Хыпар 127-128 (28006-28007) №№ 11.11.2022
Чи нумай тырă, чи пысăк тухăç
«Авангард» обществăн коллективĕ ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн республикăри уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет. Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 80 пин ытла тонна, çав шутра Чăваш Енре — 32500, пухса кĕртнĕ. Пĕтĕм выльăха тепĕр тухăçчен тулăх тăрантарма, пĕр пайне сутма çитет. Предприятин кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Чăваш тата Тутар республикисен ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ агропромĕн хисеплĕ ĕçченĕ, обществăн генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин каласа кăтартрĕ.
Кĕрхисем лайăхрах
— 2022 çулхи уй-хир ĕçĕсем аграрисен асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлĕç. Кирек кампа калаçсан та: «Кăçалхи пек çанталăка курман», — тет. Йĕпе-сапа механизаторсене уя техникăпа кĕме чăрмантарнăран çурхи культурăсен пĕр пайне агротехнологире пăхнă вăхăтран пĕр эрне каярах юлса акрăмăр. Çу уйăхĕнче тăпрара нÿрĕк нумай пуçтарăннăран вăрлăх парка шăтрĕ. Манăн шухăшпа, эпир çур акине питĕ лайăх ирттертĕмĕр. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн, хĕвел хĕртме тытăнсан, кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăк хăвăрт çитĕнчĕç.
— Çанталăк «Авангард» коллективĕ умне чăрмав кăларса тăратмарĕ-и?
— Тутарстанри Пăва районĕн прокурорĕ шутланă тăрăх, унта çумăр утă уйăхĕнчен пуçласа çитмĕл тăватă кун çуман. Уйра мĕн пулса иртрĕ-ха? Эпир кĕрхи культурăсене тăватă сантиметр тарăнăшне варăнтаратпăр. Ун патне нÿрĕк çиттĕр тесен çумăр сахалтан та 10-15 миллиметр çумалла. Пăвара вара 5-6 миллиметр çеç çурĕ те чарăнчĕ. Калча вырăн-вырăнпа кăна шăтрĕ. Çакăн хыççăн çумăр пĕр-икĕ эрне пач çумарĕ. Тăпран çиелти сийĕ хытнăран калча шăтса тухаймасăр нушаланчĕ. Юпа уйăхĕнче çурĕ пулин те тикĕс шăтаймарĕ. Калча пахалăхĕ хăш-пĕр уйра çав-çавах тивĕçтермест. Обществăн Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çĕрĕнче вара кĕрхисем парка шăтрĕç, мĕншĕн тесен çумăр кĕр акине вĕçличчен, 16-17 кун маларах, самаях витерчĕ. Предприятин республикăри филиалĕсен хура пуссисенче вĕсем питĕ лайăх. Кăçал тухăç панă культурăсем хыççăнах акнисем çумăр иккĕ çунă хыççăн икĕ тапхăрпа кăшт кăна начартарах шăтрĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вун пиллĕкрех театрта выляма пуçланă
«Ĕçĕм чăннипех çав тери интереслĕ», — тет вăл хавхаланса. Сăмахăм Чăваш патшалăх пукане театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов çинчен. Геннадий Васильевич «Хыпар» вулаканĕсен умĕнче чуна уçса калаçма килĕшрĕ.
Радиона та чĕннĕ
— Эсир Пукане театрĕн артисчĕ пулма мĕншĕн шухăшланă?
— Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче вĕрентĕм. Шупашкарти театрсенчен спектакльсем кăтартма килетчĕç. Пукане театрĕн артисчĕсем те пирĕн тăрăхра пĕрре кăна мар пулнă. Вĕсен спектаклĕсене ытларах курнă. «Пуканесем мĕнле выляççĕ-ха?» — тĕлĕнеттĕм эпĕ. Çавна пĕлме ăнтăлаттăм. 7-мĕш класран вĕренсе тухнăччĕ ĕнтĕ — Чăваш драма театрĕ спектакльпе пычĕ. Эпĕ хăюлăх çитерсе Чăваш халăх артисткипе Дарья Столяровăпа калаçрăм. Пукане театрĕн артисчĕ пулас килнине систертĕм. «Миçе класс пĕтернĕ эсĕ?» – интересленчĕ вăл. Тĕрĕссинех каларăм. «Театра çиччĕмĕш класс хыççăн та йышăнаççĕ», — терĕ те Дарья Максимовна адрес çырса хăварчĕ. Шупашкара килтĕм те — 8-мĕш класс хыççăн кăна илеççĕ иккен. Вара тепĕр çул кĕтме тиврĕ. Ун чухне радио эфирĕнче «Асанне юмахĕсем» передача пурччĕ. Ăна питĕ юратса итлеттĕм. Вера Голубевăпа çыру çÿрететтĕм. Ĕмĕтĕм пирки ун патне те çырса ятăм. Вера Ивановна сĕнÿсем пачĕ. Театр çинчен мĕнле кĕнекесем вуламаллине каларĕ. 8-мĕш класс хыççăн ĕçе чăнах та вырнаçрăм. Эпĕ ун чухне 15-реччĕ. Кăçал театрта 45-мĕш сезон вăй хуратăп. Хăй вăхăтĕнче радиона та, Çамрăксен театрне те чĕнчĕç. Анчах Пукане театрĕнчен ниçта та каймарăм. Театрта ĕçленĕ тапхăртах каçхи шкулта вĕрентĕм. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пукане театрĕн артисчĕсене вĕрентекен уйрăм уçăлчĕ. Унта кĕтĕм. Вĕренсе тухсан салтака кайса килтĕм. Кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Филолог пулса тăтăм. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Кинсене ятран чĕнме тытăнтăмăр
Ачалăхăм телейлĕ иртрĕ, мĕншĕн тесен манăн темиçе кукаму кукамая Трак тăрăхĕнче çапла калаççĕ тата темиçе мамок асанне пулнă. Аттепе анне хăйсен туйĕнче ялти хисеплĕ мăшăра — Нинăпа Валентин Леонтьевсене — хăйматлăх тунă. Пире вара, шăллăмпа иксĕмĕре, вĕсене хисеплесе кукамупа кукаçу тесе чĕнтернĕ. Шăллăмăн Родионăн хреснашшĕ Радик Ильин пулнă. Çав Радикăн ашшĕпе амăшне те пире кукамупа кукаçу тетернĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр кукамайсемпе кукаçисем патне хăнана çÿреттĕмĕр. Паян пĕрисем патĕнче пулнă тăк, ыран теприсем патне çитнĕ.
«Эсир пирĕн аттепе аннене кукамупа кукаçу теттĕр», — халĕ час-часах аса илеççĕ Ильинсен хĕрĕсем. Виçĕ мамок пулнă. Тамара Михайловна — аттен амăшĕ. Унăн амăшĕпе мăн /ват/ асаннепе Вера Федоровнăпа пĕрле пурăннă эпир. Ват мамок теттĕмĕр ăна. Мăн асаннепе йăмăкĕ çамрăклах тăлăха юлнă. Вера Федоровна качча тухнă чухне хăйĕнчен 10 çул кĕçĕн йăмăкне Татьянăна пăрахса хăварман. Татьяна та Вăрманкасрах çемье çавăрнă. Пире хирĕçлех пурăнатчĕç. Вăл та пирĕншĕн мамок пулнă. Тепĕр чухне ăнланмалларах пултăр тесе ăна Татьян мамок теттĕмĕр. Мăн асанне куçне яланлăхах хупсан, аттепе анне хăнана кайнă чухне, пире, шăллăмпа иксĕмĕре, пăхма Татьян мамокран ыйтатчĕç. Эпир /ачалăхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче иртрĕ/ вĕрентекенсене кăна ятран тата ашшĕ ятĕнчен чĕннĕ. Кÿршĕре Перасковья килему /кинемей/, пускилте Лиза аку /аппа/, Римма аку пурăннă. Малти урамра Çириппан мочу /мучи/, анатра ват кукку /кукка/ тĕпленнĕ... Халĕ ачасенчен кинемей, аппа, мучи тенине илтейместĕн. Вулаканăм чухларĕ пулĕ, паян чăвашсем тăванла хутшăнусенче пĕр-пĕрне мĕнле чĕнни çинчен сăмах пуçарăпăр. Ватăсене, аслисене хисеплеме вĕрентекен ырă çак йăла-йĕрке мĕншĕн манăçса пынине тишкерĕпĕр. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Чувашхлебопродукт»: çăнăх авăртсан çăкăр пулать
«Чувашхлебопродукт» ĕçченĕсем кăçал харăсах икĕ юбилее паллă тăваççĕ. Акционер обществине йĕркеленĕренпе — 90, унăн филиалне — Шупашкар элеваторне — туса хунăранпа 35 çул çитнĕ. Ăна мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнĕ? Обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.
Ÿсĕмĕ курăмлă
— Эпир тырăран тĕрлĕ продукци туса кăларас, тыр-пула типĕтсе, сивĕтсе, сиенсĕрлетсе тирпейлес тата упрас тĕлĕшпе ĕçлекен чи пысăк предприятисенчен пĕри шутланатпăр. Продукцие çĕршывăн нумай регионне ăсататпăр, пире тырăпа Раççейри чылай субъект тивĕçтерет. Хамăр ĕçе анлăн сарнăран федерацин Атăлçи округĕнче малтисен ретĕнче тăратпăр. Предприятие тырă сутакансенчен ытларахăшĕ — ял хуçалăхĕнче продукци туса илекенсем. «Чувашхлебопродукт» йышăннă тыр-пулăн 75% — вĕсен, çав шутра чăваш аграрийĕсен тÿпи 40%. Общество тырă саппасĕ янтăлас тĕлĕшпе 2022 çула рекордпа вĕçлесси халех паллă: 203 пин тонна, е пĕлтĕрхинчен 31% нумайрах, туянăпăр.
— «Чувашхлебопродукт» хуçи кам?
— Чăваш Республики. Атăлçи округĕнче вăл — патшалăхăн пĕртенпĕр предприятийĕ. Ĕçĕ-хĕлне тахçанах кĕртнĕ производство циклĕсене пăхмасăрах отрасльте малтисемпе танах малалла талпăнатпăр. Тĕрĕссипе, предприятие темиçе çул каяллах сутасшăн пулнă. Олег Николаева Чăваш Ен Пуçлăхне суйласан вара пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну туса ăна патшалăх харпăрлăхĕнчех хăварчĕç. Вăхăт тĕрĕс йышăну кăларнине çирĕплетрĕ. Паян «Чувашхлебопродукт» республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçе пысăк тÿпе хывать. Унăн ултă филиал: Шупашкар тата Канаш элеваторĕсенче тыр-пулран нумай тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ, Вăрнарти, Тĕрлемесри, Вăрмарти тата Çĕмĕрлери предприятисем тырă йышăнаççĕ. Кăçал хăйĕн çунатти айне тепĕр предприятие — Шупашкарти 2-мĕш çăкăр заводне — йышăнчĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Эсир кĕлтуни те маншăн çителĕклĕ»
Питĕрте пурăнакан йăхташа Кремльте чыслĕç.
«Анне вилнĕ хыççăн 40 кунне асăнма кайрăмăр. Юпа уйăхĕччĕ. Тăвансем аннен кĕписене çунтарма йышăнчĕç. «Мĕнле хăятăр? Мана эсир тултарса панă какайăр кирлĕ мар. Аннен кĕписем пахарах», — терĕм те икĕ чăматан тултарса Питĕре илсе кайрăм», — пурнăçĕнчи пĕр саманта аса илчĕ Фаина Антонова.
Подиум çинче карчăк пек утнă
Фаина Анатольевна Патăрьелте 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ача чухнех çĕлеме юратнă, пурне те тумлантарнă. Çĕвĕ машини умĕнче пĕрмай ларнине кура ашшĕ ăна: «Çĕле, анчах япалусем усăсăр йăваланса ан выртчăр», — тенĕ. Ачана чун киленĕçĕпе аппаланма нихăçан та чарман. Анчах çитĕнсен вăл çĕвĕç ĕçне мар, урăх професси суйланă. Шкул хыççăн Нева çинчи хулана тухса кайнă. А.И.Герцен ячĕллĕ пединститутра аслă пĕлÿ илнĕ. Фаина Анатольевна 25 çул шкулта рисовани, черчени вĕрентнĕ. 55-ре тивĕçлĕ канăва тухсан çи-пуç çĕлекен тата юсакан ателье уçнă. Ăна амăшне Мария Димитриевнăна халалласа «Мари» ят панă.
Фаина Антонова амăшĕн пир кĕписене ахаль вырттармасть, вĕсене çĕнĕ пурнăç парнеленĕ те пĕрмай тăхăнмалли сăлтав тупăнать. Пĕр-пĕр уява каймалла чухне пĕлĕшĕсем унран тум тăтăшах ыйтаççĕ. Чăвашсен культурин обществи ирттерекен мероприятисене кайма та кĕпе кирлĕ. Дизайнерăн наци тумĕн коллекцийĕнче — 40 ытла комплект. Пуçа тăхăнмалли, атă-пушмак таранах пур унта. «Ку пуянлăха килте тытмалла мар. Халăха кăтартмалла», — сĕннĕ Фаинăн аппăшĕ. Хĕрарăм иккĕленнĕ: «Ăçта илсе тухмалла-ха? Хамăр тăхăнкалани те çителĕклĕ». 2019 çулта вăл интернетра пĕлтерÿ курнă: Раççейри паллă модельерăн Вячеслав Зайцевăн Мода çуртĕнче «Раççей чиперккисем» фестиваль-конкурс иртет. Чăваш хĕрарăмĕ заявка ярса йăнăшман — ăна унта чĕннĕ. Фаина Анатольевна икĕ чăматан япалапа пынă. «Ĕлĕкхинчен — хальхи таран» ят панă вăл хăйĕн коллекцине. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Григорий СЕРГЕЕВ: Сусăр спортсменсем йывăрлăхсене парăнтарма пĕлеççĕ
Бадминтон — спортăн чи илĕртÿллĕ тĕсĕсенчен пĕри. «Вăл хавхалану кÿрет, кăмăл-туйăма çĕклет», — теççĕ алла ракетка тытма юратакансем. Спортăн ку тĕсĕ Индире çуралнă, вăл Аслă Британире вăй илсе аталаннă. Бадминтонла спортзалта кăна мар, урамра та, паркра та, хваттерте те выляма пулать. Чăваш Енре спортпа туслисен хушшинче бадминтон епле вырăн йышăнатьха? Кун çинчен ЧР Бадминтон федерацийĕн ертÿçи Григорий Сергеев каласа кăтартрĕ.
— Бадминтон тĕнчере анлă сарăлнă, анчах Чăваш Енре питех аталанман. 30 çул каялла нумай çын бадминтонла вылятчĕ, халĕ спорт шкулĕсенче 200 яхăн çын ăсталăха аталантарать. Сусăрсем — 15 ытла. Ăмăртусене 50-70 çын хутшăнать. Шел те, тренерсем çитмеççĕ. Кăçал Атăлçи спорт академийĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк специалист ĕçлеме килни хавхалану кÿрет. Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче тренировка ирттеретпĕр. Çавăн пекех маунтинбайк центрĕнчи бассейна ишме çÿреççĕ, тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетеççĕ. Ку шкула уçас тесе Анатолий Малов нумай тăрăшрĕ, вăлах шкулăн пĕрремĕш директорĕ пулчĕ. Пирĕн шкул бадминтона аталантармалли тĕп центр пулса тăчĕ. Бадминтон уйрăмĕсем Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеçре, Атăл леш енчи шкулта, Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче пур. Сĕнтĕрвăрринче те секци пурччĕ, анчах хупрĕç. Çавăн пекех 55-мĕш шкулта, Кăнтăр поселокĕнче, коррекци шкулĕнче тата ытти вырăнта спорт ветеранĕсем, ахаль çынсем бадминтонла выляççĕ. Ăна арçынсем ытларах кăмăллаççĕ. Унта нумай çын кирлĕ мар, 2-4-ăн пуçтарăнаççĕ. Чăваш Енре çĕршыв чемпионачĕсене, Раççей кубокĕн тапхăрĕсене, ытти ăмăртăва темиçе хут та ирттернĕччĕ. 30 çул каялла çĕршывăн пĕрремĕш чемпионатне те пирĕн залра йĕркеленĕччĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче Шупашкарта парабадминтон енĕпе Раççей кубокĕн финалĕ пулать. Республика, хула чемпионачĕсем çуллен ирттеретпĕр. Тĕрлĕ предприяти коллективĕсем бадминтон залне час-час килеççĕ. Профсоюзсем тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ, Универсиада программине бадминтона кĕртнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...