Çамрăксен хаçачĕ 50 (6449) № 22.12.2022
«Çĕнĕ çул асамлăхне кĕтме пăрахман-ха эпĕ»
Çĕнĕ Çул — чи хитре уяв, Хĕл Мучи чи ырă асатте уншăн. Вăтăр урлă каÇнă пулин те Çĕр Çинче асамлăх пуррине ĕненме пăрахмасть. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Светлана Лукиянова Юр пике рольне кунта ĕÇлеме тытăннăранпах вылять.
Хаçатран пуçланнă туртăм
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çуралнă Светланăшăн «Тантăш» хаçат чи çывăх тусĕ вырăнĕнчех пулнă. Ăна почтальон ещĕке хурса хăварасса куç пек кĕтнĕ. Вăтам классенче пĕлÿ пухнă чухне хăй те сăвăсем çырса ярса панă — хушаматне хаçатра курсан мĕнешкел хавхаланнă! — 7-мĕш класра «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» конкурсра мала тухрăм. Ун чухне темиçе ачана Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне экзаменсăрах вĕренме илессине пĕлтерчĕç. Яла таврăнтăм та килтисене çак хыпара çитертĕм. Хам тĕллĕн татса памалли ыйту мар-çке: савăнма та, шухăша кайма та пĕлмен-тĕр эпĕ. Аттепе анне вара маншăн, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕшĕн, хытах пăшăрханчĕç. Шăмăршăран тăван яла, Кивĕ Чукала, çитме тепĕр 30 çухрăма яхăн каймалла. Çавăн пек инçете, Шупашкара, çемьери пĕртен-пĕр ачана кăларса ярас килмен паллах. Асанне те, кукамай та хирĕç пулчĕç. Çу кунĕсем иртсех пычĕç. Лицея вĕренме каяс тăк документсем памалла. Анне аттене: «Хăйĕн кăмăлĕ пур тăк чарар мар, кайран çулне пÿлнĕшĕн ÿпкелĕ тата. Ытлах хăнăхаймасан кайса илĕпĕр», — тенĕ. Вĕренме пуçласан Георгий Краснов çыравçă ман пирки: «Шăмăршă тăрăхĕнчен пĕрремĕш чĕкеç пултăн», — тенĕччĕ. Малтанах килшĕн çав тери тунсăхлаттăм. Анчах пăрахса килсен ялти тантăшсен умĕнче ачаш ача пек курăнассине чухлаттăм. Çур çултан хăнăхрăм. Чăваш наци лицейĕнче иртнĕ çулсем пурнăçăмри чи савăк тапхăр пек çырăнса юлчĕç. Пĕрле вĕреннисемпе паян та хутшăнатпăр, — Светлана Лукиянова хăйĕн шăпине витĕм кÿнĕ шкула ăшшăн аса илчĕ. 8-мĕш класранпа хулара вĕренсе Светлана Захарова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхнă. Аттестат илсен малалла хăш çулпа каймаллине ашшĕ-амăшĕпе сÿтсе явмасăрах тĕрлĕ аслă шкула заявлени панă. Истори, журналистика, юриспруденци… Вĕсемсĕр пуçне ăна Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн актер уйрăмĕ илĕртнĕ. Унта вара пултарулăх турĕсем витĕр те тухмалла. — Пĕрремĕш кунхине нумай кĕтрĕм. Каçчен лартăм — черет çитмерĕ. Пултаруллă çамрăк йышлăн пынă. Чылайăшĕ кунта килме тĕллевлĕн хатĕрленни курăнчĕ. Эпĕ вара шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне урăх ниме те хатĕрленмен. Лицейра, чăн та, театр кружокне çÿреттĕм. Иккĕмĕш кунхине журналистика факультетĕнче экзамен тытрăм. Аванах иртрĕ. Кăнтăрла хыççăн пулас актерсен тĕрĕслев тапхăрĕсене хутшăннă пĕлĕш шăнкăравларĕ. Хăй унтах ларать иккен, мана та чĕнчĕ. Ĕлкĕртĕм. Мана вĕренме илессине пĕлтерчĕç. Çапла актер çулне суйлани хамшăн та кĕтменлĕх, анчах ырă кĕтменлĕх, пулчĕ. Ытти çĕре те кĕме пултарăттăм. Института вĕренме кĕрсен пилĕк çул ниçта тухмасăр тенĕ пек пурăнтăмăр. Иртен пуçласа каçчен ĕçлĕччĕ эпир, — аса илчĕ студент çулĕсене Светлана. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ çурта кĕнĕ
Фадеевсем пушара пула пĕр кунра икĕ пÿртсĕр юлнă
Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Мăнçут ялĕнче пурăнакан Фадеевсен çемйине инкек килнĕ: тÿрех икĕ çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Ял-йыш, тăванпĕтенĕ пулăшнипе вĕсем çав вырăнта çĕнĕ пÿрт никĕсне янă. Нумаях пулмасть вара Фадеевсем унта пурăнма куçнă.
Ашшĕ пекех боксер, десантник
Валерьянпа Эмилия Фадеевсем çемье çавăрнăранпах ялта пурăнаççĕ. «Шупашкарта вĕреннĕ, унта ĕçленĕ пулсан та хула чуна çывăх пулмарĕ. Эпĕ çемьере пĕччен ÿснĕ. Яла таврăнтăм, ĕç тупрăм. Часах пĕр шкулта вĕреннĕ Валерьянпа çывăх калаçма тытăнтăм. Вăл салтакран таврăннă кăначчĕ, Чечняри хирĕç тăрăвăн пĕрремĕш кампанине хутшăннă. Эпир пĕр ялтанах. Çырма урлă кăна каçса качча килтĕм /кулать. — Авт./ Эпир икĕ çул ытларах хĕрпе каччăлла çÿренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Кăçал çемье çавăрнăранпа 24 çул çитрĕ», — аса илчĕ кил ăшшин управçи Эмилия Юрьевна. Çамрăксем уйрăм кĕтес пирки ĕмĕтленсе Валерьян Вячеславовичăн аслашшĕн пилĕк çул хупă ларнă йывăç çуртне çĕнетнĕ те унта пурăнма тытăннă. Малтанах унта пĕтĕм тăванне, тус-пĕлĕшне пухса туй кĕрлеттернĕ. Кил хуçи, салтака кайичченех водитель профессине алла илнĕскер, районти санэпидемстанцире шоферта ĕçлеме тытăннă. Эмилия Юрьевна вара шкулта повар пулса ачасене тутлă апатпа сăйланă. Кайран вăл хăйĕн пурнăçне çемьене халалланă: ачисене ÿстерсе тĕрĕс воспитани пама, çĕршыва юрăхлă çын пулма вĕрентнĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем пулса ÿснĕ. Чи малтанах Фадеевсен ачисем ашшĕамăшĕ пекех спорта юратнине палăртмалла. Хăй вăхăтĕнче Валерьян Вячеславович бокспа кăсăкланнă, шкулта вĕреннĕ вăхăтра футбол командинче вылянă. Эмилия Юрьевна 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра «Цивилянка» футбол командипе пĕрле Украинăна çити выляма кайнă. Унта спортсменсем тĕрлĕ çĕртен пухăннă, Китайран та килнĕ. Фадеевсен аслă ывăлĕ Никита та шкулта вĕреннĕ вăхăтра футболпа кăсăкланнă, карате секцине çÿренĕ. Вăл ачаранпах техникăна юратать. Арçын ача ашшĕпе пĕрле машина юсаса çитĕннĕ. Велосипедсене те çăмăллăнах сÿтсе пуçтарнă. Амăшĕ аса илнĕ тăрăх, ун патне ялĕпех мĕн те пулин юсаттарма пынă. Каччă профессине те техникăпа çыхăннине суйланă. Халĕ вăл ĕçлет, техника енĕпе ăмăртусене те хутшăнать. Маларах техникумра вĕреннĕскер салтака кайса килнĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Святослав ашшĕ пекех боксер та, десантник та. Вăл шкул çулĕсенче бокс енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Чи тĕлĕнмелли: йĕкĕт ашшĕ службăра тăнă дивизие лекнĕ. Контракт çырса çар тивĕçĕсене пурнăçланă Святослав кăçал Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă. Вăл çапăçу хирне пĕрремĕш кунах лекнĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Сахал йышлă халăхсене пулăшасшăн
Вĕсем чăвашлăхшăн, ăна упраса хăварассишĕн чунне пама хатĕр. Чăваш наци конгресĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Хастар» пĕрлешÿ хăйĕн тавра шăпах çавнашкал яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пухнă.
Паянхи кун унта — тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен çамрăксем, студентсем, пурĕ 30-а яхăн çын. Çĕнелнĕ йыша «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕ тата юрăç Елена Порфирьева ертсе пырать. Кăçал «Хастарсем» сахал мар пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Çулталăк пуçламăшĕнче вĕсем Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Сĕнтĕр ялĕнче Çамрăксен форумне ирттернĕ. Унта Чăваш Енри кăна мар, Пушкăрт Республикинчи, Чĕмпĕр, Оренбург, Самара, Пенза облаçĕсенчи тата Санкт-Петербургри яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пуçтарăннă. Çамрăксем валли «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Анастасия Сидорова «Чăваш арчи» проектпа паллаштарнă. Сергей Петров юрăçпа Георгий Смирнов купăсçă çамрăксене вокал вăрттăнлăхĕсене уçнă. «Хастарсем» Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнине шута илсе кашни уйăхра тенĕ пек конференцисемпе конкурссем ирттернĕ. Сăмахран, нарăс уйăхĕнче Петĕр Хусанкай 115 çул тултарнине халалланă регионсен хушшинчи сăвă конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта тĕрлĕ тăрăхри чăваш ачисемпе çамрăкĕсенчен 300 ытла видео килнĕ. Вĕсем чăвашсен мухтавлă ывăлĕ çырнă сăвăсене вуланă. Çĕртме уйăхĕнче, Çамрăксен кунĕ умĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ачасемпе çамрăксем хăйсен тăрăхĕнчи ентешĕсем пирки çырнă ĕçĕсене хÿтĕленĕ. Ку мероприятие те «Хастар» пĕрлешÿ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вара «Хастарсем» тĕп хулари Çĕнтерÿ паркĕнче вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулнă. 99 çулти Анна Ивановăпа тата 97-ри Агриппина Яновичпа, Нил Морозовпа пĕрле «День Победы» юрра чăвашла шăрантарса видео ÿкернĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Юрла, Олеся, юрла…»
Çак сăмахсемпе Олеся Яковлевăна Украинăри ятарлă çар операцинче паттăрла пуç хунă шăллĕ Денис тĕлĕке килсе хавхалантарнă. Вăрнар районĕнчи Пăва ялĕнче кун çути курнă çамрăк юрăçпа юрату, паттăрлăх, тăванлăх, телей çинчен чуна уçса калаçрăмăр.
Хурлăхра çуралнă юрă
— Кашни юрăçăн шалти туйăмĕсене, шухăшлавне сăнлакан юрă пур. Олеся, юлашки вăхăтра санăн «Манăçми салтаксем» юрă халăхра анлă сарăлчĕ. Унăн историйĕпе паллаштарсам. — Вăл шăллăм Денис Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хурсан çуралчĕ. Анне пĕррехинче çапла каларĕ: «Денис ячĕпе юрă хайламалла». Юрий Кашкăр патне шăнкăравласа чунри туйăмсене уçрăм. Вăл «Тен, ыран килет» сăвă çырса пачĕ. Кăштахран Типшĕм Сашук та манăн хуйха ăнланса «Эп пулмасан кам?» юрă хайларĕ. «Эпĕ пулмасан юлташсене кам пулăшать?» — тетчĕ Денис. Кайран Юрий Кашкăр юррăн тепĕр сыпăкне ярса пачĕ. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕччĕ. Ирхине чей ĕçетпĕр. Сăвва вулама пуçларăм: «Каш-кашларĕ, ах, хура вăрман, вăрманçăсем пуртă кăларсан…» Малтан ăнланмарăм. Анне вара пĕрре вуласанах йĕме пуçларĕ. Лăплансан: «Тарăн шухăшлă, ку сăвăпа юрă тăватпăрах», — терĕ. Юрий Кашкăр унпа малалла ĕçлерĕ. Аранжировкине Александр Павлов турĕ. Денисăн 40 кунĕ иртсен Константин Рязановăн студийĕнче юрра çыртартăм. Пытармастăп: ăна юрлама питĕ йывăр пулчĕ. Аран-аран, чуна хытарса шăрантартăм. Унтан интернета кăлартăм. Малтан тăвансем çеç итлетчĕç. Кайран кашни кĕтесре янăрама тытăнчĕ. «Концерт хăçан лартатăр?» — тесе ыйтма пуçларĕç. Эпĕ Мускавра пурăнатăп. «Чăваш Енре концерт мĕнле йĕркелемелле-ши?» — тесе шутлама пуçларăм. Мĕнпе пулăшма пулать-ши пирĕн салтаксене тесе мăшăрпа та калаçрăм. «Атăл» батальонри чăваш каччисем йывăр самантра шăнкăравласа чуна лăплантарчĕç. Вĕсем ман шăллăмпа юнашар çапăçнă. Ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркелес терĕм. Ытти юрăç та унта хутшăнма кăмăл турĕ. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Фабрикăран — тÿрех лавккана
«Шупашкарти алăксен фабрики плюс» туса кăларакан алăксене Калининградран пуçласа Владивосток таранах пĕлеççĕ. Вĕсем дилерсем урлă кăна ĕçлеççĕ пулин те лайăх та пахалăхлă алăк шыракан клиентсене яланах пулăшма хатĕр: хăйсен продукцине ăçта тата мĕнле майпа туянма май пуррине тĕплĕн ăнлантарĕç
Санкцисем хăрушă мар
Фабрикăшăн санкцисем пĕрре те хăрушă мар. «Политика ларутăрăвĕ пирĕн ĕçе витĕм кÿмест. Раççейре йывăç нумай, ПВХ пленкăна вара Китайран кÿрсе килетпĕр», — палăртрĕ фабрика директорĕ Ринат Фархаев. Вĕсен продукцине çуртсемпе хваттерсенче те, офиссемпе социаллă об±ектсенче те курма пулать. «Шупашкар-Арена» пăр керменне хута янă, Чăваш патшалăх филармонине реконструкци тунă чухне çак фабрика туса кăларнă алăксемпе усă курнă. Анат Камăри кадет училищинче те — вĕсен алăкĕсем. Фабрика продукцийĕ Атăлçи тăрăхĕнче те питĕ лайăх сутăнать. Кунсăр пуçне вĕсем алăксене Таджикистана, Узбекистана, Беларуçе ăсатаççĕ.
Хак = пахалăх
Фабрика çакна тĕпе хурса ĕçлет. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсен — вăтам хак. Фабрикăра профессионал кадрсем ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. «Паллах, йÿнĕ те пахалăхсăр алăксем те кăларма пулать. Анчах кун пек чухне эпир клиентсен шанчăкĕнчен тухатпăр. «Пахалăх» çулĕпе утнине, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине нимĕн те çитмест. Хакĕпе пахалăхĕ шайлашса тăни пире те аталанма май парать. Халĕ йÿнĕ тавар сутакан сахал мар. Анчах клиентсем йăлтах пĕлмеççĕ вĕт-ха. Калăпăр, вĕсем 5 пин тенкĕ тăракан алăк туянаççĕ, ăна лартса панăшăн 3-4 пин тенкĕ /йÿнĕ алăк хакĕ пекех ĕнтĕ/ тÿлеççĕ. Çур çултан е çулталăкран алăк хĕрри япăхланма тытăнать. Вырăссем калашле, хыт кукар икĕ хутчен тÿлет. Алăк нумай-нумай çул лартăр тесен ăна туяниччен лайăх шутламалла, паха енĕсене тишкермелле. Эпĕ тунă йăнăша тумалла мар. Хăй вăхăтĕнче хваттере йÿнĕ алăксем илсе лартнăччĕ. Кăшт вăхăт иртсен вĕсен хĕрри япăхланма тытăнчĕ. Кун хыççăн тин «куç уçăлчĕ». Питĕ хаклă алăк лартмалла теместĕп. Анчах йÿннине туяниччен çĕр хутчен шухăшламалла», — каласа кăтартрĕ директорăн заместителĕ Дмитрий Зотин. «Шупашкарти алăксен фабрики плюс» клиентсемшĕн питех хаклă мар, анчах пахалăхлă, чылай çул япăхман алăксем туса кăларать. Вăтамран пĕр комплект 12 пин тенкĕ тăрать. Кун пеккисене хваттерте е çуртра лартнăшăн ÿкĕнмелле пулмĕ. Гаранти пур: 3 çултан пуçласа 7 çул таран. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Упăшкапа 15 çул пурăнса куртăм, хунямапа — 40»
Елисса аппа 35 çулта упăшкинчен ултă ачапа юлса пурне те ура çине тăратма пултарнă. Вăл 1936 çулта Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă. 87-е çывхарса пырать пулин те Елизавета Замкова нушаллă иртнĕ кун-çулне йăлтах астăвать, ĕç-пуç хăш çулта кăна мар, мĕнле уйăхра пулнине те тĕп-тĕрĕс калать.
Вăрласа кĕнĕ
Елисса аппана тахçантанпах паллатăп. Ял çинче ырă ятлăскер ку таранччен никама та усал туса мар, сунса та курман пуль. «Йывăрлăхне нумай куртăм. Аттене вăрçа илсе кайнине астумастăп. Анчах вилнĕ хучĕ килнине нихăçан та манмăп. Анне ĕне суса ларатчĕ. Почтальон хут татăкне тыттарсан çавăнтах тÿнсе кайрĕ. Атте 1902 çулта çуралнă, вăрçă пуçлансан малтанхи кунĕсенчех фронта кайнă. Аслă тетене те, 1924 çулта çуралнă Миккуле, вăрçа илсе кайрĕç. Килте виçĕ тете тата эпĕ, чи кĕçĕнни, тăрса юлтăмăр. Ваççа тетене кайран ФЗОна илсе кайрĕç. Аслă тете вăрçăран аманса таврăнчĕ. Атте килеймерĕ. Вăл 1941 çулта Мускава хÿтĕленĕ чухне пуç хунă. Вăрçă вăхăтĕнче çăмăл пулман. Эпĕ çеç çав пурнăçа чăтнă теместĕп. Вăрçă нуши кашни килех кĕнĕ. Тăхăнмалли çукчĕ. Ураран çăпата кайман. Ан йĕпентĕр тесе тĕпне такан çапса паратчĕç. Пурпĕрех час çĕтĕлетчĕ. Вăрçă пуçланнă çул пĕрремĕш класа кайрăм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра учительсемпе пĕрле пучах пуçтарма та, кĕлте йăтма та каяттăмăр. Кăштах ÿссен вырмана илсе кайма пуçларĕç. Кĕркунне молотилкăпа тырă çапаттăмăр. Çак ĕç питĕ йывăрччĕ. Пĕр канмасăр ĕçлемеллеччĕ. Сывлăш тухми пулатчĕ. Çамрăксем кăна мар, аслисем те чăтаймастчĕç. Кăшт канса илме тесе молотилкăна нумайрах кĕлте яраттăмăрччĕ те, лешĕ чăхăмлатчĕ. Çав хушăра пăртак сывлăш çавăрса яраттăмăр. Йывăрпа пулсан та çичĕ класс пĕтертĕм. Вăрçă хыççăн та пурнăç йывăрччĕ. Елчĕк районĕнчи Шăмалака колхоз валли чул кăларма илсе кайрĕç. Унта виçĕ çул ĕçлерĕм. Çын патĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Ялтан çăнăх илсе килсе паратчĕç, унран çăкăр, çăнăх шÿрпи пĕçереттĕмĕр. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...