Комментари хушас

8 Раштав, 2022

Тантăш 48 (4817) № 08.12.2022

«Мускав урамĕсенче те чăвашла калаçатăп»

Çак кунсенче Хусанта Раççейри тĕрлĕ халăх чĕлхипе калаçакан шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ: Раççейри тĕрлĕ халăх чĕлхисене ăша хывтарассин ыйтăвĕсене татса парасси, ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентесси. Конференци çак енсемпе иртнĕ: вырăс, тутар, чăваш, удмурт, мордва, çармăс, пушкăрт филологийĕсем. Наукăпа практика конференцийĕн финалне пирĕн çĕршыври регионсенчен 154 тĕпчев проекчĕ суйласа илнĕ. Атăлпа Урал тăрăхĕнчен килнĕ ачасем хăйсен тăван чĕлхине епле юратнине, сума сунине вырăсла, тутарла, пушкăртла, чăвашла, çармăсла, удмуртла, мордвалла пĕлтернĕ.

«Лĕпĕш» сăмаха тĕпченĕ

Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренекен Ульяна Малова — асăннă конференци çĕнтерÿçи. Вăл 9-мĕш класра пĕлÿ пухать. Ульянăн тĕпчев ĕçĕ те хăйне евĕрлĕ. Вăл «лĕпĕш» сăмахăн вăрттăнлăхне чăн чăвашла уçса панă, ытти чĕлхепе танлаштарнă. «Асăннă тĕпчев ĕçĕ хамшăн та питĕ интереслĕ пулчĕ. Конференцие чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе Юлия Анисимовăпа пĕрле хатĕрлентĕмĕр. Чылай вăхăт тĕрлĕ словарьпе ĕçлерĕмĕр, тĕпчерĕмĕр. Малтан чăвашсем лĕпĕше «кÿпе» тенĕмĕн, кайран çармăс чĕлхинчен лĕпĕш сăмах кĕрет. Питĕ интереслĕ! Тутар, çармăс тата ытти чĕлхепе танлаштарсан чылай сăмах пĕрешкел. Конференцире хамăн темăпа кăмăллă юлтăм, ыйтусене те хуравларăм. Икĕ çул каялла эпĕ «Анкарти е пахча, хăмла е хăла çырли?» ятпа тĕпчев ĕçĕ çырнăччĕ. Наукăпа практика конференцийĕнче ун чухне пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Хусанта тĕрлĕ халăх ачисемпе паллашрăм, Тутарстанри Пăва тăрăхĕнчен килнĕ чăваш хĕрачисемпе туслашрăм», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Ульяна. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


То, о чем нельзя говорить

Театр – искусство коллективное. Это лучшая площадка для любого разговора, где говорят о важном. Ночуют ли морские обитатели? Существует ли Пицца-бой? Почему люди несчастны и как мириться с потерями? Ответы на эти вопросы можно найти в пьесе «А рыбы спят?» немецкого драматурга Йенса Рашке. На основе этого произведения театры по всему миру ставят детский спектакль.

Это спектакль – история о десятилетней девочке, потерявшей своего брата Эмиля. Джетта в столь юном возрасте рассуждает о недолговечности жизни и о том, что происходит с человеком после... Это рассказ о детской беззаботности, непосредственности, открытости, переживаниях и надеждах. Существует «то, о чем нельзя говорить». Это серьезные темы, которые сложно даются взрослым. Дело, в частности, касается вопросов о том, как появляются люди и что с ними происходит в конце их жизненного пути. <...>

Надежда МАКАШИНА.

♦   ♦   


Хăнара – Пукане театрĕ

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче районти культура çуртĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем хăнара пулчĕç, куракан умне «Тĕнчере мĕн вăйлă?» спектакль илсе тухрĕç. Эпир, Арапуç шкулĕн вĕрентекенĕсем тата ачасем, маларах çак пĕлтерĕве илтсен мĕн тери савăнтăмăр! Ара, сцена çинче чăн-чăн пуканесем выляççĕ-çке! Ку спектакле Петĕр Хусанкай çырнă «Тĕнчере мĕн вăйлă?» хайлав тăрăх лартнă.

Юмах пуçламăшĕнче ачасем умне Николай Соколов урапа кустарса тухрĕ. Çамрăк артист залра ларакансене тÿрех тыткăнларĕ. Куракансем малалла мĕн пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. <...>

Людмила ТИМОФЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.