Комментари хушас

29 Раштав, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 51 (6450) № 29.12.2022

«Мана кролик парнелĕр, ăна хамах пăхатăп»

Ача чухнех выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратнă вăл. КĕÇĕн классенче вĕреннĕ чухне курка йăтса ĕне айне кĕрсе ларнă та сума хăтланнă. Кайран ашшĕпе амăшĕнчен кролик туянса пама ыйтнă. Халĕ Элĕк районĕн каччи Кирилл Степанов чăн-чăн фермер пекех. 2023 Çулта вăл путене те усрама тытăнасшăн.

Инкубатор ăсталанă

Кирилл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетикăпа электротехника факультетĕнче иккĕмĕш çул вĕренет. 19 çулти йĕкĕт аслă шкулта халĕ хĕрÿ тапхăр пынине пăхса тăмасть — эрне варринче те яла каять. Шупашкартан 70 çухрăмра вырнаçнă Кĕçĕн Тăвана çанталăка пăхмасăр çула кĕскетет вăл. Ара, унта ăна кроликсем, кăрккасемпе кăвакалсем, хурсем, чăхсем кĕтеççĕ вĕт.

— Мăшăрпа пĕрлешсен хулара пурăнма тĕв тунăччĕ. Хуняçа çĕре кĕчĕ те, хунямана пулăшма, унăн чунне лăплантарма тесе яла килсех тăтăмăр. Упăшка Александр Викторович — çемьере пĕртен-пĕр ывăл. Часах пÿрт çĕклеме пуçларăмăр. Ăна хăпартсан ялтах пурăнма шутларăмăр. Стройка пынă вăхăтра укçа-тенкĕ самай кирлĕ, çавăнпа выльăх нумай усраттăмăр. 7 ĕне таран тытни те пулнă. Пăрăвĕсене те ÿстереттĕмĕр. Кирилл мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхпе интересленетчĕ. Мăйракаллă шултра выльăх нумаййипе кĕтĕве эрнипех каймаллаччĕ, ку çăмăл мар яваплăх ывăлăмăрсем çине те тăтăшах тиеннĕ. Кирилл 4-5-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра кролик илсе пама ыйтатчĕ. «Мана кролик парнелĕр, ăна хамах пăхатăп», — тетчĕ. «Пĕр эрнеренех чăтăмлăху пĕтет», — теттĕмĕр ашшĕпе кролик туянсан пĕтĕм ĕçе хамăр туса ĕлкĕреймессине систерсе. Пĕр хушă турткалантăмăр. Çапах пĕррехинче ашшĕ вăрăм хăлхаллă икĕ чĕр чун илсе килчĕ, — мĕнрен пуçланнине каласа кăтартрĕ Кирилăн амăшĕ Альбина Валериевна. Арçын ача хăйĕн сăмахне тытнă: кроликсене хăех пăхнă, ашшĕне читлĕх ăсталама та пулăшнă. Çак чĕр чуна мĕнле пăхмалла? Мĕнпе апатлантармалла? Ăна вăл тĕрлĕ çăл куçран вуласа пĕлнĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Хĕл Мучин укçи пурин валли те парне туянма çиттĕрччĕ»

Ачасем унран мĕн ыйтаççĕ?

Çĕнĕ çул çывхарнă май асамлăха ĕненес килет. Ача-пăча Хĕл Мучи патне çыру ярать. Аслă Устюгри резиденцие çуллен темиçе миллион çыру килет. Чăваш Хĕл Мучийĕ патне те республикăри ял-хуларан кăна мар, ют çĕршывран та çырнине пĕлетĕр-и эсир?

Германирен те çырнă

Эсир хăвăр Çĕнĕ çул умĕн Хĕл Мучирен парне кĕтнине астăватăр-и? Çунатлă ĕмĕтсене пурнăçлама пулăшакан Шур сухал никама та тимлĕхсĕр хăвармасса пирĕнтен кашниех шаннă-тăр. Чим, вулакансем, мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ-ха эсир пĕчĕк чухне? Çырура мĕн ыйтнине астăватăр-и? Çак статьяпа паллашнă май эсир те самантлăха ачалăха таврăнасса шанатпăр. Мĕнех, чăваш Хĕл Мучийĕпе паллашар. Ун патне ачасем мĕнлерех çырусем шăрçаланине пĕлер.

Чăваш Хĕл Мучийĕ «Ясна» этнокомплексра пурăнать. Хăйĕн асамлă резиденцийĕнче вăл тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан хăнасене йышăнать. Чăваш Хĕл Мучийĕ юрă-кĕвĕпе питĕ туслă. Тĕрлĕ инструмент каласа ача-пăчана та, çитĕннисене те илĕртет вăл. «Чăнчăн шаман пекех», — çапла ашшĕамăшне каласа параççĕ шăпăрлансем Хĕл Мучи патĕнче хăнара пулса курнă хыççăн.

— Çулталăк тăршшĕпех ĕçлĕ эпĕ. Çуллахи, кĕркуннехи уйăхсенче авалхи чăвашсен технологийĕпе юрă-кĕвĕ хатĕрĕсем ăсталатăп. Хĕлле Сурхури уявĕнче вĕсене каласа çынсене савăнтаратăп, — палăртрĕ Хĕл Мучи. — Хĕлле, паллах, чи кĕтни. Раштав уйăхĕнче ман пата ачасенчен çырусем килме тытăнаççĕ. Вĕсем унта Хĕл Мучирен мĕнле парне кĕтнине кăна палăртмаççĕ, хăйсен пурнăçĕ, çемйи, тăванĕсем, вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен çырса пĕлтереççĕ. Акă, Арменирен килнĕ хыпарпа тулли кăмăлпа паллашрăм. 6-мĕш класра вĕренекенсем йышпа çырнă ăна. Вĕсем — тĕрлĕ халăх ачисем, тĕрлĕ тĕне ĕненеççĕ. Ку туслă пулма пĕртте чăрмантармасть вĕсене. Пачах тепĕр майлă: пысăк çемьери пек пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин халăхĕ, йăли-йĕрки çинчен тарăнрах пĕлеççĕ. Çак çырăва вуланă май чун ăшăлăхпа тулчĕ. Çĕр çинчи мĕн пур халăх туслă пурăнни мĕн тери пĕлтерĕшлине тепĕр хут ăнлантăм. Мĕн пур ачана çакна сунас килет: сăн-питрен кулă ан кайтăр, куç яланах телейпе çиçтĕр! <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Çĕнĕ çулта çуралнă, Çĕнĕ çултах пĕрлешнĕ

«Пирĕн çемьешĕн Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕ, кăрлачăн 1-мĕшĕ, виçĕ хут уяв. Çамрăкрах чухне тем пекех кĕтеттĕмĕр Çĕнĕ çула. Халĕ ватăлтăмăр ĕнтĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр 70 çул тултартăмăр. Çемье çавăрнăранпа 45 çул çитрĕ», — çапла пуçларĕç хăйсен сăмахне Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ Еленăпа Владимир Машинсем.

Пĕр парта хушшинче ларнă

Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ вĕсемшĕн мĕншĕн виçĕ хут уяв пулни пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм та, Владимир Николаевич тÿрех: «Ленăран ыйт, хĕрарăмсем илемлĕ каласа пама пĕлеççĕ», — терĕ. Çапах хăй эпир калаçнине кула-кулах итлесе ларчĕ. Кирлĕ чухне хушса та хучĕ.

«Эпĕ Çĕнĕ çулта, кăрлачăн 1-мĕшĕнче, çуралнă. Ултă ачаллă çемьере ÿсрĕм. Эпĕ — варринчи. Ун чухне пурнăçĕ питĕ чаплах пулман та, мана çуралнă кунра уяв туса панине астумастăп. Пĕрер канфет тыттарнă пуль. Çĕнĕ япала илсе пани те аса килмест. Аппасен тумне тăхăнса çÿреттĕм. Ун чухне ялти клубра Çĕнĕ çул уявне питех паллă тумастчĕç. Пуçламăш класра пире Лилия Васильевна вĕрентрĕ. Питĕ кăмăллă учительницăччĕ. Лайăх вĕренекенсене Çĕнĕ çул ячĕпе тĕрлĕ открытка, тетрадь парнелетчĕ. Вĕсем килĕнче яланах чăрăш илемлететчĕç. Пире унта чĕнетчĕç, канфетпечени паратчĕç. Хăйсен ачисем валли маскăсем ăсталатчĕç. Эпир маска мĕн иккенне пĕлмен. Лилия Васильевна пире 1-2-мĕш классенче вĕрентрĕ те, кайран вĕсем çемйипе куçса кайрĕç. 1-мĕш класа вĕренме пырсан вăл арçын ачасемпе хĕрачасене пĕрле лартрĕ. Эпĕ шăпах Володьăпа, пулас мăшăрăмпа, пĕр парта хушшине лекрĕм. Унпа пĕр урамра ÿсмен эпир, çавăнпа çывăх пулман. Икĕ çул унпа лартăм. Ун чухне, паллах, юрату пирки шутламан та. Çапах пĕр пулăм асрах. Ун чухне 2-мĕш класраччĕ. Шариклă ручкăпа мар, чернил çине пуçмаллипе çыраттăмăр. Чернилне аслисем килтех тăватчĕç, ăна пытарса хуратчĕç. Шкула каякан ачасене кашни кун пĕчĕк кĕленчене ярса парса яратчĕç. Кĕленчи темшĕн хупмалли пулман тата. Хăш-пĕр чухне выля-выля утсан сумкăри чернил тăкăнса каятчĕ те йăлтах варалатчĕ. Пĕррехинче эпĕ темле сăлтава пула шкула чернилсăрах кайнă. Анчах çырмалла вĕт. Володя вара ăна кĕленчипех йăтса пынăччĕ. Килте асли пулнă-ха та вăл, ăна ирĕк панă пуль. Хăйĕн чернилне мана кĕленчене туп-тулли ярса пачĕ. Çиелти хăмпă пулса тăчĕ. Эпĕ, ухмахскер, ăна пĕтерес тесе вĕртĕм. Чернил пит çине сирпĕнчĕ. Куç курмасть. Учитель пите шывпа çума хушрĕ. Тата хăрушăрах пулса тăтăм. Вара мана ялти фельдшер пунктне кайма хушрĕ. Куç курманнипе Володьăна çавăтса пыма ячĕ. Çапла 2-мĕш класра чухне унпа пĕрремĕш хут алăран тытăнса .утса куртăм. Çавăн хыççăн мана пĕр ача та кÿрентермен, Володя тÿрех хута кĕретчĕ», — йăл кулса аса илчĕ Елена Николаевна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА. 

♦   ♦   


Тигр çулĕнче çуралнисен çулталăкĕ мĕнле иртнĕ?

Чăнласах та пукан çинчен ÿкнĕ

Егор МАТВЕЕВСКИЙ, купăсçă:

— Маншăн Тигр çулĕ питĕ ăнăçлă иртрĕ. Чÿк уйăхĕнче мана чылайăшĕ «Раççей 1» телеканалпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кăларăмра курчĕ-тĕр. Кăларăмра ÿкерĕнме йыхравласан питĕ тĕлĕнтĕм, çав вăхăтрах калама çук савăнтăм. Проект йĕркелÿçисем пултарулăхăма асăрхаса ман пата шăнкăравлани пуçа шăнăçмарĕ. Ара, çĕршывра ун пек çын сахал-им? Мускава ÿкерĕнме кайиччен пĕр эрне кăначчĕ. Çак тапхăрта мĕн кăна тума тивмерĕ-ши?! Аттепе аннене ялта видео ÿкерсе ярса парасси чи кăткăсси пулчĕ. Манăн атте камера умĕнче пачах юрлама юратмасть. Мускава çитсен вара… Унта кăларăма çÿллĕ шайра ÿкерессишĕн пысăк команда тăрăшать. Темĕн те турĕç: костюма та якатса пачĕç. Пуçран ачашламанни кăна. Чи асра юлни — сценарипе пĕр килмен самант. Купăса тăсса ярса чăваш такмакĕсен кĕввисене каличчен юриех шÿтлерĕм, «Вĕсене илтсен пукан çинчен ÿкме пултаратăр», — терĕм. Юрласа пĕтерсен Владимир Фекленко актер чăнласах та пукан çинчен персе анни питĕ кулăшла пулчĕ. «Останкинăра» нумай паллă çынпа паллашрăм. Сăмаха çилпе вĕçтерместĕп, çирĕп тĕллев патне талпăнатăп, тирпейлĕ, вăр-вар — Тигрăн çак енĕсем пур манра. <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.