Комментари хушас

9 Раштав, 2022

Хыпар 139-140 (28018-28019) № 09.12.2022

Инвестицисем аталанма пулăшаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра регионăн федераци шайĕнчи кураторĕпе, РФ Правительствин вице-премьерĕпе — промышленноç министрĕпе Денис Мантуровпа курнăçнă. Тĕлпулура республикăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине, ытти инвестици проектне мĕнле пурнăçланине тишкернĕ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, ИПСЭРа пурнăçланă май икĕ çулта Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зонине туса хунă, химиксен хулинче тата Патăрьел районĕнче индустри паркĕсем тăвас ĕç пырать. Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 530 ытла инвестпроектне, 1,1 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелессипе çыхăннăскерсене, 7,2 миллиард ытла тенкĕлĕх пулăшнă. 200 ытла çын ипотека кредичĕпе пуçламăш тĕллеве хывмашкăн пĕр хут паракан пулăшупа усă курнă. Олег Алексеевич промышленноçа пулăшмалли майсем, çак пулăшу калăпăшĕ пысăклансах пыни çинчен пĕлтернĕ. Федераци, республика бюджечĕсенчен, Федерацин тата регионăн промышленноç аталанăвĕн фончĕсенчен, субсиди шучĕпе уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2022 çулта пĕлтĕрхинчен 2,8 хут ÿснĕ. Чăваш Ен Мускавран промышленноç политикине пурнăçа кĕртме илекен субсиди виçине пысăклатсах пырать. Çакă производствăсем уçма, вĕсене аталантарма кăна мар, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те май парать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал промышленноç предприятийĕсене кÿнĕ пулăшу виçи 2,4 хута яхăн ÿснĕ: регионăн пĕрлехи субсидийĕн шучĕпе республика 146,1 миллион тенкĕ /2021 çулта — 61,8 миллион/ илнĕ. Пĕтĕмпе вара çак субсиди шучĕпе пĕлтĕр 86,8 миллион тенкĕ тăкакланă, 2022 çулта — 196,1 миллион тенкĕ. 2023 çул валли палăртнă виçе — 215,9 миллион тенкĕ. Çав шутра 145,5 миллионĕ — федераци бюджетĕнчен. Çав вăхăтрах Чăваш Енри предприятисен федераци пулăшăвĕпе усă курассипе çыхăннă интересĕ вăй илсе пыни сисĕнет. «2021 çулта федерацин Промышленноç аталанăвĕн фончĕн программисемпе республикăри предприятисене хăйсен проекчĕсене пурнăçлама 1,3 миллиард тенкĕ кивçен панă, кăçал вара пăхса тухмашкăн 2,8 миллиард тенкĕлĕх заявкăсем тăратнă», — тенĕ республика Пуçлăхĕ. Регионăн Промышленноç аталанăвĕн пулăшăвĕ вара 4,5 хута яхăн пысăкланнă. Пĕлтĕр 5 проект валли 88,1 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал 11 проекта ырланă — 395,9 миллион тенкĕлĕх. Олег Николаев промышленноç кластерĕсем йĕркелес ĕç кал-кал пынине палăртнă. Ултă промышленноç кластерне /электротехника, пÿлĕмсене комплекслă майпа тивĕçтермелли изделисем, машинăсем, апат- çимĕç хатĕрлемелли оборудовани, приводсем туса кăларакан кластерсем тата çăмăл промышленноç клас-терĕ/ хута янă. Хăшĕсен аналогĕсем çĕршывĕпе те урăх çук. Çавăн пекех пилĕк индустри паркĕпе технопарк йĕркеленĕ. Çитес çулсенче вĕсене тата пиллĕк йĕркелемелле. «ИПСЭРа пурнăçласси графикпе килĕшÿллĕн пырать. Çавăнпа программăна пурнăçламалли вăхăта тăсассине ырлатăп, анчах йышăнăва уйрăм программăсене пурнăçланин кăтартăвĕсене тĕпе хурса 2024 çулта тăвăпăр. Чăваш Енĕн промышленноç комплексĕн çĕнĕ производствăсем йĕркелесе аталантармалли хăват пур, çав шутра — технологи суверенитетне тивĕçтерес енĕпе те. Эпир пуçарусене пулăшма хатĕр. Паллах, сăмах тĕплĕ хатĕрленĕ проектсем пирки пырать», — тенĕ Денис Мантуров. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Чăваш пулса Раççее вăйлататпăр

Чăваш наци конгресĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче — самана пăлхаварлăн ылмашăнса хăватлăн улшăннă вăхăтра — чăмăртаннă. Унăн Çĕр чăмăрĕ çинчи чăвашсене пĕрлештерекен, чăвашлăхшăн тĕрлĕ мелпе кĕрешекен вăй пулса тăмалла пулнă.

«Çавăн пек пулчĕ те, — терĕ общество организацине никĕслекенсенчен пĕри Олег Цыпленков. — Ун чухне самана урăхларах пулнă. Хальхипе танлаштарсан — питĕ вăйлă уйрăлса тăнă. 1992 çулта эпĕ комсомол обкомĕн идеологи секретарĕнче ĕçленĕ. Культура, спорт, хаçатжурнал, политика ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă шутланнă. Çавăнпа Шупашкарти наци юхăмне кĕрсе кайнă. Çав çулсенче çĕршывра комсомол организацийĕсем арканма пуçларĕç. Анчах эпир республикăра сыхласа хăварма пултартăмăр. Чăваш çамрăкĕсен республика шайĕнчи пĕрлешĕвĕ пур тăк — мĕншĕн Раççей шайĕнче пĕрлĕх йĕркелес мар? Кун пирки чăвашсем пурăнакан регионсенчи представительсемпе калаçрăмăр, Шупашкарта Аслă Пуху ирттерме шут тытрăмăр. Çак шухăша пĕлтерме Атнер Хусанкай патне кайрăм. Ун чухне вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче ĕçлетчĕ. «Олег, ан васка-ха, — терĕ Атнер Петрович. — Çулталăк вĕçĕнче эпир Чăваш наци конгресне пухасшăн». Йĕркелÿ комитетне мана та кĕртрĕç. Аслă Пухăва делегатсене икĕ квотăпа суйланă. Пĕрремĕшĕ — Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕн, иккĕмĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери чăваш çамрăкĕсен Аслă Пухăвĕн. Çапла майпа 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта икĕ с±езд уçăлчĕ. Тĕлĕнмелле вăйлă форум пулчĕ вăл. Малтанхи çулсенче Чăваш наци конгресĕ хăйне евĕрлĕ политика партийĕ те, чăваш халăхĕн интересĕсене хÿтĕлекен организаци те шутланнă. Пур ĕçе те хамăр тăвас темен. Патшалăх влаç органĕсене сĕнÿсем парса ĕçлеттерме тăрăшнă. Конгресс тăрăшнипе регионсенче чăваш наци культура автономийĕсем йĕркеленчĕç, ентешлĕхсем чăмăртанчĕç». Çапла вара Чăваш наци конгресĕ йĕркеленни чăваш тĕнчине чăмăртанма пулăшнă тесе паян çирĕплетсех калама пулать. Чăваш çынни тĕнчене тăван халăхăн юрриташшине кăтартма пултарнинче те, йăли-йĕркине ламран лама куçарса пынинче те, чăвашла калаçса пĕрпĕрне сывлăх суннинче те конгресс тÿпи пурах. Самана улшăнсах пырать. Çавăнпа чăваш тĕнчи улшăнас туртăм та çук мар. Çитес вунă çуллăхра е тата та аяккарахри малашлăхра мĕнлерех пулĕ вăл? Тарăн шухăшлă çак ыйтăва хальхи вăхăтра чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе вăй хуракан хастарсене хуравлама сĕнтĕмĕр. «Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар, ĕнерхине астумалла, ыранхине курмалла, — терĕ Чăваш Республикин Кинематографистсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков. — Пурнăç чуппи майĕпе çынсем те, шухăшлав та, организаци те улшăнсах пыраççĕ паллах. Анчах малтанхи идеологие манмалла мар, ăна тытса пыма тăрăшмалла. Тĕнчере пулса иртекен ĕçсем, çивĕч ыйтусем çине чăваш куçĕпе пăхмалла». Чăваш тĕнчин пуласлăхĕ те, Чăваш наци конгресĕн малашлăхĕ те, ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев палăртнă тăрăх, пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. «Чăваш Республикинчи районĕсемпе хуласенче пурăнакансемпе, регионсенчи тата Раççей тулашĕнчи çĕршывсенчи йăхташăмăрсемпе пĕрле тăван чĕлхене, культурăна — чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ пуянлăхне — упраса, аталантарса пырса çамрăк ăру патне çитерме пултарсан чăваш тĕнчи пурăнĕ. Чăваш наци конгресĕ – халăх пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ. Унăн тĕллевĕсенчен пĕри — çитĕнекен ăрупа пĕрле чăваш тĕнчин пуласлăхне туптасси». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Юрий МИХАЙЛОВ: Асатте Хусана хăяр сутма кайсан лашине те йÿнеçтерсе хăварнă

Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчи «Промтехстройсервис» предприяти 17 çул каялла ĕçе тытăннă. Ăна пуçарса аталантараканĕ — ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Юрий Михайлов. Унпа пурнăç çулĕ, предприяти ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр.

36 çул иртсен диплом илнĕ — Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне хăпарсан 5 кунран çуралнă эсир. Сире пĕрремĕш космонавта халалласах çавăн пек ят панă-тăр. — Эпĕ Патăрьел районĕн больницинче çуралнă. Çемьери пĕртен-пĕр ача. Малтанах аттепе анне Лев Яшин хапхаçа хисеплесе мана унăн ятне пама шухăшланă. Больницăри тухтăрсемпе медсестрасене эпĕ темшĕн сăнпа пĕрремĕш космонавта аса илтернĕ, вĕсем мана Юра тесе чĕннĕ. Çывăх çынсем çавăнпа çак ята çыртарнă та. — Эсир республикăн тĕрлĕ районĕнче пурăннă, ĕçленĕ. Ачалăхăрăн малтанхи çулĕсем Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре иртнĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел шкулĕнче ăс пухнă, Шупашкар районĕнче пурăнатăр… — Манăн асатте Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ, нумай çул Комсомольски районĕнчи патшалăхăн сортсене тĕпчекен участокĕнче ĕçленĕ. Вăл – ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Атте те ун çулĕпех кайнă, пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Вăл — ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Анне ĕмĕр тăршшĕпех фельдшерта вăй хунă. Тав Турра, çывăх çыннăмсем иккĕшĕ те чĕрĕ-сывах, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче атте тĕрлĕ районта ĕçленĕ, паллах, аннепе иксĕмĕр те унран юлман. Эпĕ шкул çулне çитнĕ тĕле асатте çуралнă вырăна — Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьеле — куçса килтĕмĕр. Эпĕ унта 8 класс пĕтертĕм. Алла аттестат илсен Шупашкарти строительство техникумне çул тытрăм. Анчах унта кĕреймерĕм. 1976-1980 çулсенче Çĕрпÿри совхоз-техникумра механике вĕрентĕм. Ун хыççăн ĕçлеме кайрăм, 1983 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Тĕрлĕ сăлтава пула аслă шкултан кайма тиврĕ. Унта тепĕр хут кайран çавах таврăнтăм, 36 çул иртсен диплом илтĕм. — Сирĕн ĕç стажĕ — 40 çул ытла. — Техникум хыççăнах «Богатырь» колхозра инженер-мелиораторта вăй хутăм. Унтан Лапсарта мелиораципе шыв хуçалăхĕн управленийĕнче ĕçлерĕм. Малтанах — Çĕрпÿ районне, унтан тепĕр 5 район шанса пачĕç. Вăл вăхăтра мелиораци ĕçне аталантарма укçа нумай уйăратчĕç, пĕвесене тасатма, шăвармалли тытăмсене тытса тăма кăна мар, çул сарма, тĕрлĕ об±ект тума та май килнĕ. Питĕ яваплă ĕç пулнă. Пахча çимĕçе, тыр-пула, нумай çул ÿсекен курăка, кĕтÿ çÿремелли вырăнсене шăварнă. Шăвармалли установкăсене тĕрлĕ çĕршывран илсе килетчĕç. Унтан кайсан пĕр хушă геологипе шырав экспедицийĕнче ĕçлерĕм. Ялсене газ кĕртекен «Спецмонтажгаз» предприятире те вăй хутăм. Вăл панкрута тухсан фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм. — Унăн ячĕ питĕ кăсăклă. «Талпас»… Мĕншĕн çавăн пек ят пама шухăшларăр? — «Талпас» — чăваш сăмахĕ, хытă калаçакан çын тенине пĕлтерет. Манăн мăн асаттене Талпас Улшуç Мишша тенĕ. Вăл тĕреклĕ, хытă калаçакан çын пулнă. Хăй вăхăтĕнче хăяр ÿстерсе услам тунă. Пĕррехинче хайхискер лаша кÿлсе Хусана хăяр сутма кайнă та яла çуран таврăннă. Хăярне кăна мар, лашине те сутса хăварнă. Фермер хуçалăхĕ йĕркелесен мăн асаттене асра тытса «Талпас» ят патăм. Ĕçлеме пуçласанах çĕр улми, кишĕр лартса ÿстереттĕмĕр, ăна пуçтарса машинăпа Казахстана, Пушкăртстана, Тутарстана кайса сутаттăм. Руль умĕнче хамах çÿреттĕм. Тем те курма тÿр килнĕ. Фермер хуçалăхне паян та тытса пыратăп. Халĕ 100 ытла гектар çĕрпе усă куратпăр, тыр-пул акса ÿстеретпĕр. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ çуралсан çуна урлă шыв кайнă»

Хăй вăхăтĕнче вăл пĕр харăсах «Валинкке» фольклор ансамбльне, Элĕкри театр ушкăнне ертсе пынă. «Валинкке» шăрантаракан ĕлĕкхи туй, хăна юррисене итлесен куççуль тухать... Савăнăç куççулĕ. Çав вăхăтрах мăнаçлăх туйăмĕ çупăрласа илет. Çаксене Элĕкри культура çуртĕнчи ансамбле ертсе пынă Лидия Филиппова пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Радиопа илтмен юрăсене музейсенче, халăхра, маларах тухнă кĕнекесенче шыранă...

Туйран мурккаллă кукăльсĕр килмен — Лидия Васильевна, фольклор ансабльне мĕншĕн «Валинкке» ят панă эсир? — Пирĕн ансамбль 1993 çулта йĕркеленчĕ. Малтан ятсăрах çÿрерĕмĕр. Николай Ашмарин словарьне пăхрăмăр та — «валинкке» сăмах шутсăр килĕшрĕ. Питĕ хитрен, çемçен илтĕнет. Мĕне пĕлтернине чухламаннисем ăна ăнланмасăрах юлаççĕ. Хăш-пĕр тăрăха кайсан пиртен: «Валенки что ли?» — тесе ыйтатчĕç. «Айтăр, ансамблĕн ятне тĕрĕс калар. Мĕн ятлă вăл сирĕн?» — кăсăкланчĕç Комие кайсан та. «Волынка» сăмах чăвашла валинкке пулать тесе ăнлантарсан тин çырлахрĕç. — Сцена çинче мĕнле йăла-йĕркене кăтартма кăмăллаттăр? — Улахсене вĕçĕмсĕр лартнă. Пĕр вăхăтра ансамбльпе те, театрпа та ĕçлерĕм. Кашни спектакльтех е туй кăтартмаллаччĕ, е улах лармаллаччĕ, е салтака ăсатмаллаччĕ. Вĕсемпе пуринпе те халăха паллаштарнă. Яланах тури чăвашсен йăли-йĕркине кăтартнă, юррисене юрланă. Анатрисенне шăрантарсан: «Сирĕн хăвăрăн юрă пĕтнĕим?» — тетчĕç. — Тури чăвашсен йăли-йĕрки пуян-и? — Кăтартмалăх та, саркаланмалăх та, мăнаçланмалăх та пур. Туй йăли-йĕрки те ыттисенни пек мар. Тĕслĕхрен, туя кайиччен туй арăмĕсене кĕрекене лартаççĕ. Вĕсем мĕнле юрă юрласа тухса каяççĕ, çавăнпах каялла килсе кĕреççĕ. Туй арăмĕсен çул çинче, килте юрра улăштарма юраман. Туйра вирьялсем икĕ тĕрлĕ тум тăхăннă. Хĕр илме хура халатпа кайнă. Хĕре илсе килнĕ хыççăн шуррине тăхăннă. Хура халат самай вăрăм, сăхман евĕр пулнă. Халĕ вăл сăхман пек мар, кухньăра ĕçлемелли халатпа танлашрĕ. Туй халачĕн кĕсйи пурччĕ. Эпир ача чухне туй арăмĕсене мурккаллă кукăль паратчĕç. Анне туйран килсен вĕсене кĕсьерен кăларатчĕ. Кукăль ăшне мăйăр, укçа, канфет хуратчĕç. Икĕ пÿрне сарлакăш, пĕр шит тăршшĕ хăю яратчĕç те çавăн çине çипрен муркка туса çакатчĕç. Ăна кукăль ăшне вĕçĕ курăнмалла чикетчĕç. Вара вăл муркаллă кукăль пулса тăнă. Ытти ĕçкĕ-çикĕре апла туман. Туй арăмĕсене хăналамалли çимĕç вăл. Ăна тем пысăкăш чашăкпа илсе тухатчĕç. Çав чашăка кĕçĕн кĕрÿсем пуç çине лартса йăтса çÿретчĕç. Пурте курччăр тенĕ. Мурккаллă кукăле хĕр-упраç хатĕрленĕ. Аттепе анне туйран туя çÿренĕ, киле мурккаллă кукăльсĕр таврăнман. Эпир çав кукăльсене шутсăр кĕтнĕ. Шыраса тупса çиме юрататтăмăр. Çак йăла-йĕркене пĕррехинче Атăл хĕрринче, Республика кунне уявланă чухне, кăтартрăмăр. Мурккаллă кукăль мĕн иккенне пурте пĕлмеççĕ. Республика влаçĕнче пулнă пĕр чиновникăн асламăшĕ пирĕн ялтан качча кайнă. «Мурккаллă кукăль ăçта?» — терĕ вăл çывăха пырсах. «Пирĕн йăлана пĕлет ку!» — пĕтĕмлетрĕмĕр эпир. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çармăçкассинче – çармăс, Мишеркассинче мишер çук

Чăвашкассинче паян чăн чăвашсем пурăнаççĕ-и? Е тата – Тутаркассинче тутарсем, Вырăскассинче вырăссем тĕпленнĕ-и? Пушкăрт ялне пушкăртсемех никĕсленĕ-и? Мишеркассипе Çармăçкассинче ĕлĕк финн-угор халăхĕсем пурăннă-и? Çак ыйтусен хуравне, вулаканăмăрсем, паян пĕрле шырар-и?

«Ялăн чăвашла ячĕ çук» Етĕрне тăрăхĕнче Ирçе ятлă ял пур. Ăна ирçесем пуçарнă-ши? «Ирçе ялне вырăсла Чебаково теççĕ. Çавна май нумайăшĕ пирĕн ял Чебак ятлă çынран пуçланнă тесе шухăшлать. Тĕрĕссипе, ял историне питех тĕпчемен. Çÿлерех калани халап шайĕнче кăна сарăлнă. Ирçере яланах чăвашсем пурăннă. «Эпир — Ирçерен!» — тетпĕр хăш тăрăхран пулнине ыйтсан. Анчах, шел те, паянхи ачасем тăван тăрăх историне пĕлсех каймаççĕ. Нумаях пулмасть Владислав Николаев журналист пирĕн района çитнĕ. Шкул ачисемпе калаçнă. Шăпăрлансем ăна хăйсем «Чебаковăран» пулни çинчен каланă. «Чăвашла мĕнле пулать-ши вăл?» — кăсăкланнă хайхискер. «Чăвашла ячĕ çук. Чебаково вăл», — пулнă хурав. Эпĕ хăй вăхăтĕнче ял çумĕнчи вырăнсем çинчен ватăсенчен ыйтса пĕлнĕччĕ. Калăпăр, пирĕн Хрен тăхăри /тухури/ пур. Хăпарса çитме çук çÿллĕ сăрт вăл. Ĕлĕк пĕр пуян Петроградран çĕр виçекене илсе килнĕ. Çÿллĕ сăрт урлă ăна чăвашсем урапа çине лартса йăтса каçарнă. Сăрчĕ çине ытла вăраххăн хăпарнăран ларса ывăннă хайхискер. «Ну и хренова гора», — тенĕ. Пирĕн ял вăрманлă тăрăхра, Сăр хĕрринче вырнаçнă. Кунта çынсем Шупашкартан та сунара килеççĕ. Хăй вăхăтĕнче Чебак ятлă ирçе те çак вырăнта сунарта çÿренĕ-тĕр. Ял çумĕнчи çырма, сăрт, шыв ячĕсем чăвашла пулни те кунта яланах чăвашсем пурăннине çирĕплетет. Çакна та калам: «Пирĕн яла качча килнĕ пĕр хĕрарăм упăшкине вăрçнă чухне: «Эх, ирçе!» — тет яланах», — шухăшне пĕлтерчĕ Ирçере çуралса ÿснĕ Марина Тумаланова /Григорьева/ журналист. Иван Дубановăн «Чăваш Республикинчи географи ячĕсем» кĕнекере палăртнă тăрăх, Ирçе ялĕн ячĕ «эрзя» сăмахран пулнă, вырăсли — ирçесен Черак е Чебак ятĕнчен. Вырăс хушамачĕсен энциклопедийĕнче Чебаков хушамат пур. «Ирçе» сăмахпа çыхăннă ялсем Чăваш Енре тата пур. Калăпăр, Ирçе Çармăс, Ирçе Тĕкки, Ирçе Сĕнтĕрĕ, Тури Ирçе, Вăта Ирçе, Анат Ирçе… Йĕпреç районĕнчи Малиновкăна маларах Ирçе Малиновки тенĕ. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс вара чăннипех ирçе ялĕ пулнă. Анчах халĕ унта икĕ-виçĕ ирçе çемйи кăна юлнă. Вунă çул каялла вĕсем патне çитсе йăли-йĕркипе паллашнăччĕ. Çимĕке лекнĕрен ирçе кухнипе, йăли-йĕркипе, уявĕсемпе вĕсем тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Асăннă ялта ирçе халăхне çутта кăларнă, ирçесемпе мăкшăсем валли пĕрремĕш букварьсем йĕркелекенĕ Макар Евсевьев, Иван Антонов прозаик, «Нарспи» поэмăна ирçелле куçарнă Алексей Рогожин поэт, Петр Глухов журналист, артиллери генерал-лейтенанчĕ Петр Малякшин, Раççей Геройĕ Леонид Константинов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Елена Власова çуралнă. Ирçе Çармăс шкулĕнче паян Макар Евсевьев музейĕ ĕçлет. Пĕлÿ çурчĕ те унăн ячĕллĕ. Сăмах май, ăна 1875 çулта Илья Ульянов уçнă. Ун умĕнче — Макар Евсевьевич палăкĕ. Шел те, Макар Евсевьев пурăннă çурт упранса юлман. Вырăнти халăх каласа кăтартнă тăрăх, Ирçе Çармăс ялĕ 1625 çулта пуçланса кайнă. Ирçесем унта Мордва тăрăхĕнчи Акчак районĕнчен куçса килнĕ. «Карм» «аркатакан çырма» тенине пĕлтерет. Кармала ятлă пĕчĕк шыв та пур. Ĕлĕк ирçесем Сăр тăрăхĕнче йышлăн пурăннă. Каярахпа вĕсем вырăнти халăхпа пĕрлешсе кайнă. Пĕрисем вырăсланнă, теприсем чăвашланнă. Сăмахран, Улатăр районĕнчи Ичиксы ялĕ вырăсланнă. Патăрьел районĕнчи Люляна халĕ чăваш ялĕ теме пулать. Çав вăхăтрах Пăрачкав районĕнчи Напольное, Сыресь, Рындино, Турдаково — ирçе ялĕсем. «Ирçе» сăмах топонимикăра та сыхланса юлнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче Кивĕ Ирчемес, Çĕнĕ Ирчемес, Ирчкасси ялĕсем, Ирче вăрманĕпе Ирче çарĕн улăхĕ, Эрченеш шывĕ, çÿлерех асăннă Ирçе ялĕ, Мари Эл чиккинчи Тури Ирçепе Анат Ирçе ялĕсем пур. Çакна та каласа хăварар: Йĕпреç районĕнче пурăнакан ирçесем ытларах чăх-чĕп, пыл хурчĕ усратчĕç, ĕне тытакан сахалччĕ. Вăл тăрăхри Геннадий Кузнецов журналист пĕлтернĕ тăрăх, ирçесем халĕ те хăйсен йăли-йĕркине улăштарман. Çав вăхăтрах, Етĕрне районĕнчи Тури Ирçере, Вăта Ирçере тата Анат Ирçере /вĕсем Урпаш ял тăрăхне кĕреççĕ/ паян ирçе çыннисем çук. Пĕтĕмпех чăвашсем пурăнаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Куна лайăх кăмăлпа пуçлама пулăшаççĕ

Эсир тин кăна хатĕрленĕ тутлă шăршăллă кофе юрататăр-и? Ăна сире хитре саппун çакнă йăл кулăллă каччă е хĕр тыттарсан епле кăмăллă вĕт! Паян сире хальхи вăхăтра модăна кĕрекен профессипе — баристăпа — паллаштарăпăр. Хăйĕн ĕçĕ çинчен пĕтĕм тĕнчери кофейньăсен паллă сетĕнче шефбаристăра ĕçлекен Даниэль Сахабутдинов каласа кăтартма кăмăл турĕ.

Кам-ха вăл — бариста? Бар сĕтелĕ хушшинче тăрса кофе хатĕрлекен специалист. Хăнасем вăл мĕн ĕçленине курма, сăнама, унпа калаçма пултараççĕ. Килекенсене вăл яланах хапăл. Бариста — вĕсем кăмăллă юлччăр тесе тăрăшакан уçă кăмăллă çын. Унăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă специалист пулмалла: хăнасемпе калаçмалла, саккас йышăнмалла, чуна килĕшекен напитока суйлама пулăшмалла, хатĕрлемелле, пĕрчĕллĕ кофĕсем пирки каласа кăтартмалла, килте хатĕрлес текенсене сĕнÿ памалла, залри йĕркелĕхе тытса тăмалла. Чи пĕлтерĕшли — çынсен кăмăлне çĕклесси. Ĕçе вăл çур сехет малтан килет те кофейньăна уçма хатĕрленет. Оборудованисене çутать, кофе авăртмалли хатĕре эспрессо валли майлаштарать. Кун каçипе çынсене йышăнмашкăн кирлĕ япаласене хатĕрлет. Даниэль повар-кондитере вĕренет, 4-мĕш курса çитнĕ. Çав вăхăтрах ĕçе те çÿрет. «Эпĕ вĕренекен техникумра баристăсен курсĕ уçăлчĕ те унта çырăнтăм. Мана ку професси тÿрех килĕшрĕ. Çавăнпах ĕçе вырнаçма шухăшларăм. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче халĕ эпĕ ĕçлекен çĕрте ваканси пурччĕ те стажировкăна килтĕм. Курсра кофе сфери пирки çиелтен кăна вĕрентетчĕç. Компани ĕçченсене хăй хатĕрлет. Опытсăррисене те илеççĕ, пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантараççĕ, кăтартаççĕ. Пĕр эрнене яхăн вĕрентнĕ хыççăн ĕçлеме тытăнтăм. Пĕтĕмпех килĕшрĕ. Ку манăн ĕç пулнине туйрăм», — палăртрĕ 19 çулти яш. Камсем бариста пулаймаççĕ-ха? Кĕлеткене, сăн-пите пăхса суйламаççĕ-и? «Çук паллах! Çыннăн хăйĕн ĕçлес кăмăлĕ пулмалла. Тата, чи кирли, çынпа калаçма пĕлмелле. Уçă чун, ырă кăмăл та кирлĕ», — терĕ Даниэль. Çынна юрамалли ĕç. Ку — йывăрлăхсенчен пĕри. Палламан çынпа пурте татти-сыпписĕр калаçаймаççĕ, чуна кăларса параймаççĕ. Вĕсен кăмăлне туймалла, диалог йĕркелеме яланах хатĕр пулмалла. Баристăн тĕллевĕ тутлă кофе пĕçересси кăна мар, хăнан кăмăлне çĕклесси те. Çынсем вара тĕрлĕрен. Кашнин чунне уçма уйрăм уçă кирлĕ. Хăшĕ-пĕринпе калаçнă хыççăн ывăннине туятăн, пуç ыратма тытăнать, тепринпе калаçсан вăй хушăнать… Даниэль каланă тăрăх, ĕçре пăтăрмах пулманпа пĕрех, лăпкăлăх хуçаланать. Кунта яланах тенĕ пек пĕр çынсем килеççĕ. Сăмах вакласси каччăшăн пĕртте йывăр мар, киленÿ кăна кÿрет ку. Вăл ĕçленине пăхса тăрсан та алли-ури çыхланмасть — хăйне çирĕп туять. Хатĕрленĕ кофе хăнана килĕшсен, унăн кăмăлĕ çĕкленнине курсан, тутлă ĕçмешĕн тав тусан вара пушшех савăнать. Çакăншăн ĕçлеме те юрать. «Пирĕн патра ларса ĕçмелли вырăнсем те пур. Ирхине, ыйхă сирĕлсе пĕтмен чухне, килеççĕ те кофе ĕçсе уçăлаççĕ. Çын вăранать те палăртнă ĕçсене тума хаваслăн тухса чупать. Куна пуçламашкăн 100 проценчĕпех лайăх кăмăл парнелемелле», — терĕ бариста. Ĕçмен тути мĕнрен килет? Чылай япаларан. Çапах чи пĕлтерĕшли — авăртакан хатĕре тĕрĕс ĕçлеттернинчен. Кофемолкăна пĕрчĕллĕ кофе сортне, сывлăш температурине, нÿрĕке кура хута яраççĕ. Кофе тути эспрессăна /вĕрекен шыва авăртнă кофе фильтрĕ витĕр пусăрăнтарса кăларни/ мĕнле хатĕрленинчен тата бариста ĕçĕнчен ытларах килет. Эспрессо 24-27 çеккунтра хатĕр пулать: 34-36 грамм тулать. Паллах, сехет çине пăхса тăраймăн, пĕтĕмпех туйăм шайĕнче пурнăçламалла. Баристăн алли шĕвексен температурине лайăх туймалла. Сĕте вĕрилентерсе ямалла мар сăмахран. «Кофĕне лайăх кăмăлпа пĕçермелле, вара тин вăл тутлă пулать», — тĕп вăрттăнлăха уçрĕ Даниэль. Ĕçме тутине кофе-машина витĕм кÿрет-и? Лайăх тата япăх машинăсем пулаççĕ-и? Чылай вăхăт усă куракан автомата та вĕçĕмех тĕрĕслеççĕ, тасатаççĕ, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ — пĕтĕмпех лайăх ĕçлет. Кăлтăк тупăнсанах специалистсем килсе юсаççĕ. Кофе-машина та тĕрлĕрен пулать. Бариста ĕнентернĕ тăрăх, кирек епле машинăпа та тутлă кофе хатĕрлеме пулать. Е тата тем пек хаклă автоматпа ĕçлекен кофейньăра та, баристăн ăсталăхĕ çук тăк, напиток тути савăнтармасть. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Атте ăçта тертленсе вилчĕ-ши?»

Вăрçă ачисем… Мĕн кăна тÿссе ирттерме тивмен-ши вĕсен? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула «атте» тесе кураймасăр ÿснисем… Вĕсен йышĕнчен пĕри — Шупашкарта пурăнакан Алевтина Иванова

Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ялĕнче çуралнă вăл. Амăшне Анастасия Михайловнăна, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш хĕрне, Шупашкартан учителе вĕренсе тухсан шăпах çав ялти шкула ĕçлеме янă. Унта вăл Евсей Васяновпа паллашнă. Çамрăксем çемье çавăрнă. Анчах фашистла Германи пирĕн çĕр çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсе вĕсен телейне татнă. — Атте 1914 çулта çуралнăскер пулнă. Вăрçа 1942 çулхи пуш уйăхĕнче тухса кайнă чухне анне манпа йывăр çын юлнă. Эпĕ çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Пĕчĕк чухнехине куç умне час-часах кăларатăп. Эпир асаннепе пурăнаттăмăр. Вăл пуянччĕ. Унăн шыв арманĕ те пурччĕ. Вĕлле хурчĕсем тытнă. Анкартинче пысăк кĕлет ларатчĕ, лаç, хуралтăсем çирĕпчĕ. Пир тĕртмелли станок пурччĕ, тĕртнĕ пир, утиял тĕрки нумайччĕ. Вĕсем çÿпçере упранатчĕç. Анне каласа кăтартнă тăрăх, асанне ман валли пир йĕмсем çĕлесе панă. Вăл ăслă пулнă, анне хăйне нумай ĕçе, вăрттăнлăхсене вĕрентни пирки калатчĕ. Анчах нумай пурăнаймарĕ — чирлесе çĕре кĕчĕ. Асанне чирлесен анне ăна больницăна илсе кайнă, тухтăрсем валли пĕр чĕрес пыл та илнĕ, анчах чир хăйĕннех тунă. Анне учительте ĕçленĕ май кĕлете шкула пачĕ. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, атте çÿллĕ арçын пулнă, вăрçăччен счетоводра, бригадирта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах комбайнерта та вăй хума ĕлкĕрнĕ, — аса илчĕ Алевтина Евсеевна. Евсей Архипович фронтран çыру чылай çырнă. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ Алевтина çуралнине пĕлсе ĕлкĕрнĕ. Виç кĕтеслĕ çырусене Алевтина кăшт ÿссен тытса та курнă, çывăх çыннин почеркĕ питĕ илемлине асăрханă, анчах пурне те вуламаншăн паянхи кун та хăйне ÿпкелет. «Настенька» тесе пуçланă вăл çырăвĕсене. Юлашкинчен ашшĕ Смоленск патĕнчи хаяр çапăçăва кĕресси çинчен çырнине пĕлет. Утă уйăхĕнче Çĕмĕрле арĕ хыпарсăр çухалнă. Чÿк уйăхĕнче Анастасия Михайловна патне мăшăрĕ хыпарсăр çухални çинчен хут ярса панă. Виçĕ çул каялла Якуртушкăнь шкулĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа кĕнеке кăларнă. Асăннă пĕлÿ çуртĕнче чи малтан вĕреннисен йышĕнче Евсей Васянов пулнине те çырнă унта. Мăшăрне вăрçăра çухатнă Анастасия Михайловна фронтран аманса таврăннă арçынпа пĕрлешнĕ. Алевтинăн шăллĕ тата икĕ йăмăкĕ çуралнă. — Тăван мар аттен чĕркуççирен аяларах пуля витĕр тухнă йĕр пурччĕ. Çемьере асли пулнă май ĕç ытларах ман çине тиенетчĕ. Сысна кĕтĕвне астăваттăм. Вун пилĕк сысначчĕ. Питĕ ир тăнăран çывăрас килетчĕ. Пĕррехинче çывăрса юлнă та сыснасем пурте кÿлле кĕрсе кайнă. Юрать, ишсе тухайрĕç. Аçи вара çухалчĕ. Аннене çакăн пирки хурланса каласа кăтартрăм: «Мана халĕ тĕрмене хупаççĕ ĕнтĕ», — терĕм. Пĕр эрне иртсен сысна аçи юнашар ялта тупăнчĕ. Сыснасене пĕрер витре шĕвĕ апат туса параттăм та çапла кун каçатчĕç. Мĕнле ÿснĕ-ши вĕсем? Йĕтĕн татма пайтах кайнă. Çăмăл марччĕ. Алă ыратакан пулатчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


«Пирĕн ачасене учительсем те лайăх воспитани панă»

— Клубра ĕçленĕ чухне Акатуя та, отчетлă концертсене те хатĕрленеттĕмĕр. Сĕнтĕре репетицие каймаллаччĕ. Хĕллехи çил-тăманра ĕç хыççăн трактор çуни çине ларса, шаль тутăрпа пĕркенсе çула тухаттăмăр. Анаткас ялĕ витĕр кайнă чухне çав ялти çветкесем, вĕсем унта нумаййăнччĕ, çуна çине хăпарса ларатчĕç. Питĕ хăраттăм вĕсенчен. Пайтах çÿренĕ, нушине те курнă, концертсем ирттернĕ. Мăшăрăм нихăçан та кĕвĕçмен-ятлаçман. Ачасем уроксене хăйсем тĕллĕн вĕренме хăнăхнă, — терĕ нумаях пулмасть, Амăшĕн кунĕнче, регион Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен Чăваш Республикин «Анне» паллине тивĕçнĕ Елена Павлова.

Кашкăртан хăраса Вăрмар районĕнчи Çитмĕшре пурăнакан Елена Ивановнăна ялта темиçе ăру ахальтен мар хисеплет, яланах ун пирки ыррине кăна калать. Ĕмĕр тăршшĕпе халăхпа ĕçленĕ вăл, ентешĕсен кăмăлне юрама пĕлнĕ. Халĕ те ватă çынсемпе ватăлла калаçать, çамрăксемпе вĕсем пек пулма пĕлет, ачапчапа та савăнма май тупать. Ахальтен мар вĕсем мăшăрĕпе Григорий Павловичпа ачисене те çапла воспитани парса ÿстернĕ. Шел, çемье пуçĕ çулталăк каялла пурнăçран уйрăлнă… Елена Павловăна ултă ачине воспитани пама хăйĕн ачалăхĕнчен мĕн витĕм кÿнĕ-ши? — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, 1942 çулта, Вăтакас ялĕнче çуралса ÿсрĕм. Кукаçипе кукамайăн пĕртен-пĕр хĕр кăна пулнă, эпĕ те аннен — пĕр ача. Пĕрле пурăнаттăмăр. Мана та тырă вырма хăйсемпе илсе каятчĕç. Çаплах çурла тытма вĕрентĕм, пĕчĕк лаптăк парса хăваратчĕç те мĕкĕлтететтĕм. Кĕлте çыхаттăмăр, сурат, çĕмел тăваттăмăр, кайран капана хываттăмăр. Унтан тырра молотилкăпа çапнă. Хĕлле тырра çум курăк вăрринчен суйлама киле паратчĕç. Çак ĕçе краççын çутипе пурнăçлаттăмăр. Уйра ĕне выльăхăн типнĕ тислĕкне пуçтарса мунча хутатчĕç. Пÿрте хутса ăшăтма та вутă çукчĕ. Анне эпĕ шкултан таврăннă вăхăтра çĕр улми аврипе кăмака хутатчĕ. Пÿрт тусанланатчĕ те: «Мĕншĕн эпĕ шкултан киличчен хутса çунтармастăр?» — тесе макăраттăм. Сахăр çителĕклĕ çисе ÿсмен. Чей ĕçме кукаçи кăшт катса паратчĕ. Юлташ хĕрачапа иксĕмĕре кĕрĕк çĕлесе панăччĕ. Шкула Пинере çăпата сырса, пир сумка çакса каяттăмăр. Пир сумкăран портфель ăсталаттăмăр. Аслă классене Енккассине çÿрерĕмĕр. Шкулĕ самай аякраччĕ. Хĕлле ир-ирех тухса утаттăмăр. Кашкăрсенчен хăраса патака çĕтĕкпе çавăрса çыхаттăмăр, ăна краççына чиксе кăлараттăмăр та çул тăршшĕпе çунтарса каяттăмăр, — çамрăклăхне аса илчĕ Лена аппа. Торф кăларнă Шкул хыççăн вăл сутуçа вĕреннĕ. Яла таврăнсан Пинер шкулĕнче буфетчицăра ĕçленĕ вăхăтрах шкул ачисем валли пысăк хуранпа яшка пĕçернĕ. — Хĕр пĕвне кĕтĕмĕр. Клуба тухма вăхăт çитрĕ. Ялта электричество кĕртменччĕ. Краççын лампипе усă кураттăмăр. Манăн вара çÿç кăтралатас килетчĕ. Пански йĕппе лампа çумне хураттăм, вăл вĕриленсен ун çумне çÿçе яваклаттăм. Çÿçе мĕн чухлĕ туртса сиенлетнĕ пуль ĕнтĕ, анчах кăшт та пулин çапах кăтралатнă. Аннесем кÿрше е хăнана кайсан ачасемпе пĕр-пĕрин патĕнче пуçтарăнса выляттăмăр. Çитĕнсен ялти клубра концертсем лартаттăмăр. Упа катине те юрлама илсе каятчĕç, — каласа кăтартрĕ нумай ача амăшĕ. Пĕчĕкренех бухгалтер пулма ĕмĕтленсе ÿснĕ вăл. Анчах паспорт паманнипе ĕçлеме кайма шухăшланă. Çапла паспортлă пулнă. Районти, ялти хĕрсемпе пĕрле вĕсем Владимир облаçне торф кăларма тухса кайнă. Пĕрремĕш ĕç укçипе ботинка илсе тăхăннине епле манăн-ха? Шкула çăпатапа çÿренисĕр пуçне инçетри хулана та ăна сырса кайма тивнĕ хĕр-упраçăн. — Карьерта трактор чавса тухса каятчĕ те шывран торф кăлараттăмăр, кайран хускатса типĕтеттĕмĕр. Питĕ ир тăрса тухса каяттăмăр. Урана пахилкке тăхăнаттăмăр. Йывăрччĕ. Пĕрле кайнă хĕрсенчен киле маларах кайма ĕмĕтленеттĕм. Чăнах, пĕр уйăх маларах таврăнса Тĕрлемесе бухгалтер шкулне вĕренме кайрăм. Вăрмарта ЦСОра ĕçлеме тÿр килчĕ. Юлташпа иксĕмĕре партин аслă шкулĕ Шупашкарти ял хуçалăх институтне пĕр çуллăха кадрсен специалистне вĕренме ячĕ. Кашни уйăхра ун чухне пĕр пин тенкĕ /çав вăхăтри укçа/ паратчĕç те питĕ савăнаттăм, — хавхаланса аса илчĕ Елена Ивановна. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.