Улаха... блогерсене пухнă
«Иртнине манакан халăхăн пуласлăхĕ çук», — тенĕ ĕлĕкрен. Чăвашсем хăйне евĕрлĕ те пуян культурăллă. Йăла-йĕркене, халăх сăмахлăхне, ал ĕçне упрани иртнине асра тытма май парать.
Çакна республикăри блогерсем те ăнланаççĕ. Ахальтен мар Чăваш Енĕн Региона ертсе пыракан центрĕ вĕсене «Ясна» этнокомплексри улаха йыхравларĕ. Блогерсем социаллă сетьсенчи хăйсен страницисенче тăван ен çинчен çырсах тăраççĕ.
Региона ертсе пыракан центр икĕ çула яхăн ĕнтĕ блогерсен пĕрлĕхĕпе килĕштерсе ĕçлет. Унăн ертÿçи Татьяна Немцева палăртнă тăрăх, блогерсен шухăшне шута илеççĕ. Вĕсем çынсене Чăваш Ен мĕнле пурăннине пĕлтереççĕ. Чылайăшĕ халăх йăли-йĕркипе кăсăкланнине паян уйрăмах асăрхатпăр. Тĕлпулăва хутшăннă блогерсем те наци тумне хаваспах тăхăнчĕç. Сурпан, масмак, кĕпе, хушпу, тухья, мăй çыххи — хĕрарăм тумĕн кашни пайĕ хăйне евĕрлĕ. Арçын тумĕ те — кĕпе, шупăр… — илĕртÿллĕ.
Блогерсем 400 çулти Киремет юманне çитсе курчĕç, ун çинчен хывнă халаппа паллашрĕç. Блогерсем йывăç тавра вăйă картине тăчĕç, юрă шăрантарчĕç, ĕмĕчĕсене палăртрĕç. Унтан таврăнсан сĕтел хушшине ларса тутлă апатпа — какай шÿрпипе, пăрçа пăттипе, курăк чейĕпе... — сăйланчĕç.
«Мана йыхравланăшăн питĕ савăнатăп. Чăвашла пĕлместĕп тата кунта çуралман пулсан та çав тери килĕшрĕ. Юман çинчен хывнă халап чĕрене хускатрĕ. Иртсе пынă чухне ахаль юманпа уçланка çеç куратăн. Ун çинчен каланине итлесен вара çак вырăн, уншăн тăрăшнă çынсем çинчен пĕлетĕн, таврара мĕн пуррине урăхларах хаклама тытăнатăн…» — палăртнă Дарья Берестова блогер улахра пулнă хыççăн.
Анжелика ИВАНОВА.