Комментари хушас

13 Раштав, 2022

Хыпар 141 (28020) № 13.12.2022

Пĕрлехи ĕç ырă çимĕç парать

Раштавăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти филармонире Чăваш наци конгресĕн Мăн канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна общество организацийĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнине халалларĕç. Шупашкара тĕрлĕ регионти чăвашсен наци культура автономийĕсен представителĕсем пуçтарăнчĕç.

Пурте алла-аллăн тытăнсан Чи малтан Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев юлашки çулсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. 12 комитет хастарĕсем пуçарнипе çулсерен вун-вун мероприяти иртет. «Чăваш хĕрарăмĕ», «Чăваш ялĕ», çамрăксен, вĕренÿ комитечĕсем уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ. Пархатарлă ĕçре культура комитечĕн тÿпи те пысăк. Вăл «тăван енри халăхсемпе ытти регионти чăвашсемшĕн культура вучахĕ» пулса тăнă. 25 хулапа районта конгресăн уйрăмĕсем йĕркеленĕ. Муркаш, Çĕнĕ Шупашкар, Красноармейски тăрăхĕнчисем уйрăмах аван ĕçлеççĕ. Вĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» конкурссем анлăн иртеççĕ. «Çĕнетсе ирттерме тытăннă Акатуй пĕлтерĕшĕ те ÿсрĕ. Вăл мĕн пур чăваша пĕрлештерекен уява çаврăнчĕ. Ăна пирĕн республикăра кăна мар, ытти регионта та йĕркелеççĕ. Регион ертÿçисемпе вырăнти пуçлăхсем наци культура автономийĕсене пулăшса пыни савăнтарать. Уявсем çÿллĕ шайра иртеççĕ», — терĕ конгресс ертÿçи. Сăмах май, конгресс хастарĕсем те инçе çула пăхмасăр çав уявсене хутшăнаççĕ. Конгресс делегацийĕ кăçал Крымра та пулнă. ЧНК çарăн ятарлă операцине хутшăнакансемпе мобилизациленнисене пулăшассипе çыхăннă ыр кăмăллăх акцийĕнчен те айккинче юлман. Акă хĕрарăмсен комитечĕн пуçарăвĕпе салтаксем валли чăлха-нуски çыхнă, районсенчи уйрăмсем тĕрлĕ япала пуçтарнă, Оренбургри наци автономийĕн хастарĕсем çар полигонне çитсе килнĕ. Çавăн пекех чăваш артисчĕсем «Атăл» батальонĕнче служба тивĕçне пурнăçлакансене юрă-кĕвĕпе савăнтарнă, тĕрлĕ тăрăхра ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттернĕ. — Пирĕн пуянлăх — регионсенче пурăнакан чăвашсем. Наци культура автономийĕсем чăваш культурипе чĕлхине упрас тата аталантарас енĕпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Юлашки çулсенче Карелири, КабардаБалкар Республикинчи чăвашсен пĕрлĕхĕсем чăмăртаннине ырласа йышăнтăмăр. Америкăра пурăнакан ентешĕмĕрсен пĕрлĕхĕпе те çыхăну тытатпăр, — сăмахне тăсрĕ Валерий Леонидович. СанктПетербургри, Ленинград облаçĕнчи наци автономийĕсем те курăмлă ĕçсем тунине палăртрĕ. Валерий Клементьев ытти регионти автономисене пур енĕпе те пулăшайманнине асăнчĕ. Унти шкулсене чăваш кĕнекисемпе тивĕçтерейменнине, вĕсем пĕчĕк тиражпа тухнине пĕлтерчĕ. Конгресс ертÿçи чăваш ачисем валли автономисен çумĕнче вырсарни шкулĕсем уçма сĕнчĕ. Çавăн пекех конгресс чăваш халăхĕпе çыхăннă, историшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăнсене çитсе курма майсем туса парасшăн, çав тĕллевпех конгресăн туризм комитетне туса хунă. «Иртнисĕр пуласлăх çук» каларăшăн пĕлтерĕшне асра тытса ытти регионти чăвашсем патне кайса çÿремеллине палăртрĕ. — Пирĕн тĕллев — чăваш ятне çĕклесси, тăван халăхăн пуян культурипе йăли-йĕркине тĕпчесе çынсем патне çитересси, ытти регионти йăхташсен хутшăнăвĕсене çирĕплетесси. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр. Тĕнче тăрăх саланнă чăвашсемпе çыхăнăва татас марччĕ, — пĕтĕмлетрĕ конгресс президенчĕ. Чăваш чăвашлах калаçтăр ЧР культура министрĕ Светлана Каликова Мăн канаш ĕçне хутшăнчĕ. Вăл пирĕн республикăра Раççей шайĕнче ирттернĕ мероприятисем çинчен аса илтерчĕ. Вĕсен йышĕнче: «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проект, «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, ачапăча фольклориади, «Çĕнтерÿ чиккисем» патриотлăх марафонĕсем. «Çак ĕçсем пурте Чăваш Енĕн, чăваш халăхĕн ят-сумне çÿле çĕклеме, халăх культурине аталантарма пулăшаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ регионти пултарулăх коллективĕсене, ăстасене, çамрăксене явăçтартăмăр. Кăçал районти библиотекăсене çĕнĕ 60 пин ытла кĕнекепе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 15 пинĕшĕ — чăвашла. Шупашкарти ÿнер училищинче «анимаци» специальноçпа вĕренекенсем чăвашла мультфильм ÿкернĕ. Тăхăр сериллĕскере раштав уйăхĕнче кăтартма пуçлĕç», — каласа кăтартрĕ министр. Çавăн пекех кăçал чăвашла пьесăсен конкурсĕ ирттернĕ, тепĕр çул чи лайăх хайлавсене пухса кĕнеке кăларĕç, вĕсемпе усă курса спектакльсем лартĕç. 2023 çулта чăваш композиторĕсен конкурсне пуçарасшăн. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен регионсен хушшинчи ассоциацийĕн ертÿçи Геронтий Никифоров каланă тăрăх, хальхи саманара чăваш чĕлхине шкулта вĕрентес, ăна çĕклес, халăхăн историпе культурине упраса хăварас ĕçре ыйтусен шучĕ чакмарĕ. «Çеçпĕл Мишши пурăннă вăхăтри пекех, чăвашлăх ыйтăвĕ халĕ те çивĕчлĕхне çухатмарĕ. Пурте пĕрле алла-аллăн тытăнсан кăна чăвашлăх шăпине лайăхлатма пулать. Тăван чĕлхене пирĕн, чăвашсен, упрамалла. «Чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар, ăна аталантарасси пирки сăмах пулмалла», — тет ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Питĕ тĕрĕс калать вăл. Ачасемпе çамрăксем — пирĕн малашлăх. Чăваш чĕлхин пуласлăхĕнче шкул пысăк вырăн йышăнать. «Усал вăрлăхран лайăх çимĕç ан кĕт», — тенĕ ватăсем. Çитĕнекен ăрăвăн чун-чĕринче ырă вăрлăх акасчĕ, ачасен ăс-хакăлĕнче чăвашлăха çирĕплетесчĕ», — чун ыратăвне пытармарĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Геронтий Лукиянович вĕрентекенсен пĕрлĕхĕ çур çулта тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. «Кивелме пĕлмен кĕнеке» акци, наукăпа практика конференцийĕсем, «Çĕнĕ хум» конкурс, викторинăсем, семинарсем йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ регионти учительсемпе вĕренекенсем хутшăннă. Мари Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Тутарстан ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Казанков тăрăшнипе кăçал Петĕр Хусанкайăн тăван тăрăхĕнче — Тутарстанри Сиктĕрмере — «Çĕнĕ Сăвар» туризмпа этнографи комплексĕ çĕклесе лартнă, унтах чаплă Уяв кĕрлесе иртнĕ. Тепĕр çул та Хусанкай ялне пĕтĕм чăваша пуçтарасшăн. Иван Иванович пĕлтерĕшлĕ çак ĕçре конгресăн тÿпи те пуррине палăртрĕ. Вăл кăçал Константин Иванов поэтăн тăван тăрăхне кайса курни, Слакпуçра вĕсене ăшшăн кĕтсе илни, анчах сăвăçăн музейĕ кивелсе пыни çинчен хурланса пĕлтерчĕ. Мухтавлă ентешĕмĕре, унăн «Нарспи» поэмине ялан асра тытма чĕнсе каларĕ. Сăмах май, Иван Казанков Сиктĕрме ялне чĕртсе тăратас, вырăнти хуçалăха аталантарас тĕллевпе нумай укçа-тенкĕ хывать. Унăн ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл «Çĕнĕ Сăварта» туризм центрĕ йĕркелесшĕн. Çак пуçару валли автобус туяннă та ĕнтĕ. Вăл Чăваш Енри, Тутарстанри тата ытти регионти йăхташсене тĕрлĕ вырăнта пурăнакан чăвашсем патне илсе çÿрĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Предпринимательсем те туристсене кăсăклантарса илĕртессе шанатăп»

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин иртнĕ кунсенчи ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ.

Шутлă кунсем юлнă Граждан урамĕнчи çулăн сулахай енĕпе транспорта çÿреме ирĕк париччен шутлă кунсем юлнă. «Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçченĕсем Байконур микрорайонĕ, Матросов урамĕпе «Акварель» микрорайон, Ломоносов урамĕ тĕлĕнчи лаптăкра асфальт сарма хатĕрленеççĕ, — пĕлтерчĕ Денис Спирин. — Асфальт-бетон хутăшне битум яраççĕ. Çавăнпа асфальта сивĕ çанталăкра та сарма пулать». Хула ертÿлĕхĕ çынсене Граждан урамĕнче çÿреме меллĕ пултăр тесе тăрăшать. Çавна май Денис Спирин тротуарсене асфальт тухиччен юртан тасатма, общество транспортне чарăну патне ирĕклĕ пыма майсем туса пама, чарăну павильонĕсене кантăк лартса хÿтлĕх тума, çуран каçмалли вырăнсенче асăрхаттару паллисем вырнаçтарма хушнă. Бетон блоксене хĕл каçиччен çула икке пайлакан йĕр çинчех хăварма йышăннă. Çакă чи малтанах çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Бизнесменсемпе тĕл пулнă Денис Спирин Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви предпринимательсемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăннă. «Предпринимательсене пулăшассипе, вĕсен прависене хÿтĕлессипе, налуксемпе, право хутшăнăвĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусем пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсемшĕн те, патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Денис Спирин. — Тĕлпулура туризма аталантарасси пирки нумай калаçрăмăр. Çак сферăри проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртес шанăç халĕ питĕ пысăк. Çулталăкран Шупашкар 555 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Предпринимательсем уяв йĕркелеме пулăшасса, туристсене кăсăклантарса илĕртме пултарасса шанса тăратпăр». Денис Спирин тĕп хула администрацийĕнче предпринимательсене яланах хапăл туса кĕтсе илни, кирек хăçан та пулăшма хатĕрри çинчен аса илтерчĕ: «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм пуçарусене пулăшасси» наци проекчĕ — бизнес аталанăвĕн кашни тапхăрĕшĕн пулăшу. «Манăн бизнес» центр харпăр хăй ĕçне уçма хатĕрленекенсемшĕн ăнăçлă вырăн шутланать. Çавăн пекех предпринимательсем унта «пĕр чÿрече» мелĕпе мĕн пур пулăшупа усă курма пултараççĕ». Паттăрсене ятран пĕлмелле Тĕп хулари шкулсенче «Герой партти» акци иртнĕ. В.А.Архипов генерал-майор ячĕллĕ кадет шкулĕнче Лев Васильевăн парттине уçнă. Вăл кунта 1972-1979 çулсенче вĕреннĕ. Афганистанра тăватă çар операцине хутшăннă. 1985 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Панджер операцийĕ вăхăтĕнче ту хăвăлĕнче пытанса ларнă пăлхавçăсене асăрханă, пеме пуçланă. Çапла майпа пирĕн подразделение служба заданине пурнăçлама май туса панă. Çак çапăçура, шел те, ентеш пуç хунă. Паттăрлăхпа харсăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. «Шупашкар каччи паттăр пулассишĕн тăрăшман. Вăл ахаль çынсене хÿтĕленĕ, — терĕ Денис Спирин. — Паян урăх вăхăт, урăх паттăрсем. Анчах пирĕн тăнăçлăхшăн пурнăçне шеллемен ентешсене яланах асра тытмалла». 1-мĕш гимназире вара малашне Сергей Сидорова халалланă парта пулĕ. Вăл кунта 1985-1995 çулсенче ăс пухнă. Кăçал Украинăри ятарлă çар операцийĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуç хунă. Вилнĕ хыççăн ентеше Паттăрлăх орденĕпе чысланă. «Пирĕн ачасен Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пурнăçран уйрăлнă Геройсене ятран пĕлмелле», — терĕ Денис Спирин. Шкулăн — юбилей Шупашкар хулинчи 6-мĕш шкул уçăлнăранпа 85 çул çитрĕ. «Ку шкултан нумай паллă çын вĕренсе тухнă, — терĕ Денис Спирин. — Çак шутра Чăваш халăх художникĕ Элли Юрьев, Шупашкар хулин коньки тата йĕлтĕр спорчĕн чемпионĕсем Юрий Блау, Павел Ерпылов, Владислав Данилов, Виталий Меркуров, Кăнтăр тата Тĕп Америка çĕршывĕсенче, Испанире посол пулнă, халĕ РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче вăй хуракан Игорь Прокопьев, ял хуçалăх наукисен докторĕ Леонид Ленский, ыттисем. Хальхи вăхăтра шкулта 84 педагог 1751 ачана вĕрентет. Шансах тăратăп: малашлăхра вĕсем тăван шкул ят-сумне тата çÿле çĕклĕç. Учительсене профессие чунпа парăннăшăн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани, тĕп хула историне хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕшĕн тав тăватăп. Вĕренекенсем пĕлÿ çурчĕн авалтан пыракан ырă йăлисемпе мăнаçланасса, шкул çитĕнĕвĕшĕн тăрăшасса пĕлсех тăратăп». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Денис ВАСИЛЬЕВ: Коррупцие çирĕп яваплăх кăна чарайĕ

Коррупцие обществăн кашни çынна пырса тивекен йывăр чирĕпе танлаштараççĕ. Çак чир хăш сферăсенче тымар янă, унран мĕнле эмелсемпе сипленмелле тата унпа ăнăçлă кĕрешме мĕн чăрмантарать — çак тата ытти ыйтăва «Хыпар» хаçата панă интервьюра республика прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев хуравлать.

Тĕп тухтăртан пуçласа хула пуçлăхĕ таран — Кăçал эпир коррупципе çыхăннă пысăк тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларас енĕпе тимлĕ ĕçлерĕмĕр, — терĕ Денис Александрович. – Паянхи кун тĕлне прокурор тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 27 уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕрлĕ енĕпе: право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем тĕлĕшпе – калăпăр, ПАИ ĕçченĕ пĕлĕшне ют автомобиле шутран кăларма пулăшни, кайран транспорта сутса вăрлани; республика онкодиспансерĕн тĕп тухтăрĕн Карамаликовăн шăв-шав çĕкленĕ уголовлă ĕçĕ; Шупашкар хулин администрацийĕн капиталлă строительствăпа реконструкци управленийĕн ертÿçинче ĕçленĕ çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç… Тата — çĕрпе, çĕр лаптăкĕсене саккуна пăсса харпăрлăха панипе çыхăннă ĕçсем. Унсăр пуçне чиновниксен саккунлă тупăшпа туяннине ĕнентермен пурлăхне патшалăх харпăрлăхне туртса илме ыйтса суда икĕ тавăç тăратнă. Татăклă йышăну çук-ха — суд тишкерет. Çийĕнчен интерессен хирĕç тăрăвĕн 70 тĕслĕхне тупса палăртнă. 4 чиновнике шанчăкран тухнипе ĕçрен хăтарнă. Çав шутра право хуралĕн органĕсен пĕр ĕçченĕ тата муниципалитетсен виçĕ пуçлăхĕ. Çĕнĕ Шупашкарта, астăватăр пуль, кăмăлсăр лару-тăру пулнăччĕ. Суд прокуратурăн Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе çыхăннă позицине те çирĕплетрĕ – унăн полномочийĕсене суд йышăнăвĕпе вĕçленĕ. Çавнашкал йышăну Комсомольски районĕнчи ял тăрăхĕсенчен пĕрин пуçлăхĕ тĕлĕшпе те пулнăччĕ. Çавăн пекех икĕ депутат полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçленĕ. Сăмах май, кăçал кунашкал тĕслĕх нумай мар. Вĕсемпе ăнлантару ĕçне ирттернĕ, халăх суйланă çынсем халĕ тупăш çинчен калакан тĕрĕс кăтартусем тăратмаллине ăнланаççĕ. Унччен вара справкăсем панă май нумайăшĕ депутат мандачĕ правасем кăна мар, чи малтан яваплăх пулнине, çак шута тупăшпа тăкаксене декларацилесси те кĕнине шута илсех кайман. Коррупципе çыхăннă преступлени кунĕ сиене шыраса илес тĕлĕшпе чылай тавăç пулчĕ. Сăмах взятка, коммерци енĕпе сутăн илнин укçи пирки пырать. Çынна çакăншăн суд туса айăплаççĕ, анчах укçине вăл тăкакласа ĕлкĕрнĕ. Кун пек чухне суд укçана конфискацилет, анчах çакă приговорта сăнланмасть. Саккунсăр укçа взятка илекенĕн кĕсйинчех ан юлтăр тесе эпир ăна шыраса илме обязательнăй йĕркепе суда тавăç тăрататпăр. Çакнашкал тĕслĕхсенчен пĕри — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пулнă Аврелькинпа çыхăнни. — Ку ĕç манăçма та ĕлкĕрнĕччĕ пек… — Çапла, приговор маларах пулнă, анчах вăл вăя кĕнĕ хыççăн прокурор тавăçне тĕпе хурса Аврелькина суд тенкелĕ çине лартнă укçана кăçал патшалăх валли туртса илнĕ. Бюджета 3 миллион тенкĕ патнелле кĕнĕ. Пурлăх патшалăх харпăрлăхне куçать — Пурлăха урăх çын ячĕпе çыртарни те коррупционерсемшĕн унăн управлăхне гарантилемест — çапла-и? Хула строительствипе хуçалăхĕн техникумĕн директорĕн, хула пухăвĕн депутачĕн Мишинăн тĕслĕхĕ пулчĕ вĕт. — Судăн вăл тăванĕн ячĕпе çыртарнă хваттере патшалăх валли туртса илмелли йышăнăвĕ вăя кĕнĕ. Халĕ Росимущество тивĕçлĕ документсене хатĕрлет. Çапла, унашкал хваттер пурри çинчен информаци пулнă. Судăн тивĕçлĕ практики пур, çавна май пурлăха ятарласа урăх çын çине çыртарсан та çакă ăна патшалăх валли туртса илессинчен хăтармасть. Хваттере чăнласах Мишин туяннине ĕнентерекен нумай материал пухрăмăр, ăна туртса илесси патне çитерме пултартăмăр. Эпир чиновниксене яланах тĕрĕслетпĕр, вĕсем хăйсен ячĕпе сахал пурлăх туяннине куратпăр — мĕншĕн тесен эпир тупăшпа тăкака танлаштарнине пĕлеççĕ. Çавăнпа пирĕн ĕç те кăткăсланать. Кашни чиновник тĕлĕшпе унăн тăванĕсем çинчен калакан кăтартусене ыйтса илме тивет. Малтан вара вĕсене ЗАГС урлă тупса палăртмалла: ашшĕ-амăшне, хунямăшĕпе хуняшшĕне, ыттисене — калăпăшĕпе пысăк ĕç. Кăçал саккун тÿрлетĕвĕсем, чиновник¬сен банкри шучĕ çине килекен укçана тĕрĕслеме ирĕк параканнисем, вăя кĕчĕç. Енчен те шут çине çулталăкра килнĕ укçа виçи чиновникăн çулталăкри тата умĕнхи икĕ çулхи тупăшĕнчен пысăкрах тăк — унăн саккунлăхĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттермелле. Чиновник укçа саккунлăхне çирĕплетеймесен материалсене тавăç тăратмашкăн прокуратурăна параççĕ. Халĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ пире çавнашкал виçĕ материал пачĕ. Калама тивет: çынсем лару-тăру çи¬вĕчлĕхне ăнланмаççĕ. Хăйсем ĕçлекен влаç органĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ чухне алă сулнă – укçа çăл куçне çирĕплетме ÿркеннĕ: вăрламан вĕт… Эпир суда тавăç тăратмашкăн материалсем пуçтарма тытăнсан тин чупкалама пуçлаççĕ. Анчах ку тапхăрта тÿрре тухасси кăткăсланать. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн коррупципе кĕрешекен управленийĕ тĕрĕсленĕ тапхăртах ĕнентермелле пулнă — ун чухне кирлĕ документсене мĕншĕн тăратман? Çак виçĕ материалпа çынсем ăнлантару çырчĕç, документсем пачĕç, анчах эпир хальлĕхе вĕсене тиркевлĕ хаклатпăр – сăлтавĕсемпе килĕшместпĕр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Алексей ЛИСОВ: Сивĕ шывран тухсан апат çиес килет

Шупашкарти Алексей Лисовшăн шыв чун киленĕçĕ пулса тăнă. Унсăр вăл пурăнма пултараймасть. Шыва кĕни ăна хавхаланупа вăй кÿрет, кăмăл-туйăмне çĕклет. 6 çулта чухнех спорт шкулĕнче ишме вĕреннĕскер спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Вăл Олимп резервĕсен училищинче те пĕлÿ илнĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула унтан пăрахса кайма тивнĕ. Шăпине урăх профессипе çыхăнтарнă, халĕ тĕп инженерта тăрăшать.

Алексей Владимирович яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пынă, тренажер залне çÿренĕ, бассейнра ишнĕ, 33-е çитсен сивĕ шывра ÿтне пиçĕхтерме тытăннă. 2013 çултанпа — «АквАйСпорт» çемйинче. — Ишев шкулне пĕрле çÿренисем мана эстафетăна хутшăнма чĕнчĕç. Иккĕленсе çÿрерĕм пулин те палăртнă кун автобуса ларса Мари Эла вĕçтертĕм. Тÿрех темиçе дистанцие çырăнтăм. Малтан 25 метр ишрĕм, унтан — 50 метр, эстафетăран та юлмарăм. Вăл манăн пĕрремĕш ăмăрту пулчĕ. Ку таранччен эпĕ Кăшарнире кăна шыва кĕрсе курнă, хушăран купеле каяттăм, анчах турнирсене хутшăнман. Çав ăмăрту хыççăн тренировкăна çÿреме тытăнтăм, — аса илчĕ Алексей. Çавăн хыççăн вăл вун-вун ăмăртăва хутшăнса палăрнă. Çакна унăн пÿлĕмĕн стенинче çакăнса тăракан медальсемпе дипломсем те çирĕплетеççĕ. Чи асра юлни — Раççей кубокĕ. Унта вăл пĕр километрлă дистанцире ишсе иккĕмĕш пулнă. Каярахпа çак ăмăртура тепĕр икĕ хутчен те мала тухнă. Тĕнче чемпионатĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, анчах унта призерсен йышне кĕреймен. Алексей Лисов каланă тăрăх, хĕлле ăмăртусене ăшă çанталăкра кăна мар, сивĕ кунсенче те йĕркелеççĕ. «Темиçе çул каялла ăмăрту вăхăтĕнче сывлăш температури 30 градуса çитнĕччĕ. Шывра 1 градус ăшă, шыв тĕпĕнче 4 градус ăшă», — терĕ вăл. Паянхи кун сивĕ шывра ишекенсен спорчĕ Беларуç Республикипе Финляндире, Эстонипе Чехире лайăх аталаннă. Пирĕн çĕршывра Владивостокри, Тюменьри тата Мускаври командăсем чи вăйлисем шутланаççĕ, Атăлçи тăрăхĕнче — Чăваш Енпе Тутарстан. Сăмах май, кÿршĕ регионта сивĕ шывра ишекенсем валли спорт керменĕ хăпартнă. Залива реконструкци тунă май аквайсерсем Шупашкарта та лайăх услови пуласса шанаççĕ. Сивĕ шывра ишме кăмăллакансем чылай районпа хулара пур. Тĕслĕхрен, Куславккасем хĕлле те Атăлта шыва кĕме юратаççĕ, анчах вырăнти çынсем вакка пĕрмай çĕмĕрме хăтланаççĕ-мĕн. Çĕнĕ Шупашкарта та ку енĕпе ыйтусем пур, çавăнпа вĕсем тĕп хулана килеççĕ. Пирĕн республикăра ăмăртусем çу тата авăн уйăхĕсенче ытларах иртеççĕ. Унта хамăрăннисем кăна мар, кÿршĕ республикăран килнисем те хутшăнаççĕ. Атăл урлă ишсе каçакансен тупăшăвĕнче те çын йышлă. Пĕлтĕр 101 çын хутшăннă, унта япăх куракан пĕр хĕр те старта тухнă. Алексей 4,400 çухрăмлă дистанцие 1 сехет те 22 минутра ишсе каçнă. Хĕлле пирĕн патра турнир ирттерме йывăртарах — шыв пăрланать. Хальхи вăхăтра пăрланман вакă хатĕрлессипе ĕçлеççĕ, ăна хута ярсан йĕркелеме пуçласшăн. Аквайсерсем кăçал хĕллехи сезонта Альметьевскра, Ĕпхÿре, Петрозаводскра, Санкт-Петербургра, Тюменьте, Владивостокра тата ытти хулара ирттерме палăртнă ăмăртусене хутшăнас тĕллевлĕ. — Сивĕ шыва кĕни мĕнпе усăллă? — Сивĕ шывра ишни, унпа çăвăнни сывлăха тĕреклетет, тĕрлĕ чир-чĕртен хăтăлма пулăшать. Ÿт çемçелет, çамрăкланать. Тĕслĕхрен, 65-ри хĕрарăм 50 çулти пек курăнать. Çавăнпа «моржсен» йышĕнче хĕрарăм чылай. /44-ри Алексей те хăйĕн çулĕнчен çамрăкрах курăнать. — Авт./ Паллах, хĕвелпе хĕртĕнни те, уçă сывлăшра нумайрах вăхăт пулни те организма витĕм кÿреççĕ. Пирĕн йышра спорт ветеранĕ те сахал мар, 80 çултан иртнисем те пур. Йĕлтĕрпе çÿреме юратакансем те пирĕн пата килеççĕ. — Сивĕ шыва мĕнле хăнăхмалла-ха? — Пĕтĕмпех ура тупанĕнчен пуçламалла. Çывăриччен урана сивĕ шывпа çумалла е темиçе минут сивĕ шыва чиксе лармалла, тепĕр тапхăртан чĕркуççипе ура пĕççисене сивĕ шывпа çума тытăнмалла, унтан — хырăмпа кăкăра, пĕчĕккĕн пуç патне çитмелле. Çапла майпа çын сивĕ душра çăвăнма хăнăхать. Ачан ÿт-пĕвне те пĕчĕклех çак мелпе пиçĕхтерме пуçламалла. Унсăр пуçне сивĕ шыва кĕме çулла тытăнмалла. Кашни кун е эрнере темиçе хутчен шыва кĕмелле, организм çанталăк ăшши чакса пынăçемĕн майĕпен сивве хăнăхса пырать. Занятисене юпа уйăхĕнче те вĕçлемелле мар. Чÿк уйăхĕнче вĕсен йышне чакармалла, хĕлле шыва эрнере 2-3 хутчен кĕни те çителĕклĕ. Эпир ытларах чухне канмалли кунсенче, уявсенче вакка чăматпăр. Пушă вăхăт тупăнсан эрне варринче Атăл хĕррине кайса килетпĕр. Çулла ирсерен шуçăмпа киленетпĕр. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Хам валли кĕсьере яланах пĕр пуля пулнă»

Николай Шорников Афганистана интернационалла тивĕçе пурнăçлама чи малтанхисен шутĕнче кайнă. «Çамрăк пулнă. Нимрен те хăраман», — терĕ вăл чикĕ леш енче ирттернĕ икĕ çула аса илнĕ май.

…1979 çул, çуркунне. Чăваш çĕрĕнчи ялсенче салтак юрри янăранă. Ял-йыш, тăван-пĕтен яшсене Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ăсатнă. Куллен тенĕ пекех Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкассинче те мăйăхĕ те шăтса ĕлкĕреймен каччăсем карас куçлă ал шăлли вĕçĕсене вĕçтерсе салтак чупнă. Çак ушкăнсенчен пĕринпе Николай та çара тухса кайнă. «Малтан Чĕмпĕрте çар ĕçне вĕрентрĕç, — аса илчĕ Николай Иванович. — «МАЗ» автомашинăна çÿретме те, автоматран тĕл пеме те хăнăхрăм». Чăваш каччи, сăмах май, çав тери ăста пеме вĕренсе çитнĕ. Ăна снайпера та ярасшăн пулнă. «Кĕске черетпе петĕм те — тÿрех икĕ «çынна» ÿкертĕм», — терĕ вăл çак саманта аса илнĕ май. Юпа-чÿк уйăхĕсенче Афганистана каймашкăн ушкăн йĕркелеме пуçланă. Чи пирвайхисен шутĕнче хăйĕн ирĕкĕпе каяс текен пулман. Чи пултаруллă, маттур, пур енĕпе те тĕслĕх комсомолецсене суйласа илнĕ. Çак йыша Николай Шорников та лекнĕ. Совет салтакĕсене пуйăса лартса Узбекистана илсе çитернĕ. Кушкăра вĕр çĕнĕ КАМАЗсем панă. «Пурте прицеппа, тентне хамăр картăмăр. Пире çĕнĕ машинăсене çÿретмешкĕн вĕрентме Анат Чаллăран специалистсене ятарласа чĕнсе илнĕ. Вĕсем пĕрре кăтартнă хыççăнах техникăна хăнăхрăмăр», — каласа пачĕ Николай Иванович. Кушкăра апат-çимĕç, палатка, солярка, ытти япала тиенĕ колонна Термеза çул тытнă. Амударья шывĕ урлă — Афганистан. Ун чухне юхан шыв урлă каçма кĕпер пулман-ха. Совет Союзĕнчен Афганистана малтанласа понтон кĕпер урлă каçса çÿренĕ. «Вăрçă пулассине кам чухланă? Шарламан, каламан. Приказ çитнĕ: «Афганистана каймалла». Мĕн тума каймалла? Пĕлмен. Пĕрремĕшсем — десантниксем — унта 1979 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче кĕнĕ. Эпир тепĕр икĕ уйăхран — нарăсăн 23-мĕшĕнче — пĕрремĕш рейс турăмăр», — йăлтах астăвать Николай Иванович. 55 машинăран тăракан колонна ПулиХумри хулинче вырнаçнă чаçе çитсе чарăннă. Кунта совет салтакĕсем палаткăсем карса хăйсене пурăнма вырăн хатĕрленĕ. Çар тивĕçне пурнăçлама пуçланă. «Пирĕн тивĕç палăртнă вырăна груз илсе çитересси пулнă. Малтан Союзран турттарнă. Çĕршыва автоматсемпех кĕрсе каяттăмăр. Кайран, кĕпер тусан, Афганистанра ятарлă пункт уçрĕç. Унтан турттартăмăр. Вырăна çитсен прицепсене çĕр каçиччен пушататчĕç. Ирхине каллех çула тухнă. Тăватă çухрăма яхăн тăсăлакан Саланг туннелĕпе çÿренĕ эпир. Малтанхи вăхăтра автоколоннăсене Союз енчен те, Кабул енчен те пĕр вăхăтра янă. Пĕррехинче унта пысăк инкек пулнă. Кун пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ паллах. Пĕрисем пĕлтернĕ тăрăх, колоннăна душмансем лекнĕ. Вĕсем совет салтакĕсене персе пăрахнă. Теприсем авари пулнă теççĕ. Çавăн чухне нумай салтак тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Кайран вара транспорт юххине пĕр енлĕ турĕç. Саланг витĕр тухса Кабула çитсен пайласа яратчĕç. Кама — аэропорта, кама — Амина керменне, кама — Джелалабада…» — малалла калаçрĕ Николай Иванович. Афганистанра икĕ çула яхăн службăра тăнă вăхăтра курнă чи хаяр çапăçусенчен пĕри Николай Шорниковшăн Джелалабад çывăхĕнче пулнă. Душмансем çулсем çине ăçта килнĕ унта мина хурса тухнă. Йĕрпе йĕр пымасан сирпĕнсе каясси та часах. Пĕр машина иртсе каять, иккĕмĕшĕ… Виççĕмĕшĕн шăпи вара синкер килсе тухма пултарать. «Акă командир машини иртсе кайрĕ, ун хыççăн — связистсем… Тепĕр машинăри водительпе сержант калаçса пынă-ши? Йĕртен пăрăннă. Сирпĕнчĕç. Колонна чарăнчĕ. Душмансем пеме пуçларĕç. Эпир тĕпсĕр çырман пĕр енче тăратпăр, вĕсем — тепĕр енче, ту тăрринче», — аса илчĕ Николай. Совет салтакĕсене пулăшма вертолет вĕçсе килнĕ. БМП çитнĕ. Анчах вăл та çийĕнчех сирпĕннĕ. Унти салтаксене контузи пулнă. Вут-хĕм пĕрĕхнине пăхмасăр сирпĕннĕ автомашинăри сержантпа водителе шырама пикеннĕ. «Çывăхра ниçта та курăнмаççĕ. Инçех те мар чĕркуççирен çÿлерех татăлнă ура асăрхарăм, — аса илчĕ Николай. — Вĕсене шыраса лейтенантпа тата икĕ салтакпа тарăн çырмана анма пуçларăмăр. Тен, унта ÿкмен-и? Çырми питĕ чăнкă. Шуса кайсан тĕпне те çитейместĕн пуль… Çирĕм метр пек ансан душмансен виллисене асăрхарăмăр. Унта питĕ шăрăх вĕт. Тахçанах вилнĕскерсем типсе хытнă. Сержанта машинăран 40 метрта тупрăмăр. Водитель тата аяккарах вĕçсе ÿкнĕ. Урана ăçта хумалла? Пирĕнпе пĕрле сирпĕннĕ транспорт çинчен япаласене куçарма яланах пушă машина пулнă. Лейтенант каланипе урана çавăнта хутăм. Вилнĕ юлташсене те утиялпа чĕркесе унта вырттартăмăр. Тек вĕсене эпир курман. Вырăна çитсен пĕр минут шăп тăрса асăнтăмăр…» <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.