Чăваш хĕрарăмĕ 51 (1279) № 29.12.2022
Олег Николаев: Усалра та ыррине шырамалла
Иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетнĕ май раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «тÿрĕ линие» тухрĕ. Шучĕпе 15-мĕш хутчен иртнĕскер 2 сехет те 26 минута тăсăлчĕ. Республикăра пурăнакансенчен хальхинче 210 ытла ыйту çитнĕ. Вĕсенчен 80-шне колл-центр ĕçченĕсем йышăннă, 83-шне Яндекс-формăпа ăсатнă, 50-шĕ — социаллă сетьсем урлă çитнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисемпе ачисене пырса тивекен çăмăллăхсем, медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтересси, шкулсем тăвасси, тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси, туризм аталанăвĕ, муниципалитет ертÿçисене тÿррĕн суйласси — çаксем пурте халăхăн чун ыратăвĕ. Эфира тухнă май Олег Алексеевич 30 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Ыттисене те тимлĕхсĕр хăвармĕç. Кашниех хурав кĕтсе илĕ.
Пулăшу та пур, парне те
Республика тилхепине тытса пыраканшăн 2022 çул чи малтан мĕнле пулăмсемпе асра юлать-ха? «Питĕ нумай мероприяти иртет. Пушшех те, эпĕ çак ĕç-пуç варринче, вĕсем манăн куç умĕнче пулса иртеççĕ. Информаци, пулăм юхăмĕ çав тери анлă. Ятарлă çар операцийĕ пынă май йĕркеленĕ мероприятисене асăнмасăр хăварма май çук. Чи малтан мобилизаци йĕркеленипе çыхăннă пулăмсене палăртмаллах. Чылай ĕçе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕ хыççăн пуçласа тăватпăр. Çав шутра тулли мар мобилизаци те. Çавна май нумай ыйту сиксе тухрĕ. Чылайăшне тÿрех татса пама тиврĕ. Иккĕмĕш вырăнта Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрленине асăннă пулăттăм. Вăл çĕнелнĕ Раççейĕн мĕн пур регионĕнчи алă ăстисене пухрĕ. Çак ĕçе Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче çĕршывра пурăнакансене пĕрлештерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ чи лайăх ĕç пек хакларĕç. Виççĕмĕш вырăна «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал уçнине кĕртмелле. Çакă малтан ĕмĕт шайĕнчеччĕ. Ăна пурнăçа кĕртесси те иккĕлентеретчĕ тепĕр чухне. Анчах та эпир çак ĕçе пурнăçларăмăр. Тылри ĕç паттăрлăхне сума суса сÿнми пĕрремĕш çулăма çутрăмăр», — терĕ Олег Николаев. Хăй пирки калас тăк вара — унăн мăнук çуралнă. Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче — тĕш тырăн чăннипех пысăк тухăçĕ, технопарксем йĕркелени, предприятисем конкурентлă продукци производствине вăй парсах пыни, пулăшу кирлĕ граждансене, мобилизациленĕ çынсене, вĕсен çемйисене тĕревлени. Мероприятисене илес тĕк — республикăра пуçласа йĕркеленĕ туризм форумĕ, сăра фестивалĕ, аэропорт реконструкцийĕ, Раççей шайĕнче те пысăк хак панă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултаруллă 1,1 пин ачана Шупашкара пухнă ача-пăча фольклориади. Хăйĕн республика ертÿçин должноçĕнчи виçĕ çулне вара Олег Алексеевич кĕскен пĕтĕмлетрĕ: «Манăн эпир ĕçе ăнтарас тĕлĕшпе çирĕп шанăç çуралчĕ — пурнăçа палăрмаллах улăштарма пултарăпăр». Унăн шучĕпе, тивĕçлĕ кăтартусем палăраççĕ те ĕнтĕ. Чăваш Ен федераци центрĕ енчен çирĕп тĕрев туять — Атăл тăрăх «Валдайсем» çÿреме пуçланинчен тытăнса уйрăм экономика зонине уçни таран. Мобилизациленисем тенĕрен, вĕсенчен пĕрин мăшăрĕ влаç енчен пулăшу çук тесе ÿпкеленине ЧР Пуçлăхĕ цифрăсемпе усă курсах хуравларĕ: ачасене шкулта тÿлевсĕр апатлантараççĕ – вăтамран 151 тенкĕлĕх, уйăхра 3 пин тенкĕ патнелле пулать; мобилизациленисен ачисене 2 пин тенкĕ стипенди тÿлеççĕ — 5 пин пулчĕ. Кружоксем, секцисем... Самаях пухăнать. Чăн та, хальлĕхе 3 çул тултарман ачасемшĕн пулăшу çук, анчах Олег Алексеевич ку енĕпе те йышăну тăвас шухăш пуррине палăртрĕ. Çарти ентешсен ачисем валли Çĕнĕ çул парнисем те пулĕç. Çулсем, çулсем… Халăха мĕн пăшăрхантарни вара Регион управленийĕн центрĕ граждансенчен йышăннă ыйтусемпе çăхавсенчен лайăх курăнать. Çулталăк тăршшĕпе чи нумай ыйту — 11 пин ытла — çулсене юсас, вĕсене пăхса тăрас тĕлĕшпе пулнă. Ку тема тавра калаçнă май Олег Николаев тĕп хулари Граждан урамĕнчи çул реконструкцийĕ çинче чарăнса тăчĕ. Унти ĕçсем тăсăлса кайни чи малтанах проект докуменчĕсенче пăхман ĕçсем нумай пулнипе çыхăннă: «Чавма пуçлатпăр та — кĕтменлĕхсем сиксе тухаççĕ». Тепĕр енчен, халăх пурăнакан микрорайонта çавнашкал пысăк ĕçе пурнăçласси чăрмавсăр пулма пултараймасть — тÿссе ирттерме тиврĕ. Кирек мĕнле пулсан та тĕп ĕçсене тунă — ыттине çуркунне вĕçлĕç. Паллах, унти çынсемшĕн нумай чăрмав пулчĕ. Анчах Олег Алексеевич унччен хăй те çав районта пурăннă та — пĕлет: çул ансăрччĕ, вĕçĕмсĕр арканатчĕ — ăна реконструкцилемеллехчĕ. Микрорайон вара пысăклансах пырать. Халь икĕ йĕр вырăнне тăваттă тунă — çул çÿрев ансатланмалла. Лапсар тăкăрлăкĕ пирки те сăмах пулчĕ: «Унти ĕçсем те Граждан урамĕнчи пекех кăткăс. Тен, тата йывăртарах». Тăкăрлăк реконструкцине кăçалах пуçарас шухăш та пулнă, анчах ĕçсене хĕле кĕртес темен. Тĕллев — пĕтĕм ĕçе 2023-2024 çулсенче вĕçлесси. Çавăн пекех М-12 магистраль строительстви тĕлĕшпе ыйту нумай. Ăна тумаллах — ку паллă, анчах çак строительство вырăнти çулсене аркатни те вăрттăнлăх мар. Олег Николаев ку ыйтупа подрядчиксемпе «кашни кун кĕрешнине» пытармарĕ. Магистрале хута ярассине васкатнине кура çитес çулхи кĕркуннеччен вырăнти çулсене йĕркене кĕртессине те вĕçлемелле — ĕçсене çу уйăхĕнчех пуçармалла. Олег Алексеевич ку енĕпе М-12 подрядчикĕсенчен çирĕп ыйтассине палăртрĕ. Пăрлă çумăр, юр çунă хыççăн вырăнти çулсем пăрпа витĕнсе юлни те уншăн пĕлмен хыпар мар. Вĕсене тасатас енĕпе ĕçлеççĕ, анчах ялсенчи çулсем çинчи пăра ирĕлтерме эпир нихăçан та ятарлă хутăшсемпе усă курман — çавăнпа вĕсене хатĕрлемен. Малашне çакна та шута илĕç. Пăрлă çумăр тенĕрен, электролинисем сиенленнине пула нумай ял çутăсăр юлнинче Олег Николаев сетьсене пăхса тăрассишĕн яваплă компанисен айăпне те курать. Тарифра инвестицисен тÿпи пур — унпа кирлĕ пек, сетьсене çĕнетме, усă курманни куçкĕрет. Çавăнпа ĕç-пуçа тĕпчеме право хуралĕн органĕсене те явăçтарассине палăртрĕ — яваплăх пулĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ, Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ
ЭКОНОМИКА Чăваш Республикин 2022-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе килĕшÿллĕн индустри /промышленноç/ паркĕсем, агротехнопарксем хатĕрлемелле. Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркĕ — 43,7 гектар, Çĕрпÿ районĕнчи — 56,6 гектар, Патăрьел районĕнчи 20,4 гектар йышăнĕ. Промышленноç производствин индексĕ 98,6% танлашнă. Предпринимательсем импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Усламçăсен йышĕ хушăнсах пырать — 76,8 пине çитнĕ. Харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем те йышлă. Инвестицисен виçи кăçал палăрмаллах, 48% пысăкланнă — 33,3 миллиард тенке çитнĕ. Республикăра экономика пысăк форумне йĕркелесси ырă йăлана çаврăннă темелле. Кăçал унăн программинче 23 мероприяти пулнă. <...>
Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Хĕл Мучи патне — çыру
Гриша амăшĕпе кăна çитĕнчĕ пулсан та ашшĕн сăнарне нихăçан та асран кăлармарĕ. Çывăх çынни пирки вăл час-часах аса илчĕ, пĕрле теттесен лавккине çÿреме, йĕлтĕрпе ярăнма, шкулта панă килти ĕçсене пурнăçлама ĕмĕтленчĕ. Çавăн пек ÿкерчĕксем куç умне тухсан арçын ача куççуль кăлармасăр чăтаймарĕ. Анчах Гриша килте пĕччен чухне кăна куççуле ирĕке ячĕ, амăшĕ пĕрле чухне хăйне йĕме чаратчĕ.
Юратнă çыннине ахаль те çăмăл килменнине, лару-тăру çăмăл маррине вăл лайăх ăнланатчĕ. Ара, вĕсен хăйсен хваттерĕ те çук, тара тытса пурăнаççĕ, амăшĕ те ăçта ĕç пур, çавăнта васкать. Паян мар тăк, ыран ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Гриша та сывлăхĕпе мухтанаймасть, ăна та яланах тимлĕх кирлĕ. Амăшне пĕртте хумхантарасшăн мар арçын ача, ахаль те пĕтĕмпех амăшĕн черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Тахçан вара Гришăсен килĕнче те савăнăç, лăпкăлăх хуçаланатчĕ. Çемье пуçĕ вахта мелĕпе строительте вăй хуратчĕ. Анчах… пĕррехинче вăл киле таврăнмарĕ… Мĕншĕнне амăшĕ чылайччен пытарса усрарĕ Гришăна каламасăр. Аслашшĕпе асламăшĕ чĕрĕ чухне çемьере лару-тăру япăхах марччĕ-ха, вĕсем çĕре кĕрсен пĕтĕмпех улшăнчĕ. Хавшак сывлăхлă ывăлне пулăшас тесе амăшĕн ĕçрен кайма тиврĕ. Çемьере укçа-тенкĕ çитсе пымарĕ. Ашшĕ пурăннă чухне çак нуша мĕнне пĕлмен, ара, арçын кирлĕ чухлĕ ĕçлесе илнĕ та-ха. Анчах инкек кунпах вĕçленмерĕ. Пĕрре, ырă сунакансем тупăнсах тăраççĕ мар-и вара, Гришăн амăшĕ ывăлне япăх пăхать тата кăмăл-сипет енчен хăйне начар кăтартать тесе полицие çăхав çитернĕ. Çакăн пек çырăва алла илсенех çул çитменнисен правине хÿтĕлекен специалистсем çула тухрĕç. Асăннă организацинче ĕçлекенсен ăнăçсăр çемьере çитĕнекен ачана сăлтавсăрах амăшĕнчен уйăрас тĕллев пулмарĕ. Чăннипех те икĕ çынран тăракан çемьен апачĕ пуян курăнмарĕ, çапах та специалистсем хваттерте тирпейлĕх хуçаланнине, апат пĕрремĕш тата иккĕмĕш блюдăран тăнине, кăнтăрлахи тата каçхи апат вăхăтĕнче сĕтел çинче сĕт пулнине асăрхарĕç. Анчах та пирус тĕпĕсем, пушă кĕленчесем выртни сисчĕвлентерчĕ. Ку вара — ăнăçсăр çемье пулнине çирĕплетекен пĕрремĕш паллăсем. Сыв пуллашнă май, çул çитменнисемпе ĕçлекенсем тепре килнĕ çĕре Гришăна çĕнĕ çи-пуçпа, арçын ачан çав вăхăтра чăннипех те тумтирĕ кивĕ курăнатчĕ, сĕтел çинче аш-какайлă апат-çимĕç курасса шаннине пĕлтерчĕç. Гриша амăшĕн сăнĕ тĕксĕмленнине асăрхарĕ. Чăннипех те, вăл ĕçленĕ чухне ăна аслашшĕпе асламăшĕ астуса тăратчĕ, вĕсем ытти çемье пекех пурăнатчĕç. Анчах та халĕ, иккĕшĕ кăна тăрса юлсан, амăшĕ ăçта май килет, çавăнта ĕçлесе илет. Гриша хăй 8-мĕш класра вĕренет, шкула пăрахаймасть-ха, унăн тепĕр çулталăк вĕренмелле. <...>
Ольга ПАСТУХОВА.
♦ ♦ ♦
Кĕçĕннисем аслисенчен юласшăн мар
Çĕнĕ Шупашкарти Яковлевсем 2022 çулхи «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕнче çĕнтерчĕç. Маларах вĕсем муниципалитет тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Жюри ачасене пăхса çитĕнтерес, пурнăç çулĕ çине тăратас ĕçри вĕсен пĕлтерĕшне мĕншĕн пысăк хак панă? Ыйту хуравне шырар-ха. Александр тата Татьяна мăшăрланнăранпа 27 çул çитнĕ ĕнтĕ.
Пилĕк ачине пурнăçра кирлине парассишĕн чылай çул тăрăшаççĕ Яковлевсем. Мĕн тума май килнĕ-ха? Аслă ывăлĕ Дима — уйрăм предприниматель, укçа ĕçлесе илет. Аслă хĕрĕ Диана — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки, вăтаммисем — Матвей тата Милана — 18-мĕш лицейра вĕренеççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Демид ача садне çÿрет, шкулта пĕлÿ илме хатĕрленет. Çемье пуçĕ Александр Витальевич хăваран савăт-сапа, сĕтел-ларкăч тума ăста. Вăл кăçал халăхсен хушшинчи «КануLeisur» тата «Тĕлĕнмелле хăва» куравсенче Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ. Мăшăрĕ Татьяна Николаевна — хĕрарăмăн вун-вун тĕрлĕ кĕпе-тумтирне çĕлекен ателье ертÿçи. Ăна-кăна ăсталама хăйсен ĕçне йĕркеленĕ çĕвĕçсене те явăçтарать. Татьяна моделĕсем республикăра çеç мар, Раççейри конкурссенче те çĕнтернĕ. Яковлевсем хăйсен йăхĕн йăли-йĕркине тăсаççĕ, ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ, çĕнĕлĕхе алла илме, вĕренме, пур енĕпе те аталанма пулăшаççĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе ача чухне, çуллахи каникулта яла кайсан, паллашнă, каччăпа хĕр шутне кĕрсен туслашнă, часах чĕрисене юрату çулăмĕ хыпса илнĕ. 1997 çулта туй кĕрлеттернĕ, унтанпа пĕр-пĕрне савса, хисеплесе пурăнаççĕ, ачисене пăхассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле татса параççĕ. Яковлевсем ытти нумай ашшĕ-амăшĕшĕн — ырă тĕслĕх. Александр — ĕçчен, яваплă, ырă кăмăллă. Çемье ырлăхĕшĕн хăйĕнчен çирĕп ыйтать, арăмĕпе ачисене хытă юратать. Тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме мăшăрĕ пулăшать, хавхалантарать. Ку енĕпе Татьянăран вĕренмелли чылай. Упăшкипе арăмĕ çемье пурнăçне лайăхлатассишĕн куллен нумай вăй хураççĕ. Ача садĕнчи, шкулти, хулари, республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнма, вĕрентÿ учрежденийĕсенче учительсемпе тĕл пулса воспитани ыйтăвĕсене сÿтсе явма та вăхăт тупаççĕ. Чылай ашшĕ-амăшĕ пирки çакна калаймăн. — Эпир йăхташăмăрсене, çав шутра пирĕнтен кайнă тăвансене, асăнатпăр, халăхăмăр тата йăхăн йăли-йĕркипе мăнаçланатпăр, вĕсене çырлахтарсан çеç çемье ĕмĕчĕ килсе пырасса ĕненетпĕр, — тет Александр. — Несĕлсен историйĕпе культурине тĕпчетпĕр. Çуллен, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, асатте-кукаçие сума суса сăн ÿкерчĕкĕсене «Вилĕмсĕр полкра» йăтса урампа утатпăр. Çăварние, Пукрава, ытти праçнике çывăх çынсемпе, тăвансемпе пĕрле ирттеретпĕр. Çĕрпÿ районĕнчи Йÿçкасси ялĕнчи атте-анне килне нимелле хăтлатпăр, унта пахча çимĕç, пыл туса илетпĕр, çырма ишĕлесрен йывăç лартатпăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Тухйисем пĕри тепринчен илемлĕрех
— «Эпĕ çавăн пек тума пĕлместĕп-çке. Ку ăсталăх сана камран куçнăши?» — тет анне эпĕ тунă тухьясене савăнса пăхнă май. Хĕрĕм тăватă çулта чухне çуралчĕ алла шăрçа тытас, чăваш тĕррине эрешлес шухăш, — иртнине аса илчĕ Вăрнарта пурăнакан Ольга Николаева. Вăл шкулта ачасене музыкăна ăса хывма пулăшать.
Кукамăшĕн туприне курнă хыççăн Ольга Николаевна Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта фольклор кружокне çÿренĕ. Унтан вĕренсе тухсан музыка учительне вĕреннĕ. Çемье çавăрнă çамрăк амăшĕ хĕрне пĕчĕклех чăвашла юрлама хăнăхтарнă. Чăваш юррикĕввишĕн хыпса çунакан педагог ун валли тухья тĕрлеме шухăшланă. — Вăл вăхăтра интернет анлă сарăлманччĕ. Ал ĕçĕпе унта паллашма май пулман. Çавăнпа тăватă çулти хĕрĕм валли тухьяна ĕлĕкхи пек тума тăрăшрăм. Вĕсем кукамайăн Дарья Абрамовнăн пурччĕ. Унăн тенки-эрешне эпĕ курнă. Туй арăмĕсем валли те ăсталанă вăл.
Мана та кĕмĕл тенкĕллĕ тухья парнеленĕччĕ. Ăна халĕ те упратăп. Çапла тĕвĕленчĕ çак ĕмĕт. Малтанлăха вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе çеç ăсталама шухăшланăччĕ. Шкулта ăс пухнă вăхăтра фольклор ушкăнне çÿренĕ чухне чăвашла юрласа ташлама питĕ юрататтăм. Хамăрăн наци тумĕ çав тери килĕшетчĕ. Тухья тума шухăшлани вăрттăн вăй илчĕ ĕнтĕ. Çапла пĕрремĕш ĕçе вĕтĕ шăрçапа çеç мар, тенкепех илемлетрĕм. Мăй çакки те ăсталарăм. Пĕчĕк хĕрача валли кĕпене кÿршĕпе пĕрле çĕлерĕмĕр. Вун пилĕк çул каялла тунăскерсем халĕ те упранаççĕ, — сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи тăватă ача амăшĕпе. Иккĕмĕш тухйи унăн тата илемлĕрех пулса тухнă. Педагог çулсем иртнĕ май хăй шкулта фольклор кружокĕ ертсе пыма тытăннă. Унта çÿрекен хĕрачасене сцена çине тăхăнса тухма тухья кирлĕ вĕт. Ольга Николаевна ÿркенмен, каллех ал ĕçне пикеннĕ. Виççĕмĕш тухйине те хавхалансах хатĕрленĕ. Ăна ятарласа хăйĕн хĕресне хĕрне парнеленĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...