Комментари хушас

3 Чÿк, 2022

Хыпар 124-125 (28003-28004) №№ 03.11.2022

Олег НИКОЛАЕВ: Пурте пулăшма тăрăшаççĕ

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче оборона министрĕ Сергей Шойгу тулли мар мобилизаци вĕçленни çинчен Раççей Президентне Владимир Путина доклад турĕ. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун ТАСС информаци агентствин Мускаври Тверь бульварĕнчи студийĕнче прессконференци ирттерсе регионти мобилизаципе çыхăннă ĕçе пĕтĕмлетрĕ.

Пăшăрханусăр мар

Олег Николаев хакланă тăрăх, мобилизаци республикăра йĕркеллĕ иртнĕ. Ку ĕç пуриншĕн те çĕнĕ пулнине, опыт çуккине кура, паллах, чылай ыйту çуралнă, вĕсене «алă вĕççĕн» татса пама тивнĕ. Президент кĕпĕрнаттăрсене çак тапхăрта уйрăм полномочисем пани чылай чăрмава шала ямасăр сирме пулăшнă. «Çак ĕçе регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне упраса хăварса пурнăçлама пултартăмăр», — терĕ Олег Алексеевич.

Вăл мобилизаци тапхăрĕнче республикăра çын прависене пăснипе çыхăннă пăтăрмахсем пулманнине çирĕплетрĕ. ТАСС корреспонденчĕ Президент пресс-секретарĕ Дмитрий Песков мобилизаци вĕçленнĕ пулин те вырăнсенче ыйтусем юлни çинчен каланине аса илтернине кура Олег Николаев Чăваш Енре ку ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе кайма хатĕр çынсене пырса тивнине йышăнчĕ: «Вĕсене унта яма хирĕçленĕ тĕслĕхсем пулнă... Е — сывлăха кура, е — çемье лару-тăрăвне шута илсе. Арçынна мобилизацилесен çемьене уйрăмах йывăр пулассине тĕпе хунă». Ытларахăшĕ — çулланнă çынсем, вĕсем вара, ЧР Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, каялла чакмаççĕ. Республикăран мобилизациленĕ çынсенчен чи асли 55 çулта-мĕн.

Сăмах мобилизацие республикăра пурăнакансем мĕнле йышăнни тавра та пулчĕ. Олег Алексеевич пытармарĕ: «Тĕрлĕ реакци, çав шутра — хумхану-пăшăрхану та... Çынсем çапăçусем пыракан вырăна каякан тăванĕсемшĕн хăрани те, çав вăхăтрах хăйсен пуласлăхĕшĕн шикленни те». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


«Пуç çапма пуç çитмест»

«Ку ырлăха миçе çул кĕтетпĕр ĕнтĕ. Тинех эпир те газ çунтарма пуçлатпăр. Çак ырлăха пирĕн пата çитерекенсене тав туса пуç çапма пуç çитмест», — Сосновкăра пурăнакансен савăнăçне палăртса пĕлтерчĕ Геннадий Прохоров.

Атăл леш енне газ çитрĕ

Иртнĕ эрнекун, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, «Газпром» Мари Элти Кокшамар станцине газ ячĕ. Унтан вăл шутлă минутсенче Шупашкарăн Атăл леш енне çитрĕ. Пуçласа «кăвак çулăм» «Росинка» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра çунма пуçларĕ. Ку таранччен спорт центрне çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтнă. Кăçал республика бюджечĕн укçи-тенкипе çĕнĕ котельнăй туса лартнă. Вăл малашне çулталăкĕпех комплексри пилĕк корпуса, столовăя, клуба тата бассейна ăшăтма, ăшă шывпа тивĕçтерме май парĕ.

Газ валеçекен станцие тата газ пăрăхĕсене Чăваш тата Мари республикисен газификацийĕн тата газпа тивĕçтермелли тытăмăн 2021-2025 çулсенчи аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн ĕçе кĕртнĕ. Çак об±ектсем çут çанталăк ырлăхне йăлăмри 1750 яхăн тата Звенигово районĕнчи ялсенчи 720 ытла хуçалăха илсе çитерме май парĕç. «Кĕçех çынсем газпа усă курма пуçлĕç. Çавăн пекех кунта аталану та хăвăртланĕ. Предпринимательсем те çак куна тахçантанпах кĕтеççĕ. Вĕсен кунта пурнăçа кĕртмелли инвестици проекчĕ питĕ нумай. Газификаци пуçланасса кĕтнĕ вăхăтра, сăмах май, проектсен шучĕ тата ÿсрĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Росинка» кану базинче Атăл леш енне газ çитнĕ ятпа йĕркеленĕ уявра. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Халех яваплăха туять

Патăрьел районĕнчи Анат Чакă ялĕнчи Наталия Елисеева хресчен-фермер хуçалăхĕ те республикăри аграрисемпе пĕрле чÿкĕн 11-мĕшĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлама хатĕрленет.

Кунта темиçе çул каялла пулнăччĕ, уяв умĕн тепре калаçрăмăр. Выльăха хĕл каçармалли тапхăра епле хатĕрленнĕ? Утă, сенаж, силос, тырă, улăм пĕлтĕрхинчен нумайрах янтăланă. Çавăнпа сĕт кăçал иртнĕ çулхинчен ытларах сăвасси халех паллă.

— Çу уйăхĕнче çумăр лайăх çунăран нумай çул çитĕнекен курăк аван çитĕнчĕ, — ĕçсемпе паллаштарчĕ ХФХ пуçлăхĕн çумĕ, мăшăрĕ Сергей Николаевич. — Çумăр çуса чăрмантармарĕ — ăна çеçкене ларнă вăхăтра çулса типĕтрĕмĕр, фермăна турттартăмăр.

Ĕçе пурнăçлама ашшĕ-амăшне ывăлĕ Елисей те пулăшнă: хиртен миçе тонна утă тата курăк тиесе килнине шутласа пынă, сенажлăх курăк çине тăвар сапнă, айĕнче сывлăш ан юлтăр тесе механизатор ĕçне йĕркелесе тăнă. Вăл улăм тюкĕсене те шутланă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Тырă кăçал фураж хатĕрлеме те, сутма та çитет

Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» фирмăра «Хыпар» журналисчĕсем юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пынă чухне, пулчĕç. Янкăр кăвак тÿпери кĕрхи хĕвел пайăркисем çĕре кунĕпех ăшăтса çĕр ĕçченĕсене савăнтараççĕ. Вĕсен кăмăлĕ лайăх, уйра ĕç вĕресе тăрать.

Апат çителĕклĕ

Рульне Артемий Петров ª1-мĕш страницăри сăн ÿкерчĕкº тытса пыракан комбайн çÿрен лаша пек юртать, вĕтетнĕ курăк юнашар васкакан автотранспорт кузовне тăкăнать. Вăл тулать те — водительсем пушатма таварлăх сĕт туса илекен комплекса çул тытаççĕ. Çак конвейер иртен пуçласа каçченех çаврăнать. Техника сасси механизаторсем кăнтăрла апатланнă чухне çеç тамалать.

Куккурус 320 гектар акса çитĕнтернĕ. Виçĕ метра капашать, шултăра пуçĕ йышлă, тĕшши сап-сарă. Вĕсем ĕне выльăх продуктивлăхне ÿстерме пулăшакан РР, Е, Д, К, С, В1 тата В2 витаминсемпе пуян. Çавăн пекех чĕр чун организмне усă кÿрекен минерал хутăшĕсем — кали, кальци, фосфор, тимĕр, магни, микроэлементсем ªникель, пăхăрº, аминойÿçексем ªтриптофан, лизинº — тытса тăраççĕ. Çак культура ĕне-вăкăршăн паха апат шутланнăран çуллен пысăк лаптăкра çитĕнтереççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Неонацистсем çăлсене наркăмăш ярса хăвараççĕ»

Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Радислав Любимов пурнăçне çарпа çыхăнтарни ахальтен мар. Тĕрĕслĕхшĕн çунакан каччă салтакра Чечняри хирĕç тăрура пулнă хыççăн çар тумне тепĕр хут тăхăннă. Çак утăма вăл Тăван çĕршывшăн, ашшĕ-амăшĕн, мăшăрĕн, ачисен, пирĕн лăпкă пурнăçшăн тунă. «Эпир мар пулсан, кам?» — тет ентеш. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Украинăри çар операцийĕнчен отпуска Чечняна таврăннă офицерпа телефонпа çыхăнтăмăр.

САЛТАК ПУЛМАХ ĔМĔТЛЕННĔ. Ревопа Муза Любимовсем виçĕ ачана пурнăç парнелесе ÿстернĕ. Радик шкулта вĕреннĕ вăхăтрах салтака кайма ĕмĕтленнĕ, спортпа туслашса кĕлеткине пиçĕхтернĕ. Унăн аслашшĕн пĕртăванĕ Николай Любимов тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Çĕнтерÿ кунĕнче çулсерен ялти палăк умĕнче ветерансем уява пухăнсан вĕсен йышĕнче унăн тăванĕ те пуррипе мăнаçланнă вăл.

ЧУСТАНА КĂВАЙТ ÇИНЧЕ ПĔÇЕРСЕ ÇИНĔ. «Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти çыхăну техникумĕнче пĕлÿ илсе дипломлă пултăм. Çара кайма повестка пачĕç. 2004 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче салтак пулса тăтăм. Мускав облаçĕнчи Реутово хулинче пулма тиврĕ. Унтан Чечня Республикине командировкăна илсе кайрĕç. Вунă уйăх унта иртрĕ. Çамрăк чухне хĕç-пăшал сассинчен, çапăçăва кĕнĕ самантра хăрани те пулнă паллах. Вăхăт хăех хăнăхтарать. Çар çыннин пурнăçĕ тĕрлĕрен килсе тухать. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама ирех тухса каймалла чухне çăкăр пиçсе ĕлкĕрейместчĕ. Хăпарнă чустана пĕрле илсе каяттăмăр та вырăна çитсен кăвайт чĕртсе пĕçерсе çиеттĕмĕр», — аса илчĕ Радик. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Лидия САРИНЕ: Çăкăра шкула çитсенех çиме пуçлаттăмăр

«Тăварлă хурăн шывĕ»... Мĕн çинчен-ши çак кĕнеке? Лидия Саринен сăн ÿкерчĕкĕсен альбомĕпе паллашнă май унăн ачалăхĕ куç умне тухрĕ. Канаш районĕнчи Аслăялта çуралса ÿснĕ чăваш çыравçи кирек хăш ÿсĕмрисем валли те шăрçалать. Хайлавĕсене пурнăçри самантсене кĕртсе хайлать. Çавăнпа вĕсем вуланаççĕ, çÿлĕк çинче тусан пуçтарса выртмаççĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Сарине сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарнă май кăсăклă самантсене аса илчĕ.

АЧАЛĂХ. Пичче Толя: «Хурăн шывĕ ĕçсе пăхас килет-и?» — терĕ. Ĕçсе пăхрăм, ах, пылакчĕ. Ăçтан тупнине те каларĕ. Пахчаран иккен. Кÿршĕри Лисукпа, ултă çулта пулĕ эпир, кĕленче тупса унта чупрăмăр. Хурăн нумай. Вĕсен çумĕнчи кашни ланкашкари шыва ĕçсе пăхрăмăр, пĕри те пылак мар. «Ак çакă тăп-тăрă, тем тесен те, хурăн шывĕ», — тет Лисук. Ĕçсе пăхрăмăр, пылак тути те çук. Пăтранчăк шыв ăсса таврăнтăмăр, хурăн шывĕ тупаймарăмăр. Пирĕн ял пĕчĕк, шкул пулман. Çĕрпÿ районĕнчи Метикассине вĕренме çÿреттĕмĕр. Ирхине анне чей ĕçтерсе кăларса яратчĕ. Пĕррехинче пичче «манăн сахалрах, Лидян ытларах» тесе тавлашрĕ. Виçсе пăхас терĕ те чейне тăкса ячĕ. Анне текех памарĕ. Эх, савăнтăмăр. Паянхи кун та кулянатăп, мĕншĕн хамăрăнне ярса паман-ши? Çил-тăманлă çанталăкра шкула çырма урлă каймаллаччĕ. Тольăпа пĕчĕк сукмакпа утаттăмăр, эпĕ — ун хыççăн. Атте пĕчĕк катăк сахăр парса яратчĕ, пичче пысăк тесе ăна памастчĕ. Толя манăн сахăр çине мĕскĕннĕн пăхатчĕ. Килтен парса янă пĕр чĕл çăкăра шкула çитнĕ-çитмен çиме пуçлаттăмăр. Унпа кун каçмаллаччĕ-ха. Çемьере улттăн çуралса ÿсрĕмĕр, эпĕ — иккĕмĕшĕ. Юлташсемпе Розикпе Лисукпа хĕлле юр ашаттăмăр. «Эх, çак юр мĕншĕн сахăр мар-ши?» — тетчĕ Лисук. «Вара урама тухса çăкăрпа çиеттĕм», — тетчĕ Розик. Çулла пахчаран кĕпçе татса çиеттĕмĕр. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.