Комментари хушас

27 Раштав, 2022

Хыпар 147 (28026) № 27.12.2022

«Эсир чĕптĕм сывлăш патăр»

Ĕçе пысăк тÿпе хывса халăха усă кÿнисене çулталăк вĕçĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Правительство çуртĕнче пухаççĕ. Иртнĕ эрнекун тĕрлĕ профессире тăрăшакан 35 çынна патшалăх наградисемпе чысларĕç.

Хальхинче культура ĕçченĕсем ытларах пулчĕç. Çакă хыçа юлса пыракан çула Раççейри халăхсен культура еткерлĕхне халалланипе те çыхăннă-тăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсем ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче халăхăн чун-хавалне çĕклес тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Юрăçсен пĕр ушкăнĕ — Алексей Шадриков, Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Диана, Мария Гущина — хамăр патра ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркеленипе çырлахман, Донбаса та тухса кайнă. Çăмăл мар лару-тăрура пурăнакансене хавхалантарнă.

«Утă уйăхĕн вĕçĕнче çула тухрăмăр. Дебальцево, Макеевка, Торез, Комсомольское, Донецк хулисенче пултăмăр. Пилĕк кунра пилĕк концерт лартрăмăр. Халăх ăшшăн кĕтсе илчĕ. Пирĕнпе пĕрле тухса юрларĕç те, ташларĕç те», — терĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Шадриков. «Эсир пире чĕптĕм сывлăш патăр. Сирĕнпе пĕрле савăнтăмăр. Эпир кулма та маннăччĕ», — тенĕ Донбасс çыннисем пирĕн юрăçсене тав тунă май. Унта вĕсем чăвашсене те тĕл пулнă. Шăмăршă районĕнчен тухнăскерсем Сергей Кувшинова, хăйсен ентешне, курсан уйрăмах савăннă. «Чăваш Ене манмастпăр, эсир пирĕншĕн тăван пек çывăх», — çапла каланă аякра пурăнакан йăхташăмăрсем. Вĕсем Раççей йышне кĕнĕшĕн питĕ савăннине пĕлтернĕ. «Эпир мирлĕ халăх валли концертсем лартрăмăр. Хамăрăн салтаксем патне каясшăнччĕ, вĕсене кăштах та пулин хавхалантарасшăнччĕ. Анчах унта хăрушă тесе пире ямарĕç», — пытармарĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Катя Петрова. Юрăçсене пурне те Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕç.

«Культурăпа искусствăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр çирĕплетнĕ. Чăваш Енре ăна Владимир Нагорнов скульптор пуринчен малтан тивĕçрĕ. Владимир Порфирьевич республикăри художниксен союзне ертсе пырать. Вăл чылай произведени хайланă. Тĕслĕхрен, Святослав Федоров офтальмолога, чăваш поэзийĕн классикĕсене Константин Иванова, Петĕр Хусанкая, Полоруссов-Шелепие тата ыттисене. Паллă скульптурисенчен пĕри — Анне монуменчĕ.

Алина ИЛЬИНА

Пĕчĕк хуласем хăтлăланĕç

Чăваш Енри виçĕ хула Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк хуласене тата историшĕн пĕлтерĕшлĕ ял-хулана хăтлăлатмалли чи лайăх проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çак хыпартан пуçларĕ.

Олег Николаев ку проектсемпе строительство министрĕ Павел Данилов ертсе пыракан пысăк команда ĕçленине палăртрĕ — ăнăçушăн çак йыша тав турĕ: «Пирĕн архитекторсем тĕрĕс концепци суйласа илме пултарнă, экспертсене çак проектсене ырламаллине ĕнентернĕ. Малашне те çапла ĕçлесен пирĕн аталану майĕсем анлăлансах пырĕç. Президент халĕ çĕнĕ майсем пуласси çинчен калать — вĕсемпе усă курас тесен пирĕн çине тăрса ĕçлемелле».

Сăмах виçĕ проект пирки пырать. Çĕмĕрлере парка хăтлăлатас ĕçе малалла тăсĕç. Тепĕр хула — Улатăр. «Питĕ интереслĕ хула, унта чылай вăхăт тивĕçлĕ ĕçсене туман. Ку унта пурнăçлакан иккĕмĕш проект пулĕ, çавна май хула тата илемленĕ. Ытти программăна та пурнăçланă май Улатăра çывăх çулсенче палăрмаллах хăтлăлатма пултарасса шанатăп», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Виççĕмĕш проект — Çĕнĕ Шупашкарта тÿрре кăлармаллискер. Унти Тĕкĕрç ращи çĕнелсе хитреленĕ. Олег Алексеевич аса илтернĕ тăрăх, кăçал Раççей Стройминĕ Владимир Путин Президент сĕннипе хушма конкурс йĕркеленĕ, унта пуçласа 100-200 пин çын пурăнакан хуласем те хутшăнма пултарнă. Çав шутра — пирĕн спутник хула та. Чăваш Ен хулисем конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ укçан пĕтĕмĕшле виçи 277 миллиона яхăн тенкĕпе танлашать. Çав шутра 106 миллион тенкĕ — Çĕнĕ Шупашкар тÿпи, Çĕмĕрле 90 миллион тенкĕ илĕ, Улатăр — 81 миллиона яхăн тенкĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Чăваш Республикин саккунĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.