Комментари хушас

23 Раштав, 2022

Григорий ДАНИЛОВ: Экспорт пирки ĕмĕтленеççĕ çеç – вĕсене те пулăшатпăр

Чăваш Енĕн Экспорта пулăшакан центрĕнче çак кунсенче саламлă шăнкăрав нумай пуль — ЦЭП 10 çул тултарчĕ. Центр миссийĕ, чăваш экспортерĕсен умĕнчи çĕнĕ ыйтусем тата çĕнĕ майсем çинчен унăн ертÿçипе Григорий Даниловпа калаçрăмăр.

Хăйне евĕрлĕ тата ăнăçлă çул

— Григорий Владиславович, ЦЭП 10 çул каялла йĕркеленнĕ — шăп та лăп раштавăн 22-мĕшĕнче. Унччен экспортерсене кам пулăшнă?

— Унччен кунашкал тытăм пулман. Экспортерсем пулăшăвăн «таткаланчăк» мелĕсене кăна шанма пултарнă. Патшалăх пулăшăвне пĕр тытăма пĕрлештересси çĕршывра чи малтанхисен шутĕнче ЧР Гаранти фончĕн никĕсĕ çинче ЦЭП йĕркеленсен пурнăçа кĕнĕ, кайран вăл хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă.

— Çулталăка мĕнле кăтартусемпе вĕçлетĕр? 

— Хăйне евĕрлĕ çул — юбилей çулталăкĕ. Ăна пĕтĕмлетнĕ май эпир иккĕмĕш çул ĕнтĕ хамăршăн тĕп кăтартусене ăнăçлă пурнăçланине палăртас килет. Ку хăш енĕпе палăрать? Пирĕн ĕç пулăшу кÿресси — предпринимателе выставкăна ярасси, бизнес-миссие илсе кайса килесси, Alibaba, Amazon, eBay йышши электрон суту-илÿ площадкисене вырнаçтарасси — кăна мар, пирĕн тĕллев — çак пулăшупа усă курса предприниматель чикĕ леш енче ĕçтеш тупни, экспорт контракчĕ туни. Ахаль пулăшу кăна çителĕксĕр: экспорт контракчĕ «пиçсе» тухмарĕ тĕк, эппин, эпир усăсăр ĕçленĕ. Федераци центрĕ комплекслă пулăшу валли укçа уйăрать, регионсем валли тĕллевсем палăртать, вĕсене пурнăçланине çирĕп сăнаса тăрать. Пĕлтĕр эпир пулăшнă экспорт кăтартăвĕпе 2020 çулхи шайран 7,5 хут иртнĕччĕ — чăннипех çÿле сикрĕмĕр темелле. Анчах ун чухне пире пулăшу мерисем валли панă укçата пысăкчĕ — 50 миллион тенкĕ. Кăçал патшалăх пулăшăвĕ чылай пĕчĕкрех — 13 миллион тенкĕ, апла пулин те кăçалхи тĕп кăтартусене 9 уйăхрах пурнăçлама пултартăмăр. Паянхи кун тĕлне пулăшнă экспорт виçи АПШн 10,7 миллион долларĕпе танлашнă — планпа пăхнă 7,4 миллион доллартан чылай пысăкрах. Эпир пулăшнипе экспорт контракчĕ тунă компанисен шучĕ те планланă 17 вырăнне 36-а çитрĕ.Пирĕн пулăшу ĕçĕсемпе усă курнă МСП субъекчĕсен шучĕ вара 150 вырăнне 341-пе танлашрĕ.

Туслă çĕршывсемпе ĕçлемелле

— Эпĕ вара санкцисене, экономикăри йывăрлăхсене пула экспорт анса ларнă тесе шутланăччĕ...

— Чăннипе, лару-тăру ансат мар. Тĕнчери лару-тăру кăткăс. Анчах пирĕн экспортăн 80% Раççейпе туслă патшалăхсемпе çыхăннине кура Чăваш Ен экспорчĕ те çĕршывăн Хĕвел анăç Европăпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕ ытти регионĕнчи пек нумай чакмарĕ. Эпир пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшатпăр, вăл вара чи малтанах çывăхри рыноксене тухать. Чăваш Ен экспорчĕн пысăкрах пайĕ — Беларуç тата Казахстан тÿпи. Унтан Узбекистан, Китай, Азербайджан, ыттисем — пурте пирĕнпе туслă çĕршывсем. Хĕвел Анăç Европăпа çыхăннă регионсен экспорт çулне улăштармалла, пирĕн экспортерсен вара лашасене каçă çинче улăштарма тивмерĕ.

— Список вара эсир асăннă çĕршывсемпе вĕçленет-и?

— Паллах, çук. Халĕ Çурçĕр Африка çĕршывĕсем питĕ интереслентереççĕ — калăпăр, Египет. Унтан — Перси заливĕн çĕршывĕсем: эпир унччен хакласах çитереймен Сауд Аравийĕ, Оман, Бахрейн; Кăнтăр Хĕвел тухăç Ази патшалăхĕсем... Паян унталла пăхатпăр — хамăрăн экспортерсем валли ĕçтешсене шыратпăр. Çак çĕршывсемпе логистика ыйтăвĕсене татса панă, чикĕ урлă укçа куçарасси те тĕпрен илсен чăрмавсăр. Çапла, Кăнтăр Америка çĕршывĕсем интереслĕрех пулĕ, анчах — ытла инçе. Раççее тĕнчери логистика схемисенчен хĕссе кăларнă май унта хамăрăн таварсене илсе çитересси хакла ларать. Питĕ хăйне евĕрлĕ таварсем пулсан кăна...

— Унашкаллисем, питĕ хăйне евĕрлисем, пирĕн пур-и?

— Паллах. Шупашкар тракторĕсемпе Кăнтăр Америкăри çĕршывсенче усă кураççĕ, вĕсем чикĕ леш енче туса кăларнисенчен йÿнĕрех те, иккĕленместĕп, Африкăра та кирлĕ пулĕç. Хими промышленноçĕн продукцине, кондитер çимĕçĕсене, ытти нумай тавара тĕрлĕ çĕршыва ăсататпăр. Ытларах та калам: пирĕн санкци списокĕсене кĕмен продукци виççĕмĕш çĕршывсем урлă малалла каять, çав продукцие килĕштернĕ потребитель ăна туянмалли майсене пурпĕр тупать.

Ку пысăк предприятисене кăна мар, пĕчĕк тата вăтам бизнеса та пырса тивет. Шупашкар предпринимателĕ Татьяна Федирко, «Çулталăк экспортерĕ» конкурсăн округри тапхăрĕнче «Чи лайăх хĕрарăм экспортер» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннăскер, тĕслĕхрен, паян хĕрарăмсем валли çĕлекен тумтире Перси заливĕн çĕршывĕсене — Сауд Аравине тата Бахрейна — ăсатать.

Пĕрремĕш утăм — чи йывăрри

— ЦЭПăн хăйсен тухăçлăхне çирĕплетнĕ проекчĕсем мĕнле ĕçлеççĕ, чăваш экспортерĕсене ăнăçу тума пулăшакан çĕнĕ мерăсем çуралаççĕ-и?

— Пулăшăвăн комплекслă мерисем пулнă – çаплипех юлаççĕ. Чи тухăçли, ман шутпа, чикĕ леш енче выставкăсем йĕркелени. Ют çĕршывсенче ĕçтешсемпе клиентсем шырани те — ăнăçлă истори: ятарласа вĕреннĕ подрядчиксем предприниматель валли «ăшă» контактсем шыраççĕ — çакă тÿлевсĕр. Тĕрĕссипе, айккинче предпринимателĕн вăхăтлăх коммерци пайĕ йĕркеленет, вăл ун валли клиентсем шырать. Чылай чухне шăпах пирвайхи контакт хаклă: эпир ăна пĕрремĕш утăм тума пулăшатпăр, малалла вара çăмăлрах пулĕ.

Питĕ усăллă пулăшу ĕçĕ — электрон суту-илÿ площадкисене вырнаçтарни. Чăн та, предприниматель унта лекме хатĕр пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççей площадкисенче ĕçлес опычĕ пулсан ăна ют çĕршывсен площадкисене хăюллăнах кăларма юрать — тĕнчери маркетплейссен рынокĕ питĕ пысăк.

Тепĕр пулăшу ĕçĕ экспорта урăх çĕршывсене «тĕллемеллипе», логистика хакланнипе сăлтавланнă. Кăçал «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» нацпроектсемпе килĕшÿллĕн пирĕн предпринимательсен тулашри рынока илсе тухакан продукцие Раççей территорийĕпе турттарнин тăкакĕн 80% саплаштармалли майсем çуралчĕç.

Чи малтан çак пулăшупа Шупашкар предпринимателĕ Сергей Чекушкин усă курчĕ. Эпир унăн çĕршыв чиккине çитессипе çыхăннă логистика тăкакĕсен 80% хамăр çине илтĕмĕр. Çавăн пекех экспорт контракчĕ тума пулăшрăмăр, логиста, таможня докуменчĕсене хатĕрлекен агентсене тупрăмăр. Унăн компанийĕ Грузие йывăç материалсем — фанер, ОСП, ДВП — ăсатнă. Тбилисире ятарласа çак проект валли суту-илÿ павильонĕ тунă. Пуçламăшĕ ăнăçлипе хавхаланнă предприниматель хăйĕн продукцийĕн ассортиментне анлăлатнисĕр пуçне халĕ Чăваш Енри ытти предприятие те Грузие чĕнет. Павильон пур — мĕншĕн унта Чăваш Енĕн ытти таварне те сутас мар?

Клиентран асли çук

— «Экпортпа ĕçлеме ансат — Экспорта пулăшакан центр тĕревлесен» — сирĕн сăмахсем. ЦЭП вара вĕсене хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетет…

— Тĕрĕсех. Мĕншĕн тесен эпир вăл е ку çĕршывра мĕн кирлине, вĕсен уйрăмлăхĕсене, çынсен менталитетне пĕлетпĕр. «Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест», — теççĕ вĕт. Европăпа танлаштарсан Хĕвел тухăçĕнче те тĕл пулса паллашман çынпа ĕçлесшĕн мар. Араб тĕнчин — хăйĕн менталитечĕ, Китайăн… Çавăнпа вĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ чухне эпир предпринимательсем валли йĕркелекен выставкăсем, бизнес-миссисем, реверс бизнес-миссисем пысăк усă кÿреççĕ. Клиент шухăшне тĕпе хурасси — пирĕн ĕçри тĕп принцип. Эпир ăна мĕн пăшăрхантарнине, унăн продукцине пĕлетпĕр, пирĕн мĕнле пулăшу ăна чикĕ леш енчи рынока тухма е экспорта пысăклатма май парассине ăнланатпăр. Пирĕн

тивĕçлĕ компетенцисем пур.

Мĕн пур клиент — пирĕнпе яланхи çыхăнура. Телеграмра чат йĕркелерĕмĕр — кирек хăш вăхăтра ыйтупа тухма пултараççĕ. Халĕ çак пĕрлĕх канашсем ыйтмалли чат кăна мар ĕнтĕ, унăн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Предпринимательсем унта хăйсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пуçларĕç. Пĕри вăл е ку çĕршывпа ĕçлемелли майсемпе кăсăкланать, тепри хăйĕн опычĕпе паллаштарать: «эпĕ унта тиев ăсатнă — пĕтĕмпех йĕркеллĕ» е «çак банкпа ĕçлĕр — чикĕ урлă укçа куçарасси чăрмавсăр».

Клиент шухăшне мала хумаллине асра тытсах «перекетлĕ производство» технологийĕсене, «Росатом» пуçарнăскерсене, ĕçе кĕртес терĕмĕр. Чăннипе, малтан эпĕ кун пирки иккĕленнĕччĕ, анчах вăхăт иртнĕ май çак технологисен уссине курса ĕнентĕм çеç мар, РАНХиГСра «Цифра экономики. Цифра трансформацийĕ» специальноçпа вĕренÿре те пултăм. Хамăр патра цифра технологийĕсен, «перекетлĕ производство» элеменчĕсене ĕçе кĕртсе предпринимателе хамăрăн пулăшупа тивĕçтермелли вăхăта 2,5 хут чакартăмăр. Урăхла каласан, унччен 15,5 кун пулнă, халĕ вара çын пирĕн пата «ыйтмалли пурччĕ…» тесе кĕнĕ самантран тытăнса ăна хамăрăн пулăшупа тивĕçтериччен 6 кун ытларах кăна иртет.

Ăнăçу историйĕсем кăмăла çĕклеççĕ

— Предприниматель сирĕн пата мар, эсир унăн продукцине экспорта кăларма май пуррине курса ун патне каятăр-и?

— Унашкалли час-часах пулать. Вырăна тухса ирттерекен мероприятисем те йăлара. Республикăн бизнес-инкубаторĕпе районсенче те пулатпăр. Унччен Предприниматель кунĕсемччĕ, халĕ — «Пĕр тан калаçу». Предпринимательсене пухатпăр, хамăрăн пулăшу ĕçĕсемпе паллаштаратпăр, экспорта тухмалли майсене кăтартатпăр. Пирĕн тÿлевсĕр семинарсем те пур — кăмăл пуррисене пурне те чĕнетпĕр.ЦЭП ют çĕршывсемпе çыхăну йĕркеленисене кăна мар, хальлĕхе экспорт çинчен ĕмĕтленекенсене те пулăшать.

Хамăрăн клиентсен ăнăçăвĕсемшĕн чунтан савăнатпăр. Акă, Шупашкарти «Орвуд» пĕрлĕх Казахстана кухня фасачĕсемпе корпусĕсене ăсатать. Унта ĕçтеш тупма пирĕн Центр пулăшрĕ. «Орвуда» Пĕтĕм тĕнчери сĕтел-пукан выставки валли питĕ илемлĕ уйрăм стенд тума пулăшрăмăр. Куравра Казахстан компанийĕпе пысăк контракт тунă. Халĕ предприниматель хăйĕн таварне Беларуçе те ăсатма пуçласшăн.

Эпир пулăшнипе Пĕтĕм тĕнчери «Строительство» выставкăна хутшăнни, Бакури бизнес-мисси, ют çĕршывра клиент шырани тата Нигерире хурçă алăксем кирлине тĕпчени «БКР» компание çав çĕршыври клиентпа экспорт контракчĕ тума май пачĕ. ЦЭП çавăн пекех Шупашкарти «Фросто» компанин, кухня оборудованийĕ туса кăлараканскерĕн, представителĕсем Мускаври тата Миланри тĕнче шайĕнчи куравсене кайса килчĕç — çул укçин пĕр пайне Центр саплаштарчĕ. Çав выставкăсене хутшăнса «Фросто» Сербири, Казахстанри тата Таджикистанри компанисемпе виçĕ экспорт контракчĕ тунă. Çакăн пек тĕслĕх — пайтах.

Николай КОНОВАЛОВ

«Экспорта тухма çăмăл — ЦЭП пулăшсан», — ĕнентерет Григорий Данилов.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.