Кал-кал ĕçлеме нимĕн те чăрмантармĕ
Çĕнĕ çулччен вăхăт нумай юлманнине кура 2022 çул валли палăртнă ĕçсене вĕçлес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Çакăн çинчен аса илтернипе пĕрлех тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çитес çула хатĕрленмеллине те палăртрĕ: бюджетсене çирĕплетнĕ — тăкаксемпе çыхăннă мĕн пур килĕшĕве кăрлачăн 1-мĕшĕччен алă пусмалла.
Бюджет укçипе çыхăннă темăна Тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова тăсрĕ — кăçал республика тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянннипе çыхăннă ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Çакăн валли уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 41 миллиард тенкĕрен те иртнĕ — иртнĕ çулхинчен самай нумайрах. Сутăн илессин пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланнă, конкурентлăха тивĕçтернине кура бюджет укçин перекечĕ 9% танлашнă.
Шел те, аукционсене темиçе хут ирттерме тивнĕ тĕслĕх те чылай. Кунашкалли тăлăхсем, нумай ачаллă çемьесем валли хваттер туяннă чухне пушшех нумай пулнă.
Надежда Владимировна палăртнă тăрăх, халĕ саккун таварсене, пулăшу ĕçĕсене пĕртен-пĕр поставщикрен те туянма ирĕк парать — асăннă тĕслĕхсенче çак майпа усă курнă пулсан ĕç-пуç вăраха тăсăлса каймастчĕ. Анчах саккасçăсем темшĕн çак çулпа кайман.
Контрактсене вăхăтра тăвас тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков уçăмлатнă тăрăх, Федераци казначействи палăртнипе килĕшÿллĕн кăçал мĕн пур контракта алă пусассине авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулнă — çакна 70% кăна тивĕçтернĕ. Çитес çул валли палăртакан ĕçре ку самантсене шута илмелле. Наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă контрактсене, сăмахран, ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен алă пусмалла.
Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев юлашки çулсем ансат пулманнине палăртрĕ: коронавирус, ятарлă çар операцийĕ. Çийĕнчен — строительство материалĕсем, ытти тăруках хакланни. Анчах, ун шучĕпе, «планпа пăхнă черетлĕ тапхăршăн тăнăçлăх кăтартуллă пулмалла — пысăк кисренÿсемсĕр». Çавна май кал-кал ĕçлеме, палăртнине вăхăтра тума нимĕн те чăрмантармалла мар. Çапла пуласса, паллах, питĕ-питĕ шанас килет.