Комментари хушас

24 Чÿк, 2022

Тантăш 46(4815) № 24.11.2022

«Хастар çамрăксене пĕр чăмăра пухрĕ»

Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурс пирки илтмен ача çук пуль. Унта çĕнтерекен пултаруллă та маттур вĕренекенсем пирки эпир «Тантăш» хаçатра тăтăшах çырса кăтартатпăр. Кăçалхи конкурсăн, 9-11-мĕш классем валли йĕркеленĕ çамрăксемпе ĕçлекен Федераци агенствин проекчĕн, финалĕ юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕçленнĕ.

Çак проект çулсеренех РФ Çут ĕç министерстви пулăшнипе иртет. «Пысăк тăхтав» конкурс çĕнтерÿçисен хушшинче — пурĕ 300 ача ª11-мĕш классемº. Вĕсене 1 миллион тенкĕлĕх сертификатпа хавхалантарнă. Ку кăна та мар, аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чухне портфолиона хушма балсем те кĕртĕç. Тепĕр 300 ача ª9-10-мĕш классемº 200 пин тенке тивĕçнĕ. «Пысăк тăхтав» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Енрен кăçал тăватă вĕренекен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вĕсем çаксем: Шупашкарти 65- мĕш шкулти Кристина Степанова. Вăл 1 миллион тенке тивĕçнĕ. Шупашкарти 2-мĕш лицейри Галина Сидорова, Кристина Тапинова тата 5-мĕш гимназири Катя Аврамова 200-шер пин тенкĕллĕ пулнă. Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри «Артек» ача-пăча центрĕнчен таврăннă Шупашкарти 2-мĕш лицей вĕренекенĕсемпе çак кунсенче çыхăнма май килчĕ.

«Кăткăс, çав вăхăтрах интереслĕ те»

Кристина Шупашкарти 2-мĕш лицее хулари 4-мĕш лицейран çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче куçнă. Халĕ вăл вуннăмĕш класра пĕлÿ пухать. Нумаях пулмасть «Артек» кану центрĕнчен таврăннăскер «Пысăк тăхтав» епле иртни, хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартрĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


НЕ БОРЕЦ ОН И НЕ ФУТБОЛИСТ? ПОЛИАТЛОНИСТ!

Полиатлон? Что это?

Полиатлон – вид спорта, обћединяющий в себе несколько дисциплин спортивного многоборья. Именно поэтому соревнования полиатлонистов всегда так разнообразны. В их регулярные тренировки входит как простой бег, так и стрельба из пневматической винтовки. И это далеко не все!

В последние годы этот вид спорта развивается и в нашей республике. Своих будущих чемпионов полиатлона подготавливает детско-юношеская спортивная школа – ФСК «Хастар» Красночетайского района. Вадим Иванов – воспитанник этой школы. В свой юный возраст он уже двукратный призер первенства мира и кандидат в мастера спорта России по полиатлону.

Чемпион чувашской земли

Вадим учится в 9-ом классе Красночетайской школы. Весной этого года ему исполнилось 15 лет. В свой день рождения в городе Рязани он получил первую серебряную медаль Первенства Мира по полиатлону. До этого он уже завоевал бронзу, а значит, следующая цель – золото!

В прошлом Вадим усиленно занимался борьбой. Сейчас, благодаря отцу Олегу Викентьевичу, занимается еще и футболом. Почему Вадим все же выбрал полиатлон? Мама мальчика Лилия Михайловна говорит, что комплексный спорт многогранно развивает организм юноши. Это также позволяет ему участвовать в смежных соревнованиях. Так Вадим за свои успехи в сдаче ГТО уже трижды ездил в детский лагерь «Артек». В 2019 году он даже вошел в число 10 лучших золотых значкистов комплекса ГТО России. И это не странно, ведь на сегодняшний день Вадим может до 40 раз подтянуться на турнике. <...>

Надежда МАКАШИНА.

♦   ♦   


«Ĕçе тулли кăмăлпа васкатăп»

Красноармейски ялĕнчи Гурий Степанов урамĕ. Анаталла шыв шăнкăртатса юхать. Ку хутĕнче те ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен тытăм юрăхсăра тухнă пулас. ЮМЗ йышши экскаватор шăнса çитеймен çĕре васкавлăн чавма пуçларĕ. Шăп çавăн чухне паллашрăм та эпĕ Валерий Степанов экскаваторщикпа.

— Пĕлетĕр-и, — терĕ Валерий Владимирович. — Район центрĕнчи ăшăпа тата ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерекен тытăм чылай кивелчĕ. Хĕл каçиччен вĕсем шăтнă тĕслĕх сахал мар пулать. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансен чылай чухне канмалли кунсене пăхмасăр вĕсене юсама тивет. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен айăпĕ çук кунта. Вĕсем электроэнергишĕн, ăшăшăн тата ĕçмелли таса шывшăн пухăннă укçа-тенке вăхăтра тÿлесе тăраççĕ.

Валерий Степанов Йĕпреç районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ.

— Ача чухне кашнинех çутă ĕмĕт пур, — терĕ вăл.— Манăн та çаплах пулнă. Хăвăртрах трактор-машина çине ларса ăна çÿреттерес килетчĕ. Çапла майпа вырăнти хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче сахал мар пулнă. Веня кукка пĕррехинче хăйĕнпе пĕрле «хурçă ут» çине ларма сĕнчĕ. Питех те килĕшнĕччĕ çакă мана. <...>

Юрий БОРИСОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.