Комментари хушас

30 Чÿк, 2022

Тăван Атăл, 11 №, чÿк, 2022 çул

Авăр

Историллĕ роман сыпăкĕ

Якку гвардейцă Яккун салтак ячĕ тухрĕ. Çимун ывăлне кăвак хут пырса тыттарсан лешĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Ялти чиркÿ-прихут шкулне пĕтернĕскер аллинчи хутне вуласа тухрĕ те енчен-енне çавăркаласа ашшĕнчен çапла ыйтрĕ: – Хăçан? – Виçĕм кун панă. – Хальхаççăн салтака илесси пирки калаçмастчĕç- çке?.. Ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ-ха ку, – Якку пуçне лăс! сулласа илчĕ, пĕр хушă шухăша кайрĕ. Ачалăх, яшлăх кунĕсен çырла пек тути пырта чăмаккаланса капланчĕ. Астивсех çитерейменччĕ-ха йÿççи-пылакне вăл… Эх! – Мĕнех, каймалла пулсан кайăпăр, эппин, салтакне! – Ялтан тата ултă çын. – Камсем? – Казаковсен, Мордвиновсемпе Валеевсен, Чувашовсен, Руссаковсен, Армяновсен ачисем. – Салтак ятне çĕртмĕпĕр, атте, ан хăра! – Çапла каларĕ те Якку мачча каштинчи тимĕр ункăран çакăнса карăнчĕ, тăрук алăк урати çине сикрĕ те алăка сулăмпа уçса картишнелле чупса кайрĕ. Çав сулăмпах хыçалти картаран анкартине, унтан Пăлана чупса анчĕ. Темле вăй малалла та малалла хăваларĕ, хăй те пĕлмерĕ ăçта утассине – çырма хĕррипе утрĕ те утрĕ, Аслă Пăла юхăмĕпе тан утăмласа пычĕ. Хĕсĕкрех вырăнсенче юхан шыв сиккипе шарласа юхать, хумĕсемпе çырана çапать, сарлака çырансен хушшипе вара – васкамасăр та ирĕклĕн. Аслă Пăла улăхне çитсен тин чарăнчĕ. Кунта унăн илемлĕ ачалăхĕпе яшлăхĕ чупса çÿренĕн туйăнать. Ял халăхĕпе пĕрле савăнса мĕн чухлĕ утă çулнă, шыва кĕнĕ, хĕрсемпе вылянă, выртмана çÿренĕ... Аслă Пăла шывĕ лăпкă юхать паян, шавламасть, кĕрлемест, çыранран тухса ейĕве каймасть, анчах та нумайлăха-ши? Чечен кайăксен юрри чуна лăпкать, Якку вĕсен юррине тăнласа çыран хĕрринче чылайччен шыв юххине пăхса шухăша кайса ларчĕ... Ăçта юхса çитетши çак шыв? Ăçта васкать? Кам кĕтет вĕсене инçе çĕрте?.. – Амăшĕ, кутамкка пуçтар. Сурăх пусас, шăрттан хатĕрле. Хăш вăхăтра çитĕнчĕ-ха вĕсен вăталăх ывăлĕ? Асли, Иванĕ, тăлпан, кĕмĕркеллĕ ар пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть авланса та ячĕ. Хĕр хыççăн хĕр çуратать кинĕ. Уйрăлса та тухрĕç ĕнтĕ. Якку вара, тем кĕтнĕн, йыш çавăрма тăхтаса тăчĕ. Якку пÿрте кĕрсен пÿрт тăвăррăн туйăнать. Пуринчен те çÿллĕрех çитĕнчĕ. Сарлака хулпуççийĕ çинче сар ыраш хăмăлĕ пек сарă та кăтра çÿçĕ лăстăр силленсе выртать. Ашшĕ ăна чÿлмек тăхăнтартса касать-ха, çапах та çак кăтра çÿç ниме пăхăнмасăр вĕçсе тăрать. – хуçи пекех. <...>

Людмила САЧКОВА.

♦   ♦   ♦


«ПоэZия русского лета» - Шупашкарта

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче Донецкри çар пулăмĕсене халалласа çырнă сăвăсен РТ телеканал пуçарăвĕпе кăларнă «ПоэZия русского лета. Поэтический Зов» пуххин презентацийĕ иртрĕ. Кĕнекен тĕп тĕллевĕ — Донецк халăхĕн хăйĕн ирĕклĕхĕшĕн пыракан хирĕç тăрури паттăрлăхне, тÿсме тивекен нуши-тертне, ырă çутă ĕмĕт-тĕллевне наци астăвăмĕнче хăварасси, çамрăк ăру чунĕнче патриотизм туйăмĕсене çирĕплетесси. Делегаци йышĕнче: Донецк сăвăçи Анна Ревякина, Севастопольте çуралнă Ольга Старушкова сăвăç, Захар Прилепин çыравçăн вĕрентÿ мастерскойĕн вĕренекенĕ Дмитрий Молдавский сăвăç, питĕ паллă Лундстрем музыкантсен династийĕн çынни Петр Лундстрем сĕрме купăсçă, Киевра çуралнă тĕнчипе паллă пианистка Валентина Лисица, политикăпа общество деятелĕ Захар Прилепин çыравçă тата РТ телеканалăн тĕп редакторĕн çумĕ Анна Белкина. Тĕлпулăва сăмах каласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕ, вăл «Поэzия русского лета» кĕнекен презентацине юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускавра ирттернĕ хыççăн Раççей тăрăх ирттерме палăртнă тура Чăваш Республикинчен пуçланăшăн тав турĕ, патриотлăх туйăмĕ паянхи кун тата та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ пулнине, историри пулăмсене культура урлă лайăхрах ăнланма пулнине палăртрĕ. Хăйĕн шухăшне çирĕплетсе вăл тĕслĕх те илсе кăтартрĕ: «Хамăр историри пулăмсене пултарулăх çыннисем кăтартнипе паллашнă май эпир çав пулăмсене туйăмсемпе хамăр та кĕрсе каятпăр, вĕсене чун витĕр кăларатпăр. Куна эпир хамăр çĕрсем çинче хÿтĕлев чиккисем тунă чухнехи ĕç паттăрлăхне халалласа ирттернĕмероприятисенче питĕ аван куртăмăр. Пĕр тĕслĕх илсе парам. Çамрăксен театрĕ лартнă «Уйăпсем те шăнса хытнă» спектакле черетлĕ хут кăтартнă хыççăн пĕр 14 çулсенчи çамрăк тăчĕ те: «Эпĕ кун çинчен кĕнеке те вуланăччĕ, архив материалĕсемпе те паллашнăччĕ, халĕ, акă, пĕтĕмпех, йăлт ăнлантăм», — терĕ. Сцена çинче кăтартнисем, ытти культура япалисем чуна пырса тивеççĕ, пирĕн чунсене, туйăмсене хускатаççĕ. Çакна та каласа хăварасшăн: Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен Ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă мероприятисен тапхăрĕнче хальхи çамрăксем хÿтĕлев чиккисене тунă паянхи кун сывă çынсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. Çĕршывшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçланă чухне вĕсем те, çак хальхи ачасем пекех, çамрăк пулнă. Икĕ ăру пĕрлешĕвĕ. Çакăн пек пĕрлешÿре эпир темĕнле йывăрлăха та парăнтарма, темĕнле тăшмана та çĕнтерме пултаратпăр». Тĕлпулăва хутшăнма Мускавран ятарласа килнĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хальхи вăхăтри хирĕç тăру Раççейпе Украина хушшинче мар, цивилизацисен, культурăсен хушшинче иртнине палăртрĕ. <...>

Галина МАТВЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Пилсĕр пурнăç

Калав

Сурăх Павăлĕсем патĕнче туй кĕрлет. Аслă ывăлĕ авланать. Марье, эрех-сăрана юратаканскер, туй пуçланнăранпа пĕр çур сехет кăна иртнĕ пулин те, самаях хĕрме ĕлкĕрнĕ. - Йăкăнат! Мĕн сĕнксе ларатăн?! Атя тăсса яр купăсна! Марьен ташлас килет! – тăрăс-с! тапрĕ вăл урине купăсçă умне пырса. Йăкăнат туй пуçĕ çине пăхса илчĕ. Лешĕ пуçĕпе сĕлтрĕ те, таврари чаплă купăсçă ята тивĕçнĕскер купăсне янратса ячĕ. Вăл кăларакан çемĕпе упа та ташша ярĕ. Янăрать халь ташă кĕвви. - И-и-и! – çихĕрсе ячĕ Марье ик аллине çунат пек сарса. Йăкăнат пĕр кĕвĕ калать, Марье тепĕр кĕвĕпе такмаклать:

Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ.

Халь те юман, халь те юман,

Тата юман кирлĕ.

Унтан урипе тăпăр-тăпăр! тутарса илчĕ те малалла такмакларĕ:

Ман пек чапли кунта çук,

Ман пек чапли ялта çук.

Первосортнăй ман Куçук.

Пурнăçăм ман пыл та çу.

Çакна çилĕллĕн шăмарса сăнакан Санюк чăтса тăраймарĕ. Икĕ çаннине тавăрчĕ те аллине чăмăртаса пилĕкĕ çине хучĕ. Унтан Марьене хирĕç тăрса ун пекех тăпăртаттарса илчĕ.

Шурă кăна, шурă çурт,

Тĕтĕм кăларать мăрье.

Ăçтан кунта килсе лекнĕ

Ялти чи сÿтĕк Марье?! —

шăрантарчĕ вăл.

Сурăх вăрласа пусса çирĕр –

Типсе çитнĕ пурпĕрех.

Качака вăрласа пусса çирĕр –

Аçăр çĕрчĕ тĕрмерех, —

парăмра юлмарĕ Марье.

Сĕтел хушшинче савăнакан çынсем вĕлле хурчĕсем пек сĕрлеме тапратрĕç. Пĕрне-пĕри тĕрткеле-тĕрткеле сĕтел хушшинчен тухрĕ туй халăхĕ. Марье упăшки Куçук кĕç-вĕç вăрçă-харçă тапранасса туйса арăмне çĕклерĕ те пăлтăралла утса кайрĕ.

- Кам чĕннĕ çак ăçтиçука туя?! – çухăрашрĕ Санюк.

- Лăплан, лăплан. Мĕнле чĕнмĕн-ха? Эсир вĕт пурте Павăл тăванĕсем. Куçук та Павăла сан пекех çывăх, - лăплантарчĕ ăна Павăл арăмĕ Пăлаки. Павăл СанюкпаКуçукăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ. ПăлакиСанюкалăплантаралăплантара тĕпел кукрине ертсе кĕчĕ. - Тĕнче намăсĕ! Тĕнче намăсĕ! – ĕсĕклерĕ Санюк. – Кам сурăхне вăрланă эпĕ?! Кам качакине вăрланă?! - Эс ху та айăплă. Кам хушнă сана ухмахпа çыхланма? Ун пек çынран пăрăнса çÿрени аван. - Эй, çапла çав. Хам та ухмах. Туй вăл туй пек пултăр. Пирĕн йăхсен хушшинче çур ĕмĕре тăсăлакан хирĕçÿшĕн çынсем айăплă мар. Ял халăхĕ ăна та, пире те лайăх пĕлет. – Санюк куççульне шăлса типĕтрĕ, кĕпине туртса тÿрлетрĕ те татах ташă картине сиксе тухрĕ: Туя туй пек тумалла, Ташласа савăнмалла. Марье пек ăçтиçуксене Шăпăрпала шăлмалла! - Вара çав, çапла çав, шăпăрпала шăлмалла! – алă çупса хавхалантарчĕç туй çыннисем Санюка. Пĕр пилĕк-ултă минутран туй илемĕ хăйĕн картине таврăнчĕ. Çав вăхăтра Куçук урипе тапкаланакан, аллипе çÿçне çăлма пикенекен Марьене ним шеллемесĕр çĕре лап! пăрахрĕ. Унтан туй курма килнĕ халăха пăхмасăрах арăмĕ çине лачлаттарса сурчĕ: - Тьху! сан çине алă çĕклесе судсем тăрăх çÿрес мар-ха. – Вара пуçне пĕксе килнелле танкăлтатрĕ. <...>

Валентина ТАРАВАТ.

♦   ♦   ♦


Арсентий Андреев

Пултаруллă та пысăк пуласлăхлă сăвăçсенчен пĕри пулнă вăл. Хăйĕн сăввисенче ĕмĕрхи тайга витĕр чукун çул хывакана, пушхирсенче çĕнĕ хула çĕклекене, тыр-пул ÿстерекене мухтать. Унăн лирики хăйне евĕрлĕ, шухăшĕ тарăн та пуян.

Александр ИЛЬИН, сăвăç: Пурăннă пулсан кăçалхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче 85 çул тултаратчĕ. Пурăннă пулсассăн... Питĕ шел, пирĕнтен вăл 31 çултах уйрăлса кайрĕ. Арсентий Андреев хăйне лайăх пĕлнĕ çынсен асĕнче яланлăхах пултаруллă сăвăç, ăста тракторист тата ăслă агроном пулса юлчĕ. Аллăмра Чăваш кĕнеке издательствинче 1980 çулта пичетленсе тухнă унăн «Сахалинăм, манăн Сахалин» кĕнеки. Ăна çав вăхăтранах питĕ тирпейлĕн упратăп. Çичĕ ярăмран тăракан сăвăсен пуххи «Казахстан тетрадĕнчен» ятпа пĕрлештернĕ 28 хайлавран пуçланать. Вĕсем пурте Казахстан çĕрĕпе çыхăннă, мĕншĕн тесен сăвăç унта Кокчетав облаçĕнчи «Чеховский» совхозра виçĕ çул /1956-1959\ ДТ-54 тракторпа çерем çĕрĕсене сухаланă. Мĕншĕн хаклă тата çывăх мана Арсентий Андреев? Чи малтанах, эпĕ хам та тракторист пулса Павлодар облаçĕнчи «Кызыл Курама» совхозра 1963 çулта сакăр уйăх ун пекех ДТ-54 тракторпа ĕçленĕ. Çавна пулах Арсентий Андреев маншăн тăван пичче пек. Иккĕмĕшĕнчен, иксĕмĕр те Чăваш ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, кунсерен пире пĕр библиотека, акт залĕ, столовăй тата тĕрлĕ вĕренÿ пÿлĕмĕсем саламланă. Хамăн çак пĕчĕк тĕрленчĕкре эпĕ Арсентий Андреевăн «Казахстан тетрадĕнчи» сăввисен ярăмĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Вĕсем мана хăйсен уçăмлăхĕпе, иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш-утмăлмĕш çулĕсенчи романтикăлла хастар вăхăт янăравĕпе тыткăнлаççĕ. Питĕ кĕвĕллĕн вуланаççĕ, çăмăллăн, кашни йĕркинчех сăвăçăн таса та уçă чунĕ сисĕнет. Вĕсем — инçетри çерем çĕрсене уçнă вăхăтăн шăнкăравĕ. Вулакан çав вăхăта пырса тухнине тата сăвăçпа пĕрле савăннине хăй те сисмест. Çулсем иртсен те сăвăсем тин çырнăн туйăнаççĕ. Вĕсенче пĕр пушă сăмах та çук. Поэтăн чĕрĕ те çунатлă шухăшне вăхăт хуплаймарĕ. Вĕсем пире халĕ те кирлĕ. Арсентий Андреев çинчен «Сахалинăм, манăн Сахалин» кĕнеке ум сăмахĕнче В.П.Станьял ăшă та тарăн сăмахсем каланă. Вĕсене вуласан куç умне пултаруллă сăвăçăн пĕтĕм кун-çулĕ тухса тăрать. Сăвăçăн сасси кăшкăрусăр, апла пулин те ăна хăй вăхăтĕнче çĕр-çĕр çын илтнĕ, унпа мухтаннă, савăннă, вăл та вĕсене хисепленĕ, пурнăçа, çутă тĕнчене юратнă:

Эп юратрăм çакă тĕнчене

Кĕрешÿпе йывăрлăхсем пурришĕн,

Кĕрешÿре кăна этем чунне

Уçса памашкăн пултарнишĕн.

Арсентий Андреева халалласа

Тÿпе ани

Кĕтмен çĕртен хуралчĕ,

Пĕлĕтсемпе хупларĕ хĕвеле,

Вăйланчĕ çил,

Çумăр ташши пуçланчĕ,

Ирĕксĕрех вырман халь

Кĕтмелле.

Комбайнсем

Йĕтем çине васкарĕç,

Кустăрмисем шывра

Çурри таран,

Çумăрпала

Тасалчĕ тар тăварĕ

Тин çеç тусан

Хупланă пит-куçран.

Çул тăршшĕпе,

Васканă май,

Сăнатăп

Пучахсене:

Тасалчĕç тусантан,

Эп çăкăр шăршине

Туйса пыратăп Çĕн тырăпа

Тултарнă бункертан... <...>

29.10.2012

♦   ♦   ♦


Хайлавсенче — хальхи çамрăксен пурнăçĕ

Илемлĕ литература анине кирек хăçан та тĕрлĕ сферăра тăрăшакан, сăмах хевтине туякан пырса кĕме пултарнă. Çĕр ĕçченĕсемпе /А.Емельянов, А.Воробьев\ завод-фабрикăра вăй хуракан та /Н.Петровская, Н.Артемьева\, право хуралĕнче тăрăшакансем те /Г.Кабаков, Р.Ярандай, Н.Андреев\, вĕрентекенсемпе /Трубина Мархвинчен пуçласа Л.Мартьянова т. ыт. те\ журналистсем илемлĕ литературăра хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупма пултарчĕç. Журналистикăран илемлĕ сăмахлăх уçлăхне куçасси чăваш литературинче ХХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче уйрăмах вăйлă палăрчĕ. Пултаруллă журналистран паллă çыравçă йышне кĕртме тивĕç автор та сахал мар. Вĕсен йышĕнчен Л.Таллерова, Д.Гордеева, В.Станьяла, С.Павлова, А.Тарасова, М.Карягинăна уйрăмах палăртма кăмăллă. Çак çыравçăсен пултарулăхĕ журналистикăпа тачă çыхăнура аталаннă. Ку çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен журналист та, çыравçă та халăх пурнăçĕн çивĕч ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест. Чылайăшне май килнĕ таран хăвăрт тата халăхшăн усăллă пултăр тесе татса парать. Журналиста çакна тума професси оперативлăхĕпе пичет ĕçĕн хăвăртлăхĕ хăйсем пулăшса пыраççĕ пулсан çыравçăн журналистикăра хускатнă темăнах анлăн, халăхăн хăйне евĕрлĕхĕсене тĕпе хурса çывăх вăхăтшăн кăна мар, малашлăхра та усăллă пулмалли шая, тĕслĕх вырăнне вулакансен темиçе ăрăвĕ усă курма пултармалли шая çитермелле. Пытарма кирлĕ мар, К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, П.Хусанкай, Хв.Уяр, Н.Мранькка, К.Турхан çырнисем теçеткешер çул иртсен те хăйсен кирлĕлĕхне çухатмарĕç. Пачах тепĕр майлă — вĕсен хайлавĕсем хакне ÿстерсе çеç пыраççĕ. Тăван сăмахлăх анинче тăрăшнă П.Яккусен, Л.Мартьянова, паянхи кун ĕçлекен Н.Исмуков, М.Карягина хайлавĕсем те вулакан чĕринчи чи техетлĕ вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Журналистикăпа писатель профессине ăнăçлă пĕтĕçтерсе пырас çул хыттине паян та сахал мар çыравçă шырать. Вĕсен йышне Владислав Николаева, Дмитрий Моисеева, Мальвина Петровăна, Ольга Австрийскаяна т. ыт. те кĕртме пулать. Кусем республика шайĕнчи хаçат-журналпа телерадиокăларăмсенче ăнăçлă ĕçлесе пынипе пĕрлех хăйсен чун çимĕçĕсен пуххисене вулакана парнелеме те ĕлкĕрчĕç. Вĕсем хăйсен сассине поэзире те, прозăра та, драматургире те тĕрĕслесе пăхрĕç. Владислав Николаев, сăмахран, ачасемпе çамрăксем валли пысăках мар калавсемпе повеçсем хайланипе пĕрлех пьесăсем те çырать. Хăшĕсем республикăмăрăн тĕп сцени çине те тухма мехел çитерчĕç. Мальвина Петровăн шухăш тарăнлăхне шыракан, тĕрлĕ формăлăха кăмăллакан сăвви-кăмăлĕ уйрăм кĕнеке хальлĕн хăйĕн вулаканне тупрĕ. <...>

Николай ОСИПОВ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.