Хресчен сасси 4 (2943)№ 01.02.2023
Сĕт ытларах суса илесшĕн
Сĕт туса илекенсен наци союзĕн XIV сČездĕнче сĕт отрасльне аталантарассине, сектора патшалăх енчен пулăшассине те сÿтсе явнă.
РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев палăртнă тăрăх, çĕршыври экономикăн йывăр лару-тăрăвне пăхмасăр ял хуçалăх производстви 3,5% ÿснĕ. Кăтартăва лайăхлатма сĕт отраслĕ те курăмлă тÿпе хывнă. Иртнĕ çул çĕршывра 32,6 млн тонна ытларах чĕр тавар туса илнĕ е унчченхинчен ытларах. Çакă отрасле патшалăх енчен пулăшнипе, пысăк технологиллĕ предприятисем уçнипе те çыхăннă. 2022 çулта Раççейре 200 ытла çĕнĕ ферма тунă тата юсанă.
Умри тĕллевсемпе паллаштарнă май Дмитрий Патрушев малашне те сĕт туса илессипе, тирпейлессипе кăтартусене лайăхлатасса шаннине пĕлтернĕ. Бизнес пĕр вырăнта тăмасть, аталанать. Кăçал предприятисенче 60 пине яхăн ĕне выльăх вырнаçмалăх фермăсем, комплекссем хушăнмалла. Çакă отрасль производствине ÿстерсе пыма пулăшĕ.
Раççей Правительстви отрасле курăмлă тĕрев парассине çулсерен аталантарать. 2020 çулта — 38 млрд, 2021 — 53 млрд, 2022 çулта 57,5 млрд тенкĕ тăкакланă. Патшалăх пулăшăвĕ кăçал та упранса юлмалла. Çав хушăрах çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ: чĕр тавар туса илекенсене субсиди парассине ÿстернĕ, сĕт продукцине маркăлама кирлĕ оборудовани туяннăшăн тăкака саплаштарма тытăнĕç тата ыт. те. Унсăр пуçне çамрăк ĕне выльăх сутма кайнă тăкака та тавăрма май пулĕ. Çапла вара Ял хуçалăх министерстви сĕт отрасльне ытларах пулăшма тытăнĕ, çав шутра выльăхчĕрлĕх фермисене çĕнетессипе те.
Мерăсем йышăнни вырăнта продукци ытларах туса илсе импортран хăпассипе çыхăннă. Малашне сĕт, сĕт юр-варне экспортлассине те аталантарма тытăнасшăн. 2022 çулта унăн калăпăшĕ чакман, 400 млн долларпа танлашнă. Министерство чĕр тавара ытти çĕршыва сутассине ÿстересшĕн. Тĕп рыноксем — Китай, Египет, Перси заливĕнчи çĕршывсем. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
100 проценчĕпех
ЧР Финанс министерствинче «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе проект комитечĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна пĕрремĕш вицепремьер — ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă.
Мероприятие хутшăннисем 2022 çулхи кăтартусемпе паллашнă. ЧР Культура министерстви палăртнă тăрăх, наци проекчĕн тĕллевĕсем республикăра 100 проценчĕпех пурнăçланнă. Вĕсенчен пĕлтерĕшлĕрех ĕçсене асăнса хăварма та юрать: Канаш районĕнчи Юмансарта культура çурчĕ уçăлнă, Çĕрпÿри Аталану культура центрне тăвассин малтанхи тапхăрне вĕçленĕ, Э.М.Юрьев ячĕллĕ Шупашкарти ачасен 4-мĕш ÿнер шкулне тĕпрен юсанă, Çĕнĕ Шупашкарти ачасен музыка шкулĕнче виртуаллă концерт залĕ йĕркеленĕ, Шупашкарта модельлĕ библиотека уçнă.
Проект комитечĕн пайташĕсем çавăн пекех 2023 çул валли йĕркеленĕ «çул-йĕр карттине» тишкернĕ. Кăçал «Культура» наци проектне пурнăçлама пĕлтĕрхинчен 2,8 хут ытларах укçа уйăрма пăхса хăварнă, 360,3 млн тенкĕ. <...>
Валентина МАКСИМОВА
♦ ♦ ♦
Повестка
Кĕтмен-туман çĕртен Иван Петровича полици уйрăмне следователь патне чĕнтерчĕç. Вун виççĕмĕш кабинета. Кун çинчен нимĕн те пĕлместчĕ-ха вăл. Ĕç хыççăн кантур шоферĕ чиперех килне леçсе хăварчĕ. Подћезда кĕрсен темĕнле савăк кĕвĕ шăхăркаласа хăй пурăнакан виççĕмĕш хута хăпарчĕ, хваттерĕн шăнкăрав тÿмине пусрĕ. Вăрах вăхăт та иртмерĕ алăка Иван Петровичăн мăшăрĕ уçрĕ. Тÿрех асăрхарĕ кил хуçи: арăмĕн кăмăлĕ темшĕн сĕврĕк. Ĕçрен таврăнсан упăшки çумĕнче юхха кушак пекех явăнаканччĕ вăл, хальхинче вара сăмах та хушмарĕ. Тăлт-талт утса шалалла кĕрсе кайрĕ. «Мĕн сиксе тухма пултарнă кун каçа? — шăлт аптăрарĕ кил хуçи. — Ĕнерхи банкет хыççăн хăйĕн секретарĕнче ĕçлекен Вера Петровна патĕнче пулни çинчен такам сутса паман-ши? Кун пекки пулма пултараймасть. Банкетрисем пурте самаях хĕрĕнкĕччĕ, çавăнпа иккĕш йăпăр-япăр тухса шунине никам та асăрхаса юлаймарĕ. Кантур шоферĕ Славик сăмах вĕçертес çук-ха. Пилĕк çул пĕрле ĕçленĕ хушăра кун пеккине кăна курнă-и вăл? Çын çинех сăмах кăларни пулман».
Арăмĕ чĕнменнине кура Иван Петрович та сăмах хушмарĕ, малти пÿлĕмре салтăнчĕ те шалалла иртрĕ. Çак самантра Анна Ивановна темскерле хут татăкĕ тăсрĕ: — Кала-ха, мĕне пĕлтерекен япала ку? Мĕнле çылăх-айăпшăн полицие чĕнтереççĕ сана?
Хут татăкне аллине илчĕ Иван Петрович, çемçе пукан çине лак! ларчĕ. Аллинче полицирен янă повестка иккен. Ыран мар виçмине пыма чĕнсе янăскер.
— Çăварна ма шыв сыпнă пек ларатăн? Ăнлантарса пар, мĕншĕн чĕнтереççĕ?
— Хам та пĕлместĕп, — эрешмен картине çакланнă шăнанни евĕр нăйлатса тухрĕ унăн сасси.
— Эх-хе-хей, ĕçре асăрхануллăрах пул тесе мĕн чухлĕ каларăм сана? Хăлхуна чикмерĕн ăс панине, — куçне сăтăркаласа нăш-нăш турĕ арăмĕ.
— Çапла, эс ăс панине пулах çак таран пурăнса çитрĕм. Акă пăх та кур: полицие следователь патне чĕнтереççĕ.
— Суя документсем çырса укçа йăкăртма эп вĕрентрĕм-им сана?! — упăшки çине сиксе ÿкме хатĕрленнĕ арăслан пек пăхса хар! кăшкăрчĕ Анна Ивановна. <...>
Микул ИШИМБАЙ
♦ ♦ ♦
Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ
Манăн пичче Григорий Тимофеев Красноармейски районĕнчи Мăн Супар ялĕнче 1935 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче çуралнă.
1955 çулта вăл салтака кайнă. Малтанах Беларуçри Гродно хулинче çар ĕçне вĕреннĕ. Ун хыççăн Германие янă ăна. Çырусем малтан тăтăшах килсе тăратчĕç, каярахпа вăл çырма пăрахрĕ. 1955 çулта хурлăхлă хыпар илтĕмĕр. Анне иккĕленчĕ, мĕншĕн тесен çырăвĕнче Тимофеев Геннадий Т. тесе çырнă. Пичче вара Григорий ятлă. Анне: «Ман ывăл мар», — тесе пурăнчĕ. Çуралнă кунне те тĕрĕс кăтартман. Вилнĕ кунне тĕрĕсех палăртнă: 1955 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕ. 1956 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче пытарнă ăна.
Тăшман ун чухне те «çывăрман». Хуралта тăнă 20 çулти яша персе пăрахнă. Асăннă вăхăтра вилене хальхи пек тăван ене илсе килме май пулман. Çапла вара пичче çуралнă тăрăхран аякра канлĕх тупрĕ. <...>
Галина ИВАНОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...