Комментари хушас

3 Чÿк, 2022

Чăваш хĕрарăмĕ 43 (1271) № 03.11.2022

Эсĕ — тутар, эпĕ— чăваш, пĕр-пĕриншĕн хурăнташ

Улăх-çаран пин-пин тĕслĕ чечек çитĕннипе илемлĕ. Тăван çĕршыв тĕрлĕ халăх юрри-ташши янăранăран, кашнин йăли-йĕрки хăйне евĕр пулнăран пуян та илĕртÿллĕ. Мĕн тĕрлĕ халăх ăшă йăва çавăрман пирĕн тăрăхра! Туслă, пĕр шухăшлă — пĕрле — пурăнатпăр эпир.

Пирĕн вулакансен тусĕсен йышĕнче мĕнле халăх çыннисем пур-ши? Камсемпе кÿршĕллĕ тĕпленнĕ вĕсем? Туслăх епле çирĕпленнĕ? Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ çитнĕ май шăпах çакна ыйтса пĕлме шухăшларăмăр.

ЕЛЕНА, 36 çулта, Комсомольски районĕ:

— Чăвашсемпе те, вырăссемпе те, тутарсемпе те туслă пурăнатпăр. 10 тата 11-мĕш класра тутар хĕрĕпе туслашрăмăр, пĕр парта хушшинче икĕ çул лартăмăр. Вăтам шкул хыççăн Канашри педагогика колледжне çул тытрăм. Виçĕ çул пĕр пÿлĕмре чăваш, вырăс тата мăкшă хĕрĕ пĕрле пурăнтăмăр. Хаваслăччĕ. Сĕтел хушшине те пĕрле ларнă, пĕр-пĕрне пулăшма та яланах хапăл пулнă эпир.

ТАТЬЯНА, 32 çулта, Шупашкар хули:

— Аслă класа куçсан чăваш, вырăс, тутар ачисем пухăнтăмăр. Пĕр-пĕринпе питех те килĕштереттĕмĕр. Шăпах çакăн чухне кÿршĕлле пурăнакан халăх пачах урăх тĕнпе пурăннине, вĕсемшĕн Раштав, Мăнкун уявĕсем çуккине пĕлтĕмĕр. Вĕсене эпир еплерех ирттернипе кăсăкланатчĕç тусăмăрсем. Хăйсен праçникĕсем çинчен каласа кăтартатчĕç. Рамадан уйăхĕнче ислам тĕнне ĕненекенсем типĕ тытнине, вăл вĕçленсен Ураза-Байрам паллă тунине, каярах Курбан-Байрамра така пусса çинине те шăпах вĕсенчен пĕлнĕ. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА.

♦   ♦   


Пурнăç телейне ачасенче куратăп...

Акăш ларать-и, акăш ишет-и

Шур çунаттисене сарса? Ĕмĕр иртет-и, ĕмĕр вĕçет-и

Пурнăç тăванлăхне туйса...

Хĕвел пăхать-и, çумăр çăвать-и

Тăвансен туйăмĕнче?

Тăван утать-и, тăван чупать-и

Тăванлăх тытăмĕнче...

Çак илемлĕ сăвă йĕркисене шăрçалаканĕ — Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Екатерина Исаева. Екатерина Петровна Патăрьел районĕнчи Апрушнай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ Клавдия Шалтынова колхозра ĕçленĕ, «Ача амăшĕ — героиня» медале тивĕçнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Петр Григорьевичпа пĕрле сакăр ача /тăватă ывăлпа тăватă хĕр/ çуратса пăхса ÿстернĕ.

Екатерина Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне ял хуçалăх академийĕн зоотехника факультетĕнче тăснă. Унтан Шупашкар районĕнчи «Кадыковский» совхозра ĕçленĕ. <...>

Алина САВЕЛЬЕВА.

♦   ♦   


Тарăху, ăмсану, кĕвĕçÿ… чире ярать

2018 çулта кăкăр парĕн шыççи диагноз лартнă ăна. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Елена Хрусцелевская çак чирпе кĕрешет. Унпа пурăнма вĕренсе çитнĕ вăл, ăна шала кайнă ытти амак пек йышăннă. Унăн пуçне алă усас шухăш пачах та кĕмен. Пушшех тепĕр май — усал чир пирки пĕлнĕ хыççăн пурнăçа урăхла хаклама вĕреннĕ Елена. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, спортпа туслашнă, вокала çырăннă, фортепьяно калама, шахматла выляма вĕреннĕ. Çул çÿреме кăмăллать. Социаллă пурнăçра та хастарлăхпа палăрать.

«Усал шыçă» тени чылай çыншăн приговор пек янăранине, кунашкаллисене шухăшкăмăлпа тĕпсĕр çырмана ăсанасран хăтармаллине, йывăр вăхăтра алă памаллине никамран лайăх пĕлет Елена. Медицина пулăшăвĕпе пĕрлех психолог канашĕсен витĕмĕ курăмлине ăнланать. Çак тĕллевпех йывăр чир пырса çапнă çынсене пĕр тĕвве пухма шухăш тытнă та вăл. Çапла 2021 çулта «Çывăх çынсем» ушкăн йĕркеленĕ. Паллах, усал чирпе нушаланнине нумайăшĕ пытарма тăрăшать. Кун пирки калама вăтанать, чунне уçма хăрать. Çавăнпах пĕрлĕх йышĕ майĕпен ÿснĕ. 10, 20, 50… çын кĕнĕ унта. Халĕ ку хисеп 300 патне çывхарнă. Тĕрлĕ специалистпа канашлама, пачăшкăсемпе курса калаçма май пур кунта. Темле пулсан та çынна чун апачĕ кирлĕ. Ку тĕлĕшпе пĕрле театра, курава каяссине йăлана кĕртнĕ. Тĕрлĕ хулана та тухса çÿреççĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.