Комментари хушас

13 Кăрлач, 2023

Хыпар 2-3 (28030-28031) №№ 13.01.2023

Спортсменсем рекордсене лайăхлатнă

Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Раççейре 2022 çулхи чи лайăх спортсменсене палăртнă. Сумлă çак ята Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ Александр Большунов йĕлтĕрçĕ тата Олимп чемпионĕ Анна Щербакова фигурист тивĕçнĕ. Эпир те Чăваш Енри спортсменсен çитĕнĕвĕсене тишкерес терĕмĕр

Çĕнĕ ятсем

Паллах, сумлă ята пысăк ăмăртусенче çитĕнӳ тунисем тивĕçееççĕ. Шел те, санкцисене пула пĕлтĕр пирĕн ентешсем Европа, тĕнче шайĕнчи чылай турнира лекеймерĕç. 2022 çулта хамăр çĕршыврах чылай ăмăрту иртрĕ. Турнир хыççăн турнир йĕркеленипе спортсменсен канмалли вăхăт /спортра ăна çĕнĕ вăй-хăват илмелли тапхăр пек йышăнаççĕ/ сахал пулчĕ. Йывăр атлетикăра Полина Андреевăна çитекен тупăнман. Елчĕк районĕнчи Кавал хĕрĕ пĕлтĕр чылай турнир çĕнтерӳçипе призерĕ пулчĕ. Раççей чемпионачĕсенче штангистка медаль кăна мар, çĕршывăн темиçе рекордне те çĕнетрĕ. Пĕлтĕрех вăл Беларуç Республикинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Раççейри чи вăйлисен спартакиадинче иккĕмĕш пулчĕ. Раççей спорт мастерĕ лайăх çитĕнӳсемпе палăрнинче РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Геннадий Ивановăн тӳпи пысăк. Вăл каланă тăрăх, 20-ри спортсмен тренировкăсенче пĕтĕм вăя хурса тăрăшать. Сăмах май, Геннадий Геннадьевич чи лайăх тренер ятне /вăл ытти çул та çулталăк тренерĕ пулнă/ тивĕç. 2022 çулта унăн ытти вĕренекенĕ те /Наталья Шайманова, Ирина Баймулкина, Любовь Мышова…/ темиçе ăмăртуран çĕнтерӳпе таврăннă. Çăмăл атлетикăра çĕнĕ ят çутăлчĕ — Виктория Максимова. Канаш хĕрĕ Раççей чемпионатĕнче /ăмăрту Шупашкарти стадионра иртрĕ/ 200 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна тухса тĕлĕнтерчĕ. Çамрăк спортсмен ку дистанцире Раççейри чи вăйлă атлетсенчен /Кристина Макаренкăпа Наталья Комбарова çăмăл атлетика федерацийĕн рейтингĕнче чи çӳллĕ картлашки çинче тăраççĕ/ иртме пултарчĕ. ЧПУ студенчĕ çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри спартакиадăра бронза медаль çĕнсе илнĕ. Универсиадăра, тĕрлĕ турнирта наградăллă пулнă спорт мастерĕ. Пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă атлетпа унăн тренерне Сергей Смирнова пĕлтĕр çулла ЧР Правительствин наградисемпе чысларĕç. Çăмăл атлетсен йышĕнче тепĕр «çăлтăра» — Александр Алексеева — палăртмасăр хăварма çук. Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш каччин пухмачĕ кăçал чылай медальпе пуянланнă. Тĕрлĕ дистанци чупас енĕпе ăсталăха туптаканскер Раççейри çамрăк атлетсен ăмăртăвĕсенче темиçе «ылтăн» çĕнсе илчĕ. Çĕршыв чемпионачĕн стартне пĕрремĕш хут тухнă яш /вăл 3000 метрлă дистанцире чăрмавсене парăнтарассипе тупăшрĕ/ РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Александр — чăваш спорчĕн пуласлăхĕ. Вăл малашне те çĕнĕ çĕнтерӳсемпе савăнтарасса шанатпăр. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вера АРХИПОВА: Вăйлă çынсемпе ĕçлесе вăйланса пыратăп

«Алла кĕнеке тытсанах чун уçлăха вĕçнĕн туйăнать», — терĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вера Архипова.

— Камшăн та пулин кĕнеке чун апачĕ кăна пулсан, сирĕншĕн вăл професси пулса тăнă. Вера Севастьяновна, эсир кĕнекене хăçан юратма пуçланă? — Анне Ольга Александровна Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕнче — чăваш чĕлхи, атте Севастиан Михайлович вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Пирĕн килте библиотека питĕ пуян пулнă. Атте ăçта кайнă — пур çĕртен те кĕнеке туянса килнĕ. Шкул ачисем кăна мар, ял çыннисем те пирĕн пата кĕнеке илме килетчĕç. Пушкин, Лермонтов, Достоевский произведенийĕсене ачаран илтнĕ. Чăваш классикĕсен хайлавĕсемпе пĕчĕкрен паллашнă. Пирĕн пата çыравçăсем те йышлăн хăнана килнĕ. Атте Александр Артемьевпа туслă пулнă. Çавăнтан пуçланнă та ĕнтĕ кĕнекене юратасси... — Пурнăçа библиотека ĕçĕпе çыхăнтарас шухăш хăçан çуралчĕ тата? — Библиотекăра ĕçлекенсем маншăн яланах чи ăслă çынсем шутланнă. Кĕнеке хушшинче пурнăçне ирттерекенсем, тĕрĕссипе, урăхла пулмаççĕ те. Шкул пĕтерсен аттепе анне Хусана ăсатса ячĕç. Хусан патшалăх культура институтне вĕренме кĕтĕм. Атăл тăрăхĕнчи регионсем валли специалистсене хатĕрлекен аслă шкулта вĕренме питĕ интереслĕччĕ. Преподавательсем питĕ пысăк шайри специалистсемччĕ. Ленин ячĕллĕ библиотекăран вара тухма та пĕлмен. Каталогсем тăрăх кирлĕ кăларăма шырани паянхи кун та куç умĕнчех. Унти кĕнекесем çинчи тусан шăрши халĕ те сăмсана кăтăклать. — Сирĕн, лайăх вĕреннĕ пилĕк студент шутĕнчи специалистăн, ĕç вырăнне суйлама ирĕк пулнă. Эсир вара Шупашкара килнĕ, ахаль библиографра ĕçлеме пуçланă... — Мана карьера илĕртмен. Хама шанса панă тивĕçе пахалăхлă тăвассишĕн тăрăшнă. Диплом илсен мана Йошкар-Олари библиотека тытăмне ертсе пыма ярасшăнччĕ. Хваттер параççĕ, шалу пысăк... Анчах манăн Шупашкарах килмелле. Вакансисен списокĕнче ача-пăча библиотекине шыраса тупрăм, унта каяссине пĕлтертĕм. Çакна пĕлсен декан ятлама пуçларĕ: «Вера Архиповăна Шупашкара тĕп библиографа кайса лартсан... Эпир мĕне вĕрентетпĕр? Пирĕн патран пулас пуçлăхсем тухаççĕ!» Юлашкинчен çапах та килĕшрĕç. Хытах ӳкĕтлерĕм пулмалла çав. Çапла вара Шупашкарта ачасемпе ĕçлеме пуçларăм. Питĕ интереслĕччĕ. Вĕсен хăйсен чĕлхи, тавра курăмĕ... Вунă çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак тапхăрта пиçсе çитрĕм-ши? Аслăрах çынсемпе ĕçлес килчĕ. Вара Наци библиотекине куçрăм. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Надежда СМИРНОВА: Кам пулассине чикансем тĕрĕс пĕлтерчĕç

Паян, Раççей пичечĕн кунĕнче, тĕпеле «Хыпар» хаçатра тăватă теçетке ытла çул журналистра ĕçленĕ Надежда Смирновăна йыхравларăмăр. Елчĕк районĕнчи Яманчӳрелте çуралса ӳснĕ, калеме нумай çул туптанă ĕçтешĕмĕрĕн сăн ӳкерчĕкĕсен альбомĕсене тишкерсе кăсăклă самантсемпе паллашрăмăр.

ВУН САККĂРТА. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах район хаçатне, «Пионер сассине», «Хатĕр пула» çыраттăм. Хаçат-журнал вулама юратнăран вĕсене чăтăмсăррăн кĕтсе почтальон патне килне чупаттăм. Хастар çырнăшăн 8-мĕш класра «Артека» ячĕç. Пирĕн ял çывăхне пĕр вăхăт чикансем тапăрĕпех килсе чарăнатчĕç. Пĕррехинче юлташсемпе шкултан таврăннă чухне чикан хĕрарăмĕ пĕчĕк ачипе пычĕ те: «Камăн 15 пус пур? Юмăç пăхса парăп», — терĕ. Ун чухлĕ укçа манăн çеç пур иккен. «Санăн кăранташлă ĕç пулать, часах аякри çула тухăн», — терĕ. Киле таврăнсан тумтире улăштартăм та кĕсьене помидорпа çăкăр чиксе кукамай патне çĕр улми кăлармашкăн кайма тухрăм. Каллех чикан майри пычĕ, анчах — урăх хĕрарăм. «Манăн ачасене помидорпа çăкăр çитер-ха, уншăн юмăç пăхăп», — терĕ хайхискер. Çапла ку чикан та мана: «Шурă хут çинче пурăнăн, часах аякка çула тухăн», — терĕ. «Артека» каясси те, журналист пуласси те чикан хĕрарăмĕн сăмахĕпе пĕр килчĕ. 1975 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕтĕм. 3-мĕш курсра ятарлă специалистсем хатĕрлес тĕллевпе тепĕр студентпа пĕрле Ленинграда направленипе ячĕç. Унта вĕренсе дипломлă пултăм.

ÇЕМЬЕ. Пулас мăшăрпа Анатолий Владимировичпа вăл Мускавран, эпĕ Ленинградран килсен Çĕнĕ çул каçĕнче паллашрăмăр. Шупашкарта çырăнтăмăр та мăшăрăн Вăрнар районĕнчи тăван ялĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр. Хĕрпе ывăл — Любăпа Андрей — çуратса ӳстертĕмĕр. Хĕрĕм экономиста вĕренсе тухрĕ, ĕçлет. Ташлама питĕ юратать, студи ертсе пырать. Ывăл ЧПУран вĕренсе тухсан студентсемпе Америкăна кайрĕ те унтах юлчĕ. 15 çул та иртрĕ унтанпа, хăнана килсе çӳрет. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Çăкăр сăмсине яланах хуçа çиет»

Вулаканăмăр асăрхарĕ пулĕ: кăçал çĕнĕ ярăм уçатпăр. Ун урлă чăваш халăхĕн тĕрлĕ йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарăпăр. Ярăма çăкăра пуçланинчен тытăнăпăр. Çак йăла пирки Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан Евелина Майкова каласа кăтартма килĕшрĕ.

«Ĕçкĕ-çикĕре сĕтел хушшине малтан ватă çынсене лартаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен сĕтел тавра ытларах арçынсен вырнаçмалла пулнă. Вырăн юлсан хĕрарăмсем ларнă. Малтан хура çавра çăкăр, унтан шурă çавра çăкăр, ун çине чăкăт хураççĕ. Ăна çăка кăшăлĕпе пĕçернĕ. Чăкăта халĕ те çавăн пекех янтăлама тăрăшатпăр. Сĕтел çине апат-çимĕç лартаççĕ, юнашар çĕçĕ хураççĕ. Унтан стакансене килте тунă сăра яраççĕ. Кил хуçи çăкăрсене тата чăкăта пĕрле тытать. Пурте тăраççĕ те турăш еннелле пăхса сăхсăхаççĕ. Стакансене сăра татах тултараççĕ. Кайран пысăк çăкăрпа тĕкĕшсе ĕçеççĕ. Çăкăра хуçа тытса тăрать. Пурте лараççĕ те, кил хуçи çăкăр пуçлама тытăнать. Малтан чăкăтпа шурă çăкăра илсе хурать. Хура çăкăра хăйĕн умне тытать те виçĕ хутчен хĕрес хывать. Вара çĕçĕпе касма пуçлать. Çăкăр сăмсине касса илсе айккине хурать. Иккĕмĕшне витĕрех касать, виççĕмĕшĕнне тĕпне çурри таран хăварать. Вара иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшне тепĕр виçĕ пая уйăрать. Пĕтĕмпе çиччĕ пулать. Шурă çăкăрпа чăкăта та çавăн пекех касать. Кашнинех уйрăммăн хурать. Ĕлĕкрен çичĕ касăк тума хушнă. Çак хисепе чăвашсем кăмăллаççĕ. Сăмсисене /хурине, шуррине, чăкăтне/ кил хуçи хăй çиет е ывăлĕпе пайлашать. Иккĕмĕшне мĕн ĕлĕкрен ташлами тенĕ. Ăна кил хуçи арăмне параççĕ. Виççĕшне те /хура çăкăр, кулач тата чăкăт/ çапла уйăраççĕ. Тепĕр чĕллине сĕтел тавралла тата аякра ларакансем пайласа çиеççĕ. Кашни хуçса астивет. Кил хуçи ялан сĕтел умĕнче тăрать. «Кĕрекери ватă çынсем, хуçа алли мăн çăкăр ячĕ, çитрĕ-и, çирĕр-и?» — ыйтать чи хисеплĕ ватă. «Çитнĕ, çирĕмĕр», — хуравлаççĕ пурте. «Çитмен пулсан калăр, хуçан касни те, касманни те пур», — тет ватă çын. Унтан вăл татах çапла ыйтать: «Тĕпел кукринче апат-çимĕç пĕçерекенсем, хуçа мăн çăкăр ячĕ, çитрĕ-и, çирĕр-и?» Хĕрарăмсем çăкăр çитни, çини пирки пĕлтереççĕ. «Çитмен пулсан калăр. Хуçан касни те, касмалли те пур», — каллех ăнлантарать ватă. Унтан вăл алăк патĕнчи ака-суха ачисенчен, çамрăксенчен çавăн пекех ыйтать. Вĕсем те ыттисем пекех хуравлаççĕ. Ун хыççăн хисеплĕ ватă ĕçке лайăх ирттермешкĕн, малалла пурăнмашкăн пехил парать. Унтан пĕрер курка сăра ĕçеççĕ. «Хăмăт-пăява шӳтертĕмĕр, халĕ ĕнтĕ аки-сухине каймалла», — калать ватă çын. Ун хыççăн тăраççĕ те хĕрес хываççĕ, ака-суха юррине юрлаççĕ. «Пиртен пурте халаллă, халĕ ташлама та, юрлама та пултаратăр», — сăмахне тăсать ватă çын виçĕ çаврăм шăрантарнă хыççăн. Унтан ĕçкĕ пуçланать», — паллаштарчĕ Евелина Семеновна. Евелина Майкова пĕлтернĕ тăрăх, ку йĕркене Мăнкунра яланах тунă. Пĕр эрнере тăвансем патне çитсе çăкăр пуçланă. Пысăк ĕçкĕ-çикĕре кашнинчех çак йăлана тытса пынă. Туй-çуй унсăр иртмен. Хĕр килĕшме каяс умĕн те çăкăр пуçлаттарнă. Йĕрке туса, ватăсенчен халал илсе çула тухнă. Майковсен килĕнче çак йăла-йĕркене халĕ те тăваççĕ. Вĕсем сакăр пĕртăван пулнă. Халĕ пурăнаканнисем — улттăн. Ултă çемйинче те çăкăр пуçлаççĕ. «Пирĕн асаттерен тухнă «туратсем» пурте çак йăлана пăхăнаççĕ. Çак йĕркене эпир ача чухне асатте Ефим Кондратьев тăватчĕ. Кайран атте Семен Майков малалла тăсрĕ», — сăмах çăмхине кăмăллăн сӳтрĕ Евелина Семеновна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Йăхташсем патне çитме... Енисей урлă каçмала

Унта пурăнакан чăвашсем патне çитме çулĕ чăнахах та çывăх мар. Хусанкка — Красноярск тăрăхĕнчи Казачино районĕнчи чи аякри ял. Райцентртан малтан çыран хĕрринчи Галанино ялне çитмелле. Кайран паромпа е пăр тăрăх хывнă çулпа Енисей урлă каçмалла. Унтан тепĕр 52 çухрăм вак чул та сарса хытарман çулпа чăтлăх витĕр каймалла…

Çĕпĕре тарса кайнă

Кăçалччен унта кĕсье телефонĕсемпе те усă курайман — çыхăну, интернет пулман. Çав ялта несĕлĕсен йăлисене, тăван чĕлхене упраса тĕлĕнмелле чăвашсем пурăнаççĕ. 112 çул каялла йăхташăмăрсен пирвайхи ушкăнĕ кайса тĕпленнĕ унта. Хусан кĕпĕрнинчен тухнă Трофим Ермаков Столыпин реформи вăхăтĕнче куçса кайнă чухне юхан шыв хĕрринче хитре вырăн асăрханă. Çулташсене тулăх çĕрсем, пуян вăрман илĕртнĕ. Нимĕн шухăшласа тăмасăрах вĕсем çавăнта ял пуçарнă. Ермаков хăйĕн тăванĕсем патне унта куçса пыма чĕнсе çыру янă. Йыш пысăкланса пынă. Малтанах яла юхан шыв ятне кура Усть Таловка тенĕ. Анчах ку ят çынсене килĕшмен. Хăйсен тăван тăрăхĕн ячĕпе Хусанкка теме тытăннă. Çĕпĕрти çак вырăна халăхпа пĕрле чăвашсен хăйне евĕр культури те килнĕ. Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсен автономийĕн ертӳçи Геннадий Храмов сĕннипе эпĕ çав ялта пурăнакан Ольга Васильевăпа çыхăнтăм. Пирĕн тата вĕсен вăхăт уйрăмлăхĕ — тăватă сехет. Ольга Владимировна ĕçрен таврăнса каçхи апат çиме ĕлкĕрнĕччĕ. Пирĕн патра кăнтăрла иртни икĕ сехет кăначчĕ. Шупашкартан шăнкăравласа унпа кăсăкланнăшăн вăл питĕ савăнчĕ, тĕлĕнчĕ. Хăйĕн пурнăçĕпе хаваспах паллаштарчĕ. «Ялти библиотекăра ĕçлеме тытăннăранпа кăçалхи çу уйăхĕнче 33 çул çитĕ. Ман умĕнхи библиотекарь декрет отпускне кайсан вăхăтлăх тесе кăна вырнаçнăччĕ. Халĕ 54-ра — тивĕçлĕ канăва та кунтанах тухатăп ĕнтĕ», — терĕ вăл. Ольга çав ялтах çуралса ӳснĕ. Унăн амăшĕ те унтах çут тĕнчене килнĕ. Анчах, шел те, 14 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ Владимир Иванович вара — Чăваш Енрен, Калинино районĕнчен /халĕ Вăрнар районне кĕрет/. Вăл 87-ре, ялти арçынсенчен — чи асли. Мăшăрне пытарнă хыççăн пĕчченех кун кунласа çĕр çĕрлет. Хĕрĕ Ольга ун патне кунне темиçе те пырса каять. Апат пĕçерсе çитерет, кил-çурта тасатса тăрать, вутă хутса пӳрте ăшăтать. Çĕпĕре куçса кайнă чухне Владимир пиллĕкри ача пулнă. Унăн ашшĕ Иван Иванов учительте ĕçленĕ. Килĕнче вăл Турă кĕнеки упрать тесе çăхавланă хыççăн НКВ Д çыннисем ун патне ухтарма пынă, анчах нимĕн те тупайман. Вара Иван Герасимович çемйине пуçтарса çĕрле килтен тухса кайнă. Арăмĕпе Евдокия Петровнăпа иккĕшĕн виçĕ ача пулнă, тепри Çĕпĕрте çуралнă. Иван Герасимович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăннă. Хăрах урине кассан вăл тек вăрçа кайман, Хусанккара учительте ĕçленĕ, чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Шкул директорĕ те пулнă. Ялта 7 класс вĕренмелли шкул уçтарни — унăн тивĕçĕ. Вăл 1963 çулта вилнĕ. Иван Герасимовичăн кун кĕнекине, унăн пĕртăванĕсем вăрçă хирĕнчен янă çырăвĕсене Ольга Владимировна тирпейлĕ упрать. Вĕсене пĕтĕмпех чăвашла çырнă. «Ĕлĕкхи çынсем темшĕн питĕ хитре пулнăн туйăнать. Атте çамрăк чухне кăтра çӳçлĕ чипер каччă пулнă. Аннепе пĕр ялта ӳснĕ, çамрăк чухне урама вăййа тухнă. Атте каланă тăрăх, çавăн чухне вăл ăна килĕштернĕ, хăйĕнчен ултă çул кĕçĕнскере кайран качча илнĕ. Анне — дояркăра, атте шоферта ĕçлесе ĕмĕрленĕ», — каласа кăтартрĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Хыпарта» Яковлевсем те ĕçлерĕç

Упăшкипе арăмĕ Иван Яковлевич тата Людмила Ксенофонтовна — куç умĕнчех, вĕсемпе пĕр редакцире тăрăшнă çулсем манăçмаççĕ.

1986 çулта мана Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» хаçачĕн редакцийĕнчен «Коммунизм ялавĕн» ял хуçалăх пайĕн корреспондентĕнче ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Республика хаçачĕн коллективĕнче арçын журналист ытларахчĕ. Вĕсенчен пĕри — вăтам пӳллĕ, çутă сăн-питлĕ Иван Яковлев журналист. Лăпкă саслăскерччĕ, кăмăлĕ лайăхчĕ, çамрăк журналистсем çине ăшшăн пăхатчĕ. Вăл пĕррехинче, сотрудниксем редактор пӳлĕмне пухăнсан, хаçатăн пĕр эрнери пилĕк номерне тишкерчĕ. Журналистсен материалĕсене, çав шутра манăнне те, пахаларĕ. Тиркемерĕ, кăмăла хуçмарĕ, вулакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ статья ытларах çырма сĕнчĕ. Ырă сунса каланă сăмахĕсем лайăхрах ĕçлеме хавхалантарчĕç. Иван Яковлев Элĕк районĕнчи Çирĕккассинче 1932 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Ваня, пĕрремĕш ача, шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн асли пулнă, вĕсене кирек хăш ĕçре те ертсе пынă. Вăл та, ытти ача пекех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пĕтĕм йывăрлăха тӳснĕ. — Ваня пичче хыççăн çуралнă тăватă ача чирлесе вилнĕ, — аса илчĕ йăмăкĕ Зоя Яковлевна. — Улттăмĕш çуралсан хĕрарăмсем аннене: «Пепкене халех ан ĕмĕрт, хамăр çавăрса çыхатпăр, вырттăр кăштах», — тенĕ. Кайран анне вĕсене укçа патăмăр тетчĕ. Пиччерен кĕçĕнреххисем пурте пурăнчĕç. Анне вунă ача çуратнă. Ваня тăван ялта — çичĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕнче вунă класс пĕтернĕ. Хусанти медицина институтне вĕренме кĕмешкĕн экзаменсем пама кайсан чирлесе больницăна лекнĕ, яла таврăнсан кулянса макăрнă. Тепĕр çулхине Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне кĕнĕ. Çуллахи каникулта ĕçлесе укçа тунă. 1957 çулта Алтайри хуçалăха пулăшнăшăн ăна «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медальпе наградăланă. 1959 çулта диплом илсен республикăра тухса тăнă «Молодой коммунист» хаçат редакцийĕнче, каярахпа Чăвашрадиора, «Коммунизм ялавĕн» промышленноçпа энергетика тата культурăпа литература пайĕсенче, 1991 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайиччен «Чăваш ен» хаçат редакцийĕнче журналистра вăй хунă. Вăл куçаруçă ĕçне те кăмăллатчĕ. Иван Яковлев совет пичетĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн 1978 çулта — Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне, 1988 çулта — «Ĕçре палăрнăшăн» медале, каярахпа «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. — Ваня пичче шăллĕсемпе йăмăкĕсене пĕрмай: «Лайăх вĕренĕр, ятарлă пĕлӳ илсе специалистсем пулăр», — тетчĕ. Вĕренсе професси илтĕмĕр. Сăмахран, эпĕ бухгалтерта ĕçлесе пенсие кайрăм, йăмăк — профком председателĕнче, шăллăм аэропорт радистĕнче тăрăшрĕç, — каласа кăтартрĕ Зоя Яковлевна. — Пичче канмалли кунсенче тăван ялта çĕнĕ пӳрт тума хастар хутшăнчĕ, шăллăма нумай пулăшрĕ. Вăл уншăн çеç мар, ытти пĕртăванĕшĕн те тĕрев пулнă. Уявра е хăнара пире: «Тăрăшса ĕçлер, укçа пухса çурт тăвар е хваттер илер, пурнăçра мĕн кирлине пурне те туянар. Çĕтĕк тумтирпе çӳрер мар. Атте-аннерен пире куçнă йăлайĕркене тытса пурăнар, ачасемпе тăван чĕлхепе калаçар», — тетчĕ. Хăй Шупашкарта темиçе хваттер, юлашкинчен виçĕ пӳлĕмлине илчĕ, 1976 çулта çăмăл автомашина туянчĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.