. Ыйтма хăрамалла мар — ыйтмалла. Ыттисене панă-çке! Пире те параççех! Андриян Николаев пек паттăрсем чăваш ятне тĕнчипех сарнă. Ытти халăхпа пĕрле йĕркеленĕ уявсем пирĕн хисепе тата ӳстерĕччĕç. — Тутарсен, азербайджансен, узбексен, таджиксен тата ыттисен наци апат-çимĕçне сĕнекен кафесем пур. Вĕсене халăх йышлă çӳрет. Чăвашсен унашкал кафе ăçта? Мĕн чăрмантарать ăна уçма? — Нимĕн те чăрмантармасть. Чи малтан чăвашсене хавхалантаракан, Мускавра çак ĕçе тума пулăшакан автономи кирлĕ. Ун тавра маттур чăвашсене пухмалла, пĕр çыннăн çеç командир пулмалла мар. Мускавра пирĕн халăх йăлийĕркине, историне пĕлекен çынсем çук мар. Вĕсене туслăн ĕçлеме пĕр çĕре пухмалла. «Чăваш çуртĕнче» истори, тĕрĕ, ӳнер музейĕсем уçма пулать. — Еплерех çынсем пулнă-ши пирĕн несĕлсем? — Юридици факультетĕнче ăс пухнă чухне тăван халăх историне чылай тĕпчерĕм. Малтан историпе çыхăннă информацие тупма çăмăлах марччĕ. Паян вара чăрмав çук. Пирĕн несĕлсем харсăрлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнă. Алтайран пуçласа Кавказ, Европа таранах хуçа пулнă. — Мускава килес умĕн Чăваш халăх çыравçине Юхма Мишшине куртăм. Сире çапла ыйту пама хушрĕ. «Владимир Леонидович сăварсемпе пăлхарсем пирки мĕн шутлать-ши?» — Михаил Николаевича питĕ хисеплетĕп. Манăн шухăшпа, халăха сăварсемпе пăлхарсем çине пайлани тĕрĕс мар. Историрен çакă паллă: сăварсем пĕр пĕлтерĕшлĕ йăх пулнă, X ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсем пăлхарланнă. Пĕр ăсчахисторик те сăварсем пирки çырмасть. Анчах чăвашсен хушшинче темиçе çын çак юхăма чĕртес тесе тăрăшсах ĕçлет. Раççей наукисен академийĕн ĕçченĕсем тахçанах пирĕн историе тĕпчесе пĕтĕмлетӳсем тунă. Аслă Пăлхар, Атăлçи патшалăхĕсем çинчен тулли информаци пур. Аслă Пăлхара Крымпа Таманьсĕр пуçне хальхи Украина çĕрĕсем кĕнĕ. Унта сăварсем пулман. Хăш-пĕр ăсчах «сăвар» шутласа кăларнă термин тесе те калать. «Сăвар» теме пуçлани пирĕн халăха хавшатать çеç. Пăлхарсен историйĕ уçăмлă, чĕлхи те пур. Чăваш чĕлхине сăвар чĕлхи теме пăхаççĕ-ха, анчах ку — йăнăш. Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен çемйинчи пăлхар чĕлхисен ушкăнне кĕрет. «Çĕнĕ халăх» шутласа кăларни — тĕрĕс мар. — Хăйсене сăвар текенсем пĕр хушă «чăваш» сăмаха тем тĕрлĕ те куçарса пăхрĕç. — Хамăра чăваш теме пăрахмалла мар. Пăлхарчăваш тени те чăваша хирĕçле тенине пĕлтермест, пăлхар историне йышăнни халăха çĕклет çеç. Эпир — пăлхар йăхĕнчен тухнă чăвашсем. «Чăваш — авалах тухнă ят», — теççĕ ăсчахсем. 2000 çул каялла «чеш» сăмахран тухма пултарнă текен верси те пур. Турккă чĕлхинче «чавуш» сăмах пур, «кĕçĕн командир» тенине пĕлтерет. Çак сăмах Византи патшалăхĕн чĕлхинче ку тăрăха турккăсем киличченех пулнă. Ĕлĕк-авал çавнашкал ятлă çын та пурăннă. Çапах «чăваш» сăмах ăçтан тухнине çирĕплетсе калама питĕ йывăр. Летопиçсенче Атăлçи Пăлхарĕ аркансан тепĕр 300 çултан манахсем пирĕн пирки «чăваш» тесе çырни пур. Эпир пĕлĕтрен ӳкмен, çурхи курăк пек шăтса тухман. XVI ĕмĕрте пăлхар тени пĕтет те чăваш пуçланать. Историре пĕр халăха малтан — пĕр ятпа, каярахпа тепĕр ятпа чĕннĕ тĕслĕх питĕ нумай. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Анне Ташкентран таврăнма шутласан çĕр чĕтреннĕ»

Унтанпа Михаил Кудрявцев амăшĕнчен пĕр хыпар та илмен

«Хамăрăн йăх-несĕл пирки пĕлмесен çитес вăхăтра пирĕн çинчен те ачасем манса кайĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем нумай çыннăн кун-çулне пăтраштарса пĕтернĕ. Хăшĕ-пĕри паянхи кун та йăхĕ çинчен тĕплĕн пĕлмест. Эпир те çаплах. Астăваканнисем тахçанах çут тĕнчере çук ĕнтĕ, архивра та документсем упранса юлман», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Михаил Кудрявцев.

Ăçтан пуçланнă йăх?

Йăх-несĕлĕ ăçтан пуçланса кайнă? Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртри Кудрявцевсем çак ыйтăвăн хуравне пĕлмеççĕ. XIX ĕмĕр вĕçнелле Андрей Кудрявцев яла килсе тĕпленсен кăна йăх малалла тăсăлни паллă. Ăçтан тата мĕншĕн кунта куçса килнине никам та татса калаймасть. Анчах унăн ачисем ял историйĕнче çырăнсаюлнă. Андрей Кудрявцевăн тăватă ывăл та пĕр хĕр пулнă. Ашшĕ ачисене пурне те пĕлӳ пама пултарнă. Вĕсем тăн-тăн пурăнакан çемье пулнă, икĕ ывăлĕ Порфирипе Иосиф Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухса священникре ĕçленĕ. Порфирий тĕн семинарине пĕтернĕ хыççăн Тутарстанри Чăваш Çĕпрелĕнче священникре нумай çул ĕçленĕ. Унăн çемйинче 13 ача çурални паллă. Анчах вĕсенчен виççĕшĕ çеç тĕрĕстĕкел çитĕннĕ: Петр, Елизавета тата Мария. Чиркӳсене хупма тытăнсан Кудрявцевсен икĕ ывăлне, священниксене, тĕрмене ăсатнă. Иосифа Улатăрта персе вĕлернĕ. Унăн вил тăприйĕ — Улатăрти чиркӳ çумĕнче. Порфирие те Улатăр районĕнчи Первомайски ялĕ çывăхĕнче 126 çынпа пĕрле пытарнă. Вилнисемпе пĕрле хавшаса çитнĕ çынсене те шăтăка чĕрĕллех чиксе бетонпа хуплани çинчен пĕлекенсем пур. Халĕ çав шăтăк урлă Патăрьелтен Улатăра илсе çитерекен асфальт çул иртет. Улатăр тĕрминче вилнĕ çынсене пытарнă вырăнта асăну комплексне уçнă. Унта кашни çулах Çимĕк хыççăнхи виççĕмĕш вырсарникун репресси вăхăтĕнче вилнисене асăнса кĕлĕ ирттереççĕ. Михаил Кудрявцев шăпах ĕнтĕ Улатăрти тĕрмере вилнĕ Порфирин хĕрĕнЕлизаветăн ывăлĕ. Вĕсене ялта «мачкăсем» теççĕ. Вăл «матăшкă» сăмахран пулнă. Упăшкине тĕрмене хупсан Порфирин мăшăрĕ Тарье матăшка виçĕ ачипе Кивĕ Ахпӳрт ялне хуняшшĕсем патне куçса килнĕ. Малтан ăна матăшкă тенĕ, унтан Мачкă теме пуçланă. Тĕрĕссипе, ялта унăн чăн ятне никамах та пĕлмен. Чи аслă ывăлĕ Петр ашшĕне арестленĕ вăхăтра çемье çавăрнă арçын пулнă, ялтах пурăннă. Ăна та пачăшкă ывăлĕ тесе 1937 çулта тĕрмене хупнă. Вăл пурнăçне ссылкăра, Çĕпĕрте, ирттернĕ, унтах вилнĕ. Хĕрĕ Елизавета 16 çултах амăшĕнчен вăрттăн ялти йĕкĕте качча тухнă. Качча ан кайтăр тесе килтисем ăна лаçа та хупса хунă. Хĕр чӳречерен тухса тарнă. Анчах пурнăçĕ ырах пулайман-тăр. Вăл ача кĕтнĕ чухне Узбекистана Ташкент хулине тухса тарнă. Шăпах çавăнта Михаил Кудрявцев çуралнă. Вăрçă пынă, пĕччен хĕрарăма ют çĕрте çав терийывăрпулнăĕнтĕ. 1945 çулта Елизавета 2 çул çурăри Мишшана чăваш ялне амăшĕ патне килсе янă. Çавăнтанпа Михаил Петрович Кивĕ Ахпӳртре пурăнать. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


90-мĕш çулсенчи çăлтăрсем халĕ ăçта пурăнаççĕ?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш тата 2000 çулсен пуçламăшĕнче çак çăлтăрсем сцена çинчен анма пĕлмен, вĕсен хичĕсем дискотекăсенче тата наушникре янăранă, вĕсем телекăларăмсем ертсе пынă, вĕсем пирки хаçат-журналта çырнă. Анчах вăхăт иртсен чап çĕнсе илнĕскерсем тăрук «радарсенчен» çухалчĕç. Ăçта вĕсем тата мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ? Шоу-бизнеса таврăнма ĕмĕтленмеççĕ-и?

«Çунать! Мумук çунать!»

90-мĕш çулсенче çуралнă чăваш ачисем пурте тенĕ пекех «Çывăр, аптраман тавраш» кăларăма курса ӳсрĕç. Мĕн пытармалли, ăна пăхмасăр çывăрма выртман, чăтăмсăррăн кĕтнĕ, телекăларăм пуçламăшĕнче янăракан юрра илтсенех телевизор умне вырнаçнă. Мумукпа Пĕçук халĕ те куç умĕнчех, «Атятять-ать» тени халĕ те хăлхара янăрать. Чăннипех, телейлĕ ачалăх пулнă çав вăхăтра çуралнисен. Ку кăларăма темиçе ача ертсе пынă. Вĕсенчен пĕри — Михаил Федоров. Вăл кăларăма 6 çул ертсе пынă. — Эпĕ ун чухне 6-ра пулнă. Аттепе пĕрле, эстрада артисчĕпе Михаил Федоровпа, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче сцена çинче чăвашла юрланă. Залра Валерий Иовлев ларнă. Кайран вăл пирĕн пата пырса мана телекăларăмра ӳкерĕнме сĕнчĕ. «Хулара чăвашла лайăх калаçакан ача сахал, кашнинчех ялтан илсе килме май çук. Пырса пăхăр-ха», — терĕ. Кайса курма кăмăл çуралчĕ. Çитнĕ-çитмен ӳкерĕнме пуçларăмăр. Пĕрремĕш кун асрах. Валерий Иовлевманамĕн тумаллине ăнлантарчĕ: «Чупса кĕретĕн те: «Çунать, çунать! Лампочка çунать!» — тесе кăшкăратăн». Эпĕ сăмахсене мантăм. «Çунать, çунать! Мумук çунать! — тесе кăшкăртăм. Манăн сăмахсене çавăн пекех хăварчĕç, нимĕн те улăштармасăр кăларăма кирлĕ пек çыхăнтарса, йĕркелесе ярса эфира кăларчĕç. «Çывăр, аптраман тавраша» ертсе пыракансемулшăнсах тăратчĕç. Ку вĕсемчас çитĕннипе çыхăннă ĕнтĕ. Мана вара лутра пулнипе тытса тăратчĕç /кулать. — Авт./ Шкулта эпĕ телекăларăмра ӳкерĕннине пĕлетчĕç, вĕрентекенсем мăнаçланатчĕç, хисеплетчĕç. 9-мĕш класс пĕтерсен Шупашкарти культура училищинче вĕрентĕм. Манăн телеертӳçĕ пулас шухăш пулман. Радиоертӳçĕ пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Çакă чăнлăха çаврăнчĕ: халĕ «Тăван радиора» «Ирхи салам» кăларăма ертсе пыратăп. Унсăр пуçне сцена çинче юрлатăп: пĕччен те, «Яшкач» ушкăнра та. Эпĕ çемьеллĕ, мăшăрпа 2 ача çитĕнтеретпĕр», — каласа кăтартрĕ Миша Федоров. Унăн йăмăкĕ Илона Федорова та /халĕ — Фадеенкова/ кăларăма ăнсăртран лекнĕ. Амăшĕ Мишăна кашни эрнере Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара ӳкерĕнме илсе çӳренĕ. Пĕчĕк Илонăна та хăварман, пĕрлех илсе кайнă. Пĕррехинче Валерий Иовлев кăларăмра ӳкĕренме хĕрача кирлине каланă. Хайхискер Илонăна курнă та: «Мĕншĕн такама шыратпăр эпир? Акă Илона пур вĕт-ха», — тенĕ. Кун хыççăн вăл «Çывăр, аптраман тавраш» телекăларăмра ӳкерĕнме тытăннă. — Эпĕ ун чухне шкула çӳремен, кайма хатĕрленнĕ кăна. Чăвашла та лайăхах калаçайман. Миша ӳкерĕннĕ çĕре çӳресех лайăх пуплеме хăнăхрăм. Пиччепе иксĕмĕр пĕр кунра тӳрех 4-5 кăларăм валли ӳкерĕнеттĕмĕр. Анне пирĕн валли тĕрлĕ тумтир илсе килнине питĕ лайăх астăватăп. Ман валли çĕнĕ бантсем туянатчĕ, тĕрлĕ прическа тăватчĕ. Мумукпа тата Пĕçукпа тĕрлĕ тема сӳтсе яваттăмăр. Ӳкĕренме килсен пире сценари вулама паратчĕç, мĕн тумаллине ăнлантаратчĕç. Мишăпа кăларăма 4 çул ертсе пытăмăр. Унсăр пуçне пирĕнпе тепĕр хĕрача — Наташа Мышева — пурччĕ. Эпир кашни тунтикун ӳкерĕнеттĕмĕр. Çавăнпа шкула çӳреме пуçласан уроксене сиктерме тиветчĕ. Пĕр класра вĕренекенсем эпĕ телекăларăма мĕнле лекнине ыйтса пĕлетчĕç, тĕлĕнетчĕç. Вĕсен те ӳкерӳ лапамне кайса курас килетчĕ. Кăларăм эфира тухсан ăна çемьепе пĕрле пăхаттăмăр, кадрта мĕнле тухнине питĕ курас килетчĕ. Пирĕн кукамай та «Çывăр, аптраман тавраша» пăхатчĕ. Пире телевизорпа кăтартмасан кулянатчĕ. Вăл вăхăтра ялта телефон пурин те пулман, кӳршĕсем патне кайса шăнкăравлатчĕ, «Эсир чирлемен-и?» — тесе кăсăкланатчĕ. Аттепе анне кашни кăларăма видеокамерăпа ӳкеретчĕç. Вăхăт иртсен видеосене çемьепе пĕрле пăхаттăмăр, тăвансем пухăнсан та аса илеттĕмĕр. Çав видеосене интернета вырнаçтарас шухăш пур, — пĕлтерчĕ 27-ри Илона. Вăл, ашшĕпе тата пиччĕшĕпе танлаштарсан, пурнăçне музыкăпа çыхăнтарман, бухгалтерта тăрăшакан амăшĕн çулĕпе кайнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн патшалăх служащине вĕренсе тухнă, банка ĕçлеме вырнаçнă. Халĕ — декрет отпускĕнче. Илона — икĕ ача амăшĕ. <...>

Çухалнă çăлтăрсене Ирина КОШКИНА шыраса тупнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.