Хресчен сасси 44 (2932) № 09.11.2022
Пÿлме тырăпа тулсан…
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармонийĕнче, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене чыслаççĕ.
Шанчăклă тĕрев Кăçал Чăваш Ен аграрийĕсен мăнаçланмалăх пур. 1 миллион та 8 пин тонна тырă вырса кĕртнĕ. Ку енĕпе 1992 çулхи кăтартуран /1 миллион та 4 пин/ та иртсе кайрăмăр. Гектарти вăтам тухăç 33,9 центнерпа танлашнă. Улатăр /48,6/, Çĕрпÿ /38,8/, Елчĕк /38,4/, Канаш /35,9/, Куславкка /35,4/, Красноармейски /34/ районĕсен тухăç тата пысăкрах. Пÿлме тырăпа тулсан кăмăл та савăк, хавхаланса ĕçлес килет. Пахча çимĕç, сахăр кăшманĕ те ăнса пулнă. Кăçал çу культурине 32,3 пин тонна вырса илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен икĕ хут пысăкрах. Шел, çумăр вĕçĕм çуса тăни çĕр улми, пахча çимĕç, куккурус, хĕвел çаврăнăшĕ пуçтарса кĕртессине вăраха ячĕ. Хальхи вăхăтра 4,9 пин гектар çинчен /93%/ «иккĕмĕш çăкăра» кăларса пуçтарнă. Гектартан вăтамран 243,9 центнер тухнă. Элĕк, Куславкка, Муркаш, Вăрмар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче çĕр улми кăлармалăх пур-ха. Пахча çимĕç лаптăкĕ 840 гектар пушаннă /90,5%/. Гектар тухăçĕ — 363,1 центнер. Шупашкар, Куславкка районĕсен кăтартăвĕ икĕ хут пысăкрах. Хирте анасем пушанайман-ха, ку ĕç те малалла пырать. Республика патшалăх политикине — импорта вырăнти таварпа улăштарассине — пурнăçа кĕртсе пырать. Раççейре хăмла çителĕксĕр. Çак культурăна туса илессипе тĕнчери рынокра çĕршыв тÿпи тинĕсри тумлам пек — 0,3%. Çав хушăрах Европа, АПШ кăтартăвĕсем çуррине яхăн. Чăваш Енре ĕлĕкрен «симĕс ылтăн» çитĕнтернĕ. Раççейре хăмла туса илес ĕçре регион тÿпи — 93%. Çапах ку çителĕксĕр, сăра предприятийĕсене çулталăкра 7-7,5 пин тонна чĕр тавар кирлĕ. Хальлĕхе хăмлаçăсем вĕсене кирлин 2% чухлĕ кăна тивĕçтерме пултараççĕ. Ыттине Германирен, Чехирен, АПШран, Китайран турттараççĕ. Рынокра «симĕс ылтăн» çителĕксĕррине кура республикăра ырă йăлана — хăмла туса илессине — чĕртсе тăратассипе ĕçлеççĕ. Юлашки вăхăтра унăн лаптăкĕсем палăрмаллах хушăннă. Кăçал ăна 116,9 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Асăннă культурăна Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче çитĕнтереççĕ. — Кăçал регионта иртнĕ çулхинчен 183,3 тонна /12,8%/ ытларах хăмла пуçтарса кĕртнĕ. Çулсерен унăн лаптăкне 10-20% пысăклатса пыратпăр. Инвесторсем тупăнни, патшалăх субсидипе пулăшни ĕçлеме хавхалантарать. Малашне те çак культурăна çитĕнтерме условисем туса парăпăр, — палăртать ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Пахалăхĕ пирки те иккĕленеймĕн. Тĕнчери пысăк компанисем чăваш хăмли ют çĕршывринчен кая маррине палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Октябрь уйăхĕ тĕлне çăмарта туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăртипе пăхсан — 118,8, аш-какай — 104,5, сĕт 102,6 процентпа танлашнă. Тăхăр уйăхра ăратлă выльăх ĕрчетекен организацисенче ĕне пуçне 5958 кг сĕт сунă. Пысăк хуçалăхсен кăтартăвĕ 7 пин килограмран иртнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сĕт сăвасси 2,6% ÿснĕ. Кĕтÿре ăратлă выльăхсен тÿпи 47% çитнĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе Чăваш Ен федерацийĕн Атăлçи округĕнче — 2-мĕш, çĕр улмипе — 1-мĕш, аш-какайпа — 4-мĕш, пахча çимĕçпе — 1-мĕш, тырăпа 2-мĕш вырăнта. Ял хуçалăх продукцине туса илессипе вара 5-мĕшĕнче /5,1 млн тенкĕлĕх/. АПК отрасльне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталантарма йывăр. Кăçал региона çак тĕллевпе 5,7 млрд тенкĕ янă. Юлашки пилĕк çулта кăтарту икĕ хутчен ÿснĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Курăмлă тĕпе хываççĕ
Иртнĕ эрнере Чăвашпотребсоюз предприяти-организацийĕсем Шупашкарти коопераци техникумĕнче пилĕк çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Тĕп союзăн правленийĕн председателĕ Мария Бекетова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.
Пилĕк çулта отрасльте лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Пурлăхпа техника бази, производство обћекчĕсем, суту-илÿ çурчĕсем çĕнелнĕ. Пурнăçпа тан пыма тăрăшни рынокра çирĕпленме, çивĕч конкуренцие пăхмасăр аталанма май парать. Кооператорсем ял халăхĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çулсерен хушма хуçалăхсенчен ытлашши продукци туянаççĕ, кайăк-кĕшĕк, выльăх апачĕ илме пулăшаççĕ. Эмел курăкĕ пуçтарма çынсене те явăçтарнă май вĕсене ĕçпе, шалупа тивĕçтереççĕ. Пилĕк çулта Чăвашпотребсоюзăн хатĕрлев çаврăнăшĕ 5,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Халăха чĕр таваршăн 3,2 млрд тенкĕ тÿленĕ. Ытларах сĕт туянаççĕ. Ку енĕпе Тĕп союзра та иккĕмĕш вырăнта. Çăкăр-булка, кăлпасси изделийĕсем, напиток, консервланă пахча çимĕç, улма- çырла… — мĕн кăна çук-тăр кооператорсен сентри çинче. Вырăнти тутлă та паха çимĕçе çынсем хапăлласах туянаççĕ. Тутлă апат-çимĕçпе, çитĕнÿсемпе паллаштарма фойере курав йĕркеленĕ. Кунтах тĕрлĕ шайри конкурсра тивĕçнĕ вымпелсем, наградăсем те пур. Муркаш, Октябрьски, Красноармейски тата хăш-пĕр райпона техĕмлĕ çăкăр-булка пĕçерессипе çитекен çук-тăр. Хĕрлĕ Чутайсем вара хурăн сĕткенĕ хатĕрлессипе паллă. Комсомольскисем те пахча çимĕçрен, улма çырларан тĕрлĕ сĕткен хатĕрлессине алла илнĕ. — Кооператив бизнесне аталантарнă май эпир 300 пин ял çыннине, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, çĕр ытла бюджет организацине таварпа тата çăмăллăхпа тивĕçтеретпĕр. Çак тапхăрта тунă тата пурнăçлакан ĕç-хĕл — потребитель кооперацийĕн малашлăхĕ, — палăртрĕ Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов. 2021-2025 çулсенче потребитель кооперацине комплекслă аталантарассипе йышăннă программа малалла утма вăйхал хушнă тейĕн. Çак тапхăрта 1,2 млрд тенкĕ инвестици явăçтармалла. 500 млн тенкĕлĕх проектсем пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. Укçана суту-илÿ çурчĕсене, производство обћекчĕсене, общество апатланăвĕн организацийĕсене тума, çĕнетме, ĕçе автоматизацилеме, автопарка пуянлатма тăкакланă. Юлашки çулсенче суту-илÿ çурчĕсен сăн-сăпачĕ те палăрмаллах çĕнелнĕ. Вĕсене ытти лавккаран тÿрех уйăрса илме пулать. Кооператорсен хăйсен бренчĕ — «КООП». Ĕçченсен тĕллевĕсем пысăк. Çывăх вăхăтра мобильлĕ суту-илÿ паркне çĕнетесшĕн. Çакă аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансене апат-çимĕçпе, уйрăмах кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме пулăшать. Малашне тавара мобильлĕ приложени урлă саккас панă май ялсенчи коопераци лавккисене çитерессине йĕркелесшĕн. Çакă кадр ыйтăвне татса парасса иккĕленмеççĕ. Çулталăк вĕçлениччен асăннă пилотлă проекта пĕр райпора пурнăçа кĕртесшĕн. Çитес çул — ыттисенче. Мĕн енчен лайăх вăл? Ятарлă приложени урлă кирек ăçтан та тавар саккас пама пулĕ. Ăна вырăнти лавккаран кайса илмелле кăна. Тутлă апат-çимĕçе халăх хапăлласа туянать. Паха продукци хатĕрлесе кăларма общество апатланăвĕн предприятийĕсен ĕç-хĕлне çĕнетсех пыраççĕ. Шкулсемпе те тачă çыхăну тытаççĕ. 9 организаци районсенчи 43 шкулти 11 пин ачана вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем çак тапхăрта 650 ытла çĕнĕ апат-çимĕç кăларма пуçланă. Пахалăха ÿстерме оборудование çĕнетеççĕ, тухăçлипе улăштараççĕ. Çакна пурнăçа кĕртме 150 млн тенкĕ тăкакланă. Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче тухăçлăха ÿстерме, шăнтнă аша тирпейлеме оборудовани, ытти хатĕр-хĕтĕр туяннă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Мăйрака
Ваçли Иванч ирхине урайĕнче вăранса кайрĕ, нимĕн ăнланаймасăр кăн-кан пăхкаласа илчĕ. Килĕнчех иккен. Мăшăрĕ Мелания Ивановна канлĕн мăшлатса çывăрать. Сарлака вырăн çинче саркаланса выртаканскер утиялпа та витĕнмен, иçмасса! Çакна курнă Ваçли Иванчăн çилли вĕресе хăпарчĕ, кукша пуçĕ çинче юлнă пек çÿç пĕрчисем чăшăл-л! вирелле тăчĕç. «Ăхă, апла тĕлĕк мар, чăнласах пулнă ку. Ют арçынпа рехетленнĕ хыççăн мĕнле саркаланса çывăрать! Кĕрт ами темерĕн-и!» Арăмне урайне чышса ÿкерес шухăш та пурччĕ, çавах тивмерĕ, чăрт! сурнипех çырлахрĕ, тепĕр пÿлĕме кĕрсе кресло çине лап! ларчĕ. Ваçли Иванч аллăран иртнĕ мăнтăркка та чуман çын. Хăлхи урлă, сăмси пуклак — хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пек. Пичĕ çерçи çăмарти хурмă — чăпар. Кĕске ури чапрас. Мелания Ивановна унран çирĕм çул ытла кĕçĕнрех те пĕвĕпе йăрăс, ĕлккен сăн-питлĕ хĕрарăм. Çавна май Ваçли Иванч мăшăрне ют арçынсем куç хывасран асăрхаса пурăнать. Сахал-и янттине хапсăнакан? Çĕрлехи пăтăрмах шалт анратса пăрахрĕ Ваçли Иванча… Ĕнер ĕçрен самай ÿсĕр таврăннăччĕ вăл, чиперех çывăрма выртнăччĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пÿлĕме таçтан Кавказ çынни евĕр арçын кĕрсе тăчĕ. Хăй хуп-хура та çăмламас, упăте евĕрлĕ. Чăмăрĕ кире пуканĕ пек. Пăхсан сехре хăпмалла. Кĕчĕ те Ваçли Иванча пÿлĕмрен хăвалама пуçларĕ. Лешĕ, паллах, арăмĕ çумĕнчен хăпасшăн мар: тапаланать, аллисемпе сулкалашать. Акă уринчен ярса илсе урайне сĕтĕрсе антарчĕ хайхи, унтан чăмăрĕпе çамкинчен патлаттарчĕ. Пуçĕ ыратнипе ури çине те тăраймарĕ Ваçли Иванч. Хайхи çăмламас çак вăхăтра йăпăр-япăр Мелания Ивановна çумне кĕрсе выртрĕ. Лешĕ те хирĕç мар иккен, ик аллипех ыталарĕ… Çĕр тĕрлĕ шухăш явăнать Ваçли Иванчăн пуçĕнче. «Тĕлĕк курнă тесен ма урайĕнче вăрантăм? Чăх çăмарти пысăкăш мăкăль ăçтан тухса ларнă тата? Систертĕмĕр ĕнтĕ, Ваçли Иванч маларах та çамрăк арăмне пит шансах каймастчĕ. Çĕрлехи пăтăрмах вара уншăн вут çине краççын сапнă пекех пулчĕ. Юлашки вăхăтра арăмĕ патне те туртмасть-ха темшĕн. Темиçе çул каярах кăна ыталанса çывăратчĕç пулсан, халĕ ытларах чухне арăмĕ енне çурăмĕпе çаврăнса выртма юратать арçын. Кравать çинче упăшкине астарасшăн тем те туса пăхать Мелания Ивановна — лешĕ хăнк та тумасть, юриех тĕлĕннĕ пек выртать. Кун хыççăн хăй те çурăмĕпе çаврăнса выртать вара. Çĕр каçа çĕр хут çаврăнкаланă хыççăн ир енне тин минтерне ыталаса çывăрса каять. Ваçли Иванч вара хăй ăнкаруллă пулнишĕн савăнсах хуп турттарать. Ирхине кăмăлĕ юлнă пек пăхкалатчĕ-ха арăмĕ, çапах ÿпки-сапки лекменччĕ хальччен. Кĕçĕр вара… «Кĕçĕр хальччен курман мăшкăл тÿсме тиврĕ. Çитменнине, хайхи хура упăте мăйрака лартса ячĕ. Мăйрака… Ахальтен мар улталаннă çынна «мăйрака лартса янă» теççĕ халăхра, — мăкăльне тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ Ваçли Иванч. — Ку эсремечĕ вара икĕ хут мăйрака лартрĕ. Арăмпа та йăпанчĕ, хама та çамкаран патлаттарчĕ. Мĕн тумалла халь? Пĕрре килнĕскер тепре çитет-ха вăл. Сыхласа лармалла кăна. Арăм çумне выртнă майăнах кап! ярса тытмалла та милицие евитлемелле.Тытмалла... Калама кăна ансат. Упа евĕрлĕскере пырса тытса пăх-ха. Пĕрре çапса пуçа татса пăрахĕ. Алăра пуртă пулсан унран хăрасах тăрас çук-ха. Тытман вăрă — вăрă-и? <...>
Микул ИШИМБАЙ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...