Комментари хушас

29 Чÿк, 2022

Патшалăх Канашĕн 13-мĕш сессийĕ иртрĕ

Республикăн çитес çулхи бюджечĕн проектне сессин чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннăччĕ, ытларикун сесси малалла ĕçленĕ май иккĕмĕш вулав пулчĕ — Михаил Ноздряков каллех трибуна умне тухрĕ. Çитес çулхи бюджетра хамăрăн тупăш 42 миллиард тенкĕрен иртмелле, Мускав каялла тавăрса памалла мар укçа виçи 38 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çапла вара тăкаксене 83 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Ку виçе çхалех кăçалхинчен самай пысăкрах. Михаил Геннадьевич малтан палăртнинчен пысăкланкан тăкак статйисене уçăмлатрĕ. Вĕсем нумай — йĕлтĕр роллер трассине туса пĕтерессинчен тытăнса уйрăм çынсен технопаркĕсене аталантарасси таран.

Пĕрремĕш вулав вăхăтĕнче депутатсенчен чылай ыйту пулнине кура ку хутĕнче хĕрÿ калаçу пулать тесе шутламанччĕ, анчах парламентарисем ыйтусем памалли, сăмах илмелли правăпа туллин усă курчĕç. Андрей Марушина ГКЧС ĕçченĕсен шалăвĕ пĕчĕкки пăшăрхантарать, Олег Мешков çитес çул валли икĕ культура çурчĕ тума кăна укçа пăхса хăварнăшăн кулянать, Ксения Семенова каллех çамрăксен политики валли уйăракан укçа пĕчĕкленнишĕн ÿпкелерĕ, Григорий Данилов Правительство бизнеса пулăшас енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртнипе пĕрлех оборудовани туяннине субсидилеме уйăракан укçа виçине пысăклатма сĕнчĕ.

Игорь Моляков вара сесси умĕн Шупашкарти 7-мĕш шкула юсакан строительсем патнĕче планеркăра пулнă иккен — унти ыйту çивĕччи пирки каларĕ. Проект 144 миллион тенкĕлĕх пулнă, анчах шкул никĕсĕ хавшаса çитнине шута илмен — ăна çирĕплетме халь, ун шучĕпе, сахалтан та тата 50 миллион тенкĕ кирлĕ. Игорь Юрьевич çавăн пекех тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтересси йывăррăн пыни çинчен те каларĕ. Черетре тата 2070 ача, кăçал вара 253 хваттер туяннă. Кунашкал хăвăртлăхпа ĕçлесен ыйтăва татса пама тата вунă çултан кая мар кирлĕ.

Константин Степанова бюджет социаллă сĕмлĕ пулни тивĕçтермест. Ку, ун шучĕпе, пирĕн ытти валли укçа çитменнине кăтартать. Халь вара ĕçлекен кашни вунă çын пуçне социаллă тÿлевсем илекен сакăр çын тивет. Çавăн пекех унран тĕп хула влаçĕсене те сăмах тиврĕ. Граждан урамĕнче реконструкци пуçарнă май перевозчиксен маршручĕсене улăштарнă, халь вара контрактра пăхнă рейссен шутне тÿрре кăлармаççĕ тесе вĕсенех штрафлаççĕ иккен. Александр Андреев икĕ эрне каялла çĕкленĕ ыйтăвах тепĕр хут хускатрĕ: вăрçă ачисене уйăхсерен пособи пама укçа çук тăк Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне те пулин тÿлевпе савăнтарар.

Паллах, ÿпкелекенсем кăна мар, бюджет проекчĕпе кăмăллисем те çăвара шыв сыпса лармарĕç. Алексей Шурчанов бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнипе кăмăллă, Андрей Александров шкулсен строительстви тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине пайăррăн палăртрĕ. Тĕп хулари Сад, Университет микрорайонĕсенче тăвакан шкулсем округра та чи пысăккисен шутĕнче пулĕç — 25-27 пин тăваткал метр. Танлаштарма хăй ертсе пыракан Чăваш патшалăх университечĕн тĕслĕхне илсе кăтартрĕ: икĕ теçетке корпус, 9 общежити, ытти çурт — пĕтĕмпе те 166 пин тăваткал метр. Çитес çул вара республика тата виçĕ шкул тума пуçлать. 

www.hypar.ru