Комментари хушас

1 Раштав, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 47 (6446) № 01.12.2022

«Сцена çинче фонограммăпа çăвар уçса тăраймастăп»

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль конкурс çĕнтерÿçисем пирки çырса кăтартнăччĕ. Çак чăваш ачисемпе Мускав облаçĕнче Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ вĕренÿ курсĕнче паллашма тÿр килчĕ. Вĕсем тĕрлĕ регионтан килнĕ шăпăрлансемпе педагогсене уçă сассипе тата уçă кăмăлĕпе кăна мар, чăваш юррисене шăрантарнипе те тĕлĕнтерчĕç.

Вырăсла кăна калаçнă

Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ вĕренÿ курсĕ темиçе куна тăсăлчĕ. Ачасем валли ташă каçĕ те иртрĕ. Шăпăрлансем тĕрлĕ юрă çеммипе хусканусем тунă вăхăтра тăрук чăваш юрри янăраса кайрĕ. Ку, пытармастăп, питĕ тĕлĕнтерчĕ. Шупашкар районĕнчен çитнĕ Дмитрий Никифоров ачасене чăваш юррипе ташлама кăна мар, ăна юрлама та вĕрентрĕ. «Эпĕ хамăрăн юрăсене питĕ юрататăп», — терĕ çывăхрах паллашсан 13-ри арçын ача. Унăн аслашшĕ купăс калама ăста. Дима та 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне çак музыка инструментне алла илнĕ. Çулталăк каялла вара баян калама вĕреннĕ. Вăл музыка шкулне çÿремен, хăех хăнăхнă. Шупашкар районĕнчи Ишлей салинчи шкулта вĕренекенскер каярахпа юрлама та тытăннă. Вăл ытларах чăваш халăх юррисене кăмăллать. Юратнисенчен пĕри — «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать». «Пирĕн çемьере юрлакансем çук. Тăрăшсан кашни çынах ку ăсталăха аталантарма пултарать. Эпĕ кашни кун 2 сехетрен кая мар баян калатăп, юрлатăп. Музыка — манăн кăмăл, чун. Эпĕ спортпа та туслăха. Анчах юрă-кĕвĕ тĕп вырăн йышăнать. Эпĕ яланах хаваслă, уçă кăмăллă. Эстрада артисчĕ пулас ĕмĕтпе пурăнатăп. Пултараятăпши? Шкул хыççăн музыка енĕпе вĕренме каятăпах. Мана килтисем те хавхалантараççĕ. Халĕ ав гитара калама вĕренесшĕн», — хавхаланса калаçрĕ Дима. Çуллахи каникула вăл кукамăшĕ патĕнче, Мускаринкассинче, ирттерет. Вырăнти культура çурчĕн ертÿçи Римма Мясникова сĕннипе Дима «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль конкурса хутшăннă. Хăй те кĕтмен — çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Арçын ача унта хăй çырнă юрра та юрланă. Сăвă çырма вăл нумаях пулмасть кăна пуçланă. Иккĕшне юрра хывнă, хăех кĕвĕленĕ. Фестивальте çĕнтернĕ хыççăн вăл Мускав облаçне вĕренÿ курсне кайма тивĕç пулнă. «Кунта килнĕшĕн савăнтăм, — пĕлтерчĕ Дмитрий. — Пирĕн валли ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç те, темиçе кунранах лайăхрах юрлама пуçларăм. Актер ăсталăхне вĕрентрĕç. Концерт пулчĕ, унта чăвашла юрларăм, ачасене такмаксем каласа ташлаттартăм. Асатте мана 4 баян илсе пачĕ. Çĕнĕ мар пулсан та кĕввине лайăх кăлараççĕ. Пĕрне хампа пĕрле илсе килтĕм. Çĕнĕ юлташсем тупнишĕн калама çук хĕпĕртерĕм. Манăн тус ахаль те нумай-ха, пĕтĕм Шупашкар районĕ тесен те йăнăш мар». Вăл тĕрлĕ ялта иртекен концертсене хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть Етĕрнекасси, Мăнал ялĕсенче пурăнакансене савăнтарнă. Кăçал Çĕньял Чурачăкри ял уявĕнче баян каланă хыççăн ăна Константин Евруков сцена çинче пĕрле юрлама чĕннĕ. Эх, питĕ хĕпĕртенĕ Дима! Ара, вăл юратнă юрăçпа юнашар тăрса юрланă. Тĕлĕнмелле те, Дмитрий 10 çулччен вырăсла кăна калаçнă. Унăн ашшĕ — вырăс, амăшĕ — чăваш. Чăвашла калаçма нумаях пулмасть кăна вĕреннĕ. Халĕ вăл тĕрĕс те таса калаçассипе тепĕр ачаран та ирттерет. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«ВИЧ-инфекципе те пурăнма пулать»

ВИЧ-инфекцирен сывалмалли препарат çук. Анчах пурнăç малалла пырать, медицина та аталанать. Вун-вун çул каялла ВИЧ-инфекци чирлĕ çыншăн хăрушă приговор пек янăранă пулсан паянхи кун унпа чирлĕ çынсем нумай çул пурăнаççĕ. Мĕн чухлĕ? Хальлĕхе паллă мар, мĕншĕн тесен антиретровируслă терапие пăхăнакансене тухтăрсем малалла сăнаççĕ. ВИЧ-инфекци — вăраха тăсăлакан чир, СПИД — унăн юлашки стадийĕ. Паян пирĕн калаçу Республикăри СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе кĕрешекен центрĕн клиника психологĕпе Вера МЕДВЕДЕВĂПА пулĕ.

— Вера Анатольевна, юнра ВИЧ-инфекци пуррине пĕлсен пациентăн чи малтан мĕн тумалла? — «Ăçтан? Мĕнле майпа? Мĕншĕн? Çын пĕлчĕ тĕк? Мĕн тумалла?» — унăн пуçĕнче тÿрех çакăн пек ыйтусем явăнма пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Пациент ĕçлет тĕк малалла ĕçлемелле, вĕренет пулсан вĕренмелле. Ăçтан? Чылайăшĕ ку ыйтăвăн хуравне пĕлмест. Мĕншĕн? Ку риторикăллă ыйту. Малалла мĕнле пурăнмалла? Пациентпа тÿрех калаçу ирттеретпĕр, антиретровируслă терапие пăхăнса пурăнмаллине ăнлантаратпăр. Эмелсене ĕçсе тăрсан хĕрарăмсем сывă ача çуратма пултараççĕ. Анчах вĕсен кăкăр ĕмĕртме юрамасть. — ВИЧ-инфекциленнине пĕлсен çын хăйне мĕнле тытать? — Унччен тăн çухатакансем те пурччĕ. Паянхи кун апла мар. Мĕншĕн тесен тахçан ВИЧ-инфекци пирки информаци сахал пулнă. Унчченхипе танлаштарсан, халĕ диагноза лăпкăрах йышăнаççĕ. Ку чирпе ахаль çынсем кăна мар, чаплă çĕрте ĕçлекенсем те нушаланаççĕ. Паян ман патра хăйĕн диагнозĕ пирки тин кăна пĕлнĕ хĕрарăм пулчĕ. Макăрма пуçларĕ. Паллах, пациента йĕме чармастăп. Практика кăтартнă тăрăх, çынна йĕме ирĕк парсан унăн макăрас килмест. Çав хĕрарăм упăшкипе ывăл çитĕнтерет, вĕсем теприн пирки ĕмĕтленеççĕ. Хайхискер диагнозĕ пирки пĕлсен текех ача çуратаймастăп тесе пăшăрханса ÿкнĕ. Сипленме пуçласан, тухтăр сĕнĕвĕсене шута илсен тепĕр хутчен амăшĕ пулаяссине ăнлантарсан лăпланчĕ. — Тăвансене диагноз пирки мĕнле пĕлтермелле? Сĕнÿсем паратăр-и? — Манăн сĕнÿ пама ирĕк çук, анчах ку ларутăрура мĕн тусан лайăхраххине пĕрле сÿтсе яватпăр. Ашшĕ-амăшĕ ватă пулсан, паллах, каламасан лайăхрах. Вĕсем чĕре чирĕпе, юн пусăмĕ хăпарнипе аптăранине шута илмелле. Ватă ăру «ВИЧинфекци» тенине урăхларах, çивĕчрех, йышăнать. Малтан пациентăн хăйĕн лăпланмалла, диагноза йышăнмалла, унтан тин кун пирки ыттисене каламалли пирки шутламалла. — Диагноз пирки пĕлнĕ çыннăн пурнăçĕ, ахăртнех, улшăнать. — Чылай чухне çын хăйне ытларах юратма, упрама пуçлать, пурнăç хаклăхĕсене пăхса тухать. Пĕр хĕрарăм килнĕччĕ. Упăшкипе япăх пурăнатчĕç, лешĕ эрех ĕçетчĕ. ВИЧ-инфекци вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарчĕ. Районта пурăнаканскерсем хулара уйрăм çурт туянчĕç, иккĕмĕш ачине çуратрĕç. Халĕ иккĕшĕ те ĕçлеççĕ. Хĕрарăм терапие пăхăнать. Пĕрре ют çĕршыв арçыннине шута тăратрĕç. Вăл кунти хĕре качча илнĕ. Лешĕ вара, пирĕн патра шутра тăраканскер, хăйĕн диагнозĕ пирки упăшкине пĕлтермен. Çитменнине, антиретровируслă терапие пăхăнман, эмелсене ĕçмен. Сипленме пăрахман тăк, тен, упăшкине ВИЧ-инфекци ермĕччĕ. «Мĕншĕн сирĕн çĕршывра çемье çавăракан çамрăксене ар хутшăнăвĕ урлă ерекен чирсене тĕрĕслемешкĕн анализ партармаççĕ?» — тесе ыйтрĕ çав арçын. Вĕсен çапламĕн. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Урăхларах» çуралнăшăн айăплă мар

Сусăрлăха пула хăйсен тĕнчинче питĕрĕнсе пурăнакансен йышĕнче ăс-тăн енчен кăлтăклисем — уйрăм вырăнта. Çул çитменнисене социаллă учрежденисенче тимлĕхсĕр хăвармаççĕ-ха, çитĕннисем вара чылай чухне общество айккинче тăрса юлаççĕ. Хăйсен çемйи е пăхса тăракан социаллă ĕçченсĕр пуçне ун пеккисемпе никамах та хутшăнмасть. Çапла çынсенчен ютшăнса хăйсем пурăнакан кĕтес лаптăкĕнче «питĕрĕнеççĕ», таврара мĕн пулса иртнипе кăсăкланми пулаççĕ, хăйсем «урăхла» çуралнăшăн айăплă туйса кун кунлаççĕ вĕсем.

Пĕрре çимелĕх апатшăн — пĕр михĕ çĕр улми 30 çулти Татьяна та, амăшĕпе пурăнаканскер, тус-юлташ пирки тахçанах ĕмĕтленме пăрахнă. ДЦП, олигофрени /ăс-тăн енчен хавшак пулни/… Чылай чухне кун пек чирсемпе аптăракан çынпа туслашма васкамаççĕ. Таня тăватă стена хушшинче тĕнче мĕн тери илемлĕ пулнине курмасăр, туймасăр пурăннă. Анчах пĕлтĕр унăн пурнăçне те хĕвелĕн çутă та ăшă пайăрки кĕнĕ. Ăс-тăн енчен аталанайманнине пула çырма та лайăх пĕлменскер халĕ сас паллисене тăрăшсах кукăртать. Кăмăлĕ аван чухне хăйĕн пеккисене пулăшакан Елена Лукина психолог патне: «Лена, эпĕ ыран ĕçе пыратăп», — тесе çыру вĕçтерет. Елена Вячеславовна ăсталама вĕрентнипе тăрăшса тунă аппликацие каçхинех хутаçа тирпейлĕн чикме те манмасть вăл. Май пулнă тăк Таня Çĕнĕ Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан центрта пултаруллă психолог ирттерекен тĕлпулăва кашни кун кайма хатĕр. Унта ăна, хăйĕн пеккисен ушкăнĕнче, питĕ ирĕклĕ, хăтлă. Елена Вячеславовна ĕçтерекен чей пек тутли те урăх ниçта та çук уншăн. — Килтен тухмасăр пурăнакан хевтесĕр çамрăксене обществăпа кăштах çывăхлатас, кулленхи пурнăçа хăнăхтарас, ÿнер ĕçне явăçтарас тĕллевпе ятарлă программа пуçартăмăр. «Невозможного.net» ят патăмăр ăна. Çапла çамрăк инвалидсене хамăр пата йыхравларăмăр. Вĕсемпе тĕрлĕ калаçу ирттеретпĕр, хусканусем тăватпăр, ансат ал ĕçĕсемпе аппаланма хăнăхтаратпăр. Сусăрсем çынпа питĕ сахал хутшăнаççĕ. Çавăнпа чи малтанах вĕсене хăйсене «питĕрсе хунă картаран» тухма вĕрентмелле. Пĕрле юрлатпăр, вылятпăр — çаксем йăлтах хевтесĕррисен кăмăлне уçма пулăшаççĕ. Малтанах занятире эпĕ кăна калаçаттăм. Пÿлĕмрен тухаттăм та, каллех шăплăх хуçаланатчĕ. Халĕ апла мар. Кунта килнисем хутшăнма пуçларĕç, пĕрпĕрин çинчен мĕн те пулин ыйтса пĕлеççĕ. «Тата хăçан тĕл пулăпăр?» — ирĕн-каçăн шăнкăравлаççĕ ман пата вĕсем, — каласа кăтартрĕ Елена Вячеславовна. Вăл çак центрта психологра 4 çул тăрăшать. Центра çÿрекенсен хушшинче тĕрлĕ çын пур. Кашнин аталанăвĕ тĕрлĕрен. Кунта çÿреме тытăниччен 30 урлă каçнă Людмилăна ăнланма та йывăр пулнă — сăмахсене тĕрĕс калайман. Халĕ аванах пуплет. Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ тахçанах уйрăлнă. Люда амăшĕпе пурăннă. Чи çывăх çынни вилсен сусăрскер никама та кирлĕ пулман. Пĕччен тăрса юлнă хĕре социаллă ĕçчен апат пĕçерсе, килти тĕрлĕ ĕçе пурнăçласа пулăшнă. Çапла темиçе çул пурăннă хĕр пурнăçне улăштарма пултарнине ĕненме те йывăр. — Халĕ Люда çăмăл апата хăех пĕçерет. Пирĕн патра çĕр улми шуратма вĕренчĕ. Малтанхи вăхăтра вăл пĕрре çимелĕх апат пĕçерессишĕн пĕр михĕ çĕр улми касса-вакласа пĕтернĕ пултăрин. Анчах тăрăшнин усси пулнă. Халĕ лавккана та хăех çÿрет. Мĕн те пулин ăсталама хушсан питĕ савăнать, çав кунах тăвать. Ĕçĕ ăнсан часрах мана пĕлтерме васкать. Ача пекех вĕсем — тăрăшнăшăн мухтасса, лайăх сăмахсемпе хавхалантарасса кĕтеççĕ, — психолог çапла калани вăл хăйĕн патне çÿрекенсемшĕн чăн-чăн юлташ пулнине çирĕплетет. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Малтан ашшĕ вилнĕ, унтан пушар тухнă…

Татьяна Малышкина ашшĕ йывăр чирлесе вилнĕ хыççăн тăна та кĕреймен — çемьене тепĕр инкек килнĕ. Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче вĕсен килĕнче пушар тухнă. Сусăр ачана çитĕнтерекен çемье нимсĕр тăрса юлнă.

Маларах çуралнă

Улатăр районĕнчи Ахматово ялĕнче пурăнакан Татьяна — икĕ ача амăшĕ. 16-ри Денис шкулта вĕренет. Кĕçĕнни Паша раштавăн 4-мĕшĕнче 9 çул тултарать. «Кĕçĕн ывăлăм вăхăтран маларах, 8 уйăхра, кун çути курчĕ, — аса илчĕ çамрăк амăшĕ. — Çуралсан вăл тÿрех сывласа ямарĕ, вăл кислородсăр аптăранă. Икĕ ывăлăма та Шупашкарта кесарево мелĕпе çуратрăм. Паша çуралсан кăкăр ĕмеймерĕ. Вăл 2 çулта чухне больницăра неврологи уйрăмĕнче икĕ эрне выртрăмăр. Çав тапхăра хăрушă тĕлĕк пек аса илетĕп. «Эпир сиплени сире 4 уйăхлăха çитет, кайран тепре килме пултаратăр», — терĕç. Ывăлăн приступсем пуçланчĕç, урине шăнăр туртатчĕ. Шупашкарти ача-пăча клиника больницине тĕрĕсленме кайрăмăр. Коридорта кăтартусене кĕтсе ларнă вăхăтра Пашăн приступ пулчĕ те, киле таврăнас вырăнне реанимацие лекрĕмĕр. Кайран пире паллиатив уйрăмне каймаллине пĕлтерчĕç. Ывăлăн урине шăнăр туртнă вăхăтра та гипокси пулнă иккен. Урăхла каласан, сывлăш çитмен. Инвалидноç тÿрех илеймерĕмĕр. Малтан ăна 2 çуллăха пачĕç, 2018 çулта тепĕр хут тăсрĕç. Эпĕ ĕçлеттĕм, ачапа аттепе анне ларатчĕç. Халĕ эпĕ — ĕçсĕр амăшĕ, ывăла хамах пăхатăп. Вăл кăçал 1-мĕш класра вĕренме тытăнчĕ. Халĕ те куркаран мар, пластик кĕленчерен ĕçет. Улма-çырла сĕткенĕ ĕçме тытăнтăмăр. Анне мăнукĕсем валли чылай банка сĕткен хупрĕ. Каçхине Паша сĕт ĕçет. Вăл какай, пулă çиме кăмăллать. Гемоглобин пĕчĕк — унăн виçине ниепле те ÿстерейместпĕр. Пашăна чылай вăхăт ларма вĕрентрĕмĕр. Вăл килте упаленсе-йăваланса çÿретчĕ. Кайран кĕлетки çирĕпленчĕ те ларма хăнăхрĕ. Унтан купарча çинче шуса çÿрекен пулчĕ. Халĕ тăма пултарать, эпир пулăшнипе утăмсем тума тăрăшать. Кăçал пирĕн ходунки тупăнчĕ. Улатăрти «Лука» центра эрнере темиçе хут çÿретпĕр. Унта сусăр ачасене пулăшаççĕ. Хам çине тăнипе юпа уйăхĕнчен пуçласа учительсем Паша патне киле çÿреме тытăнчĕç. Пирĕн шкул çывăхрах, 3 минут кăна утмалла. Вĕренÿ енĕпе йывăрлăхсем пур: хăйне евĕр ачасем валли ятарлă учебниксем çукки ура хурать. Унсăр пуçне пирĕн валли ятарлă педагог тупаймаççĕ. Ку ыйтупа Вĕренÿ министерствине те тухрăм. Саккунпа килĕшÿллĕн, ачан шкулта вĕренмелле, ун валли кирлĕ условисем тумалла, пандус вырнаçтармалла. Пашăн занятисем кăнтăрлаччен иртчĕр тесе ыйту тăратрăм. Анчах кадрсем çитменнипе вăл вăхăтра вĕрентме май çук терĕç. Кайран çине тăнипе пирĕн пата икĕ эрнере 7 учитель заняти ирттерме килсе кайрĕ. «Пирĕн вăхăт çук», — тенĕ хыççăн прокуратурăна кайма тиврĕ. Эпĕ ывăла килте вĕрентчĕр тесе шкулпа килĕшÿ тунă. Пĕлÿ çурчĕн пире кирлĕ учебниксемпе тата литературăпа тÿлевсĕр тивĕçтермелле. Прокуратура ĕçченĕсем ертÿлĕх йĕркене пăснине, учительсем занятисене сиктернине палăртрĕç, çитменлĕхсене пĕтермелле тесе директор ячĕпе представлени çырчĕç. Ывăлăн вĕренĕвне тивĕçлĕ пек йĕркелейменни паянхи кун маншăн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Паша çитĕнÿсем туни савăнтарать. Вăл тĕрлĕ сасă кăларма вĕренчĕ. Калăпăр, диван е кресло çине лармалла тăк çав вырăна çапса кăтартатпăр. «Паша ăçта? Аннÿ вара?» — тесе ыйтсан та тĕллесе кăтартать. Ют çынсене сăнать. Сывлăх сунас вырăнне ыталать, чуптăвать. Вăл çынсемпе хутшăнма юратать. Телевизорпа кунĕпе мультфильм кăна пăхатпăр. «Колобок», «Теремок», «Синий трактор» мультиксене пăхмасăр пĕлетпĕр ĕнтĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Ыран килĕр тесе пĕр çынна та кăларса ямасть

Патăрьел районĕнчи Тури Туçа участок больницинче пĕр хушă тухтăр пулмарĕ. Нумаях пулмасть унта çĕнĕ çын килни çинчен пĕлтерчĕç. Пакистан арçынни Малик Фахим Ахсан иккен. Çĕнĕ тухтăрпа паллашас тесе больницăна ятарласах кайрăм. Кунта чере-е-ет! Пациентсем тухтăрсăр тунсăхланă пулмалла. Хам та черет тăрсах ун патне интервью илес тесе кĕтĕм. Эпĕ мĕн тĕллевпе çÿренине пĕлсен тÿрех асăрхаттарчĕ: «Ĕç вăхăтĕнче интервью памастăп. Ĕç хыççăн килĕр». Çийĕнчех манăн электрон карттăна шыраса тупрĕ. Чир-чĕр историйĕпе паллашнă хыççăн сĕнÿсем парса ăшшăн ăсатрĕ. Медсестра ман çине: «Тытайăн-ши эсĕ ăна?» — тенĕн шеллесе пăхрĕ. «Ĕнер каçхи 6 сехетчен пациентсене йышăнчĕ, виçĕм кун — 6 сехет çурăчченех», — терĕ. Чăнах та, Фахим Ахсанпа каçхи 7 сехетре çеç калаçма май пулчĕ.

Колледж хыççăн — Шупашкара

Çамрăк-ха вăл. 1990 çулта Пакистанри Ханевал хулинче çуралнă, унтах ÿснĕ. Çак çĕршыв çамрăк темелле. 1947 çулта çеç вăл никама пăхăнман пулса тăнă. Пакистан ачисем пурте вăтам пĕлÿ илеймеççĕ. Уйрăмах — ялта пурăнаканнисем. Çапах патшалăх 5-16 çулсенчи ачасене тÿлевсĕрех пĕлÿ пама тăрăшать. Хулара пурăнакан çамрăксенчен нумайăшĕ аслă пĕлÿ патне туртăнать. Маликсен ашшĕ-амăшĕ виçĕ ывăлне те тивĕçлĕ пĕлÿ пама пултарнă. Фахим хăй çуралса ÿснĕ хулари колледжран вĕренсе тухсан, 2007 çулта, Шупашкара килнĕ. Малтанхи икĕ çул кунта унăн вырăс чĕлхине вĕренме тивнĕ. Унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухма тытăннă. Пĕр çултан вăл Хусана куçса кайнă, унти медицина университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Паллах, Пакистанри ачасем пурте ют çĕршывра пĕлÿ илеймеççĕ. Чи малтанах ку укçа-тенкĕпе çыхăннă. Унти пуян çынсенчен нумайăшĕ ывăлĕ-хĕрне Раççейре вĕрентме тăрăшать. Фахимăн шăллĕ Китайра ăс пухать, ăслăлăх ĕçченĕ пулма хатĕрленет. Чи кĕçĕнни — ашшĕпе амăшĕ çумĕнче. «Вăл пирĕн чаплă компьютерщик», — йăл кулчĕ Фахим Ахсан. Фахима Хусанта вĕренме çăмăлрах пулнă, мĕншĕн тесен вăл ислам тĕнне ĕненет. Вĕсен йăли-йĕрки тутарсенни пекрех. Ялта пурăнакансем шариат саккунĕсене çирĕп тытса пыраççĕ, наци çи-пуçне тăхăнаççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем çара пуç çÿремеççĕ. Анчах халăх тĕттĕм тĕсе йышăнман. Хĕрсемпе хĕрарăмсем çутă тĕслĕ тум тăхăнма тăрăшаççĕ. Хиджаб тăхăнмаççĕ тесен те юрать. «Пакистанри пысăк хуласенче пурăнакансенчен нумайăшĕ Европăри халăхсен культурипе çывăхланать», — терĕ Фахим. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Кÿмери сусăр савăннине курсан ачасене пулăшма пуçланă

Амăшĕн профессийĕ илĕртнĕ

— Наталья, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.

— Çĕмĕрле хулинче çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Атте Александр Николаевич çав тăрăхран, вăл аннепе Елена Афанасьевнăпа, Улатăр районĕн хĕрĕпе, ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне çемье çавăрнă. Аппа Таня анне диплом иличченех çуралнă. Вĕренсе пĕтерсен аттепе анне Çĕрпÿ районĕнчи совхоза ĕçлеме кайнă. Анне иккĕмĕш пепкине кĕтнине пĕлсен район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялта юлма шикленнĕ. Çапла вĕсем Çĕмĕрлене пурăнма куçнă. Мĕн астăвасса, пирĕнпе ытларах атте вылятчĕ. Питĕ хастарччĕ вăл! Футбол, хоккей тесен каçсах каятчĕ. Шупашкара куçса килсен атте пушар хуралĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Павлов мичман урамĕнче хамăр пурăнакан общежити çумĕнче темĕн çÿллĕш юр купине шыв сапса пăрлантаратчĕ. Унта ача-пăча кĕшĕлтететчĕ. Атте çамрăксемпе хоккейла вылянă вăхăтра эпир аппапа каток çинче конькипе ярăнаттăмăр. Анне ача садĕнче ĕçлетчĕ. 19 çултах тăлăха юлнă вăл. Çапах никамран пулăшу кĕтмесĕр Шупашкара килсе пурнăçне йĕркелеме пултарнă. Çуллахи каникула асаннепе асатте патĕнче ирттереттĕмĕр. Асанне Фекла Кирилловна вăрçă вăхăтĕнче заводра самолет пайĕсем тунă çĕрте ĕçленĕ. Асатте Николай Михайлов ăста платник, кăмакаçă пулнă. Вĕсен çумĕнче ÿссе ял пурнăçне хăнăхрăмăр. Тĕрĕссипе, аттепе аннен пире яла леçме вăхăчĕ те пулман. 7-8 çулта чухнех автобуспа лартса яратчĕç. Çĕмĕрлене çитсен асаттепе асанне пурăнакан поселока мĕнле çитмеллине пĕлеттĕмĕр. 1-мĕш класа кайиччен пире Кăнтăр поселокĕнче хваттер пачĕç. Аппапа иксĕмĕр пĕлÿ çурчĕ çумĕнчи музыка шкулне çÿрерĕмĕр. Юрра-кĕвве юратасси йăхран пырать. Аттен вăтам пиччĕшĕ Витя тете баянистчĕ, вăл ÿнер шкулĕнче вĕрентетчĕ. Аппа Таня фортепиано калама вĕреннĕ чухне манăн та шутсăр клавишăсене пусас килетчĕ. Питĕ ывăнсан е чун канăçсăрлансан фортепиано умне вырнаçатăп та пĕр-икĕ сехет чарăнми кĕвĕ калама пултаратăп. Бах, Бетховен хайлавĕсем чун хĕлĕхĕсене хускатаççĕ.

— Халĕ те лара-тăра пĕлместĕн. Мĕнпе кăна кăсăкланмастăн! Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ-ха эсĕ?

— Аттен профессийĕ кăсăклă пек туйăнатчĕ. Çынсене çăласси, ырă тăвасси илĕртетчĕç. Милици шкулне каяс килетчĕ, анчах унта лекме çăмăлах мар. Темшĕн шиклентĕм. Çапла аннен ĕçне куç хыврăм. Ун чухне вăл пахча çимĕç лавккинче ĕçлетчĕ. Аннен крахмалланă шап-шурă калпакĕ питĕ илĕртетчĕ. Вĕсем тем пысăкăш михĕсене хăйсемех пушататчĕç. Училищĕне документсем пама кайрăм та йышăну комиссийĕнчи çынсем аттестатри шăкăрин «пиллĕке» курсан тĕлĕнчĕç. «Санăн аслă шкула каймалла», — терĕç. «Пилĕк çула вĕренсе çухатма-и? Çук! Манăн хăвăртрах ĕçе пуçăнас килет», — хуравларăм эпĕ. Чăн та, питĕ лайăх паллăсемпе вĕренеттĕм. Пĕрремĕш практикăрах укçа тÿлерĕç. Училищĕрен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан пысăк предприятире хамăн специальноçпа ĕçлеме пуçларăм, Шупашкарти коопераци институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм, «Предприятие ертсе пырасси» специальноçпа пĕлÿ илтĕм. Ĕçлекен студент пулнăран вĕренÿ çăмăллăнах парăнатчĕ. Курс, диплом ĕçĕсене йăлтах хам çыраттăм. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.