Çамрăксен хаçачĕ 46 (6445) № 24.11.2022
Экзаменра хуçăк урапа ташласа тĕлĕнтернĕ
Зыкина пекех
— Люда, санăн хушамату хăйне евĕр. Чăн та, Зыкина пекех илтĕнет.
— Паспортра манăн урăх хушамат. Романова эпĕ. Анчах ку хушаматпа мана никам та пĕлмест. Аттене хĕр чухнехи хушамата улăштармастăп тесе сăмах панăччĕ. Куракансем мана Людмила Засыпкина пек пĕлеççĕ. Асатте каласа панă тăрăх, ку вырăс хушамачĕ. Ăна мăн асатте таçтан шыраса тупнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Эпĕ пĕчĕк чухне пире ялта темшĕн Лапатинсен çемйи тетчĕç. Мĕншĕн çапла каланине ăнланмастăп.
— Вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.
— Элĕк районĕнчи Туçи Шĕмшеш ялĕнче пысăк çемьере ÿсрĕм. Манран аслăраххи, ывăл, 6 уйăхра чухне пурнăçран уйрăлнă. Ман хыççăн Руслан çуралнă. Анне каланă тăрăх, пире Александр Пушкинăн «Руслан и Людмила» поэминчи ятсене панă. Ун хыççăн — Лариса, кайран Олеся кун çути курнă. Пирĕн кашнин хушшинче — 2 çул. Тăватсăмăр та чÿк, раштав уйăхĕсенче çуралнă. Кунран хамăр та тĕлĕнетпĕр. Çывăх çыннăмсем Викторийăна опекăна илсе хăйсен ăшшине парнелерĕç. Асли пулнă май кĕçĕннисемшĕн яваплăха туяттăм. 9-мĕш класс хыççăн музыка училищине вĕренме кайсан шăллăм кашни кун шăнкăравласа хăçан килессипе интересленетчĕ. Руслан халĕ Мускавра пурăнать, кăçал авланчĕ. Лариса та иртнĕ уйăхра качча тухрĕ. Олеся пĕлтĕр çемье çавăрчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Мăшăрĕпе 11 уйăх кăна пурăнма пÿрнĕ
Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче пурăнакан Елена Васильева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 11 çул тултарнă, 1943 çултах колхозра ĕçлеме пуçланă. Тантăшĕсемпе уй-хир бригадинче тăрмашнă вăл. Çичĕ класс пĕтернĕ Елена «Молодая сила» колхозшăн çĕнĕ вăй пулса тăнă.
«Хуçалăх ферми пысăкчĕ: лаша, мăйракаллă шултра выльăх, чăх-чĕп, сурăх тытнă. Эпир ача-пăча чухне йывăр тиевлĕ пĕрремĕш машина илсе килчĕç. Вăрçă пĕтсен пирĕн колхозра гидроэлектростанци турĕç, ялта çутă ламписем ĕçлесе кайрĕç. Уй-хирте тыр-пул кăна мар, табак та çитĕнтернине астăватăп. Пĕчĕк чухне ăна çум курăкран тасатма çÿреттĕмĕр. Атте-анне çав курăка салтаксем патне махорка тумашкăн ăсатнине калатчĕ.
Мана тин çуралнă пăрусене пăхма çирĕплетрĕç. Надежда Гладковăпа иккĕн ĕçлеттĕмĕр. Фермăна ирхи тăваттăра каяттăмăр та хуралçă килсен тин, каçхи сакăр сехетре, витерен тухаттăмăр. Çут тĕнчене тин килнĕ пăру илĕхсе ÿстĕр тесе малтанхи виçĕ-тăватă кун амăшĕн сĕтне кăна параттăмăр. Пĕр уйăха яхăн сĕт ĕçтернĕ хыççăн хăймаран уйăрнипе апатлантараттăмăр. Тислĕкне те хамăрах тасатнă, сĕт тултарнă пысăк бидонсене те йăтнă», — каласа кăтартрĕ 92 çулти Елена Егоровна.
Марфăпа Егор Прокопьевсем çемье çавăрсан тăватă ывăл — Николай, Гордей, Петр, Михаил — çуратнă. Вĕсем хыççăн Елена кун çути курнă. Пĕве кĕнĕ хĕр ĕçре ывăнсан та кил-тĕрĕше тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшнă. Çамрăксем çуркуннепе çулла каçсерен вăййа пуçтарăннă, хĕлле вара — улаха. Ялти çамрăксемпе Çĕрпÿ ярмăрккине çĕкленÿллĕ кăмăлпа кайнине те манман-ха кĕмĕл ÿсĕмри кинемей. «Вăйăра нумай юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Шел, ватлăх пуснăçемĕн сăмахĕсене манса пыратăп. Ура утнă вăхăтра «çырма лапине» анмассерен çамрăклăх куç умне тухатчĕ. Кирек мĕнле йывăр саманара та савăнма пĕлнĕ-çке-ха», — терĕ Елена Егоровна пурнăçĕнчи чи телейлĕ тапхăрĕ вăрçă хыççăнхи нушаллă çулсемпе пĕр килнине аса илсе. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Хĕрĕ аптăраса ÿкнĕ кун пĕтĕм пурнăçне улăштарнă
Тăватă ачана пĕчченех ура çине тăратма, вĕсене тивĕçлĕ ăс-тăн пама, çĕршыва юрăхлă ÿстерме çирĕп кăмăллă çын çеç пултарать. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Ольга Шашкина качча кайиччен нумай ачаллă амăшĕ пулăп тесе шухăшламан та пуль. Малтан ялти шкулта вĕреннĕ вăл, аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 3-мĕш курс пĕтерсен Ольга пĕр класра ăс пухнă каччăпа çемье çавăрнă та яла куçса килнĕ. Малалла куçăн мар майпа вĕренме палăртнă, учитель пулас пысăк ĕмĕтпе пурăннă, анчах шухăшлани пурнăçа кĕреймен. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ.
Прививка хыççăн
Аслă хĕрĕ темиçе уйăхра чухне прививка хыççăн тăрук аптăраса ÿкнине Ольга паянхи кун та манаймасть. Хĕр пĕрчин сывлăхĕ çĕрле сасартăк япăхланнă, вăл йывăррăн сывланă. Ун чухне кĕсье телефонĕсем пулман. Ольга çав вăхăта аса илчĕ: «Ун чухне эпир аннесем патне кайнăччĕ. Прививка тунă хыççăн ача йĕркеллех пекчĕ, каç пулсан тем пулчĕ. Ÿчĕ шуралчĕ, кĕлетки лĕнчĕрех кайрĕ, сывлама пăрахрĕ. Хăраса ÿкрĕмĕр. Мĕн тумалла? Ун чухне хамăр касра пĕр стационар телефонĕ кăначчĕ, васкавлă медпулăшу чĕнме чупрăм. Хĕрĕм аннепе юлчĕ. Вăл ним тума пĕлменнипе вилнĕ пек выртакан ачана Турă Амăшĕн турăшĕ патне илсе пынă, пĕчĕкскере пулăшма тархасланă. Турăша пуçĕ çине хурсан ача лăштах сывласа янă. Килтисене те тинех чун кĕнĕ. Васкавлă медпулăшу çитнĕ çĕре хĕрĕм лайăхланма пуçланăччĕ. Çак пулăм манăн пурнăçа йăлтах улăштарчĕ: учитель пулас ĕмĕте пăрахăçларăм, чиркĕве ĕçлеме кĕтĕм. Кун хыççăн мăшăрпа ялтах тĕпленме шутларăмăр. Уйрăм çуртра пурăнма тытăнтăмăр. Аванах пурăнаттăмăр. Тепре йывăр çын пулнине пĕлтĕм. Йĕкĕреш хĕрсем çуралчĕç. Вĕсене Викăпа Лера ят патăмăр. Хамăн ĕç мана питĕ килĕшетчĕ. Çулла чиркÿре вырсарни шкулĕ уçăлатчĕ. Унта ачасем йышлăн çÿретчĕç. Эпĕ алă ĕçне вĕрентеттĕм. Ĕçтешсемпе питĕ çывăхчĕ. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне яланах пулăшаттăмăр. Вĕсем хавхалантарнипе çемьери йывăрлăхсене те парăнтарма çăмăлрахчĕ». <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Халăх юратăвне кăкăр çинчи медальпе çĕнсе илейместĕн»
СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн тĕп режиссерĕ тата илемлĕх ертÿçи Валерий ЯКОВЛЕВ пурнăçĕнчи 60 ытла çулне чăваш театрĕпе çыхăнтарнă. Çак кунсенче Валерий Николаевич хатĕрленĕ тепĕр çĕнĕ спектакль, «Уйрăлу каçĕ», халăха театр ытамне пухрĕ. Çак телейлĕ пулăм мана Валерий Яковлевпа хире-хирĕç ларса чуна уçса калаçма май туса пачĕ.
Пурнăçри «виççĕ»
— Валерий Николаевич, сире тахçантанпах курман. Аван-и? Мĕнлерех пурăнатăр?
— Виççĕлĕх…
— Ак тата! Камăн-камăн та, анчах сирĕн пиллĕклĕх пурăнмалла.
— Виççĕ лайăх паллă вăл. Ĕç нумай, çавăнпа тĕплĕн, васкамасăр, хуллен-хуллен çеç ĕçлесе пурăнатăп.
— Мĕнлерех ĕçсене пурнăçлама пулать-ха хуллен-хуллен?
— «Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кĕввипе» премьерăна кăларнăранпа пĕр уйăх та çитмерĕха. Ăçтан пуçланчĕ-ха çак ĕç? Пĕлтĕрхи çуркунне Шупашкарти туристсен фирми Шупашкара Атăл тăрăх курма килекен туристсене театрта мĕн те пулин кăтартас килет тесе ыйтупа тухрĕç. Килĕшрĕмĕр. Чăваш йăли-йĕркипе çыхăнтарса çур сехетлĕх спектакль хатĕрлерĕмĕр. Килĕштерчĕç. Халăх хыттăн алă çупрĕ. Кун хыççăн хавхаланса кайрăмăр, пĕр пайлă спектакль хатĕрлес терĕмĕр. Унта хальхи ритмпа çырнă, эстрада меслечĕпе усă курнă юрăсемпе ташăсем кĕчĕç. Туристсем валли çеç мар, ахаль çынсем валли те пулчĕ ку спектакль. Халăх килĕштерчĕ, анчах вăл кĕске терĕ. Эстрада енчен вăрăмлатма сăмах патăм. Манăн алă айĕнче тепĕр пуçланă ĕç выртатчĕ. Вăл — «Уйрăлу каçĕ». Ăна айккине сирсе «Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кĕввипе» премьерăна сцена çине кăлартăмăр.
— «Уйрăлу» сăмаха илтсенех чун пăшăрханма пуçлать…
— Ку пьесăна вырăс драматургĕ Вера Панова çырнă, «Проводы белых ночей» ятлă. Унти ĕç-пуç çур ĕмĕр каялла пулса иртет. Эпĕ ăна паянхи кунпа çыхăнтарма шут тытрăм. Ку спектакле хăй вăхăтĕнче сцена çинче ларткаланă. Эпир ăна чăвашла куçартăмăр. «Шурă каç» чăвашла янăрамасть. «Тĕттĕмленмен каç» та лайăх мар пек туйăнчĕ. «Уйрăлу каçĕ» ят парас терĕмĕр. Пирĕн драма театрĕ умĕнче хула ачисем шкултан вĕренсе тухнине палăртса кашни çулах уйрăлу каçĕ ирттереççĕ. Спектакльти ĕç-пуç та шăп та лăп çакăн пек уявра пулса иртет. Куç умĕнче юрату çуралать. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...