Комментари хушас

10 Чÿк, 2022

Чăваш хĕрарăмĕ 44 (1272) № 10.11.2022

Нуша кулач çитерет, ыр çынна чыс-ят кÿрет

Ун пек асап тÿсни те, ĕçчен çын та тĕнчере сайра пулĕ... Питех те сăпайлă тата ăшă кăмăллă, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ вăл.

«Ун чухне чылайăшĕн пуçĕнче: «Выçă вилес марччĕ, ачасене ура çине тăратасчĕ» текен шухăш пулнă. Халĕ, чăн та, тĕлĕкри пек çеç: вăрçа каякансен лавĕ тапранчĕ те, татăлса йĕрекен аннене йăпатса атте каланă сăмахсем татăкăн-сыпăкăн хăлхана кĕрсе юлчĕç: «Ачамсене епле пулсан та çитĕнтер...» «Хăй таврăнаймасса туйнă пекех хурлăхлăн илтĕнчĕ сасси», — терĕ ял-йыш йывăр уйрăлу хыççăнах. Чăнах та, темиçе уйăхранах пирĕн çемье пуçĕ /çичĕ ача ашшĕ/ Смоленск таврашĕнчи Сидорово ялĕ çывăхĕнчи хаяр çапăçу пынă вăхăтра, ирсĕр тăшмана хăваланă май, хăй сисмесĕрех тĕпсĕр шурлăха путса вилнĕ пирки хыпар килчĕ. Юсавлă, питĕ тĕл перекен автомачĕ аллинчех пулнă иккен... Унпа пĕрлех çапăçнă хамăр ялсем каланă тăрăх, атте нимрен те хăраман. Тăшмана курайманлăхĕ питĕ пысăк пулнăран ниçта та, пĕр утăм та чакман. Тĕпсĕр шурлăхри тĕмсем çине пускаласа фашистсене шатăртаттарнă май ăнсăртран хăрах урипе, унтан иккĕшĕнпе те путса аннă та... тухайман... Эпир çиччĕн таранчченех çурма тăлăха юлнă çапла. Çитменнине хамăр ача чухнех аннепе пысăк инкек пулса иртнĕ: тем сăлтава пула ферма лашисем выляса кайнă та, мăнтарăн хĕрарăмĕ çине ĕрĕхсе кĕрсе, ăна таптаса-çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çавна пула вăл тем тĕрлĕ сипленсен-юсансан та йĕркеллĕ çÿрекен-ĕçлекен пулаймарĕ, — пуçларĕ калаçăва Евлалия Петрова. — Хаяр вăрçăн йывăр çулĕсем никама та хĕрхенмен. Чылайăшĕ крахмал пашалăвĕ, мăян-курăк яшки çинипех чун усранă. Пиртен те çав инкек пăрăнса иртмен. Манран аслисем — Василий, Евгения, Миша, Анюта — самаях аталаннисем, пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Евгения аппа çул çитнĕ-çитменех халĕ пурте пĕлекен Сăр тăрăхĕнчи хÿтлĕх çаврăмне окоп чавма хутшăннă. Каярахпа, тракторпа ĕçлеме вĕренсе, кунĕн-çĕрĕн колхоз хирĕсенче ака-суха тунă. Василипе Виталий, малтан унта-кунта ĕçлесе тĕрекленнĕскерсем, пĕри Елчĕк, тепри Патăрьел тăрăхĕнчи ялсемпе хуçалăхсене электроэнерги парса тăрассипе тимленĕ, каярахпа, пысăк опыт пухнăскерсем, ертÿлĕхре те сахал мар вăй хунă. Ытти тете-аппа та, ялти сумлă çынсем, хăйсем кăмăллакансемпе мăшăрланса, ăçта пурăнсан та çемье вучахне типтерлĕн тытса пынă. Лукиян тете ватлăхра пĕччен пурăнсан та хаçат-журнал вулама юрататчĕ, политикăпа кăсăкланатчĕ, хăш-пĕр кăларăма ыттисене те çырăнса паратчĕ. Çав кăмăллă пĕрлĕх, тăванлăх пире темле йывăрлăхран та тухма, алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе талпăнса утма пулăшса пынă». Евлалия Ионовна сăпайлăхне маларахах палăртрăм ĕнтĕ. Хăйĕн çинчен сăмах пуçарма юратсах каймасть пулин те, ун пурнăçĕ çинчен пĕлесех килчĕ. «Пĕр шухăшласан, йышлă çемьере ÿсмепурăнма çăмăлрах пек туйăнать. Анчах анне ĕмĕрĕпех чăлах пулса юлни çемьене витĕм кÿнĕ. Пире анне кăмака хыçĕнче выртсан та ăшă сăмахпа, ырă кăмăлĕпе хавхалантарса пынă... Унăн сăпайлă калаçăвĕ-канашĕ пирĕншĕн, пурсăмăршăн та, сиплĕ эмел пекех туйăннă. Çапла эпир кашни кунах хамăра аннешĕн, çемьешĕн мĕн те пулин ыррине тума, çывăх çыннăмăра ĕçпе канлĕх парнелеме тăрăшнă. Василипе иккĕн хамăртан ик-виç çухрăмри Тутарстана кĕрекен Пикапсел ялне кĕтÿ кĕтме кĕрĕшрĕмĕр. Ирхине кайнă чухне, йыт-качкаран хăранăран, хампа пĕрле Виталий шăллăма илсе каяттăм. Тепĕр чухне, каçараха юлсан, унпа ферма çуртĕнчех çĕр каçаттăмăр. Хуçасем пире, кăштах хавхалантарас тесе пулас, тепĕр чухне 5-6 литр сĕт паратчĕç. Ăна эпир кĕвентепе киле йăтса çитернĕ те хăш-пĕр чухне сутса кăштах укçа тунă е хамăра кирлĕ япалапа ылмаштарнă. Пикапселĕнчех çамрăк пăрусене е сысна çурисене апатлантарма та, ай сарăмне тасатса кăларма та хăнăхрăмăр. <...>

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

♦   ♦   


Укçа хакне те, ĕç тĕлне те…

…Хула шкулĕнчи улттăмĕш класра вĕренекен хĕрача чăх-чĕп фабрики йĕркеленĕ курава ăнсăртран тенĕ пек лекнĕ. Хĕр пĕрчи вĕт, ачаш та вăйсăр чĕппе алла илнĕ, ахăртнех, унăн чунĕнче «сарă çăмхана» хÿтĕлес, пулăшас туйăм вăраннă. Çак кĕске самант пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварасса шухăшлама пултарнă-и-ха ун чухне хĕрача? Вăхăт иртнĕ, шкулпа сыв пуллашас тапхăр çитнĕ. Ÿссе çитнĕ хĕр пулас профессие суйласа ниçта та мар, аграри университетне пынă…

Кăçал республикăра пĕрремĕш хут «Ялта чи лайăххисем» форум иртнĕ. Ăна пуçарас шухăша шăпах çак хĕр, халĕ ял хуçалăх академийĕн пĕрремĕш курсĕнче ветеринара вĕренекен Юлия Казыкова, «парнеленĕ». Форума савăнăçлă ларутăрура уçас умĕн çакăн çинчен вицепремьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартнă. Форумпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть «Ялти телейлĕ ачалăх» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унта пурĕ 7000 шăпăрлан хутшăннă. Форум тата конкурс тĕллевĕсене уява уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă. Ÿсекен ăру малашлăха хулапа кăна мар, ялпа та çыхăнтарма пултартăр тесе халĕ республикăра нумай ĕç пурнăçлаççĕ: çĕнĕ физкультурăпа сывлăх комплексĕсем уçăлаççĕ, культура, вĕрентÿ çурчĕсене юсаса çĕнетеççĕ. Ял тăрăхĕсенче пурнăç хăтлăланса, çавна май экологи ларутăрăвĕ лайăхланса пырать. Ку вара форумăн тĕп тĕллевне çаврăнать: Чăваш Ен ачисене ялта пурăнма лайăх кăна мар, паянхи кун модăпа та килĕшсе тăнине кăтартасси. ЧР Культура, Вĕрентÿ министерствисем, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, Хĕрарăмсен союзĕ пĕрлехи вăйпа йĕркелесе ирттернĕ форума РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева хутшăннă. «Ялти чи лайăххисене» гаджетсемпе тата ытти парнепе хавхалантарнă. Форум çинчен ахальтен сăмах пуçармарăм паян. Ял тăрăхĕсенче пурнăç кивелсе-ватăлса пыни пирки тăтăш калаçаттăмăр маларах. Халĕ пирĕн ларутăру тĕпрен улшăнса пырать темелле. Çулсене юсаççĕ, ял тăрăхĕсенче тĕпленме тĕв тунисене патшалăх тĕрлĕ енлĕ тĕревлет. Çавна май хуларан яла таврăнса ĕç пуçаракан сахал мар паян. Çапах та çак шухăша — пурнăçа хулара кăна мар, ялта та аванах ăнăçтарма май пуррине — ытларах ачасенче тĕвĕлентермелли куç кĕрет. Епле пулсан та, пĕр вăхăт чăхăмланă ял хуçалăхĕ — колхозсем саланса кайнипе уй-хире вăрман тапăнма пуçларĕ, выльăх йышĕ чакнăçемĕн чакрĕ — аталансах пырать халĕ. Аталанать кăна мар, çĕнĕ ÿсĕмпе те савăнтарать. Сергей Артамонов министр кăçалхи кăтартусене рекордпах танлаштарать. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çул республикăшăн кăтартуллă вĕçленĕ: регионра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 1,005 млн тонна пухса кĕртнĕ! Кун пекки 30 çул каялла пулнă — ун чухне 1,004 тонна кĕнĕ пÿлмене. Вице-премьер палăртнă пекех, çу культурисене пухса кĕртес енĕпе те Чăваш Ен палăрнă кăçал: 2019 çулта, калăпăр, 27,7 пин тонна пуçтарнă пулсан кăçал — 28,4 пин. Чăваш Республикинче ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ аталанса пыни пирки Сергей Артамонов министр Шупашкарта юпа уйăхĕн 25-28-мĕшĕсенче иртнĕ Ентешсен форумĕнче каласа кăтартнă. Çак кăтартусене мухтавлă ентешсемпе пĕрле татах та ÿстерсе пырасса шантарнă. Сăмах май, регионра пахча çимĕç тухăçĕ те савăнтарать кăçал. Харпăр хăйне тивĕçтерес тĕлĕшпе Чăваш Ен çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине туллин пурнăçлать — хамăр тăрăхра туса илекен сĕт-çу, какай, çĕр улми, пахча çимĕç хамăра валли çителĕклĕ. Ку кăна та мар. Экспорта ăсатмалăх та çитет Чăваш Ен апат-çимĕçĕ. Раççей таварĕ тĕлĕшпе 26 çĕршыв санкци пĕлтернĕ пулсан та республикăран кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 20,7 млн долларлăх продукци ăсатнă. Тавара ытларах Китай, Беларуç, Казахстан, Азербайджан, Таджикистан çĕршывĕсене ăсатаççĕ. Экспортăн пысăк пайне /51%/ кондитер япалисем йышăнаççĕ, 25% — кайăк-кĕшĕк какайĕ, 13% — çу культурисем. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Кире пуканне хĕрсем те вылятаççĕ

Пĕрре, иккĕ, виççĕ… шăвать сехет йĕппи. Табло çинче уйăрса панă вăхăт — 10 минут. Кĕске хушăра кашниех палăрма тăрăшать. Пĕри тепринчен юласшăн мар — çĕнтерÿçĕ пуласшăн. Виççĕмĕшĕ рекордне çĕнетме талпăнать е тата та яваплăрах тивĕç унăн — спорт мастерĕн нормативне пурнăçламалла. Кун пек чухне пĕрне ăнать темелле, теприне тĕллеве пурнăçлама кăшт çеç ăнăçу çитеймест. Ăмăрту тени çапла. Мĕнех тăвайăн?

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче те тупăшу «хĕрÿ» пулчĕ. Кире пуканĕн спорчĕн пĕтĕм Раççейри 37- мĕш турнирĕ иртрĕ кунта. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илмешкĕн кире спорчĕпе туслă атлетсем çĕршывăн 12 регионĕнчен пухăнчĕç. Чемпионата РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР спорт министрĕ Василий Петров, цифра министрĕн çумĕ Анна Иванова, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Сергей Кириллов, республикăри кире пуканĕ йăтакансен уйрăмĕн председателĕ Юрий Карпов уçрĕç. — «Хыпар» кире спортне аталантарас енĕпе пысăк ĕç тăвать. Кунта паллă спортсменсемпе пĕр помост çине çамрăксем те тухаççĕ. Ăмăрту вун-вун атлета çунат сарма пулăшать, — палăртрĕ Сергей Александрович. Татьяна Вашуркина ку ăмăртăва 1984 çултанпа çуллен ирттернине, пандемие пула юлашки икĕ çулта йĕркелеме май килменнине аса илтерчĕ. Турнир Раççейри чи лайăх спортсменсен тĕл пулмалли вырăнĕ пулса тăнине каларĕ. Хĕрарăмсем — арçынсенчен, хĕрсем яшсенчен пачах та тăрса юлмаççĕ. Этемлĕхĕн черчен пайĕ те кире пуканне алăра вылятать кăна. Акă Елчĕкри Дарья Петрова хăйĕн результачĕпе кăмăллă юлнă. 24 килограмлă кире пуканне 35 хут çĕкленĕ вăл. Паллах, савăннă. 16 çулти хĕрĕн пысăк çитĕнĕвĕсем малашлăхра-ха. Сăмах май, пиччĕшĕ Николай та тимĕр вăййипе туслă пулнă, 13-ри шăллĕ Матвей те кире пуканĕ йăтать. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренекен Елена Бушуева 58 килограмлисен ушкăнĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕ. Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшре çуралса ÿснĕ пике аслă шкула вĕренме кĕрсен кире пуканне алла тытнă. Пĕрремĕш ăмăртурах иккĕмĕш вырăн йышăннă хыççăн спортăн ку тĕсне тата ытларах юратма пуçланă. Мастер нормативне тултармашкăн çăкăр нумай çимеллине чухлать 23-ри хĕр. <...>

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


Йăхташпа пуплессишĕн çухрăмсене парăнтарнă

2018 çулта Бурят Республикинче пурăнакан чăвашсен ентешлĕхĕ йĕркеленнĕ. Унăн ертÿçи Надежда Колесникова тăван халăх историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе, паллă йăхташсемпе тĕплĕнрех кăсăкланса «Буряти чăвашĕсем» проект çырнă. Раççей Президенчĕн грантсен фончĕ ăна ырласа йышăннă, укçапа тĕревленĕ. Çапла майпа чăваш делегацине хăйсем патне пымашкăн йыхравлама май тупăннă. Чăвашсен тĕп çĕрĕ çинче пурăнакансем пырса кайнă хыççăн Надежда Николаевна йăхташсемпе çыхăну тата çирĕпленнине палăртать. «Йывăç илемĕ — тымарĕнче, этем вара хăйĕн несĕлĕпе пуян», — палăртать Хĕвел тухăç çĕрĕ çинче çитĕннĕ чăваш хĕрарăмĕ.

Çеçен хирти çĕнĕ пурнăç 1930-мĕш çулсенче çĕршывра Хĕвел тухăç тата Çĕпĕр çĕрĕсене уçас тĕлĕшпе ятарлă программа хатĕрленĕ. Иосиф Сталин унта промышленноçа аталантарма ĕмĕтленнĕ, пысăк магистрале çĕклеме тытăниччен çынсене пурăнтарма, апат-çимĕç никĕсне хатĕрлеме пуçламаллине ăнланнă. Çĕрĕ нумай — халăх йышĕ питĕ пĕчĕк. Халĕ те 351 пин тăваткал километр лаптăк йышăнакан республикăра 1 миллонран сахалрах çын кăна пурăнать. 1953 çулта аякри çĕре куçса каяс юхăма Тутарстанри Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче пурăнакансем те лекнĕ. Çав шутра — Надежда Колесниковăн ашшĕпе амăшĕ Николай Дмитриевичпа Елизавета Андреевна та. — Аслă аппа Елькка — ăна килтисем çапла чĕннĕ — çеçен хир тăрăхне куçса килнĕ чухне пĕчĕк пулнă. Шкула кунта кайнă. Аякран куçса килекен çемьесем валли малтанах кил-çурт çĕкленĕ. Ĕç вырăнĕ хатĕр пулнă: арçынсене ытларах вăрман касас ĕçе явăçтарнă, хĕрарăмсене — колхозсене. Вырăнти çынсем выльăх-чĕрлĕхпе те пуянлатнă куçса килекенсен картисене: пĕри — ĕне, теприсем сурăхтака çавăтса пынă. Сăмах май, хур мĕнле кайăк пулнине бурятсем чăвашсем куçса киличчен пĕлмен-мĕн. Кайран кăна ĕрчетме тытăннă хур-кăвакала. Хĕле хирĕç пыракан тутарсемпе чăвашсем валли пахча çимĕç те хатĕрленĕ. Бурятсем выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе аппаланнă, çĕр ĕçне питех аталантарман. Кишĕр, хĕрлĕ кăшман йышши пахча çимĕçе те чи малтан ку тăрăхра куçса килнисем туса илме тытăннă. Вĕсенчен тĕп халăх та вĕреннĕ. Çĕнĕ çĕрте ĕç нумай. Атте йывăç хатĕрлекенсен кантурĕнче вăй хума тытăннă, анне — фермăра. Вĕсене малтанах Хоринск районĕнчи пĕчĕк яла вырнаçтарнă. Унта халĕ те манăн аякри тăвансем пурăнаççĕ. Каярах çывăх çыннăмсем район центрне, Хоринска, куçса килнĕ. Бурят республикинче тĕрлĕ районтан куçса килнисем хутăш тĕпленмен, кашни тăрăхран пынисем — уйрăм районта. Тĕслĕхрен, Тутарстанри Çĕпрел районĕн чăвашĕсем — Джединск хутлăхĕнче, Пăва районĕнчен куçса пынисем Кижингинск районĕнчи Орот ялĕнче пурăнма тытăннă. Оротра халĕ те Чăваш касси ятлă урам пур. Бурятсем кăна пурăннă чухне ялсенче çуртсем питех пулман, юртăсем лартнă. Чăвашсем вара пураран йывăç çурт никĕсленĕ, — хăйсен çемйин шăпи çĕршыв историйĕпе тÿррĕн çыхăннине палăртса каласа пама тытăнчĕ Надежда Николаевна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.