Хыпар 144 (28023) № 20.12.2022
Министр юнкорсене пресс-тура йыхравларĕ
«Мăнукăм айван пулать-ши – манран нимĕн те ыйтмасть», — кулянать тет пĕр ачан асламăшĕ. Нумай пĕлме тăрăшакан ачан тавра курăмĕ анлă пулнине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Нимĕнпе те кăсăкланмасан вара мĕнле аталану пултăр? «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Тантăш» хаçата çыракан ачасем пач айван мар. Вĕсем темĕн те пĕлесшĕн çуннине, республикăмăр малашлăхĕ çинчен те шухăшланине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Иртнĕ эрнекун Издательство çуртĕнче «Юнкорăн ыйту пур» пресс-конференци пулчĕ. Çамрăк корреспондентсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе — ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тĕл пулчĕç.
Тÿрех палăртмалла: ачасемшĕн ку çĕнĕлĕх мар. Кăçалхи ака уйăхĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче «Тантăш» хаçатăн хастар авторĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнăччĕ. Проект çавăн чухне пуçласа хута кайрĕ. Çакнашкал тĕлпулусем татах пулассине ун чухнех асăрхаттарнăччĕ. Акă кĕтнĕ самант çитрĕ те. Пресс-конференци тетпĕр пулин те мероприяти ирĕклĕ, кăмăллă иртрĕ. Сергей Артамонов пурне те сывлăх суннипех çырлахмарĕ, кашнин патне пырса алă пачĕ. Çакă та шкул ачисене хăйсене хăнăхнă вырăнти пек туйма, хумханăва сирме пулăшрĕ пулĕ. «Эпĕ кунта хам хумханса кайрăм, ку таранччен пĕр харăсах 20 корреспондента интервью пама тивменччĕ-ха», — шÿтлерĕ министр. Чăнах та, хастар юнкорсем пĕтĕмпех пĕлесшĕн: ачалăхран пуçласа паянхи кунчченех. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕ мĕнле аталанни те, ытти самант та кăсăклантарать вĕсене. Акă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Евгения Никифорова кăçалхи тыр-пул тухăçĕ мĕнрен килнине пĕлесшĕн пулчĕ. Сергей Геннадьевич ыйтăва май пур таран çăмăлрах ăнлантарма тăрăшрĕ. Вăл ĕлĕкрех хуçалăхсен çĕр сахал пулнине, халĕ вĕсем самаях ÿснине палăртрĕ. Ку вара ытларах тыр-пул туса илме май парать. Унсăр пуçне çĕр ĕçĕнче тăрăшакан специалистсем хăйсен пĕлĕвне анлăлатсах пыраççĕ, çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. «Малтан мĕнле калатчĕç? Çумăр тата аслати пулсан агроном кирлĕ мар. Анчах халĕ пур çĕрте те специалист кирлĕ. Сăмахран, тырă пĕрчине пĕр сантиметр та пулин тарăнрах аксан пĕр гектартан 10 центнер çухататăн», — ăнлантарчĕ вăл ачасене. Эппин, шăпах çакнашкал кăткăслăха пĕлни тыр-пула ăнăçлă туса илме май парать те. Ялта ÿсекен ача пахча ĕçĕнчен пăрăнманни каламасăрах паллă. Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕренекен Зот Степанов вара килĕнче экзотика çимĕçĕсем ÿстерет. «Паллах, вĕсене кунта ăшă çитеймест. Чăваш Республикинче мĕнле пахча çимĕçрен, культурăран тухăç ытларах илме пулать-ши?» — ыйтрĕ вăл Сергей Геннадьевичран. «Кашни культурăна ÿссе çитме çителĕклĕ чухлĕ ăшă кирлĕ. Пирĕн патра хăш чухне кăшт çутă тата ăшă çитеймест. Тырă туса илме пĕтĕмĕшле температура 1700 пулмалла, куккурус туса илме — 2500, персик, авокадо валли – 3 пине яхăн. Çавăнпа вĕсем пирĕн патра пур чухне те пиçсе çитеймеççĕ. Эсир кăçал арпус акатăр та вăл лайăх тухăçпа савăнтарĕ — пахчара ăшă пулсан. Тепĕр çул акатăр — пулса çитеймест. Ку çутăпа ăшă çитменнипе çыхăннă. Çавăнпа пирĕн çĕршыври кашни республикăн хăй çеç ÿстерекен сорчĕсем пур. Тĕш тыррăн та пур сорчĕ пулаймасть кунта. Эпир çиччĕмĕш ушкăна кĕретпĕр. Пирĕн патра мĕнле сортсем ÿснине ятарлă кĕнекере вуласа пĕлме пулать», — терĕ министр. Кăçалхи юпа уйăхĕнче «Ялта чи лайăххисем» форум пĕрремĕш хут иртнĕччĕ. Вăл ачасене килĕшни куçкĕрет. Шупашкарти 10- мĕш шкулта вĕренекен Ульяна Малова шăпах ун пирки сăмах хускатрĕ. «Çакнашкал мероприятисем малашне те пулĕç-ши?» — кăсăкланчĕ вăл. Çитес çул Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнине аса илтерме те манмарĕ. «Форум кашни çулах иртĕ, — шантарчĕ Сергей Геннадьевич. — Эсир хапăлласа йышăнсан тата вăл çамрăксене кирлине пĕлсен ăна, паллах, малашне те йĕркелĕпĕр. Çак çултан пуçласа кашни ача садĕнче агролаборатори уçăпăр». Сергей Артамонов шухăшĕпе, çĕр ĕçне ачасене шкула çÿреме тытăнсан мар, тата маларах хăнăхтармалла. Çавăнпа ку тĕлĕшрен ача сачĕсемпе çине тăрса ĕçлемелле. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Кăсăклă япаласем шухăшласа кăлараççĕ
Чăваш патшалăх аграри университечĕн ĕçченĕ Вадим Никитин купăста пуçтаракан пĕчĕк комбайн шухăшласа тупнă. Килти гаражĕнче пуçтарнă комбайн епле ĕçленине Чăваш, Мари республикисенчи, Челябинск, Ульяновск облаçĕсенчи хуçалăхсенче тĕрĕслесе пăхнă.
Транспорт-технологи машинисемпе комплексĕсен кафедрин ассистенчĕ каланă тăрăх, ку комбайн кĕркунне çимĕçе хăвăрт пуçтарса кĕртме май парать. Тĕпчевçĕ çĕнĕ техника çинчен статьясем çырнă, монографи кăларнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче çамрăк ученăйсен ĕçĕсемпе паллашнă май вĕсен тĕпчевĕсем кăсăклă пулнине палăртрĕ. «Чăваш Енре наукăпа кăсăкланакан çамрăк чылай пулни савăнтарать. Сирĕн шухăшсемпе тĕпчевсем уйрăм технологисене çаврăнасса, вĕсем производствăра, тĕрлĕ отрасльте усă курма юрăхлă пуласса шанас килет. Хальхи саманара çĕнĕ япаласем питĕ кирлĕ. Пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе санкцисем йышăнни ăслăлăхпа технологисене аталанма пулăшрĕ. Паянхи кун электротехника, машиностроени, аграри, хими отраслĕсенче çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ», — терĕ регион ертÿçи. Олег Алексеевич республикăра наука волонтерĕсен юхăмне аталантармалли майсем туса парассине пĕлтерчĕ. Чăваш Енри çамрăк ученăйсемпе специалистсен канашĕн ертÿçи Галина Александрова каланă тăрăх, волонтерсен йышне студентсемсĕр пуçне 97 шкулăн вĕренекенĕсем кĕрĕç. «Вĕсене наука тĕпчевĕсем валли материалсем пуçтарма явăçтарăпăр. Ку ĕç яшсемпе хĕрсене ăслăлăхпа кăсăклантарма, наукăпа çыхăннă профессисен сумне ÿстерме пулăшĕ», — терĕ Галина Александровна. Çак пуçару Раççейри наукăпа технологисен вунă çуллăхĕпе çыхăннă. Вунă çуллăхра пурнăçламалли мероприятисен планне пирĕн республикăра та çирĕплетнĕ. Чăваш Енре, вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, наука енĕпе 32 организаци ĕçлет. «Çак ĕçре ăслăлăхпа çыхăннă 40 шкулăн, 30 лабораторин, 5 центрăн тÿпи те пысăк. 548 аспирантпа 7 докторант тĕрлĕ ыйтупа тĕпчев тăваççĕ», — терĕ Дмитрий Анатольевич. Пирĕн республикăра ăслăлăха аталантарас тĕллевпе 28 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал çамрăк ученăйсем 31 проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 125 миллион тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ. Министр çамрăксене ăслăлăх ĕçне явăçтарас тĕллевпе «Шкул ачисем — тĕпчев ĕçĕнче», «Наука лапамĕсем» тата ытти пуçарăва ĕçе кĕртме палăртнă. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре çамрăк ученăйсене пулăшмалли мерăсем çинче те чарăнса тăчĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Хăрушсăрлăх Канашĕ Донбасс халăхне мĕншĕн хÿтĕлемест?
Паянхи кун Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕ (ПНО) тĕнчери халăхсен тăнăçлăхĕпе хăрушсăрлăхне тивĕçтереет-и? Ку тĕллев епле пурнăçланать? Çак тата организацин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтăва ПНОн Нью-Йоркри секретариачĕн Конференцисем йĕркелекен департаменчĕн сотрудникĕ пулнă Виталий АНДРЕЕВ хуравлать.
Тăнăçлăх хавшак — Чи малтанах ентешĕмсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Пĕрлештернĕ Нацисен Организацине йĕркеленĕ куна юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуллен паллă тăваççĕ. 1945 çулта ăна туса хурассишĕн 50 патшалăх сасăланă. 1941 çул умĕн саланнă Наци Лиги хăйĕн тивĕçĕпе активне ПНОна панă. Халăхсем çĕнĕ организаци нацисене вăрçă вутне хыптаракансемпе вирлĕн кĕрешессе шаннă. Унăн пысăк пĕлтерĕшлĕ членĕсем, çав шутра Хăрушсăрлăх Канашĕн яланхи членĕсем (Аслă Британи, Китай, СССР, Америкăри Пĕрлештернĕ Штатсем, Франци), уставăн тĕп нормисене уççăнах шута хуманни XX ĕмĕр вĕçлениччен те пулманччĕ. Тĕнче улшăнчĕ. Варшава килĕшĕвне çирĕплетсе çарпа политика блокне пĕрлешнисем СССР арканнă хыççăн хĕвел анăç Европăри çĕршывсемпе туслашрĕç. Çапла майпа патшалăхсен хĕç-пăшаллă вăйĕсене шайлаштармалли, хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли шанчăклă мехел хавшарĕ. — Çурçĕр Атлантика килĕшĕвĕн организацине — НАТОна — 1999 çулта Варшава килĕшĕвĕн блокĕнче тăнă Венгри, Польша тата Чехи кĕчĕç. Çавăн пекех НАТОна Латвие, Литвана, Эстоние (2004), Албанипе Хорватие (2009), Черногорие (2017), Çурçĕр Македоние (2020) илчĕç. 2021 çул тĕлне вăл вăтăр çĕршыва пĕрлештерчĕ. Унăн альянсне тата Грузи, Украина, Финлянди, Швеци кĕресшĕн. НАТО уставĕпе килĕшÿллĕн вĕсем пурте Раççее хирĕç кар тăма пултараççĕ. — Патшалăхсене пире хирĕçле блока чăмăртассишĕн Америка питĕ тăрăшать. Мĕншĕн? Вăл тата унăн сателличĕсем иртнĕ вăтăр çулта Çĕр чăмăрĕ çинче хуçа пулассишĕн темĕн те турĕç. Аслă вăрçă хыççăн ПНО вĕсене тĕнчере мирлĕ пурнăç тума шаннăччĕ. Халĕ шанăçа тÿрре кăларманни куçкĕрет. Халăхсен тăнăçлăхĕпе хăрушсăрлăхне пайтах ватрĕç. Урăхла каласан, ПНО принципĕсемпе нормисене салатрĕç. Америка ХХI ĕмĕрте тĕнчере пуç пулса тăрассишĕн хăйĕн политикине ПНОра та ниме пăхмасăр пурнăçа кĕртнĕрен тата уставне сĕмсĕррĕн пăснăран организаци халăхсене килĕштерсе пурăнмашкăн май туса пама пăрахрĕ, вĕсен хушшинче хирĕçÿ, хирĕç тăру тухасран асăрхаттарса патшалăхсене тытса тăрайми пулчĕ. Çак шухăша пусăм тусах палăртатăп: халăхсен туслăхне, иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн ПНОн тăнăçлăх тĕллевĕсене нумай чухне Америка аркатрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин: «СССР саланнă хыççăн шăпах штатсем хăйсене ытти патшалăхран çÿллĕрех вырăна лартрĕç, ПНОра тăракан çĕршывсен пĕр танлăхĕн принципне пăсса хăйсем мĕн шухăшласа хунине ытти халăха пĕр пăркаланмасăр йышăнтарма, вĕсене епле пурăнмаллине тата аталанмаллине вĕрентме, хăйсене пăхăнманнисем çине бомба пăрахса аркатма, патшалăхсен влаçĕпе пурнăç йĕркине улăштарма право илчĕç», — тенипе килĕшмесĕр тăма пултараймастăп. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Посылка яма кайнă та…
«2017 çулта шăллăм салтака кайрĕ. Ăна темиçе хутчен те посылкăпа япаласем ярса патăм. Пĕррехинче, почта уйрăмне черетлĕ хут кайсан, операторта ĕçлеме сĕнчĕç те — хирĕçлемерĕм. Пиллĕкмĕш çул операторта тата почтальонра тăрăшатăп», — каласа кăтартрĕ Вăрнар почтамчĕн Йĕпреç районĕнчи Хурамалти почта уйрăмĕнче тăрăшакан Анна Карасева.
Йĕпреç районĕн хĕрĕ хăй вăхăтĕнче Мускавра та ĕçленĕ. Анчах шавлă хула пачах илĕртмен ăна, Анна ялти шăплăхшăн, ытарми çут çанталăкшăн тунсăхланă. Хурамал каччипе çемье çавăрсан хула шăв-шавĕпе пĕр шелсĕр сыв пуллашнă вăл, упăшкин тăван ялне куçса килнĕ. Паян Карасевсем пĕр ача ÿстереççĕ. Операторта тата почтальонра тăрăшакан 31 çулти Анна хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă. Шанса панă тивĕçĕсене лайăх пĕлет вăл. — Операторта ĕçленĕ май посылка, çыру йышăнатпăр, коммуналлă пулăшушăн тÿлевсем илетпĕр. Хальхи вăхăтра çыру çыракан çук тесшĕн-и? Тĕлĕнмелле те, пирĕн тăрăхра пур-ха. Салтаксем патне ăшă салам вĕçтереççĕ, аслă ăрурисем тăванĕсем патне çыру шăрçалаççĕ. Кăнтăрла иртсен хаçат-журнал валеçетĕп. Эпĕ Хурамал ялĕнчи 7 урамра пурăнакансене пичет кăларăмĕсемпе тивĕçтерсе тăратăп. Хĕл кунĕсенче кашни киле çитме тăватă сехете яхăн вăхăт кирлĕ, çулла велосипедпа çула тухатăп та ĕçе хăвăртрах вĕçлетĕп. Нумаях пулмасть хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнмалли вунă кунлăх иртрĕ. Ун пирки ял çыннисене аса илтерсех тăтăмăр. Тĕрĕссипе, пенси укçи валеçнĕ чухне те пичет кăларăмĕсене çырăнтаратпăр. Халĕ пурин те телефон пур, çынсем хăйсемех шăнкăравласа вăл е ку кăларăма илсе тăрасшăн пулнине калаççĕ. Вулакансенчен ытларахăшĕ — пенси çулне çывхаракансем тата тивĕçлĕ канăва тухнисем. Мана çирĕплетсе панă урамсенче пурăнакансем «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Çамрăксен хаçатне» ытларах вулаççĕ. Хам та чи малтан ăна алла илетĕп. Çынсен пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă статьясем кăмăла каяççĕ. «Хыпар» хаçата çырăнакан çемьесем те пур. Вĕсем çак пичет кăларăмне çулсерен илсе тăраççĕ. Вырăсла хаçат-журналпа та кăсăкланаççĕ, сывлăх, дачăри ĕçсем, рецептсем пирки пĕлесшĕн. Çапах пирĕн тăрăхра пурăнакансене чăваш кăларăмĕсем çывăхрах, — пĕлтерчĕ почтальон. Калаçăва почта уйрăмĕн ертÿçи Наталья Тимофеева та хутшăнчĕ. — Кунта 1987 çултанпа вăй хуратăп. Малтан — оператор, кайран ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçларăм. 20-30 çул каяллахипе ăçтан танлашăн? Ун чухне хаçатжурнал почтальон сумкине вырнаçмастчĕ те, почтальонсем хулпуççи урлă сумка çакатчĕç, икĕ алли те пушă марччĕ вĕсен. Халĕ сумкăсене ытларах тавар тултараççĕ. Унсăр пуçне кашни почтальонăн çумра касса аппарачĕ пур. Вĕсем çынсенчен газшăн, электричествăшăн тÿлев илеççĕ. Пирĕн почта уйрăмĕнче пилĕк почтальон вăй хурать. Вĕсем Чăрăшкасси, Хумри Ишек тата Çĕнĕ Выçли ялĕсенче пурăнакансем патне хаçат-журнал çитерессишĕн тăрăшаççĕ. Тавар та сутаççĕ, пенси укçи те валеçеççĕ, — почта ĕçченĕсен тивĕçĕсемпе паллаштарчĕ вăл. — Ялта пурăнакансен йышĕ чакса пырать, çуртсем хупăнаççĕ. Хурамал ялне республикипе пĕлсе тăнă, кунта паллă çын та сахал мар тухнă. 400 киллĕ ялта 315-ĕшĕнче кăна мăрьерен тĕтĕм тухать. Самана улшăнать, интернет анлă сарăлчĕ. Пичет кăларăмĕсемпе ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем кăсăкланаççĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Чун чăнах та ватăлмасть»
Красноармейскинче пурăнакан ĕç ветеранне, 90 çулти Валерьян Григорьева хăйсен тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Мăшăрĕпе Мира Никандровнăпа вĕсем 70 çула яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ. «Епле çавăн пек пулма пĕлнĕ-ха эсир?» — тĕлĕнеççĕ вĕсенчен Трак енсем. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тенешкел Валерьян Григорьевичăн ашшĕпе амăшне те Хĕлеçсем хăй вăхăтĕнче çапла каланă.
104 ÇУЛА ÇИТИЧЧЕН ПУРĂННĂ. Валерьян Григорьев Хĕлеç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Григорий Николаевич тăлăх ача пулнă. Аслашшĕ Николай Павлович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă чухне асламăшĕпе Ксения Сергеевнăпа сĕлĕ вырнă. Ăна çавăн чухне вăрçа кайма повестка панă. Вăл ун чухне 30 çул урлă каçнă çын пулнă. 1915 çулхи раштав уйăхĕнче йывăр аманнă. Сызрань хулине госпитале лекнĕ. Ăна операци тунă. 1915 çул вĕçĕнче Николай Павлович киле таврăннă. Анчах нумай та пурăнайман, вилнĕ. Асламăшĕ тăватă ачапа юлнă. Валерьянăн ашшĕ Григорий 11-те пулнă. Унтан — Павел, Иван, Степанида. Пĕри тепринчен пĕчĕкрех. Асламăшĕ пурне те пăхса ÿстернĕ, çын тунă. Ачисем пурте сывлăхлă пулнă. Сăмах май, аслашшĕн амăшĕ 104 çула çитиччен пурăннă. Валерьянăн амăшĕ Анна Захаровна Анат Кушартан качча килнĕ. Вĕсен малтанхи икĕ ачи çуралсанах вилнĕ. Валерьян Григорьевичăн аппăшĕ Марина 1927 çулта çуралнă. Кивĕ Йĕкĕте качча тухнă. Упăшки Пантелеймон Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аслă лейтенант пулса таврăннă. Ĕмĕрне милицире ĕçлесе ирттернĕ. Марина Григорьевна 90 çула виçĕ уйăх кăна пурăнса çитеймен. Иккĕмĕш аппăшĕ Зоя Красноармейски каччипе çемье çавăрнă. 81 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă. Валерьян Григорьевич хыççăн Петя пулнă. Вăл та çук ĕнтĕ. Салтака вăл Валерьянран маларах кайса килнĕ. Мускавра хĕсметре тăнă. Раççейĕн тĕп хулинче Вăрнар районĕн чăваш хĕрĕпе паллашнă. Унтан çемьеллĕ пулса килнĕ. Шупашкарта ĕçленĕ. Кĕçĕнни Толя И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Шупашкарта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ пилĕк пĕртăванран Валерьян Григорьевич кăна юлнă. ПĔР ЭРНЕ АПАТ ÇИМЕН. Вăрçă пуçланнă чухне Валерьян 8-та пулнă. Ашшĕ колхозра аслă конюхра ĕçленĕ. Фронта шăллĕ Иван маларах кайнă. Мускав патĕнчи çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Григорий Николаевича çапăçу хирне раштавра илсе кайнă. Валерьянăн аппăшĕ Марина ун чухне 7 класс пĕтернĕ. Шкулта «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă вăл. Вăрçă пуçланнипе малалла вĕренме каяйман. Тавçăруллă хĕре колхозра бригадира лартнă. Ашшĕ Çĕрпÿ районĕнче çамрăк салтаксен курсĕнче вĕреннĕ. Вăл колхоз лашисене ывăлне шанса парса хăварнă. 7 класс пĕтериччен арçын ача конюхра ĕçленĕ, çав вăхăтрах вĕреннĕ те. Чÿк уйăхĕнче Красноармейски районне салтаксем килнĕ. 1-мĕш шкулта полк тăнă. Янкас шкулĕнче икĕ батальон вырнаçнă. Çавăнпа ачасене Çĕньял ферминче вĕрентнĕ. Каярахпа Красноармейски тата Янкас шкулĕсенчен салтаксене куçарса кайнă. 1943 çулта ачапчана Янкас шкулĕнче пĕлÿ пама тытăннă. Унта Валерьян 7 класс пĕтернĕ. 8-10-мĕш классенче Красноармейскинче вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене питĕ вĕрентесшĕн пулнă. «Астăватăп-ха: кĕнеке вуланă чухне пÿрт сивĕнсе каятчĕ. Вутă сахалччĕ. Ăна турттарма Вăрнар, Йĕпреç районĕсене çÿренĕ. Ватă пĕр лашапа тата пилĕк вăкăрпа кайнă. Яла виççĕмĕш-тăваттăмĕш кунхине тин çаврăнса çитнĕ», — аса илет халĕ Валерьян Григорьевич. Вăл вĕреннĕ çын пулма тĕллев лартнă. Шкул пĕтерсен Васнар ачипе Хусанти университетăн ветеринари факультетне кĕнĕ. Стипенди иличчен укçа пĕтсе çитнĕ. Пĕр эрне ăша апат яман вĕсем. «Капла пурăнаймастпăр, вилетпĕр кунтах. Атя, Толя, Шупашкара каяр», — тенĕ юлашкинчен Валерьян. Анчах Шупашкарти аслă шкулсенче вĕсене вĕренме илмен. Мĕн тăвăн – каччăсем киле таврăннă. Ашшĕ вăрçă хыççăн каллех аслă конюхра ĕçленĕ. Валерьян Григорьев ялти арçынсемпе пĕрле вăрман касма кайнă, колхозра ĕçсене тума хутшăннă. 1952 çулта пединститутăн вырăс-чăваш факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш шкулĕсенче вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ пулма хатĕрленнĕ вăл. ПĔЧĔК КОМАНДИР ПУЛСА ТĂНĂ. Ун чухне вузра тăватă çул вĕренмелле пулнă. 1955 çулта Европăра йывăрлăхсем пулма тытăннă. Венгрипе пирĕн çĕршыв хушшинче хирĕçÿсем пулкаланă. Юлашки курсра вĕренекен студентсене экзаменсене маларах партарнă та салтака илсе кайнă. Унччен, çапах та, килĕсене кĕрсе тухма вăхăт панă. 1955 çулта, юлашки курсра чухне, Валерьян Григорьев авланнă. Красноармейски районĕнчи Яманак хĕрĕпе Мирăпа вĕсем шкулта аслă классенче пĕрле вĕреннĕ. Мира Никандровна пединститутăн физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Аслă шкула вăл пулас мăшăрĕнчен пĕр çул маларах пĕтернĕ. Шкулта вăрçă хыççăн çамрăксене ташлама хăнăхтарнă. Пĕрехмай Мира патне пыма аван мар тесе шухăшланă Валерьян. Унăн хĕр тусне Таньăна та ташша чĕнкеленĕ. Кайран черет Мира патне те çитнĕ. Шкулта чухне хĕрпе каччă пĕр-пĕрне юратуллă сăмахсем каламан. Лайăх юлташсем пулнă. Шкулти уяв каçĕсемпе мероприятисене пĕрле хутшăннă. Институтра та туслă пулнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Шупашкарти кирпĕч заводĕнче пĕрле ĕçленĕ. Çавăн чухне кăна пĕр-пĕрне кăмăлланине кăштах систеркеленĕ… Валерьян çара кайнă чухне Мира ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ. Салтакра Валерьян Григорьев авиацие лекнĕ. Вĕсен ротине Красноярскри пĕр çул вĕренмелли шкула янă. Валерьян ун чухне парти членĕ пулнă. Ăна Канашрах комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Хĕсметре те, аслă пĕлÿллĕскере, комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шаннă. «Пĕчĕк командир пулса тăнă теме юрать. «Службăра ăçта тăрас килет? Ют çĕршывра-и е союзра-и?» — ыйтнăччĕ манран çулталăк вĕреннĕ хыççăн. Тамбова ячĕç. Унта училище, чаç пурччĕ», — каласа кăтартать Валерьян Григорьевич. Икĕ çул çурă салтакра тăнă хыççăн 1958 çулхи раштав уйăхĕнче тăван килне, Хĕлеçе, çитнĕ вăл. Мăшăрĕ Мира шкултан таврăнса апат пĕçерсе хунă… <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...