Комментари хушас

12 Кăрлач, 2023

Тантăш 1 (4821) № 12.01.2023

«Айхи ачисем» — Сурхуринче

Сурхури — авалхи чăвашсен ĕлĕкренех пыракан Çĕнĕ çул уявĕ. Ăна кун таврăнсан ирттерме тытăннă. Сурхурие ытларах ача-пăча, яш-кĕрĕм хутшăннă, вĕсем пĕр киле пуçтарăннă. Ял çыннисенчен пухнă апат-çимĕçрен, сăраран пуян сĕтел хатĕрленĕ. Ача-пăча килрен киле çÿренĕ, выльăх-чĕрлĕх, пурнăç ăнтăр тесе урайне ăшаланă пăрçа сапнă, сăвă-такмак каласа савăннă. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйланă. Шăпах çак кунсенче Патăрьелти ача-пăча ÿнер шкулне çÿрекен Çĕньял шкулĕн вĕренекенĕсем Сурхури йăлисене выляса кăтартнă, уяв ачисен сăнарне туллин калăпланă. Ăна «Айхи ачисем» театр студийĕ: чăваш йăла культури — ачасене» проектпа /авторĕ — Патăрьелти ÿнер шкулĕн директорĕ Алина Антонова/ килĕшÿллĕн ирттернĕ.

Çĕньялта, Чăлах кассинче

«Сурхури килет çулпала, çулпала, Кăвак лашине юрттарса, юрттарса, Шур лашине чуптарса, чуптарса, Сурхури телей сунать-çке, сунать-çке, Ĕçчен Кулине аппана, аппана Тырри нумай пултăр тет, пултăр тет Инкен йăва пиçтĕр тет, пиçтĕр тет, Ăна пире патăр тет, патăр тет», — Çĕньял шкулĕн пуçламăш класс ачисем урампа çакнашкал юрласа утнă, кайран Кулине аппан пÿрчĕ умĕнче чарăннă. Видеоролике ялти Чăлах кассинче, культура çурчĕн ертÿçин килĕнче ÿкернĕ. Сурхури уявне ÿнер шкулне çÿрекен 3-4-мĕш класс ачисем хутшăннă. Фольклор ушкăнне вĕсем иккĕмĕш çул çÿреççĕ. Чи кĕçĕнни — Яна Карзакова. Вăл шкула кайичченех чăваш уявĕсене хастар хутшăнма тытăннă. Хĕрача халĕ виççĕмĕш класра вĕренет. Ÿ нер шкулĕн ертÿçи Алина Антонова каланă тăрăх, Яна сăвăсене лайăх астуса юлать. Артем Дмитриев та пултаруллă. Арçын ача сăвă вулама ăста. Республикăра иртнĕ «Одаренные дети» форумра вăл Раççей çинчен сăвă вуласа виççĕмĕш вырăна тухнă. «Нихăшне те уйăрма çук. Пурте пултаруллă, пурте маттур. Пĕрпĕринчен юласшăн мар вĕсем. Сцена çинче те хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхрĕç. Кала кăна — кирек мĕнле уява та хаваспах хутшăнаççĕ. Кулине аппа ролĕнче — улттăмĕш класра вĕренекен Татьяна Елимова. Вăл та тăватă çул театр студинче вĕреннĕ», — паллаштарчĕ Алина Владимировна. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Он не бесполезный! Он ночью ФАКТЫ ПРО ДОЛГОПЯТА светится!»

До конца января в Новочебоксарском музейном комплексе действует флуоресцентный выставочный зал, где каждый желающий может порисовать в темноте, создавая необычные рисунки. В чем их особенность? В том, что они светятся в темноте! Все благодаря люминесцентным и флуоресцентным краскам. Каким образом они дают такой эффект? Оба пигмента состоят из люминофора – вещества, способного преобразовывать поглощаемую им энергию в световое излучение. Первая краска в течение дня напитывается светом, а с наступлением темноты светится сама по себе. Вторая же – днем имеет яркий цвет, а под воздействием ультрафиолета начинает излучать свет. <..>

Надежда МАКАШИНА. 

♦   ♦   


Великолепные рождественские каникулы!

Давний друг и наставник нашего 11-го класса Преосвященнейший Игнатий, епископ Череповецкий и Белозерский, пригласил ребят, их родителей и педагогов посетить города Череповец и Белозерск. Наша команда побывала в Воскресенском соборе, храме Богоявления Господня, храме Успения Пресвятой Богородицы, кафедральном соборе преподобных Афанасия и Феодосия Череповецких, в часовне преподобного Филиппа Ирапского. Экскурсии включали в себя прогулки по городу, посещение Домамузея Верещагиных – художника Василия Васильевича и основоположника молочной промышленности Николая Васильевича, а также экспозиции старинных икон, Белозерского областного краеведческого музея, духовнопросветительского центра «Соборная Горка». <...>

Даниил АНИСИМОВ.

Моргаушский район, Большесундырская школа.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.