Комментари хушас

8 Раштав, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 48 (6447) № 08.12.2022

Мускавран таврăнсан çĕр çырли ÿстерме пуçланă

ЧĂВАШ ЕНРИ «ÇАМРĂК ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬ» КОНКУРСРА ЭКОНОМИКĂН ТĔРЛĔ ТЫТĂМĔНЧЕ ТĂРĂШАКАН МАЛ КУРĂМЛĂ УСЛАМÇĂСЕМ ТУПĂШНĂ. ЧИ ЛАЙĂХХИСЕНЕ 10 НОМИНАЦИРЕ ПАЛĂРТНĂ. «ÇУЛТАЛĂКРИ ÇАМРĂК АГРАРИ» ЯТА МУРКАШ РАЙОНĔНЧИ АНТОН КОНДРАТЬЕВ ÇĔНСЕ ИЛНĔ.

Инженер вырăнне — агроном

35 çулти Антон Кондратьев çемйипе хăй çуралса ÿснĕ Чурикасси ялĕнче пурăнать. Калайкасси вăтам шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Антонинăпа Валерий Кондратьевсен аслă ывăлĕ малалла пĕлÿ илес тĕллевпе хулана çул тытнă. Мĕн ачаран техника енне туртăннă Антон Шупашкарти çыхăну техникумĕнче инженера вĕренме тытăннă. Професси пĕлĕвĕ илнине çирĕплетекен диплома алла илнипе çырлахас темен, аслă шкулта ăс пухма ĕмĕтленнĕ. Каччă Санкт-Петербургри В.Д.Бонч-Бруевич профессор ячĕллĕ телекоммуникацисен патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Çурçĕрти хулара 4 çул ăс пухнă связист Чăваш Ене, пушшех те — яла, таврăнасси, ахăртнех, ентешĕсенчен чылайăшне иккĕлентернĕ. Чăнах та, каччă ĕç стажне Мускавра пуçăннă. Хăйĕн специальноçĕпех ĕçлеме пуçланă вăл. Часах авланнă: ĕмĕр тăршшĕпех юнашар пурăнмашкăн шкулта вăтам классенчех туслашнă кÿршĕ ял пикине Татьянăна суйланă. Шăпа çул уçса пынине пăхмасăр тăрук Мускавран яла таврăнма кашниех килĕшĕ-и? Кондратьевсене тăван тăрăха килме мĕн хистенĕ-ха? — Эпир мăшăрпа иксĕмĕр те ялта çитĕннĕ. Кунта картише тухса йытăпа йăпанатăн-и, тавралăх ешернĕ тапхăрта пахча çимĕç татса çиетĕн-и, ачасем уçă сывлăшра чупса-выляса çÿреççĕ-и — пур çĕрте те ирĕклĕх! Шăпах çаксем çитместчĕç те пысăк хулара хваттерте пурăннă чухне. Паллах, яла куçса килме, пурнăçа улăштарма пĕр самантра палăртман. Чурикассинче маларах çурт тума пуçланăччĕ. Икĕ хутлăскере хăтлăлатса хута ярсан вара чун çуралнă кĕтесех туртрĕ, — çапла каласа кăтартрĕ мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтерекен Антон Валерьевич. Антон хăй те виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ Валерий Семенович вырăнти хуçалăха ертсе пынă. Колхоз салансан çĕр лаптăкĕ илсе унта тĕрлĕ пахча çимĕç, тыр-пул çитĕнтерме пуçланă. Ачисем те çăмăл мар çĕр ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Çавăнпа 4 çул каялла яла çемйипе таврăннă Антон çĕр çинче ĕçлеме шухăшлани вĕсемшĕн пач кĕтменлĕх пулман. Вăл çĕр çырли ÿстерме тĕв тунă. — Пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен çырла вăл. 2019 çулхи кĕркунне 20 сотка çĕр çинче калчасем лартрăмăр. Тепĕр çулхине пирвайхи тухăçа пуçтартăмăр. Майĕпен лаптăка пысăклатса пытăмăр, çимĕçе сутас енĕпе географи анлăлансах пычĕ. Хальхи вăхăтра 70 сотка çĕр çинче çырла туса илетпĕр. Кăçал экологи тĕлĕшĕнчен таса 5 тонна çырла пуçтартăмăр. Çĕр çырли ахальли те, ремонтантли те пур. Унсăр пуçне хăмла çырлипе иçĕм çырли хунавĕсене лартса пăхрăмăр. Хальлĕхе хăш сорт мĕнлерех çитĕнет тесе сăнамалăх çеç. Малашне халăх ыйтакан сортсене ĕрчетес кăмăл та пур. Çавна май йывăç-тĕме сыпма хăнăхрăмăр, — ĕç чун киленĕçĕ те пулнине çирĕплетеççĕ Антонăн сăмахĕсем. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Снаряд çурăлнă сасса телефонпа амăшĕ те илтнĕ

Виктор Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ пулнине мĕн ачаран ăнланса ÿснĕ. Ашшĕ Анатолий Федосеев Чечняри хирĕç тăрăвăн пĕрремĕш кампанине хутшăннă. Ывăлĕ кăшт çитĕнсен те унта мĕн тÿсни пирки каласа пама юратман вăл. Шăпа çапла çырнă темелле-ши: хальхи вăхăтра Виктор та Чечняри çар чаçĕнче хĕсметре тăрать. Салтакран патварланса таврăнсан вăл темиçе уйăхран контракт алă пуснă та каллех çар тивĕçне пурнăçлама кайнă. Виктор Украинăри çар операцийĕнче те 5 уйăха яхăн пулнă.

Спортра пиçĕхнĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкас каччи Ямашри шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти машиностроени техникумне çул тытнă. Виçĕ çултан академи отпускĕ илнĕ, çара кайма шухăш тытнă. Çапла 2018 çулта çуркуннехи призывра çамрăкскер салтак атти тăхăннă. Беларуç чикки çывăхĕнче ракета çарĕсемпе артиллерире хĕсметре тăнă вăл. — Канашри çар комиссариатĕнчех хăш-пĕр ентешпе паллашрăм. Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш каччипе Сергейпа пĕр çĕрех лекрĕмĕр. Пирĕн чаçре чăваш нумайччĕ. 20-ĕн те пурччĕ пуль. Туслăччĕ эпир. Пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшаттăмăр. Пушкăртстан чăвашĕсемпе те тăвансем пек çывăх хутшăнаттăмăр, — çара кайсан пурнăçа урăхларах хаклама вĕреннине çирĕплетрĕ Виктор. Ялта çитĕннĕрен çарти йывăрлăхсене туйман та вăл. Виктор шкул ÿсĕмĕнченех спортпа туслашса кĕлеткине çирĕплетнĕ. Техникумра вĕреннĕ çулсенче физкультура вĕрентекенĕпе канашланă, çăмăл атлетикăпа тренировкăсене çÿреме кăмăлĕ пуррине пĕлтернĕ. Преподаватель ăна лайăх тренер патне янă. Çапла Çĕрпÿ районĕн каччи республикăри ăмăртусенче те япăх мар кăтартусемпе палăрма тытăннă. Чăрмавсене парăнтарса чупассипе иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура икĕ хутчен бронза медале тивĕçнĕ Виктор. — Çартан 2019 çулхи кĕркунне таврăнтăм. Яла çитиччен шухăшларăм: «Килти хуçалăхра пухăннă ĕçсене пурнăçлатăп, техникума çитсе вĕренĕве вĕçлес ыйтăва татса паратăп. Унтан, тен, каллех «гражданкăран» вăхăтлăх уйрăлатăп». Атте чире пула /Чечняра пулни сывлăхне хавшатнăччĕ çав/ 2014 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Кил-çуртра, хуралтă таврашĕнче арçын юсамалли пайтах, — çарта мĕншĕн тÿрех контрактпа юлманнине ăнлантарчĕ яш. Çартан таврăнсанах каччă çăмăл машинăпа çÿремелли права илмешкĕн вĕреннĕ. Техникума çитсе диплом ĕçĕ валли тема суйланă, ăна хатĕрлеме тытăннă. Маларах кайса çакна калам: машиностроени технологĕн дипломне илнĕ хыççăн Виктор Хусанти аслă шкулта юриспруденци енĕпе куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Вăл халĕ виççĕмĕш курсра ĕнтĕ. Виктор Федосеев 2020 çул пуçламăшĕнче çар комиссариатне çитсе контракт çырма хатĕррине пĕлтернĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Упăшкапа 30 кун мар, 30 сехет те ырă курман»

Патăрьелте пурăнакансем ăна Валя аппа тесе чĕнеççĕ. Эпир унпа пĕр ялта çуралнă. Вăл манран 22 çул аслăрах. Валя аппа та ман пекех хĕр чухне Валентина Петровна Кадкина пулнă. Çапах пире ялта нихăçан та арпаштарман. Качча кайсан Валя аппа яла килкелесе çÿретчĕ. Ашшĕ-амăшĕ вилсен тĕп килне сутрĕç те, тахçантан пĕрре кăна килме тытăнчĕ. Тĕл пулсан ялан шÿтлесе, савăнăçлăн калаçатчĕ. Тăван пулсан та вăл ют яла качча кайнăран унăн пурнăçĕ пирки, тĕрĕссипе, нимĕн те пĕлмен эпĕ. Чылайранпа курманччĕ ăна. 84 çула çывхаракан Валя аппана ăнсăртран больницăра тĕл пултăм. Ара, ватлăх енне кайсан пирĕн яланах мĕн те пулин ыратать вĕт.

Чунĕнче вут çунсан та «Эх, Валя йăмăкăм,— терĕ тÿрех Валя аппа. — Ыратмасăр епле пурăнăн? Ватлăхра çак çут тĕнчере пĕччен тăрса юлтăм. Мăшăр çĕре кĕчĕ, пĕртен-пĕр ывăлăм та сарăмсăр вилчĕ. Пĕртăвансем пурте вилчĕç, вĕсен ачисем те ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Пĕр тăванăн ачи пур-ха. Анчах вăл хăй те ватлăх енне сулăннă. Аякра пурăнать пулсан та килкелет. Пурнăçăм ытла нушаллă иртрĕ. 83 çула çитсе те хăть 3 кунне ыррăн пурăнса куртăм-ши?» «Валя аппа, — терĕм. — Халь чирленипе кăна çапла калатăн пулĕ. Кун чухлĕ пурăнса ырри те, усалли те пулнă-ха ĕнтĕ. Яла пырсан эсĕ яланах савăнăçлăччĕ, шÿтлеме юрататтăн та, эпĕ сан çине пăхса ăмсанаттăм». «Çук çав. Чунра вут çунатчĕ. Куççуль тумламĕсене çăтаттăм та çын çинче лайăх курăнма тăрăшаттăм. Çынсем манăн нушана пĕлсен мĕнех тăвайĕччĕç-ши? Аттене вăрçа илсе кайнине астумастăп. Ун чухне эпĕ икĕ çулта çеç пулнă. Вăл вăрçăран таврăнни сĕре лайăх асра юлнă. Аманса таврăнчĕ. Киле икĕ патакпа пырса кĕчĕ. Ури çинчи пĕр пÿрни те çукчĕ. Çĕнĕрен утма вĕренчĕ. Аннене вăрçă вăхăтĕнче Улатăра окоп чавма, торф кăларма илсе кайнă. Килте ачасенчен Петя тете чи асличчĕ, вăл 15 çулта чухне колхозра ĕçленĕ вăхăтра аманнăччĕ те, алли чавса таран çукчĕ. Çавăнпах вăрçа каяйманччĕ. Районта почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Петя тете вăрçă вăхăтĕнче килте пулса та курман. Ялан районтаччĕ. Анне окоп чавма, торф кăларма кайсан пире чи аслă аппа, 11 çултискер, пăхса пурăннă. Анне вăрçă хыççăн нумай пурăнаймарĕ. Нуша унăн сывлăхне питĕ хавшатрĕ. 58 çул тултараймарĕ, чирлесе вилчĕ. Ытла та ир тăлăха тăрса юлтăмăр. Эпĕ кĕçĕнниччĕ. Анне вилнĕ чухне икĕ аппа килтен тухса кайса ĕлкĕрнĕччĕ. Маня аппа Патăрьелте райкомра ĕçлетчĕ. Райком çуртĕнче черетпе çĕр каçатчĕç. Пĕррехинче райкомра ĕçлекен çынна вĕлернĕ те унăн ÿтне çав çуртрах çĕр каçарнă. Çавăн хыççăн унта ĕçлекенсем çĕрлесерен темĕн те пĕр курма тытăннă. Маня аппа дежурствăра тăнă чухне те çапла пулса тухнă. Вăл хăранипе райком çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи картлашкаран персе аннă. Çавăн хыççăн чĕрепе аптăракан пулчĕ. Патăрьелти ĕçне пăрахса Мускава тухса кайрĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Пуяс тесе кивçене кĕреççĕ

«Сирĕн ятпа кредит илеççĕ», «Ывăлăр аварие лекнĕ»… Ултавçăсем шухăшласа кăларакан схемăсем пирки нумайăшĕ пĕлеççĕ. Анчах, шел те, вĕсене ĕненекен, укçа куçарса паракан халĕ те сахал мар. Эпир çулталăк пуçланнăранпа чи нумай укçа çухатнă çынсен ТОПне хатĕрлерĕмĕр.

8 миллион тенкĕ… Шупашкарта пурăнакан 48-ти арçын пилĕк уйăхра 8 миллион тенкĕсĕр юлнă. Веçех хăйĕнпе финанс компанийĕн ĕçченĕ тесе паллаштарнă хĕр шăнкăравланинчен пуçланнă. Вăл арçынна тупăш тумалли мел пирки каласа кăтартнă. Арçыннăн хулăн кĕсьеллĕ пулас тесен укçа хывмалла кăна пулнă. Хĕр компани саккуна пăхăнса ĕçленине, укçа çухатас хăрушлăх сахаллине ĕнентернĕ. Арçын çав хĕр улталани пирки шухăшламан та. Вăл мĕн хушнине пурнăçласа 5 уйăхра тĕрлĕ счет çине укçа куçарса тăнă. Пĕлĕшĕсенчен 4 миллион тенкĕ кивçен илнĕ. Банка та кайнă: унта 2 миллион тенке яхăн кредит илнĕ. Ытти хăйĕн укçи пулнă. Программиста та улталанă Ултавран никам та сыхланман — программистсене те шăнман пăр çине ним мар лартса хăвараççĕ. Шупашкарти çамрăк, шăпах ку тытăмра ĕçлекенскер, ултавçăсем усă куракан меслетсем пирки питĕ лайăх пĕлнĕ. Çапах халĕ унăн банк умĕнчи кивçене — 7 миллион тенке — татмалла. Çав укçана вăл ултавçăсене куçарса панă. Йĕкĕт патне палламан çынсем шăнкăравланă та ун ятĕнчен такам кредит илнине пĕлтернĕ. Ку ĕçе чарма пулать тесе яшăн мĕн тумаллине çийĕнчех ăнлантарнă. Вăл хушнине пурнăçланă та унăн счечĕ çинчен 300 пин тенке яхăн çухалнă. Кайран ăна совеçе пĕлмен банк ĕçченĕсене тăрă шыв çине кăларма тесе вăрттăн операцие хутшăнма сĕннĕ. Çамрăка кредит илме ÿкĕте кĕртнĕ. Çитменнине, ăна çийĕнчех онлайн кредит панă. Кун хыççăн вăл укçана ултавçăсене куçарса панă. Йĕкĕлтесе çырнă Йĕрке хуралçисем палăртнă тăрăх, çынсем ытларах «банк ĕçченĕсенчен» шар кураççĕ. Медицина тытăмĕнче тăрăшакан 26-ри яш çынсене улталакансем пирки пĕлмен мар. Çапах вĕсен серепине лекнĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче ун патне палламан номертен шăнкăравланă. Лини леш енчи çын малтан хăйĕнпе — банк ĕçченĕ, кайран йĕрке хуралçи тесе паллаштарнă. Вăл Çĕмĕрле хулинче пурăнакан çамрăкпа 6 кун çыхăнăва тухнă. Юлашкинчен ун ячĕпе такам саккунсăр майпа кредитсем илнине ĕнентерме пултарнă. Вĕсене «пăрахăçлас» тесен вăл ултавçăсем мĕн хушнине пурнăçланă: кредитсем илнĕ те банкомат урлă тĕрлĕ счет çине 3 миллион тенкĕ куçарнă. Кайран каччă смс-çыру вуланă хыççăн ырă мара сиснĕ. Ултавçăсем унран йĕкĕлтесе çырнă. Экскаваторĕ те, укçи те çук Шупашкарта пурăнакан 44-ри арçын экскаватор туянма шухăшланă. Хăйне кирлĕ техникăна вăл тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайтĕнче тупнă, сутуçăпа çыхăннă. Экскаватора сутакан çын Саратов хулинче пурăннă. Арçын унта хăй кайман, пĕлĕшне янă. Лешĕ техникăна турттарса килес тесе прицеп çаклатса кайнă. Сутуçă туянаканпа телефонпа çыхăнура пулнă. Суту-илÿ килĕшĕвне хатĕрленĕ, техникăна тиенĕ тесен Шупашкар арçынни ăна 4 миллион та 682 пин тенкĕ куçарса панă. Анчах лешĕ укçана илмен. Кайран веçех çиеле тухнă: куçарнă нухрата ултавçă вăрланă иккен. Кивçен шалăвĕнчен ытларах Инвестицисем çинче тупăш тума ĕмĕтленекенсем те шар кураççĕ. Кăçал Чăваш Енри 200 ытла çын çавнашкал меслетпе укçаллă пулас тесе 110 миллион тенкĕ ытла çухатнă. Шупашкарти 41 çулти арçын пуяс вырăнне банк умĕнче кивçене кĕнĕ. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче вăл интернетра инвестицисем çинче укçа ĕçлесе илме май пурри пирки пĕлтерÿ курнă. Ку ăна тÿрех кăсăклантарнă. Арçын сайтра хăйĕн ятне, телефон номерне çырнă. Шăнкăрава нумай кĕтме тивмен — суя брокерсем çийĕнчех çыхăнăва тухнă, пысăк тупăш илес килсен укçа нумай хывмаллине ĕнентернĕ. Çапла пирĕн ентеш тăватă банкра кредит илнĕ. Унăн халĕ кивçене татас тесен уйăхсерен 80 пин тенкĕ тÿлемелле. Ку унăн шалăвĕнчен 3 хут пысăкрах. Вăл ултавçăсене 4 миллион тенке яхăн куçарса панă. <...>

ТОПа Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


«Мăшăр вăрăм çÿçĕме шакла хырма вăй епле çитерчĕ-ши?»

26-ри Марина ятне улăштарнă пурнăçăн кашни саманчĕпе, çамрăклăхпа туллин киленсе пурăннă. Юратнă мăшăрĕпе пĕр ачана пурнăç парнеленĕ, хулара ипотекăпа хваттер туяннă. Марина иккĕмĕш хут амăшĕ пулса тăнă. Анчах çăмăлланнă хыççăн темиçе кунранах вăл хăрушă диагноз пирки пĕлнĕ: унăн рак…

Ачи пирки кăна шухăшланă

«Пĕрремĕш ачана 24-ра алла тытрăм. Декрет отпускĕ вĕçлениччен тепĕр хут амăшĕ пулассине пĕлтĕм. Çăмăлланас умĕн пĕр эрне маларах больницăна хучĕç. Тухтăрсем юн çаврăнăшĕ пăсăлнине, анчах ку ачана витĕм кÿменнине пĕлтерчĕç. Çапах УЗИ тутарсан, врачсем тимлесен лайăхраххине каларĕç. Больницăра анализсем патăм. Веçех лайăхчĕ, çав шутра — гемоглобин виçи те. Ача çуратмалли çуртра хăçан çăмăлланăп-ши тесе савăнса кăна çÿрерĕм. Пĕр кунхине тухтăрсем тĕрĕслесен амалăх умĕ 8 сантиметр уçăлнине пĕлтерчĕç. Ачана хăвăрт çуратрăм. Кайран тухтăрсем тепре анализ илчĕç. Икĕ кунран кăтартусем начаррине каларĕç. Кашни кун анализ илме тытăнчĕç. Бластсен, юнра пач пулмалла мар клеткăсен, виçи 10% ÿсме тытăннă иккен. Вĕсем организмра çыннăн лейкоз пулсан тупăнаççĕ. Мана терапевт патне ячĕç. «Эсĕ е юн нумай çухатнă, е санăн онкологи», — терĕ врач консультацире. Хамăн тухтăрпа калаçрăм та вăл эпĕ çуратнă чухне юн нумай çухатманнине пĕлтерчĕ. Больницăран тухсан гематолог патне каймаллине хытарсах каларĕ. Калаçу хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, çав кунах, тухтăрсем чĕнсе илсе мана больницăран кăлармассине пĕлтерчĕç. Мана уйрăм палатăна вырнаçтарчĕç. Гематолог тĕрĕслерĕ. Манăн лейкоз иккенне пĕлтерсен пуçран мăлатукпа çапнă пекех туйăнчĕ. Тухтăрсенчен чир мĕншĕн çакланма пултарнине ыйтрăм. Ача кĕтнĕ вăхăтра юн анализĕ нихăçан та начар пулман вĕт. Тухтăрсем чир генетика урлă куçнинче иккĕленчĕç. Ара, кун пекки йăхра пулман. Эпĕ радиаци вырăнĕнче те пурăнман. Иммунитет хавшани витĕм кÿмен-ши тесе те шухăшларăм. Çăмăлланас умĕн икĕ уйăх маларах хытă чирленĕччĕ. Вăйлă ÿсĕртĕм, пĕр уйăх нушалантăм, антибиотик ĕçмен. «Эпĕ мĕншĕн чирлерĕм?» — хама çак ыйтăва парса пуçа анрататтăм, кун пирки нумай шухăшлаттăм. Хама мĕнле пулăшмалла-ши тесе интернетра нумай вулаттăм. Çапла пуласса никам та шухăшламан вĕт. Киле каясси пулмарĕ, мана ачаран уйăрса больницăрах хăварчĕç. Тĕрĕссипе, эпĕ хам пирки мар, пепке пирки кăна шутланă. «Хăвна лайăх туятăн-и?» — тесе ыйтатчĕ тухтăр. «Йĕркеллех», — теттĕм. Хамăн вара пуç кашлатчĕ, вăй çукчĕ. Çуратнă хыççăн гемоглобин виçи те чакса ларнă-ха та. Ача сарă тесе ăна ача-пăча уйрăмне вырттарчĕç. Ăна пĕрле 5 кун выртнă чухне кăна кăкăр ĕмĕртсе куртăм. Пĕчĕкскере манран уйăрса илсе кайнă чухне пĕрремĕш хут юн пусăмĕ ÿсрĕ. Мана тем пуласран хăраса тÿрех реанимаци уйрăмне илсе кайрĕç. Пепкем ача-пăча уйрăмĕнче пĕр уйăх выртрĕ. Унтан ăна аппа пăхма килĕшрĕ. Паллах, упăшка пĕчĕкскере пĕччен тимлейместчĕ, ăна йывăр килĕччĕ. Унсăр пуçне унăн ĕçлемелле-çке-ха, çемьене тăрантармалла. Ачана сăн ÿкерчĕксенче, видеора кăна кураттăм. Халĕ аса илетĕп те, çав вăхăта мĕнле чăтса ирттернĕ-ши тесе хамран хам тĕлĕнетĕп. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.