Комментари хушас

11 Кăрлач, 2023

Шупашкарти кондитер «Пятница!» телеканалăн кăларăмне иккĕмĕш хутчен кайнă

26 çулти Арам Гамбарян хăй хатĕрленĕ тортпа финала лекнĕ.

Çак шоу апат пĕçерме юратакансене пуçтарать. Унăн çĕнтерÿçи çĕршыври чи лайăх кондитер ятне тата 1 миллион тенке тивĕçĕ. Çĕнĕ кăларăма хутшăнакансен Инди культурине халалланă тортсемпе пылаксем илсе килмелле пулнă. Арам тортне тигр кÿлепипе илемлетнĕ – ку Инди палли шутланать. Жюри унăн ĕçне килĕштернĕ, финала иртме ирĕк панă.

Палăртмалла: çак кăларăма каччă малтан та хутшăннăччĕ, анчах суперфинала лекейменччĕ. 

www.hypar.ru