Комментари хушас

25 Чÿк, 2022

Хыпар 133-134 (28012-28013) №№ 25.11.2022

Çусăр та, тăварсăр та – тутлă

Чăваш Республикин Апат-çимĕн фончĕн кăçал та мăнаçланма сăлтавсем пур: пăри, урпа кĕрписем, пăрçа якатнипе якатманни пысăк пахалăхлă пулнăшăн пурте ылтăн медале тивĕçнĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Пахалăх палли» конкурсран 7 медальпе таврăннă.

Çĕнĕ лини, ассортимент

Унччен маларах вĕсем Раççейри «Ылтăн кĕркунне» конкурсран 7 медаль илсе килнĕччĕ. Сăмах май, пĕлтĕр те çавăн чухлех медале тивĕçнĕ. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? «Пĕтĕмпех продукцин пысăк пахалăхне пула — урăх нимĕнле вăрттăнлăх та çук, — уçăмлатрĕç Апат-çимĕç фондĕнче. — Дегустаци комиссийĕ кĕрпесене куçпа пăхса кăна мар, вĕсенчен пăтă пĕçерсе те хаклать. Тăвар та, çу та ямаççĕ унта. Специалистсем тутанса пăхаççĕ». Кăçал конкурса Раççейри, Казахстанри, Беларуçри 127 предприяти 949 тĕрлĕ продукци тăратнă. Çакăн пек пысăк йышра çĕнтерни — тĕлĕнтермĕш ăнăçу.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ: Апат-çимĕç фончĕн продукцийĕ — пĕтĕмпех Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем туса илнĕ тыр-пултан. Кашни тапхăрта — тырра уйран илсе килнинчен пуçласа продукцие чĕркемличченех — хăйсен лабораторийĕн специалисчĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.

Фонд шкулсемпе садиксене, спорт шкулĕсене кĕрпепе, пахча çимĕçпе куллен тивĕçтерет. Списокра ун пеккисем — 30-а яхăн учреждени. Пĕлтĕр предприяти кĕрпесене чĕркемлекен çĕнĕ лини хута ячĕ. Ăна ассортимента пуянлатас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ. Çĕнĕ хатĕре вырнаçтарас тĕлĕшпе опыт пухма специалистсем Мускав облаçĕнчи заводра стажировка тухнă. Паянхи кун фонд çичĕ тĕрлĕ кĕрпе кăларать. Пĕр вăхăт халăх кĕрпе таврашне, хăвăрт пăсăлман ытти тавара çине тăрса туянчĕ. Çав вăхăтра Апат- çимĕç фончĕ икĕ сменăпа ĕçленĕ. Çĕнĕ лини хута яни суту-илÿ сечĕсемпе тачă хутшăнса ĕçлессипе те çыхăннă. Вĕсем кĕрпесене пысăках мар чĕркемсемпе сутаççĕ. Фонд хутаçсене 700-шер грамм тултарать. Унччен кĕрпесене михĕпе ăсатнă. Урăх организацисене илсе кайса чĕркемленĕ. Фондшăн ку, паллах, меллĕ пулман. Ĕлкĕрейменнипе ĕçе пурнăçласса кĕтме те тивнĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦ 


Денис Спирин вырăна çитсе тĕрĕслерĕ

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕпе Денис Спиринпа черетлĕ хут «çула тухрăмăр», тĕп хулан иртнĕ эрнери паллăрах пулăмĕсемпе паллашрăмăр.

ШАНТАРНИНЕ ТŸРЕХ ПУРНĂÇЛАНĂ

Денис Спирин иртнĕ эрнере «тÿри лини» ирттерчĕ. Ун чухне «Сад» микрорайонта пурăнакан Алена Николаева Дементьев урамĕнчи 3-мĕш çурт путвалне час-часах шыв илни çинчен пĕлтерчĕ.

Çакăн пек самантсенче нумай хутлă çурт канашĕн председателĕн «Водоканал» пĕрлĕхе шыв пăрăхĕсене тасаттарассишĕн управляющи компанирен те, район администрацийĕнчен те пулăшу ыйтма тивет. Кун сăлтавĕ канализаци сетьне микрорайон застройщикĕ хута янипе, кайран ăна муниципалитета паманнипе çыхăннă.

Денис Спирин «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче ыйтăва вырăна тухса татса пама шантарнăччĕ. Тепĕр кунхинех çула тухрĕ вăл. Застройщик нумаях пулмасть «Водоканал» пĕрлĕхпе аварие сирме килĕшÿ тунă. Юсав бригади Дементьев урамĕнчи çурта тăтăшах килет. Иртнĕ кунсенче каллех шыв илнĕ. Хальхинче пăрăха тасатма гидродинамика машинине чĕнме тивнĕ.

Денис Спирин палăртнă тăрăх, застройщик тĕлĕшпе пухăннă ыйтусене татса пама тĕрлĕ тытăм представителĕсене явăçтарма тивет: «Çумăр шывне юхтармалли тытăмăн техника реконструкцийĕн тĕрлĕ меслетне тишкерĕпĕр, застройщиксемпе йĕркеленĕ хутшăнусене çĕнĕрен пăхса тухăпăр. Микрорайонти ыйтăва татса пама надзор органĕсене хутшăнтарасси те куçкĕрет». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


«Пĕр ачана воспитани пама йывăр, пилк ачана ÿстерме çăмăлрах»

«Çын пек пурăнас тесен ĕçлеме юратмалла. Пĕтĕм пурнăç юратуран тăрать», — тет вăл. Сăмахăм Çĕмĕрле районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан пилĕк ача амăшĕ Наталья Александрова çинчен. Амăшĕн кунĕ çывхарнă май Наталья Николаевнăпа «Хыпар» вулаканĕсене паллаштарас терĕмĕр.

Пурăнма пĕлсен таçта та лайăх

Наталья Александрова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Чернова/ Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Пĕренешри пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Çиччĕн пĕртăван çитĕннĕ вĕсем. Тăватă ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Наталья — чи кĕçĕнни.

«Шел, иккĕшĕ пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕç. Атте Николай Федорович лавккара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Анне Лидия Григорьевна малтан фермăра тăрăшрĕ, кайран аттене пулăшса пычĕ. Вĕсем халĕ иккĕшĕ те пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Атте 1992 çултах вилчĕ», — хăйĕн çинчен каласа кăтартма ыйтсан çывăх çыннисене аса илчĕ Наталья Николаевна. Маларах кайса çакна та калар: унăн сасси питĕ çепĕç те илемлĕ — шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек: юрăç тейĕн. Вăл пупленине итленĕçемĕн итлес килет.

Наталья Пĕренеш шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ. Аслă классенче Хутарта пĕлÿ илнĕ. Аттестат илсен Çĕмĕрлери училищĕре юрист-бухгалтера вĕреннĕ. Анчах Çĕмĕрлере хăйĕн профессийĕпе ĕçе вырнаçайман. Ахаль ларас темен мал ĕмĕтлĕ хĕр, Вăрнар районĕнчи Калининăри училищĕре поваркондитера вĕреннĕ. Икĕ çул вырăнти колхоз столовăйĕнче ĕçленĕ. Кĕçех хăйсен ялĕнчи лавккара ĕç тупăннă. Çапла Пĕренешре 7 çул вăй хунă вăл. Унта ĕçленĕ вăхăтрах Çĕмĕрлере сутуçăсен курсне пĕтернĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Хĕрес çакмасăр çÿреместĕп»

«Паллах, эпĕ те ытти арçын ачапа вăрçăлла выляса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслăччĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăм. Чăн-чăн арçын пулас ĕмĕтпе çитĕнтĕм», — сăпайлăн калаçрĕ Тăвай районĕнчи Кармалта çуралнă Олег Краснов. Вăл пурнăçне çарпа çыхăнтарнă май унăн чылай йывăрлăха парăнтарма тивнĕ.

КРАП БЕРЕТА ТИВĔÇНĔ. Олег ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашра автомеханик профессине алла илнĕ. Валентинăпа Нил Красновсен çемйинче пилĕк ача — виçĕ ывăлпа икĕ хĕр — çуралнă.

«Ялти ачасен тивĕçĕ çавнашкал пулнă: аттепе аннене кил хуçалăхĕнче пулăшмалла. Çапла хул-çурăм та çирĕпленнĕ, ĕçе те хăнăхнă. Пытармастăп, салтака кайма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Пирĕн вăхăтра çар тумне тăхăнман çамрăка питех хисеплемен. 2004 çулхи çуркунне мана та çывăх çынсем пил парса, тăвансене, юлташсене кĕрекене пуçтарса салтака ăсатрĕç. Çул ытла инçе выртмарĕ — Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Хусанта пурнăçларăм», — аса илчĕ крап берета тивĕçнĕ Олег Нилович. Çар ретĕнче çулталăк тăнă хыççăн вăл отпускра ялта пулнă. Çав вăхăтра ĕç çукки, çамрăксем эрех-сăрапа туслашни ăна шухăша янă. Чаçа таврăнсан вара службăна малалла тăсма контракт килĕшĕвĕ çырнă: тÿрех — вун пĕр çуллăха. Ун хыççăн тата вунă çуллăха. Ăна вăл çарти тивĕç килĕшнипе сăлтавларĕ. Отпусксенче пулнă хыççăн çар тумне каллех тăхăннă чухне чунра мĕнле туйăм хуçаланать-ши? Çак ĕçрен каяс шухăш пулман-ши унăн? Çук, ун йышшисенчен мар вăл, дисциплинăна нимрен ытла мала хуракан ар лартнă тĕллевне пурнăçлама хăнăхнă. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Хăйĕн ачине алла тытма пÿрмен

Римма Павлова пĕтĕм юратăвне ыттисен ывăл-хĕрне панă

«Эпĕ пилĕк сехетрен ытла çывăрса курман. Нихăçан та ахаль ларман», — тет вăл. Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкра пурăнакан педагогика ветеранĕн, 82-ри Римма Павловăн паян та ĕç нумай. Римма Семеновна пысăк кил-çурта типтерлĕ тытать, выльăхчĕрлĕх усрать, пахча çимĕç туса илет.

Кăткă, çулçă, тăпра çинĕ

Римма Сергунина /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăхăр ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Виççĕшĕ 1928-1931 çулсенче вилнĕ. Ун чухне ялсенче тиф сарăлнă.

«Лашасем те пулнă пирĕн. Вĕсене илсе тухса кайнине пичче астăвать. Анне чĕлхесĕр янавара пĕр татăк çăкăр панă та макăрса юлнă. Ун чухне пичче тăваттăра пулнă. Эпĕ — пĕррере. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă. Наташа аппана вăрçă пуçлансан окоп чавма янă. Лиза аппана вăрман касма илсе кайнă. Анна аппа 14 çултанпа трактористра ĕçленĕ. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçтарнă. Кĕçĕн ачисене çĕр улмине теркăпа хыртаратчĕ. Выльăх пăхаттăмăр. Хур та, ĕне те тытнă. Вăрçă чарăнсан пĕр çултан атте хыпарсăр çухалнине пĕлтерчĕç. Пĕррехинче анне Шаккăлта çухалнисен йышне кĕртнĕ пĕр арçын килни пирки илтнĕ. Вăл арăмне каçхине чÿречерен шаккаса алăка уçтарасшăн пулнăмĕн. «Ай-уй, эсĕ вилнĕ вĕт. Халĕ мана хăратма килтĕн-и?» — тесе мăшăрĕ ăна кĕртесшĕн пулман. «Эпĕ чĕрĕ», — çине тăнă арçын… — амăшĕ каласа кăтартнине аса илчĕ Римма Семеновна. — Эпир, ачапча, çырмара тимĕр çунашкапа ярăнаттăмăр. Çавăнта пĕр хĕрарăм шыва кайса вилнĕ. Мана çиччас виле е çырма тытатчĕ — пит, тута çине шатра тапса тухатчĕ. Пĕррехинче уйрăмах сăнсăрланнăччĕ… Манăн ун чухне 1-мĕш класа каймаллаччĕ. «Атте ăнсăртран килчĕ тĕк мана мĕнле чуптăвĕ?» — теттĕм аннене… Атте чĕрĕ иккенне ĕненеттĕмĕр. Çав вăхăтра Анна аппа Шаккăлти çĕрсене сухалатчĕ. Канашра вăл вокзала хирĕç пурăнакан Лиза аппа патне кĕнĕ. Хайхискер тимĕр çунашка çине салтак шинельне хунă та туртса килет. Чупса пытăмăр ун патне: «Аппа, мĕн тупрăн?» «Аттене тупрăм», — терĕ. «Ăçта вăл?» — хыпăнса ÿкрĕмĕр эпир. Вăл яла кĕнĕ те такампа калаçса юлнă. Урамри пĕтĕм халăх пирĕн пата пухăнчĕ. Атте пурне те канфет валеçсе пачĕ. Хăйĕн вара шăммипе тирĕ анчах юлнăччĕ. Нимĕçсем вĕсене, тыткăна лекнисене, Вилĕм утравĕ çине эшелонпа кайса янă. Виçĕ çул пурăннă вĕсем унта. «Пĕр чĕр чун та, пĕр кăткă та, йывăç çинче пĕр çулçă та хăвармарăмăр.» <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Кунти пек çынсене эпĕ ниçта та курман»

«Çĕпĕре эпĕ сăнчăрласан кăна каятăп пулĕ. Мĕн тупнă эсĕ унта?» — тĕлĕннĕ пиччĕшĕ тин кăна салтакран таврăннă Геннадий каллех Красноярска çула пуçтарăннине курсан. «Унти пек ырă халăха эпĕ ниçта та курман», — сăлтавне ăнлантарнă шăллĕ.

Романтика илĕртнĕ

Геннадий Храмов Комсомольски районĕнчи Асанкассинче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шупашкарти планпа экономика техникумĕнчен бухгалтера вĕренсе тухнă. Çак профессие алла илме шухăшламан вăл, механизациленĕ учет енĕпе вĕренме кĕнĕ. Икĕ курс хыççăн ку специальноçа хупнă та пурне те бухучет уйрăмне куçарнă. Бухгалтер ĕçĕ килĕшмесен те Геннадий Храмов техникумран тухса кайман. «Диплом илĕп те ку ĕçпе нихăçан та çыхланмăп», — тенĕ.

Техникумран вĕренсе тухнисене, 100 ытла çамрăка, пурне те направленипе Çĕпĕре, Инçет Хĕвел тухăçне, ĕçлеме янă. Романтикăпа илĕртнĕ вăхăт пулнă ку вĕсемшĕн. Геннадий çав вăхăтра пĕр курсра вĕреннĕ вырăс хĕрĕпе Татьянăпа туслă çÿренĕ. Анчах вĕсене тĕрлĕ хулана: яша — Иркутска, хĕре Красноярска янă. Юратакан чĕресене çухрăмсем уйăрайман. Геннадий Красноярска савнийĕ патне килнĕ. Çамрăксем 1967 çулхи пуш уйăхĕнче пĕрлешнĕ. Вĕсем çемье çавăрнăранпа кăçал 55 çул çитнĕ. «Виçĕ çул ĕçлесе татнă хыççăн Чăваш Ене таврăнас шухăшпа пурăнаттăм. Çарта икĕ çул иртрĕ. Ун хыççăн каллех Çĕпĕре кайрăм. Унтан йăпăр-япăрах килме çук. Çынсем унта урăхла: питĕ ырă кăмăллă, яваплă. Пире, килнисене, тăван пек йышăнчĕç. Вĕсене пăрахса тухса кайма ниепле те хĕвте çитереймерĕм, мĕншĕн тесен мĕн кирлине унта йăлтах панă», — палăтрĕ Геннадий Иванович. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.