Комментари хушас

15 Раштав, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 49 (6448) № 15.12.2022

Пĕве туса пулă ĕрчетме тытăннă

Каçал ен каччи Георгий Матвеев республикăра ял туризмне аталантарма тăрăшнине ырлать. 22 çулти каччă пĕвере пулă ĕрчетет. Пурăна киле Георгий çемйи туяннă çĕр çинче çăтмах евĕр кану кĕтесĕ çавăрĕ-и тен?

Таса кĕтес шыраса Комсомольски еннелле çула тухакансем федераци трассинчен Дубовка ялĕ еннелле пăрăнса кĕрекен çул çинче «Чĕрĕ пулă» тесе çырнă машина тăнине асăрханă-тăр. Ятарлă пысăк савăтра самай шултра карпсем, хулăн çамкаллă пулăсем /толстолобик/, шурă амурсем ишсе çÿреççĕ. Кальципе тата минераллă япаласемпе пуян пулăран апат хатĕрлеме юратакансем хушăран черет тăрсах илни те пулать. Георгий йăл кулса ăшшăн калаçни те клиентсене илĕртет-тĕр. Сутуçă «тавар» хăш пĕвере, мĕн çисе ÿснине те каласа парать — кун пек чухне çимĕç пахалăхĕнче иккĕленÿ юлмастех. Пулă ĕрчетекен каччă тупăш кÿрекен çак киленÿ патне епле килсе тухнă-ха? Георгий Матвеев Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнать. Анчах хăй Саратов облаçĕнчи Ершово хулинче çуралнă. «Аннен Ольга Анатольевнăн тăван тăрăхĕ вăл, ачалăхĕ Ершово районĕнчи Краснянка ялĕнче иртнĕ. Атте, Александр Николаевич, — кунти чăваш, Каçал тăрăхĕнчи Шурут Нурăс ялĕнчен. Вĕсем пĕрлешсен темиçе çул Саратов облаçĕнче пурăннă. Малтан аппа Виктория, унтан эпĕ çут тĕнчене килнĕ. Эпĕ тăваттăра чухне пирĕн çемье Чăваш Ене куçса килчĕ. Атте-анне çакнашкал шухăш тытни\кунта климат условийĕсем лайăхраххипе, тавралăх экологи тĕлĕшĕнчен тасараххипе çыхăннă. Ершовăра вара завод пулнă, йăлтах — хими… Аттепе анне район центрĕнчен питех инçе мар, илемлĕ кĕтесре вырнаçнă Çĕнĕ Каçалта çурт туяннă. Пирĕн пахчаран 15-20 метртанах вăрман пуçланать. Асаттепе асанне пирĕнтен инçе мар, Комсомольски салинче Çурçĕр поселокĕнче, пурăнаççĕ, — çапла пуçланчĕ калаçу çамрăк предпринимательпе. Паллах, çĕнĕ вырăна хăнăхма, килĕшекен ĕç тупма вăхăт кирлĕ. Ольга Анатольевна, çĕвĕç профессине алла илнĕскер, район центрĕнче пысăках мар ателье уçма май тупнă. Кил хуçи, ăста сварщик, ял хуçалăхĕнче çине тăрса ĕçлеме тĕллев тытнă. Çапла ял çумĕнче çĕр лаптăкĕ туянса тыр-пул, выльăх валли ешĕл курăк çитĕнтерме пуçланă. Пурăна киле Ольга Анатольевна юриста вĕренсе тухнă, халăха кирлĕ специалист пулнине шута илсе уйрăм кантур уçнă. Александр Николаевич хальхи вăхăтра районти пушар хуралĕнче водительте тăрăшать. Матвеевсем куçса килнĕренпех тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ачисем те ялти ĕçсене хăнăхнă. Çĕр лаптăкĕ темиçе гектар таранах, çавăнпа техникăсăр май çук: Александрпа Ольга Матвеевсем комбайнпа МТЗ трактор, тĕрлĕ агрегат туяннă. «Аттепе анне тăрăшнине кура пĕр вăхăт манăн та ял хуçалăх енĕпе аслă пĕлÿ илес, выльăх-чĕрлĕх производствине пуçарас килетчĕ. Ял хуçалăхĕ пĕтсе пырать тенине нихăçан та ĕненес килмен манăн. «Никĕс пурпĕрех юлать, ăна вара кирек хăçан та çĕклеме пулать», — тесе шухăшлаттăм. 13 çулта чухне мана килте пĕчĕк вăкăра пăхма шанса пачĕç. Чăн-чăн вăкăр самăртрăм. Ăна апатлантарнисĕр пуçне витене тасатсах тăмалла-çке. Маншăн ку йывăр ĕç марччĕ. Чĕр чунсене юратнипе çыхăннă пулĕ ку. Кайран аттепе анне виçĕ лаша туянчĕç. Çак пысăк выльăха усрама ансатах мар. Темиçе лаша валли çÿремешкĕн — пысăк лаптăк, хупма çирĕп вите кирлĕ. Аслă классенче инженери, строительство енĕпе кăсăкланма тытăнтăм. Ку енĕпе ялта та, хулара та ĕç тупма пулать. Анчах мана хула нихăçан та питех илĕртмен. Комсомольскинчи 1-мĕш шкултан вĕренсе тухсан Чулхулари архитектурăпа строительство университетне вĕренме кĕтĕм. Кашни эрнере киле килеттĕм. Чунпа эпĕ яланах ялтаччĕ. Пирĕн ял пĕр урамлă, 35-е яхăн кил кăна. 2020 çулта, пандеми пуçлансан, дистанци мелĕпе вĕренме тиврĕ. Чылай тантăш куншăн пăшăрханчĕ, эпĕ вара килтех вĕренме май пулнăшăн питĕ савăнтăм», — каласа кăтартрĕ Георгий. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Татса памалли ыйту, пĕлмелли саккун нумай»

Çакă çамрăк пуçлăха пĕр вырăнта тăма памасть

Çурла уйăхĕнче 21 çул тултарнă вăл. Çĕрпÿ районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр кăçалхи юпа уйăхĕнче яваплă ĕçе пуçăннă. Мария Иванова — Иккĕмĕш Вăрманкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыраканскер.

Техника енне туртăннă

2019 çулта Первомайски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Мария Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренме кĕнĕ. Шутлав программин управленийĕпе ĕçлекен станоксен операторĕн профессине суйланă вăл. — Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах шутлав техники еннелле туртăнаттăм. Физика урокĕсене питĕ килĕштереттĕм. Çак предмета вĕрентекенсем улшăнсах тăни те унран пистермерĕ мана. Колледжра ăс пухнă чухне практика заводра иртрĕ. Унта пысăк детальсемпе ĕçлеме тиврĕ. Çавăнпа ку ĕç хĕрсем валли мар тесе шухăшларăм. Колледжа вĕренме кĕнĕ çулах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илме тытăннă, — каласа кăтартрĕ малаллах туртăнакан хĕр. Вăхăт нумай та иртмен — тăван шкулĕнчи педагогсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ çамрăкскере хисеплесе Мария Александровна тесе чĕнме тытăннă. Пултаруллăскер диплом илсен тăван тăрăхнех таврăннă, шкула ĕçлеме вырнаçнă. Малтанах вăл аслă вожатăйра хăйне тĕрĕсленĕ. Физика урокне вĕрентме сĕнсен хирĕçлемен, педагогра вăй хума тытăннă. — Класс ертсе пыма сĕнчĕç те, малтанах шухăша кайрăм, анчах хирĕçлеме хăяймарăм. Класра ачасем тĕрлĕрен, ашкăнчăккисем те пур. Вĕсене мĕнле итлеттересси хăрататчĕ. Телее, вĕсемпе юлташла хутшăну йĕркелеме май килчĕ. Чылайăшĕ килте уроксене хатĕрленес енĕпе туртăнчĕ, хăйсене лайăхрах тыткалама пуçларĕç. Хулана вĕренме кайсан пĕр хушă психологипе кăсăклантăм. Вĕрентекенĕн хăш ачапа мĕнлерех калаçмаллине чухламалла-çке, çавăнпа ку мана пулăшрĕ. Класра пурте пĕр-пĕринпе туслашчăр, мана шанма юранине туйччăр тесе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеттĕм. Сăмахран, хĕлле ушкăнпа çунашкапа ярăнма тухаттăмăр. Пурăна киле ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче аслисем хăйсен ачисем лайăх енне улшăннăшăн хĕпĕртенине пĕлтерме тытăнчĕç. Ытти вĕрентекен те класс ырă енне улшăннине палăртрĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн чылайăшĕ колледж-техникума вĕренме каясшăн пулчĕ. «Колледжа ĕçлеме куçăр-ха, ывăлăн кураторĕ эсирех пулăр», — тенĕччĕ сыв пуллашу каçĕнче пĕр йĕкĕтĕн амăшĕ, — хăйĕн ĕç опычĕ епле пуçланнине каласа пачĕ Мария. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тĕлĕнтерес тесе… сысна çурине те хĕрхенмен

Пуш, çурла, чÿк уйăхĕсене чăвашсем мĕншĕн çапла ят панă? Чĕлхесĕр янавар мĕн вăл? Эсир хуравĕсене пĕлетĕр-и? «Раççей чăваш пики» конкурса хутшăнакансен вара çак ыйтусене тĕрĕс хуравлама çеç мар, наци апатне пĕçерме те, тăван халăх йăли-йĕркине те пĕлмелле.

Çичĕ регионтан Йăлана кĕнĕ «Раççей чăваш пики» конкурс вырсарникун Шупашкарта иртрĕ. Асăннă тупăшăва çулленех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăваш чиперккисем пухăнаççĕ. Географи хальхинче те анлă пулчĕ: сцена çинче Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Пенза, Тюмень, Чĕмпĕр облаçĕсенчи тата Санкт-Петербург хулинчи пикесем тухрĕç. Ыттисем — Чăваш Республикин тĕрлĕ районĕнчен. «Раççей чăваш пики» ята çĕнсе илессишĕн 21-ĕн тупăшрĕç. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, конкурс урăхларах, кăсăклăрах пулчĕ: йĕркелÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Вăл Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртни те мероприятие хăйне евĕрлĕх кĕртрĕ. Кăçал конкурса йĕркелеме Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвне шаннă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хальччен кунашкал пысăк проектпа ĕçлемен-ха. Çапах «Хастарсем» тĕрлĕ мероприяти ирттерсе курман мар: сăмахран, кăçал пĕрлешÿ çĕнелнĕ йышпа Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче Çамрăксен форумне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ регионти пикесем пĕринчен тепри чипертерех, пултаруллăрах пулнăран хăшĕ çĕнтерессине тÿрех чухлама та çăмăлах мар. Пушкăртстанран çитнĕ Инна Алексеевăна уйрăмах йывăр килчĕ: тупăшусенче унăн сцена çине яланах пĕрремĕш тухма тиврĕ. 20 çулти студентка — Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчен. Вăл шкул çулĕсенчех спортпа туслашнă: волейболла, баскетболла выляма кăмăллать. Юрра-ташша çывăх пулнипе фольклор ушкăнне çÿренĕ. Халĕ Ĕпхÿри пĕр аслă шкулта ăс пухаканскер вĕрентекен пулас ĕмĕтпе пурăнать. Канаш районĕнчи Карăклăри Ксения Кириллова вара — тренер. Спорта юратасси ăна ашшĕ-амăшĕнчен куçнă. Шкул хыççăн вăл Олимп резервĕсен Шупашкарти училищине вĕренме кĕнĕ, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухса «Чи лайăх выпускник» ята тивĕçнĕ. Шупашкар чысне хÿтĕленĕ Кристина Боброва — юрра-ташша ăста. Вăл «Илемпи» ташă ансамбльне çÿрет. 19 çулти чиперкке пултарулăх конкурсĕнче те ура хуçса ташларĕ. Чăн та, пĕри тепринчен ирттерет! <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Пуçĕнчи тăхлан ванчăкĕсемпе 33 çул пурăнать

Пĕр тăрăхра çуралса, тепĕр çĕрте ÿссе, ватлăха пач пĕлмен вырăнта ирттерессе никам та шухăшламастьтĕр. Александр Лазарев та кун пирки нихăçан та шутламан. Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Камчаткăри УстьКамчатск поселокĕнче, çуралнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ мар, кукамăшĕ Екатерина Кукшинева пăхса ÿстернĕ ăна. Екатерина Филипповна çынсемшĕн «тетя Катя» пулнă, Сашăшăн вара — «ба».

«Ба»

Сашăна кукамăшĕ питĕ лайăх пăхнă, çынран çĕтĕк çÿретмен. Вăл мăнукĕшĕн тем тума та хатĕр пулнă. Çавăнпа пĕчĕк Сашăна никам та кÿрентерме хăяйман, тÿрех «ба-а» тесе кăшкăрнă. Екатерина Филипповнăн ачалăхĕ пулман та темелле. Хăй ăçта çуралнине вăл ÿссе çитсен çеç пĕлнĕ. Пĕчĕк чухнех Раççее урлă та пирлĕ хутлама тивнĕ унăн. Ачалăхне тĕлĕкри пек çеç астунă. Куçĕ умне тухнă самантсене Сашăна каласа панă. Вăрçă пуçлансан Екатеринăн ашшĕне фронта илсе кайнă. Текех вĕсем ăна курайман. Унран çыру та килмен. Пĕррехинче вĕсем патне çар тумĕ тăхăннă арçын пырса кĕнĕ, пĕр талăкра япаласене пуçтарса ялтан тухса кайма хушнă. Çавăн пек çемьесем ялта татах пулнă. Пур çĕрте те çуйхашни, макăрни илтĕннĕ. Çынсем каллĕ-маллĕ утнă. Хăшĕ-пĕри çурăмĕ хыçне кутамкка çакса, теприсем япала тиенĕ тăраттайккă туртса правлени çурчĕ патнелле утнă. Унтан пурне те машинăсене лартса чукун çул станцине илсе кайнă. Пуйăса пĕрре те ларса курман Катя малтанах питĕ савăннă. Анчах тавар турттаракан вакунсем хĕвел тухăçнелле кайсан малашне пурнăç пач урăхла пулассине ăнланнă. Ăçта, мĕншĕн илсе кайнине никам та пĕлмен. Пĕр каçхине Катьăн шăллĕ аптăраса ÿкнĕ. Вакун алăкĕсем тул енчен питĕрĕнчĕк пулнă. Кăшкăрсан та, шаккасан та никам та уçман. Пуйăс пĕр станцире чарăннă. Шăллĕ çак вăхăт тĕлне куçне уçаймиех пулнă. Вĕсене тухса кĕме ирĕк панă. Катьăн амăшĕ ывăлне йăтса тухнă. Тен, çакна çеç кĕтнĕ шăллĕ — хĕвел çутине юлашки хут курнăн куçне уçнă та уçă сывлăша юлашки хут çăтам тенĕ евĕр темĕн каласа куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Шăллĕне ют вырăнтах пытарнă. Нумайăшĕ вакунра пырса кунпа çĕр шутне те маннă. Çапла кашни чарăнмассерен кама та пулин пытарма тытăннă. Юлашкинчен пĕр станцире пурне те антарнă. Çынсем шурса, сарăхса кайнă. Вĕсене лавсем çине, машинăсене лартса тĕрлĕ çĕре ăсатнă. Çавăн чухне пĕлнĕ те Катя хăйсем Çĕпĕре лекнине. Мĕншĕн? Мĕнле айăпа кĕнипе? Амăшĕ яланах кун çинчен шарлама юраманнине каланă. Хăй уйăхра пĕрре хутсемпе ял канашне кайса килнĕ. Вĕсем вырăссен çемйинче тарçă вырăнĕнче пурăннă. Хуçи амăшĕпе хĕрне выльăх валли апат пĕçермелли лаçра выртса тăма ирĕк панă. Нÿрĕ, кăвакарма пуçланă пĕренесенчен çан-çурăма сивĕ çапнă. Хĕлле унта выртса тăма та май пулман. Çапах чăтнă амăшĕпе хĕрĕ. Пĕррехинче Екатерина Филипповнăн амăшĕ ял канашне кайсан киле савăнăçлăн пырса кĕнĕ. «Тинех ялтан тухса кайма ирĕк пачĕç. Анчах, шел, çуралнă вырăна таврăнма юрамасть. Пĕрле килнисем пурте кунтан каятпăр теççĕ. Эпир те вĕсенчен юлар мар», — тенĕ амăшĕ. Çапла вĕсем ыттисемпе пĕрле Камчаткăна килнĕ. Амăшĕ куçса килсен нумай пурăнайман, чирлесе вилнĕ. Катя тăр пĕччен юлнă. Пĕррехинче унăн аллине «Камчатская правда» хаçат лекнĕ. Унта вăл хăйсем Крым тутарĕсем пулнине пĕлнĕ. Акă мĕншĕн амăшĕ иккĕшĕ кăна чухне тутарла калаçма тăрăшнă иккен. Анчах мĕншĕн вăрттăн калаçнă? «Хĕрĕм, нумай пĕлме ан тăрăш», — тенĕ ăна ялан амăшĕ. Амăшĕсĕр юлсан Катя качча кайнă, уншăн мăшăрĕ тĕрев пулнă. Анчах унпа вăл нумай пурăнайман. Упăшки тинĕсе пулă тытма кайсан шыва кайса вилнĕ. Ун чухне вĕсен пĕр хĕрача, Алла, пулнă. Екатерина Филипповна пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн ĕмĕрне ирттернĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Çĕнĕ кайăк» килессе 10 çул кĕтнĕ

Шанчăка çухатман Крымзовсен тÿрех виçĕ ача çуралнă

Маринăпа Григорий Крымзовсем 2007 çулта пĕрлешнĕ. Çемьене «çĕнĕ кайăк» килессе 10 çул кĕтнĕ вĕсем. Çак тапхăрта мăшăр пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланассинче нихăçан та иккĕленмен, телейлĕ самант çитессе кĕтнĕ. Чăтăмлă пулнăран, шанчăка çухатманран-тăр Турă Крымзовсене тÿрех виçĕ ача парнеленĕ.

Тĕлĕк «УЗИ варта виçĕреш аталаннине кăтартсан темшĕн пĕрре те тĕлĕнмерĕм. Çие юличчен, пĕр çур çул маларах, тĕлĕк куртăм. УЗИ тума кайрăм пек, тухтăр варта виçĕ арçын ача пулнине каларĕ. Тĕлĕк пирки Григорие те каласа кăтартнăччĕ. Çавăнпах-тăр виçĕреш пирки пĕлни упăшкапа иксĕмĕршĕн кĕтменлĕх пулмарĕ. Питĕ савăнтăмăр. Анчах ачасене палăртнă вăхăтран чылай маларах çуратрăм. Вĕсем 28-мĕш эрнере çутă тĕнче курма васкарĕç. Арçын ачасем пĕ-ĕ-ĕчĕкчĕ: 1 килограмм йывăрăш, 31 сантиметр тăршшĕ. Тÿрех реанимацие илсе кайрĕç. Вĕсене варта кислород çитмен. Юрать-ха, çăмăлланиччен кăшт маларах варти ачасене упраса хăварас тесе больницăна выртнăччĕ. Килтех çуратма пуçланă тăк… Ачасемпе больницăра 3 уйăх выртрăмăр. Иккĕшне, Савелипе Захара, реанимацире нумай тытмарĕç, пĕр-икĕ эрнерен тин çуралнă пепкесен патологи уйрăмне куçарчĕç. Виççĕмĕш ывăлăм Даниил реанимацире пĕр уйăх выртрĕ. Вăл — чи кĕçĕнни. Варта аслисем ăна хĕснĕ. Даниила патологи уйрăмне куçарсан тухтăрсем мана тÿрех асăрхаттарчĕç: унăн диагноз пулас хăрушлăх пур. Мĕншĕн тесен УЗИ кăтартăвĕсем унчченех лайăхах марччĕ, хутаçлă шыçăсем /киста/ пурччĕ. Ача кая юлса аталаннине курсан ашшĕ-амăшĕ тÿрех специалист патне чупать. Вăхăтра тимлесен чир ытла вăйлă аталанасран сыхланма пулать. Пирĕн ыйту вара иккĕленÿллĕччĕ: диагноз пулĕ-и е çук-и? Кашни уйăхрах УЗИ тума каяттăмăр. Хушăран массажа, физиопроцедурăсене çÿреттĕмĕр. Эпир Даниилăн диагнозĕ питех хăрушă пулмасса шантăмăр. Малтанах çине тăрса сиплемелле пулнă. Эпир вара вăл 1 çул тултариччен массажа кварталта пĕр хутчен кăна каяттăмăр. Даниил пиччĕшĕсенчен питĕ вăйлă кая юлса пыни сисĕнместчĕ-ха та. Енчен енне çаврăнатчĕ, кăшт урăхларах пулсан та упаленме пуçларĕ. Даниил 1 çулта чухне кăна çине тăрса сипленме çÿреме пуçларăмăр. Кăштахран диагноз лартрĕç: ДЦП. Больницăна выртрăмăр. Инвалидноç пачĕç», — аса илчĕ виçĕ ача амăшĕ Марина Крымзова. <....

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.